Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Нельзя ничего сказать о глубине лжи, не попав в нее.(Миппер)
 

Ad

Николай Адёр: «Юлан ут» юланута ҫитеймест!

Николай Адёр12.12.2021 16:347035 views

Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ

 

1994 ҫулта ноябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацийӗн тӳрлетсе тунӑ правилисене вӑя кӗртесси ҫинчен» 88-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ. Икӗ ҫул маларах 1992 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче Аслӑ Совечӗн Президиумӗ Чӑваш Республикин тӗпчев институчӗ 1990 ҫулта туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ правилӑсене вӑя кӗртесси ҫинчен сӗнӳ йышӑннӑ. Ӑна заседани вӗҫленес умӗн вуннӑмӗш ыйтура кун-йӗркин «вак тӗвексен» («Разное») пунктӗнче тишкермесӗр, вуламасӑр васкавлӑн вырӑсла калаҫса йышӑннӑ.

Ҫук ыйту кун йӗркинче пулман, ӑна пӑхса тухма та хатӗрленмен. Стенографие тишкерсен сасӑласа йышӑнма сӗнекен А.П. Хусанкай ҫӗнӗ правилӑсемпе, унӑн тӗллевӗсемпе те пулин пухӑннисене паллаштарман, ӑна тума майӗ те пулман: темиҫе депутат чӑвашла калаҫма пӗлмен. Чӑвашла пӗлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтӑвӗ ҫине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ӑнлантарайман. Аслӑ Совечӗн Председателӗ Э. Кубарев та иккӗленсе ыйтнӑ: «Наше право это?» Атнер Хусанкай суйкаланипе ӗҫлесе ывӑннӑ Президиум членӗсем ним ӑнланмасӑрах ҫав кун Постановление йышӑнаҫҫӗ.

Пирӗн сӑмах:

1. Президиум членӗсем тӑратнӑ ыйтӑва тишкермесӗр процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановлени ҫакна пула саккунсӑр.

2. Ҫитменнине Аслӑ Совечӗн Президиумӗ асӑннӑ правилӑсене йышӑнни саккунпа пурнӑҫланма вӑя кӗреймест — унӑн ун пек полномочи ҫук.

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисемпе усӑ курма хушаймасть - унӑн ун пек полномочи ҫук. Вӑл сӗнӳ йышӑнма пултарӗ, анчах сӗнӗве йышӑнса ҫӗнетнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ку ҫителӗксӗр.

4. Ҫӗнӗ правилӑсемпе пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗн, Министрсен Кабинечӗн Хушу кӑлармалла. Ҫакӑн пек Хушу халлӗхе ҫук. Ҫавӑнпа та асӑннӑ «Ҫӗнетнӗ правилӑсемпе» пурнӑҫра, ӗҫре усӑ курма юрамасть.

Ҫаксене шута илсе Ваттисен Канашӗн Халӑх хуралӗ ҫапла сӑмах сарать:

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, унӑн Президиумӗ те процедурӑсене пӑсса йышӑннӑ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацине тӳрлетсе тунӑ правилисене» тата ҫак правилӑсенче чӑваш чӗлхине пӗтерес тӗллевсем хуҫаланнине кура, халӑх унпа килӗшменнине шута илсе асӑннӑ постановленисене пӑрахӑҫлас.

2. Чӑваш ҫырулӑхӗнче 1938 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисемпе усӑ курас.

3. Паян куна капланса ҫитнӗ пурнӑҫ хистевӗсене шута илсе чӑваш орфографине ҫӗнетме ӗҫ тӑвакан комисси йӗркелеме чӑваш писателӗсен Союзне сӗнес.

4. Патшалӑх Канашне 27 ҫул каялла процедурӑна пӑсса йышӑннӑ Постановление пӑрахӑҫлама сӗнес.

5. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн, чӑвашӑн, тӑван халӑхӑн пӑснӑ ҫырулӑхне тӳрлетсе ҫӗнетесси ҫак вӑхӑтра чи кирлӗ ӗҫ пулмаллине аса илтерес.

 

Ваттисен Канашӗн — «Халӑх хуралӗн» председателӗ Николай Адёр

Декабрӗн 4, 2021 ҫ.

 

Редакцирен: ку ҫырӑва малтанах ярса панӑччӗ, шел те тӗрлӗ ӗҫсене пула вӑхӑт ҫитейменнине пула халь кӑна вырнаҫтарма май килчӗ.

Хурав

Редакцирен: Министерствӑран янӑ хурава паллашма вырнаҫтаратпӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (29)]

Comments:

Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.14 00:45
Agabazar
Микула, чăвашла театтăр пур тесе ан мухтан.
Мухтанмаллăх пур пулсан та, эс туман ăна. Сан тÿпÿ унта пачах та çук

Чăвашла чеаттăр пур тетпĕр пулсан та, вăл япала паян пур, ыран вара — çук. Хуть те хăш кунта та сÿнсе ларма пултарать. Ăна Микуласем тытса чараймаççĕ.

Ку хворума та вĕсем ăна-кăна тытса чарма мар, сÿпĕлтетме çеç килеççĕ. Николай Адёр куккамăр калани пирки сăмах хушасчĕ.

Çук вĕт, тем сÿпĕлтетмелле! Акапасар пулсан, ăна кăшт айккинелле пăрăннă пек пулсанах кутран тапса сирпĕтеççĕ. Микуласем вара пур çĕрте те сăмсине каçăртса çеç çуреççĕ.

Кунта сÿтсе явакан ыйтăвăн теорилле никĕсĕ вăл ак çак кĕнекере:
Яковлев П.Я. Фонетика и фонология чувашского языка: монография / науч. ред. А.П. Долгова. - Чебоксары: Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук, 2020. - 288 с. - (Строй чувашского языка). ISBN: 978-5-87677-255-8

Пĕтĕмпех пулса çитнĕ-и унта? Апла мар пулĕ. Анчах урăххи çук. Пурне те пĕтĕмпех татса панă тееймĕн. Сăмахран, чăваш чĕлхин çырса кăтартнă консонантизмĕ уçăмсăр: геминатсем, янравлă тата хупă сасăсем, вырăс чĕлхинчен йышăннă фонемăсемпе ытти аллофонсем.... Çав тери нумай ыйту! Пётр Яковлевич татса памалли çулсене кăтартнă. анчах....
Михайлов Виталий Михайлович // 1190.78.0439
2021.12.14 15:13
Эпĕ ку ыйтупа Акапасарпа çĕр проценчĕпех килĕшетĕп. Петĕр Яккусен çав тери пысăк ĕç туса хăварнă... Фундаменталлă ĕç...Çакна суя-йăнăш çулпа ярас марччĕ... Çĕр-аллă çул каяллахи тĕпчев-йышăнусем паянхи куна тивĕçтермеççĕ ĕнтĕ... Çăпатана тепĕр хут сырас марччĕ... Тата: тăван чĕлхене кашни кун тенĕ пекех силлес марччĕ... Капла эпир чăваш чĕлхин сумне çĕр çумнех антарса лартатпăр...
Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.14 15:18
Agabazar
Ирина Кузьмина // 1188.03.7250
2021.12.13 11:08
Айкомисси мӗн вăл? Ытла та тирпейсӗр илтӗнет. Хушма комисси тесен чăвашларах та, тирпейлӗрех те. Кун пеккине контекста пăхса куçарма тăрăшмалла. Петӗр Яккусен мана та вӗрентнӗ, эп унран кун пек сăмах илтине астумастăп.
Мĕн тирпейсĕрри пур вара унта? «Паккăç» тени мар вĕт.

Хушма комисси вырăсла — дополнительная комиссия.

Анчах Яккусен комиссийĕ «дополнительная» текенни пулман вара. «Подкомиссия». «Под» вăл чăвашла «ай» пулать. Урăхларах каласан (чăмласа парсан) — аяларах тăракан комисси.

Анчах та ун чухне çÿлерех тăракан комисси чăннипе пулман та. Салатса янă темелле пуль.
Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.14 15:22
Agabazar
Петĕр Яккусен чăнах та «айкомисси» тенине Аçтахар Хăта çирĕплетме пултарать.
Алексин // 1006.7.7966
2021.12.13 11:41
Чăваш кĕнеке издательстви темиçе хутчен те орфографи комиссийĕн юлашки сĕнĕвĕсене шута илсе справочник кăларма хăтланса пăхрĕ. Анчах автор вырăнне комисси сĕннĕ Ю.М. Виноградов накама итлемесĕр "хăйĕн" правилисене кӑларасшăн пулчĕ, вăл кĕнеке тухнă пулсан тĕлӗнсе каймалли капашсăр нумай пулнă пулĕччĕ.
Ку ыйту ытла шала кайнă, ăна тата та япӑхтарса ярас текенсем хытӑ тăраççĕ.
Тавтапуç сире, Алексин Хăта.

Халь Петĕр Яккусен вилчĕ те, тем тума та юрать теççĕ пуль.

Юрамасть.

Айкомисси ларăвĕн стенограммине тупмалла та, çавна хыпар-хăнарлăх пичетлесе кăлармалла.
Стенограмми çук пулсан — аудио-видео-материалсем пур. Унта каланисене шура хут çине куçарса пичетлеме пулать.

Юрий Виноградова «Йĕркевсем» кăларма сĕнни — кашкăра сурăх кĕтĕвне кĕтме хушнипе пĕрех. Е качакана купăста пахчине хураллама ыйтнă пек.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.15 19:04
Акапасар мочок ан кулян ,сирӗн вӗт Ваттисен Канашӗ,Халӑх Хуралӗ, Конгресс,ЧОКЦ,пӗр купа фонтсем,ҫӗршер академик, народныйсемпе заслуженныйсем,тата ытти те. Сирӗн ӗмӗре ҫитет. Паян чи кирлисем те эсир анчах, чӑваш ачисем мар? Пӗрисем паян "духовный вождь чувашского народа " тени пирки харкашаҫҫӗ теприсем орфографи хӑшӗн тӗрӗсрех?
Пӗр енчен пӑхсан "стаканри тӑвӑл"( темле "тӑвӑл" пулсан та шухӑшпа стакнра анчах),тепӗр енчен "кӗреке чирӗ" палӑрать.
Хулара 4-5 градус сивӗ,ҫил ҫурҫӗр енчен, Шупашкарта тӑван(чӑваш)чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки тӗтре карнӑ.
Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.16 06:33
Agabazar
Вăт, эсир, Юрий Виноградовпа иксĕр, Улăпсем, кайăр та тăвăр.

Суран çине тăвар сапнă пек:"Ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ, ача сачĕ,....." — тесе, йĕкĕлтесе-мăшкалласа, ан çÿре кунта.
Анонимла // 4285.37.8041
2021.12.17 12:15
Сӑмахсене уйрӑм ҫырассине эпӗ ятарласа,чӑвашла пӗлмен ҫынсене пӑтраштарас тесе йышӑннӑ тесе шутлатӑп.
Сӑмах пӗлтерӗшӗ пачах та ҫухалать вӗт!!!
Хӗрача сӑмаха илер-ха. Хӗр ача- девушка, ребенок.Значение слова девочка теряется для меня, знающего только русский язык.
Ҫапларах кашни уйрӑм ҫырнӑ сӑмах пӗлтерӗшӗ.
Пурте хапӑл туса йышӑнса лартӑр кун пек правилӑсене. халь ачасем чӑвашла вӗренесшӗн мар, -тесе калаҫатӑр.
Кун ячӗсене, хисеп ячӗсене мӗне пӗлсе уйрӑм ҫыратӑр?
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.17 17:03
Agabazar
Анонимла юлташ,
эсĕр кăштах кая юлнă. Ĕнтĕ халĕ Петĕр Яккусен пек, Валери Туркай пек УЛĂПСЕМ тăрашнипе пĕтĕмпех каялла тавăрнă.

Петĕр Яккусен хăй айкомисси пуçлăхĕ пулса тăнă майсемпе, Валери Туркай вара — «Хыпар» хаçат редакторенче чухне хăйĕн улăпла ĕсĕсене тунă.

«Каялла тавăрнă» тени, чăн малтанах, çакна пĕлтерет: хут çине çырса хунă йĕркевсене тĕрĕс интерпретацилемелле! Юрий Виноградов йышшисем шахвăртаса тата вăлтса (е тÿрех суйса) каланă пек мар.
Варык // 1726.84.3785
2021.12.17 17:56
Ҫыр,ҫыр,ҫыр.Тӑраниччен ҫыр,Акапасар хăта калашле.Уйрăм ҫыр,унтан тата пӗрле те ҫырса пӑх,аптранипе,анчах та ҫыр чăвашла.Нумаях юлмарӗ пулас ҫырулӑхӑн кун-ҫулӗ.Чăваш халăх ҫыравҫием те хӑйсем хыҫҫӑн тӑван чӗлхепе вулакансене хӑварас темен иккен.
Изюм // 3375.62.2365
2021.12.19 06:08
Чӑваш тӗнчин катастрофи пулса тӑчӗ вӑл реформа. Пӗтӗрекенни. Виноградов мӗншӗн айӑпне йышӑнмас ь?

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters