Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.
Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур!
Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать. Олег Николаев хӑй те ку юрра чӑвашла юрласа пачӗ — вӑл мӗнле юрланипе унӑн Инстаграмри ушкӑнӗнче паллашма май пур.
«Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра сахал мар чӑваш сӑвӑҫи чӑвашла куҫарнӑ. Чи паллӑ куҫару — Юрий Сементерӗн. Шӑп унӑн куҫарӑвне паллӑ юрӑҫсем тата Олег Николаев юрласа пачӗҫ те ӗнтӗ. Паян вара эпир сире ытти куҫарусемпе паллашма сӗнетпӗр: Валери Туркайӑннипе, Марина Карягинӑннипе тата Галина Енейкина хатӗрленипе. Унсӑр пуҫне, эпир пӗлнӗ тӑрӑх Валерий Раштав та хӑйӗн вариантне хатӗрленӗ. Шел те хальлӗхе унӑнне тупаймарӑмӑр, унӑн вараинчӗпе сире паллаштарма пултараймастпӑр.
Хушни (2020.05.28): пире Валерий Раштав куҫарӑвне ярса пачӗҫ. Ӑна та хушрӑмӑр.
Ҫӗнтерӳ кунӗ!
Юрий Сементер куҫарӑвӗ
Ҫӗнтерӳҫӗм, пит инҫеччӗ эс пиртен,
Кӗл кӑварӗ пек сӳнеттӗнччӗ хуллен.
Ҫулӑм витӗр, ҫумӑр витӗр таллӑнса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ шӑвӑнса.
Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ,
Тар шӑршиллӗ кун,
Эс ҫитсессӗн
Ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,
Эс ҫитсессӗн
Тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,
Вӑрҫӑ кунӗ,
Чыслӑх кунӗ,
Пурнӑҫ кунӗ!
Куҫ хупмасӑр кунӗпе те ҫӗрӗпе
Утрӗ халӑх, чӑтрӗ халӑх чӗрипе.
Заводра та, уй-хирте чуна парса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.
Ах, аннемӗр, таврӑнайрӗҫ пурте мар,
Паттӑрсен ятне ялан асра тытар.
Сӑртсем урлӑ, шывсем урлӑ талпӑнса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.
Ҫӗнтерӳ кунӗ
Валери Туркай куҫарӑвӗ
Ҫӗнтерӳ, эс, пултӑн питӗ аякра.
Сӳнес пекчӗ кӑвар сивӗ вучахра.
Тӗтӗм витӗр эпир утнӑ малаллах,
Ҫак уявшӑн тӑкнӑ юн эпир пайтах.
Ҫӗнтерӳ, эс,
тулнӑ тӗтӗм шӑршипе
Ҫӗнтерӳ, эс
шурӑ ҫӳҫлӗ паттӑр пек.
Савӑнатпӑр та йӗретпӗр харӑсах
Ҫӗнтерӳҫӗм!
Ҫӗнтерӳҫӗм!
Ҫӗнтерӳҫӗм!
Куҫ хупмасӑр тӑкрӗ тар ҫӗршыв ӗҫре,
Ҫак уяв ҫеҫ, ҫӗнтерӳ ҫеҫ кирлӗрен.
Ир те, каҫ та эпир ҫунтӑмӑр вутра, —
Ҫӗнтерӳ ҫеҫ ҫиттӗр терӗмӗр часрах.
Таврӑнмарӗ пӗтӗм паттӑр ар килне...
Ман чупасчӗ сывлӑм тӑрӑх халь, анне.
Ҫур Европа юлчӗ тин кӑна хыҫра, —
Ҫӗнтерӳ ҫеҫ ҫиттӗр терӗмӗр часрах.
Валери Туркай пире ярса панӑ вариант айӗнче ҫапларах ҫырни пур: «Эп хальлӗхе палламан Алексей сӗнӗвне (припевра «Ҫӗнтерӳшӗн» вырӑнне — «Ҫӗнтерӳҫӗм») шута илсе юсанӑ вариант. Пысӑк тав, Алексей! Эс Историе Туркая «День Победы» юрӑ текстне чӑвашла куҫарма [пулӑшнӑ] ҫын пек кӗрсе юлатӑн! Манран — тухать!»
Ҫӗнтерӳ кунӗ
Галина Енейкина куҫарӑвӗ
(YouTube-ри клипран хатӗрленӗ, ҫавна май йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ)
Каллех эпĕ ыттисене ку меслетпе усă курма, «хам шутласа кăларнă» тесе, никама та чармастăп
Яра парăр!
Хампур // 1537.72.7157
2020.05.27 21:14
"Ҫӗнӳ кунӗ" тенинче пусӑм У ҫине ӳкнине пула "ҫӗнӳ" уҫӑмлӑн илтӗнмест, янрамасть, мӗнле сӑмах пулнине те уйӑрса илейместӗн, тӗп сӑмах "кун" пулса тӑрать. Юррӑн пӗтӗм хӑвачӗ пӗтсе ларать. Чуна кисрентерекенни, ҫанҫурӑма сӑрлаттараканни, куҫҫуль кӑларттараканни кунта, паллах - "День Победы". Юррӑн хӑватне "Ҫӗнтерӳшӗн" тесен ҫеҫ упраса хӑварма пулать, ман шутпа. Калӑпӑр: "...вут-ҫулӑмпа ӗнтӗмӗр,... Европӑна утса тухрӑмӑр т.ытти ҫавнашкал текстпа "Ҫӗнтерӳшӗн!" сӑмах патне пырса тухсан. Эп хам ку юрра куҫарма кирлӗ мар тесе шутлатӑп.Чӑваш е ытти чӗлхесем чухӑн та шӑп та лӑп куҫарма пулмасть тесе мар, ку юрӑ хӑйнеевӗр куҫҫӳл тӑварӗн шӑршиллӗ, вут-ҫулӑмпа ӗннӗ. вилнисен юнӗпе пӗвеннӗ кӗлӗ пек, сывлӑш пек пулса тӑнӑ пек. Ман шутпа вӑл нимле кописӗр, пӗртен-пӗрре ҫеҫ, мӗнле ҫуралнӑ ҫапла пулса ӗмӗрлӗхе юлмалла. Паттӑр кунӗ, Вӑрҫӑ кунӗ, Телей кунӗ - кусем урӑх юрӑсем валли. Сӑмах май, мӗншӗн чӑвашла ҫавнашкал хӑватлӑ юрӑ ҫырмалла мар хамӑрӑн куҫҫӳл витӗр уяв ҫинчен?
Тутарла чипертерех пулса тухать, м.т. пусăм пēрремĕш сыпăк çинех ÿкет. Енчен те пирĕн "Çĕнÿ" сăмахра пĕрремĕш сыпăкра Ĕ марта, Е сасă пулсан кăшт майлăрах пулатчĕ-тĕр. Пĕрех "Çĕнÿ" сăмахăн янравлăхĕ те, хăвачĕ, энергетики, пĕлтерĕшĕ "Çĕнтерÿ" сăмахĕнчен чылай хавшак. Куççýл кăлармасть.
Тутарсен Джинÿ (Йинÿ) сăмахĕ чăвашла Çĕнÿ сăмахран нимпе те уйрăлса тăмасть. Вăл шутра — пусăмпа та.
Кĕвĕ юхăмĕ майăн пусăм улшăнма пултарать — çавă çеç.
Тĕрĕссипе Çĕнÿ кунĕ тениче (сăмах майлашăвĕнче) пĕртен-пĕр пусăм çеç — Çĕнÿ Кунĕ.
Ху юрласа пăх, ыттисем юрланине итле, ху юрланине урăххисене итлеттер.
Владимир Николаев - Изачак // 1441.48.8792
2020.05.28 16:52
На мой взгляд многие переводчики становятся пленниками «дословности» и по этой причине переводы что-то теряют. Тут не нужно бояться отойти от этого, главное, попытаться сохранить пафос. И в процессе постоянно петь в ритме.
«Килчӗ кунӗ, ситрӗ ҫӗнтерӳ»!..
Обычно переводы бывают трех видов построчный, вольный и художественный. Вот, передо мною перевод поэмы «Нарспи» Перевод вольный: «Ял Сильпи велик как город…» Можно же было передать и чувашскую ритмику, скажем,- « Будто город ял Сильби…» Но уж, что есть, то есть.
Лично я предпочитаю художественный перевод. Это мое мнение, но я не специалист, я только любитель, не считаю тут себя авторитетом. Извините, если что не так..
Кунти хуть те хăш текста тыт та кĕртсе ларт.
Чармастăп.
Ирĕк паратăп.