Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Даже вся Вселенная - всего лишь искра вечности.(Р.П.Блаватская)
 

Ad

Аркадий Русаков: Тӑваттӑмӗш никӗс

Аркадий Русаков13.12.2021 16:507017 views

Эпир, паянхи аслӑ ӳсӗмри чӑвашсем, ача пахчине е шкула ҫӳреме пуҫличченех чӑвашла лайӑх калаҫма пӗлеттӗмӗр. Паян вара, ача пахчине е шкулӑн пӗрремӗш класне 1 сентябрьте вӗренме килнӗ ача-пӑча шакӑлтатса вырӑсла калаҫма пӗлнӗ вӑхӑтрах чӑвашла пӗр сӑмах та калама пултарайманнине хулара та, ялта та куратпӑр. Ҫакӑн пек ачапа эсӗ чӑвашла калаҫма пуҫласан, вӑл хулӗсемпе турткаланса илет, сан ҫине тӗлӗнсе, ҫумра тӑракан амӑшӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхкалать, ним калама аптӑрать. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ?

Каламасӑрах паллӑ. Мӗншӗн тесен, пирӗн ҫӗршыври епле халӑхӑн ачи-пӑчи те хулара та, ялта та ҫуралнӑ-ҫуралманах вырӑс чӗлхин тытамне- е, урӑхла каласан, вырӑс чӗлхин “ океанне“ кӗрсе ӳкет. Телевизор та, радио та, интернет та, ачисене юратакан ашшӗ-амӑшӗсем илсе панӑ сенсорлӑ телефонсемпе планшетсенчи, телевизорти мультфилмсемпе ача видеороликӗсем те, юрлакан-калаҫакан „ӑслӑ“ ача теттисемпе кӗнекисем те, тата ытти те- пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Ҫакна пула ачан пуҫ ними, хӑлхи, ҫамрӑк психики вырӑс чӗлхине ҫеҫ хӑнӑхать, ӑна пӗчӗкренех губка пек сӑвӑрса илет. Юлашки ҫулсенче тата, пирӗн хӑлхасене акӑлчан чӗлхине те хӑнӑхтарас шутпа пулас, телевизорпа радиора тӑтӑшах акӑлчанла юрӑсем ҫавӑрттараҫҫӗ. Урӑхла каласан, вырӑс мар ача пӗрремӗш ҫуралнӑ кунӗнченех мӗн пур ҫӗре кӗрсе сарӑлнӑ информаци сферинче, тӑван чӗлхине илтмесӗр, вырӑс чӗлхипе акӑлчан чӗлхине ҫеҫ илтсе ӳсет, аталанать, хӑйӗн тӗллӗнех ашшӗ-амӑшӗпе вырӑсла! ҫеҫ калаҫма пуҫлать. Ҫавна пула, пӗррери чӑваш ачин ҫӑварӗнчен пирвайхи сӑмахӗ „анне“ вырӑнне „мама“, „атте“ вырӑнне „папа“ килсе тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн, пепки вырӑсла калаҫма пуҫланӑшӑн чунтан савӑннӑ ашшӗ-амӑшӗн ачипе чӑвашла калаҫасси, нумай чухне, пуҫне те пырса кӗмест. Унпа вӑл, хулара-и, ялта-и, вырӑсла ҫеҫ калаҫа пуҫлать. „Ах, ман ӑслӑккайӑм, чӑвашла мар- вырӑсла калаҫма пуҫларӗ!“- тесе савӑнать вӑл. Унӑн ачи вара, ача пахчине кайнӑ вӑхӑта, паллах, пӗр сӑмах та чӑвашла пӗлмест ӗнтӗ. Ҫапла ку чухнехи пурнӑҫ!

Эпир ача чухне пурнӑҫ пачах урӑхлаччӗ. Пирӗн атте-аннесем пирӗнпе чӑвашла калаҫатччӗҫ. Ҫавна пула эпир те шкула кайичченех чӑвашла лайӑх калаҫма пӗлеттӗмӗр. Кайран шкулта вырӑсла калаҫма вӗрентӗмӗр. Чӑваш чӗлхине те вӗрентрӗҫ пирӗн класа, сӑмахран, ҫиччӗмӗш класччен, анчах кайран вӗрентме пӑрахрӗҫ. Пирӗн хыҫҫӑнхи ачасене пӗр вӑхӑт ӑна пачах та вӗрентмерӗҫ. Ҫавна пула пиртен кӗҫӗнрех ачасенчен пӗрисем чӑвашла ҫырма-вулама вуҫех те вӗренеймерӗҫ, е теприсем хӑйсем тӗллӗн вӗренчӗҫ. Анчах вӗсем, шкулта вӗсене чӑвашла вӗрентмесен те, пурпӗрех паян чӑвашла аван калаҫма пӗлеҫҫӗ. Ма? Каламасӑрах паллӑ: ашшӗ-амӑшӗсем, аппӑшӗсем-пиччӗшсем, тӑванӗсем, тусӗсем, ытти чӑвашсем пурте , вӗсемпе ҫуралнӑранпах чӑвашла калаҫнӑран! Сӑлтавӗ ҫакӑ ҫеҫ, урӑх вӑрттӑнлӑх кунта ҫук! Апла пулсан, паян та ачана чи малтан кам чӑвашла калаҫма вӗрентмелле? Паллах, ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем, ытти чӑвашсем мар-и?

Ачисемпе чӑвашла калаҫман ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен эпӗ: „Ачупа ма чӑвашла калаҫмастӑн?“- тесе пӗрре мар ыйтса курнӑ. Кусенчен пӗрисем, чунӗсенчи темле тормоза пула, вӗсемпе вырӑсла пуплекен ачисемпе чӑвашла калаҫма чӗлхисем ҫаврӑнманни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Теприсем ачисене юратса шеллени ҫинчен, вӗсене вӑйпа хистесе чӑвашла калаҫтарас килменни ҫинчен ӑнлантараҫҫӗ. „Вырӑсла калаҫма пӗлет-ҫке, чӑвашла калаҫма ӑна ача пахчинче е шкулта вӗрентӗҫ-ха“- теҫҫӗ вӗсем. Е: „Урамра хӑех вӗренӗ-ха“,- тесе, калаҫӑва айккинелле пӑрма васкаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем- пуҫтахраххисем: „Чӑваш чӗлхине пӗлни вырӑс чӗлхине пӗлме чӑрмантарать, ҫавӑнпа ачапа чӑвашла калаҫмастӑп. Калаҫас текенсем мансӑрах калаҫччӑр!“- тесе патлаттараҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшсем: „Ҫамрӑк чухне, хулана вӗренме кайсан, малтанхи вӑхӑтра вырӑсла лайӑх калаҫма пӗлменнипе тарӑхрӑм. Ҫавӑнпа ачана чи малтан вырӑсла калаҫма ҫемьеренех вӗрентесшӗн эпӗ. Чӑвашла калаҫма вӑл хӑех е шкулта, е урамра вӗренӗ-ха“- тесе, тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Тата тӗрлӗ ӑнлантаракансем те пур. Ҫакна курса, пӗтӗмлетӳ ҫапла килсе тухать: ҫуралнӑ хыҫҫӑнах телевизор-интернет урлӑ вырӑсла ҫеҫ калаҫма вӗреннӗ ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем чӑвашла калаҫма е ӳркенеҫҫӗ, е хӑраҫҫӗ. Анчах та, вӗсенчен ытларахӑшӗ вӗсен ачисене урамри урӑх ҫынсемпе шкул учителӗсем чӑвашла калаҫма вӗрентнине хирӗҫ мар. Апла пулсан, ҫак ачасене пирӗн- „урамри“ ахаль чӑвашсен, тӑван чӗлхене „юратма“ вӗрентмелли килсе тухмасть-и-ха? . Шухӑшласа пӑхар.

Хальхи вӑхӑтра: „Ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентесси ҫинчен тӗрлӗ ҫӗрте калаҫса-кӑшкӑрашса ҫӳрекен ҫынсем хӑйсем те ачисемпе чӑвашла калаҫмаҫҫӗ“- тенине илтме пулать. Вӑрахах мар чӑваш халӑх сайчӗнче, ЧНК пайташӗсем те ачисемпе чӑвашла калаҫмаҫҫӗ, текен статья тухрӗ. Вӗсене тӳрре кӑлармастӑп эпӗ, анчах вӗсен те, чунри темле ӑнланмалла мар тормоза пула, вӗсемпе вырӑсла калаҫакан юратнӑ пепкисемпе чӑвашла калаҫма чӗлхисем ҫаврӑнмаҫҫӗ пуль, текен шухӑш пуҫа кӗрет. Ҫынсем-ҫке ЧНК пайташӗсем те! Апла пулсан, вӗсен ачисемпе те, ытти чӑваш ачисемпе те кам чӑвашла калаҫмалла-ха? Камран ҫамрӑк ачасем чӑвашла калаҫма вӗренмелле? Чӑвашла калаҫма пӗлмешкӗн чӑвашла сӑн-питлӗ ачасем-ҫке-ха вӗсем! Вырӑсла сӑн-питлӗ мар.Чӑваш ачине чӑвашла калаҫма шӑпа хушнӑ-ҫке! Апла пулсан, кама пӑхса вӗсем ӑҫта та: ӗҫре те, урамра та, килте те, вӑрманта та, пулӑра та, Мускавра та, Шупашкарта та, Америкӑра та,.... пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫма хӑнӑхмалла? Е Андриан Николаев пек космосра чӑвашла юрлама? Пӗри калӗ: „Шкулта, ача пахчинче чӑвашла вӗрентмелле! ЧНК-сем вӗрентччӗр!“- тейӗ. Тӗрӗс! Ҫакна хирӗҫ ҫур сӑмах та калаймстӑн. Тепри: „Телевизорпа, радиопа кашни кун иртен пуҫласа каҫччен чӑвашла передачӑсене эфира кӑлармалла. Юлашки ҫулсенче хупӑннӑ чӑвашла хаҫат-журналсене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратмалла“- тейӗ. Тӗрӗс, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук!

Анчах....., анчах чи малтан, ман шутпа, эпир хамӑр- „урамри“ кашни ахаль чӑваш, ял-хула урамӗнче е урӑх ҫӗрте тӗлпулакан чӑваш ачипе е ҫамрӑкӗпе, тӑван чӗлхепе ҫеҫ калаҫма хӑнӑхмалла, тесшӗн эпӗ. Паллатӑн-и эсӗ вӑл чӑваш ачине е ҫамрӑкне, палламастӑн-и, пурпӗрех унпа чӑвашла калаҫ! Ачасен ашшӗ-амӑшӗсем пек, шкул ҫине ҫеҫ йӑвантармалла мар эпир- „урам“ чӑвашӗсем хамӑрӑн чӑваш ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентес ӗҫе. Хамӑр ҫине те илмелле ҫак тивӗҫлӗ ӗҫе. Эпир- „урамри“ кашни ахаль чӑваш, ниме пӑхмасӑр, ӗҫре те, шкулта та, магазинра та, троллейбусра та, пасарта та.... чӑвашла калаҫмалла вӗсемпе. Чӑвашла калаҫма пӗлменнисемпе те чӑвашлах калаҫмалла, вӗсене тӑван чӗлхене хисеплеменшӗн ятласа намӑслантарма хӑрамалла мар. Тутар-пушкӑртсем пек. Тутарпа унран ҫамрӑкрах ача е каччӑ тутарла ан калаҫтӑр-ха, тӳрех лешӗ ӑна ӑрса-ятласа-намӑслантарса пӑрахӗ! Эрмен ҫынни те ҫапла. Пирӗн чӑваш чӗлхи никама та мар, чи малтан хамӑра ҫеҫ кирли ҫинчен туссемпе эрех ӗҫсе ларнӑ чухне те, подъездра пирус туртса тӑнӑ чухне те, ытти ҫӗрсенче те калаҫу пуҫарма ӳркенмелле мар. Калаҫу пуҫарма сӑлтавӗ пулатех вӑл ун пек чухне, мӗншӗн тесен. Пуҫарасшӑн ҫеҫ пул, ан хӑра!

Ачасене тӑван чӗлхене вӗрентесси виҫӗ никӗс ҫинче тытӑнса тӑрать, тетпӗр. Пӗри- влаҫ структурисем ӑна аталанма тӗрлӗ майпа пулӑшни, ҫак чӗлхепе тӗрлӗ влаҫ органӗсенче, документаци ӗҫӗнче, производствора усӑ курни тата ытти те. Иккӗмӗш никӗсӗ- тӑван чӗлхене ача сачӗсенче, шкулта вӗрентни, унпа шкулта анлӑн усӑ курни. Виҫҫӗмӗшӗ- ашшӗ-амӑшӗсем пепкисемпе мӗн пӗчӗкренех чӑвашла калаҫни. Ма тесен, ача вӑл вырӑсла калаҫма вӗсемсӗрех вӗренет, терӗмӗр. Чӑвашла вара, чи малтан ашшӗ-амӑшӗнчен вӗренет. Манӑн, хушса, тӑваттӑмӗш никӗс ҫинчен те калас килет. Ку вӑл эпир- тӑван чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханакан „урамри“ ахаль чӑвашсем. Эпир- ахаль чӑвашсем, никам пире хушмасӑрах, чун хистенипе ҫеҫ чӑваш ачисене „урамра“ тӗрлӗ майпа чӑвашла калаҫма вӗрентесси пирки ҫыртӑм та ӗнтӗ ҫак статьяра. Уншӑн пире никам та тавтапуҫ сӑмахӗ каламӗ, анчах пирӗн пек „чаккушкасене“ пула халиччен вырӑсла ҫеҫ калаҫнӑ чӑваш ачисем чӑвашла та калаҫма пуҫлани хамӑрӑн чунсене ӑшӑтӗ, савӑнтарӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (23)]

Comments:

Анонимла // 5363.6.7128
2021.12.17 07:47
Ак Чăваш Республикине е Тутарстан , е Горький облаçĕ çумне пĕрлештерсе лартаççĕ те чăваш чĕлхи пачах пĕтсе ларать. Е тутарла вĕрентме тытăнаççĕ, е вырăса тухатпăр.Тутарсем маттур халăх, тутар хăй тутар пулнинчен нихăçан та вăтанман. Пирĕнпе пĕрле пĕр тутар хĕрĕ вĕренетчĕ, ун патне тусĕ килсен вĕсем тÿрех тутарла калаçма пуçлатчĕç. Не обращали на нас никакого внимания, понимаем ли мы о чем они разговаривают или нет? Эпир вара ыттисем те эпир калаçнине "ăнланччăр" тесе вырăсла калаçаттăмăр.
Пĕр 20 çултан чăваш чĕлхи пачах та типпе юлма пултарать. Эпир, ваттисем вилсе пĕтсессĕн, чăвашла пуплекенсем юлмаççĕ.
Евразиец // 3753.90.6577
2021.12.17 15:14
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Микула // 1077.37.9691
2021.12.19 12:41
У нас есть потребность в открытии татарского детского садика на два города [Новочебоксарск и Чебоксары]. Это можно было бы сделать для начала. Такого в Чувашии еще нет. Хотя для чуваш в татарских деревнях — есть.
Кстати, сам я чувашский язык знаю, и внуки мои знают.
О строительстве мечети, языковых вопросах, потребности в открытии национальной школы в Новочебоксарске — "Idel.Реалии" поговорили с имамом мечети Минкадиром Резяповым.
https://www.idelreal.org/a/31599409.html
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.19 13:22
Agabazar
Мĕн ача сачĕ уçма пултараян эс, чăвашла та калаçаймастăн пулсан?

Сăмсуна каçăртни çеç, урăх ним те çук.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.20 21:05
Акапасар мочокӑн каллех истерика ? Фоби- "тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем"пуласран хӑрать ? Чӑвашсем валли уҫас теместӗр пулсан тутарсенне курӑпӑр.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.20 21:29
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тутарла калаҫса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла .Хусанта пур пулсан мӗншӗн Шупашкарта пулмалла мар ,Акапасар мочок ? Отчет пар пире.
Варык // 1888.84.0876
2021.12.21 08:53
Узбексене валли уçмалла садик.
Agabazar // 1144.14.3821
2021.12.21 14:40
Agabazar
Микулан хăçан та пулсан мораль енчен явап тытма лекет.

Калăпăр, элек сарса çÿренĕшĕн.

Имĕш, вăл хай Улăп та, ăна вара ыттисем ача сачĕсем майлаштарма чăрмантараççĕ тесе сÿпĕлтетсе çÿренĕшĕн.

Нимле Улăп та мар эс.

Сана никам та нимле ĕçре те курман. Чи пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ ĕç те туса курман эс халиччен.

Сана кунта такамсем кĕртсе янă та, ашса çÿретĕн тĕлли-паллисĕр. Çавă кăна.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.21 20:15
Мӗнле хӑраҫ пирӗн акапасарсем тӑван чӗлхепе устермелли ача сачӗсем пуласран ? Вампирсем хӗвелтен хӑранӑ пек.
Agabazar // 2015.00.8274
2021.12.23 19:14
Agabazar

Аркадий хăта, Чăвашла Википеди валли


медицина темипе пĕр-ик статья çырса парăр, тархасшăн

Тавтапуç


Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters