Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Музыка - универсальный язык человечества.(Г. Лонгфелло)
 

Ad

Нелли Пальмова: Сыватӑшран янӑ саламсем

Нелли Пальмова30.10.2020 18:526913 views

«Чӑваш халӑх сайчӗн» яланхи хыпарҫи Виталий Станьял юлашки вӑхӑтра сыватӑшра выртрӗ. Кунта хавасли акӑ мӗн: ун патне юлташӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен шӑнкӑравласах тӑнӑ иккен. Аякран килнӗ саламсене (Михаил Саватнеев музыкант, Камчатка* Федор Мадуров учитель, Аксу* Валерий Ильдуганов культуролог, Тюмень* Николай Кондрашкин скульптор тата ытти нумай ҫыннисене) аксакал кӗске йӗркесемпе тав тунӑ.

Сире сыватӑшри хӑшпӗр саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

* * *

Кам пӗлет мӗскер пулассине?

Шанчӑкпа упратӑп вӑй-хала.

Хӳтлӗх кирлӗ пӗчӗк ҫынсене,

Танлӑх кирлӗ пурнӑҫ майлама.

 

* * *

Калатӑн эс — ҫын пурӑнни телей.

Этем патне пыратӑн пӗр хаваслӑ.

Чӑваш турри! Парсамччӗ сан тӗле

Пехет те пурлӑх, сӑвапсем курмалӑх.

 

* * *

Пурнатпӑр. Курнатпӑр. Каятпӑр.

Ӗҫ ӗҫлетпӗр-ха, унсӑр мӗнле?

Кунҫула ҫакӑ пурнӑҫ таять-тӑр,

А ӑна эпир пӗртте пӗлмен!

 

* * *

Эпир санпа иртен-ҫӳрен кӑна.

Каятпӑрах тухса ыран-паян.

Те чухлаятпӑр-ха ӑна-кӑна,

Те ним пӗлмесӗрех иртсе каян...

 

* * *

Усал алхаснӑ вӑхӑтра

Ман ӗмӗр иртрӗ.

Салтак пекех, хаяр вутра,

Пире вӑл хӗртрӗ.

 

Тӗрӗс тесе тавлашӑнма

Тек кирлӗ пулмӗ.

Ӳпкелешме те ютшӑнма

Чӑвашлӑх хушмӗ.

 

* * *

Пиелесе ӳҫтерчӗ кил хуҫи.

Ачашласа этем картне кӑларчӗ.

Халь хамӑр та вӗт пултӑмӑр мучи.

Пире те, тен, несӗл тӗпне хӑварчӗҫ?

 

Тата кама йӑхсен тав тумалла?

Тата мӗскер вӑл мухтанмалӑх тӗп ӗҫ?

Калатӑп хытарсах: яшсем — мала,

Кил вучахне упрамалла — сан тивӗҫ!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (12)]

Comments:

Agabazar // 1552.85.3447
2020.10.30 19:02
Agabazar
The comment was deleted.: темӑпа ҫыхӑнман
Agabazar // 3291.61.1705
2020.10.30 19:02
Agabazar
The comment was deleted.: дубль

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters