Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.6 °C
Кто так часто обманывал тебя, как ты сам?(Б. Франклин)
 

Ad

Виталий Станьял: Халӑхӑн уҫӑ саслӑ хӗрӗсем

Виталий Станьял03.09.2021 19:457183 views

...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!

Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.

Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ...

Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ.

Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. Эппин, ҫамрӑксене ӑсталӑха тимлӗ туптама сунатӑп. Сарпипе Асамата, халиччен ҫырнисене сӑвӑрса пухса, халӑха шедеврсемпе савӑнтарма пиллетӗп.

 

Сӑн ҫинче: сулахайран пӗрремӗшӗ — Раиса Сарби, сулахайран иккӗмӗшӗ – Светлана Азамат. Сӑнӳкерчӗк Интернетран.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (22)]

Comments:

Agabazar // 3592.71.5004
2021.09.04 11:03
Agabazar
Юрать. Ытлашши мар.

Ну а леш Микула, эс вара пире асăнакан паттăрсем миçе штук чăваш ача сачĕ уçни пирки каласа пар. Сарпи миçе ача сачĕ уçнă? Асамат миçе ача сачĕ уçнă? Тата ытти те.
Пĕри // 4520.0.6210
2021.09.04 14:58
Agabazar // 3592.71.5004
2021-09-04 11:03
(...) Сарпи миçе ача сачĕ уçнă? Асамат миçе ача сачĕ уçнă
?
Ача сачĕ уçни-уçманни тарама-ха, Сарпипе Асаматăн миçе ачи, мăнукĕ чăвашла калаçать, миçешĕ калаçмасть?
Микула // 1077.37.9691
2021.09.04 18:02
Акапасар каллех тӳнтерле ? Паттӑрсен ӗҫӗ мар садиксем уҫассси, Сарписен те мар,анчах та заслуженный ятсем илсенех шыв сыпнӑ пек лармалла мар. Мӗнле тиркес ырӑ ят панӑ,кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Кун пек хфилосоофи пулмала мар тесшӗн кӑна. Халӑхшӑн е хӑвӑршӑн кӑна ,апла та капла та пулмаҫ.
А если же вы ожидаете благодарности, и, более того, требуете ее за свои благие дела, то вами движет вовсе не желание сделать другим добро. На самом деле вами движет желание власти над другими. Вы хотите, чтобы другие вам подчинялись, зависели от вас, и даже, может, вам поклонялись. Вы хотите поставить себя выше других, чтобы другие смотрели на вас снизу вверх и признавали ваше превосходство. Это – та цена, которую вы ждете за ваши добрые дела. Вы хотите оплаты. А доброе дело, за которое требуют оплаты, это уже не доброе дело, это сделка купли-продажи.
Микула // 1077.37.9691
2021.09.04 18:30
Кӗскен каласан, мораль кунта ҫавӑн пекрех. Чӑваш чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем ҫуккине курса ,аса илтерсе тӑнӑшӑн мӗнле те пуллин хисеп ячӗ параҫ пулсан пирӗн "шупӑрлисем" чи малта пулмалла. Ыттисене ҫывӑха та ярас ҫук. Чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем уҫнишӗн министр пуканне параҫ пулсан ,тахҫанах кирлӗ ,кирлӗ тесе кашни утюкранах каламалла. Паян вара уҫӑмӑнах каламалла,чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки пӑшӑрханакансем ҫукпа пӗрех . Ытларах хисеп ята илесси малта. Апла мар тесе калас пулсан хуравлӑр,"заслуженныйсем " пирӗн чылай пулсан мӗншӗн Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем чӑвашсем валли ҫук ? Ҫуккине куракан та ҫук заслуженныйсем хушшинче?
Микула // 1077.37.9691
2021.09.04 20:07
Заслуженная артистка РФ Мария Шукшина после вручения награды из рук премьер-министра Михаила Мишустина публично пристыдила чиновников, рассказав о состоянии культуры в стране и о том, что происходит в образовании и здравоохранении. Артистка воспользовалась ситуацией и высказалась о наболевшем. Речь дочери Василия Шукшина произвела на всех собравшихся сильное впечатление.
Шель пулин те пирӗн "халӑх поечӗсем" кун пекех шарламасан халӑхсӑрах тӑрса юлӗҫ. Вӗсен шедеврсене те вулакансем сахаллансах пырӗҫ. Курманни паян курнинчен аванрах пулмалла?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.09.05 10:57
Мĕнле тата кунта хĕрĕсем? Сăнÿкерчĕне тĕплĕн пăхмасан та "Халăхăн ват хĕрĕсемпе ват каччисем" паллăрах курăнаççĕ.
Каллималлин // 3361.60.8313
2021.09.05 20:19
Вӗсем ҫырнӑ йӗркесене илсе кӑтартсан эсир тӳнсех кайӑр. Ку сӑнаршӑн калани мар. Камӑн аллинче вӗсен мӗнле те пулин "кӗнеки" пур, чи малтанхи страницине те пулин уҫса пӑхӑр. Уҫрӑр-и? Мӗн калӑр?
Варык // 1726.84.3785
2021.09.07 11:20
Лăплан ентĕ Микулай тусăм.Халах поэчĕсене чăвашлăх кирлĕмарри куçкĕрет.Вĕсем бабушка пулнă ,асанне-кукамай мар.Чăвашлăх свани илме кана кирле ĕнтĕ интьеллигенцине.Кама валли усан садикуна?.
Хамыръял // 1880.98.2633
2021.09.07 18:48
апачушки! Мӗн кӑна!
Микула // 1077.37.9691
2021.09.08 18:12
Кама валли тени вӑл ирӗклӗ ҫынӑн сӑмахӗсем мар,вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ чураллӑх ҫавӑн пек калатарать тейӗпӗр. Йӗркеллӗ пулнӑ пулсан Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Ҫок пулсан йӗрки те ҫок.

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters