Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +16.3 °C
Жизнь наша - борьба.(Еврипид)
 

Ad

Виталий Родионов: Чӑваша чӑваш пулса юлма мӗн кирлӗ?

Виталий Родионов10.11.2021 12:055202 views

Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ тишкерӳллӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, ӑна 1918 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларать. Ахальтен мар ӗнтӗ 1980-мӗш ҫулсенче ҫав манӑҫа тухнӑ хайлав чӑваш ҫынни патне тепӗр хут ҫитрӗ, чӑваш интеллигенцине наци идеи шырама хистерӗ.

Чӗрӗлӳн икӗ тапхӑрӗнче те халӑхӑмӑрӑн наци идейи виҫӗ тӗп ыйту тавра пуҫтарӑннӑ: тӑван чӗлхе, тӑван культура тата наци вӗрентӗвӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» чӗнӗвӗ шӑпах та пӗрремӗш тӗп ыйтӑвӑн тӗшшине кӗскен палӑртни темелле. Наци культурин символӗ икӗ тапхӑрӗнче те театрпа кино тата чӑваш юррипе тӗрри-эрешӗ пулса тӑнӑ. Чи вӑйсӑр та йӗркеллӗ аталанса ҫитеймен наци идейин пайӗ тесе вӗрентӳ тытӑмне каламалла. 1930-мӗш ҫулсенччен вӑл йӗркеллех вӑй илсе пынӑ пулсассӑн, репресси ҫулӗсенчен пуҫласа каялла чакма пуҫланӑ, 1960-мӗш ҫулсенче наци вӗрентӗвӗн тытӑмӗ пуҫӗпех ҫухалчӗ. 1990-мӗш ҫулсенчи иккӗмӗш чӗрӗлӳн ҫитӗтӗвӗсен шутне чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хуни, ӑна хулари шкулсенче вӗрентме пуҫлани кӗрет. Чӑваш наци конгресӗ тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсене пӗрлештерме пултарни, культура автономийӗсем йӗркеленни, наци ӑслӑлӑхӗпе ӳнер академийӗ уҫни, наци лицейӗ, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗсем пулни, чӑваш чӗлхи интернет уҫлӑхне кӗни – ҫаксем пурте иккӗмӗш чӗрӗлӳн ҫимӗҫӗсем пулаҫҫӗ.

2000 ҫултан пуҫласа паян кунччен ҫак ҫитӗнӳсем майӗпен ҫухалса- хупӑнса пычӗҫ те халӗ эпир, ытарлӑ каласан, «ҫурӑк валашкапа» тӑрса юлтӑмӑр пулас: вӑл ҫук, куна хупса лартнӑ, лешне чарнӑ...

Малалла наци идейин чи кая юлнӑ пайӗ –вӗрентӳ – пирки темиҫе сӑмах каламалла. «Ашшӗ-амӑшӗсен ирӗкӗ» тени питӗ тӗрӗс ӗнтӗ, енчен те Раҫҫейри чӗлхесен пӗр танлӑхӗ тата хисеплӗхӗ хут ҫинче мар, чӑн пурнӑҫра пулсассӑн. Паянхи кун чӑваш чӗлхин сумлӑхне ҫӗклес ыйту чи кирли пулнине республикӑмӑр пуҫлӑхӗ лайӑх ӑнланать кӑна мар, хӑй тӗслӗх кӑтартса хавхалантарать. Кунта пӗр япалана асра тытмалла. Чӗлхесен пурнӑҫри пӗр танлӑхне тӑвасси хутшӑну йӗркисене саккун урлӑ ҫирӗплетнинчен тата ҫав саккуна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисене палӑртса, вӗсенчен ҫирӗп ыйтнинчен нумай килет. Ку вӑл чи малтан тӳре-шара ӗҫӗ пулмалла, хура халӑхӑн вара саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнма хӑнӑхмалла. Анӑҫри ҫӗршывсенче ку ӗҫе граждан обществи туса-тӗрӗслесе пырать пулсассӑн, пирӗн патӑмӑрта, шел пулин те, апла пӗрлӗх ҫук-ха хальлӗхе, эппин, унӑн функцине тӳре-шарасӑр пуҫне никам та пурнӑҫлаймӗ.

Чӗлхесен пӗр танлӑхне нумай чӗлхелӗх ҫине таянса кӑна йӗркелеме май пур. Урӑхла каласассӑн, тӗрлӗ халӑх хушшинчи хутшӑнӑва куҫару урлӑ йӗркелесси малта пулмалла. Калаҫӑва хутшӑнакан ҫыннӑн тӑван чӗлхипе калаҫма ирӗкӗ пурри – чи малтан шута илмелли сӑлтав. Ыттисем (итлекенсен пӗр пӗчӗк пайӗ е темиҫе ҫын кӑна) ӑнланманнишӗн калаҫакан ҫыннӑн мар, хутшӑнӑва йӗркелекенӗн (пӗр-пӗр пуху е лару ирттерекенӗн) пуҫӗ ыратмалла. Ҫакӑн йышши лару-тӑрӑва Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем лайӑх татса пама пултарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗр-пӗрин чӗлхине пӗлнӗ е ӑнланнӑ. Эппин, нумай чӗлхеллӗ аудиторири кашни ҫынна хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫмалли тата итлесе ӑнланмалли майсем туса парасси хутшӑнури тӗп йӗрке пулса тӑмалла. Паянхи интернет ӗмӗрӗнче ҫакна йӗркелемелли мелсем сахал мар. Куҫарӑва экран ҫинче кӑтартма та, сасӑпа итлеттерме те пулать. Унсӑрӑн чӗлхесен пӗр танлӑхӗ пирки калаҫни декларации шайӗнче кӑна тӑрса юласси пачах та иккӗленӳсӗр. Лавккара та, ытти халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче те, республикӑмӑрта кӑларакан тӗрлӗ продукцисем ҫинче те патшалӑх чӗлхисемпе ҫырса хуни пулмалла, республикӑри хысна ҫурчӗсене хӑйӗн нушисемпе пыракан чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхипех калаҫма пултартӑр тата ыт. те. Вара тин чӑвашшӑн унӑн тӑван чӗлхи сумлӑн курӑнма пуҫлӗ, вӑл хӑй ҫеҫ мар, ачисене те тӑван чӗлхине юратса вӗрентӗ, чӑваш туса ҫитӗнтерӗ. Паянлӑха ялти чӑваш хӑйӗн ачине тӑван ялӗ-тӑрӑхӗнче мар, чӑваш чӗлхипе культури ҫук вырӑнта пурӑнма хатӗрлет-ха, Канашран иртсен чӑваш чӗлхипе культури кирлӗ мар тесе йӑнӑш шухӑшлать. Хулара пурнаканӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен ачисем куккук чӗппи пулса пынине ӑнланать. Пурнӑҫ ҫапла пулма хистет пулас вӗсене. Ҫак нумай сӑлтавпа ҫыхӑннӑ халӑхӑмӑр арканӑвне пурин те пӗрле кар! тӑрса чарса лартмалла. Чӑваша чӑваш пулсах пурӑнма мӗн тумалли пирки кашни чӑвашӑнах шухӑшласа пӑхмалла, хамӑртан килнине хамӑрӑнах тумалла, вӑй ҫитменнине вара ыттисенчен, чи малтан ҫав ӗҫшӗн яваплисенчен тӳррӗн ыйтмалла. Эпир пулнипе пуррине пӗлетпӗр-ха, пулассине те шанмаллах пултӑрччӗ!

 

Виталий РОДИОНОВ,

профессор

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (12)]

Comments:

Тимӗр Акташ // 2661.6.5731
2021.11.10 12:43
Яланхи пекех тарӑн шухӑшлӑ статья.
Agabazar // 2023.22.4683
2021.11.10 14:57
Agabazar
Чăваша чăваш пулса юлма чăвашла пурнăç кирлĕ. Чăвашла пурнăç пулсан чăваш чăвашах пулса юлать. Чăвашла пурнăç çук пулсан — чăваш пулса юлаймасть.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters