Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Отсутствие опровержения, не является доказательством.(С. Прокопенко)
 

Ad

Николай Малышкин: Район хаҫачӗсене пӗтерме парас марччӗ!

Николай Малышкин19.11.2021 12:2710206 viewsEdit Delete

Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...

Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.

Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?

  1. Кӗскетнӗ штат, пӗчӗклетнӗ ӗҫ укҫи. Пӗтӗмпе те 4 ҫынран тӑракан коллектив кашни эрнере тухакан 12 страницӑллӑ издание епле кун ҫути парӗ? Унӑн пахалӑхӗ мӗнле пулӗ?
  2. Хаҫатсем хӑйсен 90 ҫуллӑхӗнче ҫирӗпленнӗ сӑн-сӑпатне, традицилӗхне ҫухатӗҫ - «хыпарланса» кайӗҫ.
  3. Ялкорсен (вӗсем ахаль те сахаллӑн) йышӗ чакӗ.
  4. Хаҫат тиражӗ самаях иксӗлӗ...

Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...

 

Николай Малышкин,

«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,

ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (33)]

Comments:

ялтан // 1790.3.5196
2021.12.05 14:17
Вӗсем аптранӑ кӑвакалсемех ӗнтӗ, ним тума аптраҫҫӗ пулас. Учрежденине хупни пысӑк ӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенӗ пек.
Тата ҫакна та шута илер: калӑпӑр, тытаҫҫӗ те яраҫҫӗ пӗр-пӗр йӗркеллӗ специалистах Капартин-Палкар е Коми тӑрӑхне. Хӑҫан вӑл тӑна кӗрсе ҫитет?
Наци телевиденире ҫавнашкал ссылкӑна янӑ йӗркепе пӗри асапланать. Мӗншӗн ӑна тӑлласа тытмалла7 Ярӑр ӑна ирӗке.
Эх, йӗрке тӑвакан ҫук...
Ялампи // 1790.3.5196
2021.12.05 16:01
Ситуация простая. Государственная структура хочет возложить свои прямые обязанности на нижестоящие структуры. М-да... Всем хочется жить так: сладко спать, много получать, чтобы твою работу выполняли другие.
Интересно, куда смотрит "Республика прокуратура. Прокуратура республики", как у них недавно было начертано по мрамору у входа? Кранову надо писать, если местные спят или купленные.
Арсений Тарасов // 3038.19.6100
2021.12.05 21:17
ВАРЫК:Ийя çав.Ялав тата Тăван Атăл журналсене вуна çул каяллах Чубайс хупр ĕ.Пĕтĕмпех çав эсрелĕ айăплӑ. ВАРУК, пӗлмесӗр суя сӑмах сарма кирлӗ мар, "Тӑван Атӑл" чиперех тухса тӑрать. Чылайранпа аллуна тытса курман пулмалла. Пырӑр Пичет ҫуртне, туянма пултаратӑр: 75 тенкӗ ҫеҫ. Ҫитес ҫураҫуллӑх валли ҫырӑнас тесен 210 тенкӗ кӑна (6 номер)
КУКШАБИК // 1636.5.8957
2021.12.05 23:06
Тĕрĕс, тĕрĕс! Йăлтах айăплă çав чубайс! ВĂл хупса пĕтерч
чăвашнă хаçвт журналне!

Тăм писменсем тес килет ч ă в а ш ла !
Agabazar // 8493.0.5009
2021.12.06 13:45
Agabazar
Ялампи, хăвăн тивĕçÿсене ыттисем çине тивекенни шăпах эсĕ.

Сан кунта чăвашла калаçмаллаччĕ, тĕрĕссипе каласан. Мораль енчен пăхсан, тейĕпĕр. Анчах та эс çав хăвăн чăвашла калаçас тивĕçне Арсений Тарасов çине тиветĕн. Тата, паллах, Акапасар çине.
Каллинмаллин // 4794.9.4547
2021.12.07 16:40
А.С. Пушкин яланах çивĕч чĕлхеллĕ пулнă, пирĕн Пушкин та асран та ас. Отчет туса пачĕ съездра союзăн публицистикăпа критика пайĕн ĕçĕ пирки. Ĕненетĕр-и: унăн 30 çул каялла очерк жанрĕ пирки çырнă статьйине "Тăван Аталта" кăçал кăларнă иккен, çавăн содержанийĕ пирки отчет туса пачĕ, унта хушса çырнă пĕртен-пĕр предложение такăна-такăна вуласа пачĕ. Вăт сире Пушкин, вот сире сукин сын!
Евразиец // 3753.90.6577
2021.12.12 09:42
Каллинмаллин, кто это ваш Пушкин? Валери Воробьев?
Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.14 04:06
Agabazar
Ай-вай, Пушкин, ай-вай, йĕксĕк ывăль!
Варык // 1888.84.0876
2021.12.14 07:26
Ваçлей Пушкин , Патăрьел тăрăхĕнчи чăваш. Паллă чĕлхеçĕ, литературă критикĕ.
Каллинмаллин // 3690.00.7845
2021.12.14 11:32
Пушкин вăл Пушкин ĕнтĕ, Патăръел хастарĕ (пулнăскер).

Pages: [1], 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters