Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Все можно познать, только не самого себя.(Стендаль)
 

Ad

Николай Адёр: Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?..

Николай Адёр09.02.2022 18:497907 views

(фельетон)

 

Чӑваш ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ мӗн ҫуралнӑранпах тертлӗ. Паян та вӑл пусмӑрта, ӑна чӑвашсем хӑйсемех тӑрӑшса пӑсаҫҫӗ. Ҫакна кура та чӑваш чӗлхинчен ачисем ютшӑнаҫҫӗ, хулари ашшӗ-амӑшӗ вӗсемпе вырӑсла пуплеҫҫӗ. Ялсенче паян чӑвашла калаҫакан ачасем питӗ сайра! Ҫукпа пӗрех. Пире, чӑвашла калаҫма хӑнӑхнӑскерсене, яла пырсан ют ҫӗре ҫитнӗ пек туйӑнать. Ҫӑлӑнӑҫӗ ачамсенче хамӑр ята, чӗлхене чӗррӗн хӑварассинче. Ҫырулӑха та.

Кӗскен истори саманчӗсене аса илер-хе. Пурте илтнӗ чӑвашсен ҫӗнӗ алфавитне 23 ҫулхи Иван Яковлев, чӑваш ачи, Василий Белилин вырӑс студенчӗ пулӑшнипе 150 ҫул каялла 1871 ҫулта йӗркелени ҫинчен. Мӗншӗн ҫӗнӗ? Ара унчченех, ҫӗр ҫул малтанах чӑвашла ҫырнӑ та-ха…Тата Яковлевччен 5–6 ҫул маларах Чӗмпӗрте Николай Золотницкий та чӑвашсем валли «Солдалык кнеге» ҫырса кӑларнӑ. Тӗрӗссипе ку ӗҫе анлӑн пуҫараканни, ҫул уҫаканни вырӑс, Николай Иванович Ильминский, тӗн академийӗн профессорӗ. Тӗллевӗ чӑвашсене ҫутта кӑларса «вырӑс тӗнне» кӗртесси пулнӑ. Вӑлах тутар ачисем валли те христиан тӗнне вӗрентекен шкул уҫнӑ. Чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесенче Иван Яковлевӑн ачалӑх иртнӗ анатри чӑвашсен, Пӑва уесчӗнче калаҫакан сӑмахӗсене тӗпе хунӑ.

Ҫӗнӗ алфавита темиҫе хут тӳрлеткеленӗ пулсан та ҫырнӑ сӑмахсене вуласа ӑнланма йывӑр пулнӑ. Каярах, вӗсем хыҫҫӑн алфавита 1923, 1926, 1933, 1938 ҫулсенче 15 вырӑс саспалли хушма тивнӗ, виҫҫӗшне пӑрахӑҫланӑ. Анчах та вӗсем паян кун та чӑваш сӑмахӗсенче тӗпленеймен, чӗлхене кӗнӗ вырӑс сӑмахӗсенче ҫеҫ ҫырӑнаҫҫӗ.

Истори тенӗрен, Яковлев ҫырулӑхӗнчен ҫӗр ҫул малтан 1769 ҫ. вырӑс ҫынни, архиепископ Пуцек-Григорович чӗннипе, тытса пынипе, вӑл тӑрӑшнипе питӗ анлӑ тӗпчевлӗ ӗҫ — пӗрремӗш чӑваш грамматикине Питӗрте 600 экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Унпа пӗрле Чотай чӑвашӗ, иерей Ермей Иванович Рожанский тачӑ ӗҫленӗ. Тен, кӗнеке авторӗ те вӑлах пулнӑ. Калас пулать, унччен малтан 1767 ҫулта вӑл Кӗтерне патшана халалласа сӑвӑласа ода ҫырнӑ. Ку чӑвашсен чи пирвайхи литература ӗҫӗ! Чотай хастарӗсем хӑйсен ентешне чысласа палӑк лартасшӑн. Ку ӗҫе тума пур чӑваша та чӗнес!

Вӑл вӑхӑтра ҫак кӗнеке никамах та кирлӗ пулман. 150 ҫул иртсен ҫеҫ Николай Ильминский ҫине тӑнипе 1870-мӗш ҫулта Патшалӑх Канашӗ пуҫламӑш шкулсенче вырӑс мар ачасене хӑйсен чӗлхипе вӗрентме ирӗк панӑ.

Асӑннӑ грамматика тури чӑвашсен, хальхи Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Кӑмаша тӑрӑхӗнчи чӑвашсен калаҫӑвӗсене, пуплевӗсене вырӑна хунӑ. Шел, Иван Яковлев юлташӗпе ҫӗр ҫул малтанах йӗркеленӗ чӑваш грамматики ҫинчен илтмен те, пӗлмен те пулас.

Чӑваш ҫырулӑхне тури чӑвашсен пуплевӗсене, пӗрремӗш чӑваш грамматикӑри янравлӑ хупӑ саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетес. Вӑл пӗрремӗш ҫырав пулнине шута илсе те. Паллах, иртнӗ 250 ҫултанпа сӑмахлӑх улшӑнӑвӗсене сӑнаса та.

Юсав ӗҫне пуҫӑнма чи малтан 1992-1994-мӗш ҫулсенче Чӑваш Патшалӑх Канашӗ тӗплӗн сӳтсе явмасӑр, васкаса, ним ӑнланмасӑр йышӑннӑ «сӑмахсене уйӑрса ҫыртаракан правилӑсене» регламента пӑснӑшӑн пӑрахӑҫламалла. Реформӑн авторӗсен, ӗҫе кӗрттерекен депутатсен ячӗсем паллӑ: Иван Андреев, Юрий Виноградов, Атнер Хузангай, Алексей Леонтьев, Петӗр Краснов… Ку «ҫӗнӗлӗх» ял кулли ҫеҫ мар, ку — тӗнче кулли! Тӗнчипех, пӗтӗм халӑх, вырӑссем те, сӑмахсене пӗрлештерсе тепӗр сӑмах ҫуратаҫҫӗ. Эпир вара каялла чакрӑмӑр.

Паян та ӑслӑлӑх институчӗн хӳттинчи Алексей Леонтьев ученӑй «чӑваш чӗлхинче пӗр вырӑс сӑмахӗ те пулмалла мар!» тесе вӗрентесшӗн. Кунпа ниепле те килӗшме май ҫук, чӗлхене кӗрсе ҫирӗпленнӗ пиншер вырӑс сӑмахӗсене чӑвашлатма чӗнни халӑха тепӗр «типшар» пӑявне сӗнни пекех. Ҫакӑн пек тӑмпуҫсем вырӑсла «газ» сӑмаха чӑвашла «пӑсарлӑк» тесе ҫыртарӗҫ-ши пире?.. Е чӑвашлатса «кас» тесе?.. Тата мӗнле вирус мурӗ хатӗрлӗҫ кунта диссертантсем? Манса кайрӗҫ хӑмпӑланса, кам ҫыннисене пула чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнине, вӑй илнине, кам ҫумӗнче этем картине кӗрсе республика шайне ҫитнине!

Эпир тепӗр чухне хисеплӗ Иван Яковлевич ҫине ӳпкелешкелесе хакланине пӑхмасӑр вӑл пехилленӗ сӑмахсене тӑнлар, ӑша хывар, вырӑс халӑхӗнчен ютшӑнас мар, пӗр пулса малалла талпӑнар… Тата пире чиновниксем чӑваш чӗлхине паянхи пекех пӗтерсе пырсан чи малтан кам хӳттине тарӑпӑр: тюркӑсен е вырӑссен?.. Паллах, вырӑссен, россиянсем пулӑпӑр. Хамӑр килхушшинчех лайӑхрахчӗ те-хе...

Вырӑс чӗлхи чӑвашсемшӗн тахҫанах иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑнӑ. Унпа калаҫма, ҫырма-вулама пӗлмен чӑваш ҫук. Ҫакӑнпах ачамсемшӗн, ҫитӗнекен ӑрушӑн вырӑс чӗлхи паян пӗрремӗш тӑван чӗлхе вырӑнӗнче. Ашшӗ-амӑшӗ калаҫнӑ чӑваш чӗлхи, каҫарӑр та, вӗсемшӗн ют пулса кайрӗ. Ку паянхи патшалӑх чиновникӗсен намӑсӗ, хамӑр хамӑра мӗскӗнлетни, пӗтерсе пыни…

Ҫакӑншӑн эпир вырӑсла калаҫакан чӗппӗмсене, темле пулсан та, юратма пӑрахаймастпӑр. Ҫавӑнпа та пӗтӗм вӑя хурса хамӑр чун юратӑвне, чӗлхен пуянлӑхне, илемлӗхне, культурине, вӗсен чун ытамне пирӗн кӗртмеллех. Ик чӗлхе пӗлекен ҫын виҫӗ хут ӑслӑрах, вӑйлӑрах, маларах пек туйӑнать мана. Ҫапла вара пирӗн пурнӑҫ татах та тӑсӑлӗ ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпех.

Чӑваш орфографине пӑсса ҫӗнетсе, ӑна аталанма майсем тупмалла, меслетсене ҫӑмӑллатса орфографине тӗпрен юсама тивет. Ҫак ӗҫе пирӗн, мӗнпур чӑвашсен, вырӑсланнисен те, юлашки вӑйсемпе те пулин пӗр каварлӑ пулса чиновниксене, депутатсене халӑха кирлӗ пек тутарас.

Чӑваш ҫырулӑхӑн орфографине тӳрлетме патшалӑх университетӗнчи ҫамрӑксене те явӑҫтарас. Кӑна тума компьютер программисемпе те усӑ курмалла: сасӑна илтсе принтер хӑех пичетлӗ тӗрӗс саспаллине. Ман шутпа ӑслӑлӑх институтне те ҫак университетпа пӗрлештермелле — ҫамрӑксем ӗҫлеччӗр кунта.

Тата мӗнле указ-приказпа уйӑх ячӗсене пуҫа ҫӗмӗрттерекен хресчен шучӗпе ҫырмалла паян? Тӗттӗм халӑхра кун шучӗ пулман, уйӑхсем ҫине пайлани те вырӑссенчен кӗнӗ. Ку паянхи мал енӗ мар, юлса пыни. Пӗр пуҫланӑ тӑк, виҫесене те ӗлӗкхилле «кӗренкке, хӑлаҫ, пӑтакка» теес пулать ӗнтӗ...

Пирӗн мифсемпе мар, паянхипе мӑнаҫланмалла, наукӑпа медицинӑна, пурнӑҫ шайӗпе экономикӑна аталантармалла. Ҫаксене тума ҫыравран пуҫлас пулать.

Сире, вулакансене, илтекенсене хӑвӑр сӗнӳсене, шухӑшсене ман электронлӑ адрес урлӑ kumashka21@yandex.ru яма ыйтатӑп. Вӗсене пухса, пӗтӗмлетсе патшалӑх структурисем патне ҫитерӗпӗр.

Акӑ хӑш-пӗр юсама сӗннӗ тӗслӗхсем: ула такка - улатака, ҫур аки - ҫураки, сӗм вӑрман - сӗмвӑрман, лавкка - лавка, киккириккик - кикирикик, Шупашкар - Шубашкар, асамат - азамат, така - тага, карас телефонӗ - сотовӑй телефон, пушӑ (кнут) – пужӑ, пушӑ (пусто) – пожӑ, Чӑваш Ен - Чӑваш Республики е Чӑвашстан, Вӑрмар - Урмар, ҪҪХПИ - ГИБДД…

Тата ҫак куҫ умӗнчех тӑракан путсӗрлӗхсене пӗтерме чӑрмантаракан чиновниксемпе мӗн тумалла-ши? Пурин ячӗсене те асӑнмалла мар-и?

 

Ваттисен канашӗн - Халӑх хуралӗн председателӗ Николай Адёр

2022 ҫул, 9-мӗш февраль.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (31)]

Comments:

Микула // 1077.37.9691
2022.02.10 20:47
"Тата пире чиновниксем чӑваш чӗлхине паянхи пекех пӗтерсе пырсан чи малтан кам хӳттине тарӑпӑр: тюркӑсен е вырӑссен?.. Паллах, вырӑссен, россиянсем пулӑпӑр".(Ваттисен канашӗн - Халӑх хуралӗн председателӗ Николай Адёр.)

Кам мӗн ӑнланчӗ ? Чиновниксем пирӗн "россиянсем", е автор ют ҫӗршыври чиновниксем пирки калать ?
Канаш параҫ "ваттисем",итлес темеҫҫ "вӗттисем". Ӑнланма ҫук нимӗнте. Кашни йӗркерех тен "эп патриот,ман бизнеса ан тӗкӗнӗр " тесе ӗнентермесен те юрать ?
Микула // 1077.37.9691
2022.02.10 21:15
Тавах,тавах Николай Адер пире ӑнлантарса панишӗн. Мӗн тума кирлӗ пулнине пире ,чӑвашсене , тӗрлӗрен хуралсемпе канашсем тата ытти тӗрлӗрен "сем". Малтанах шутланӑ чӑвашсене чӑваш пулма пулӑшса пымашкӑн тесе. Мӗншӗн ха пӗри те Шупашкарта чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки пирки шарламаҫҫӗ -ха вӗсем. Кун пирки калама та ӑнланма та ансат мар ,пӗтӗмпех куҫ умӗнче. Соҫҫемах "хутла пӗлмесен" Хусан та пур тӗслӗх. Тӗллевӗсем Ача сачӗсенчен пачах та урӑхла пулнине ӑнланатӑр пулӗ. Тӗллевӗ чӑнни ҫак сӑмахсенче пулмалла -"кам хӳттине тарӑпӑр: тюркӑсен е вырӑссен?". Ҫак хуралсемпе канашсем пире,чӑвашсене, "тюркӑсен" енне каясран сыхлаҫҫӗ пулмалла ? Вӗсем ,пирӗн, пулмасан чӑвашсем тахҫанах "тюркӑланмалла" ,юрать эпир пур тесе ӗнтересшӗн ӗнте хӑйсен ертсе пыраканнисене ?
Agabazar // 1163.06.4951
2022.02.10 22:13
Agabazar
Ма тав тăван Адёра?

Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕр ача сачĕ те уçса курман. Уçнă пулсан та вырăслине çеç.

Вăл чăннипе санăн ылхана çеç тивĕçлĕ пулмалла.

Питĕ тивĕçлĕ!
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.11 10:06
Всезнающий, бесконечно умный Адёр. Во, что делает Чувашский агроуниверситет...
Agabazar // 1911.13.7390
2022.02.11 15:18
Agabazar
Микулан Николай Михайлович Адёра «тав тума» нимле сăлтав та çук.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.11 20:40
Чӑвашсем ,пирӗн каллех васкавлӑ улшӑнусем пулмалла ? Паян пурин те муниципальный реформа пирки тӗплӗн калаҫмалла. Ыран тен кая юлӑпӑр. Ҫӗр ыйтӑвӗ малта пулмалла. Мӗнле реформа,тӗллевӗсем мӗнре хӑвӑр депутатсенчен ыйтса пӗлӗр. Хуралӗ те Канашӗ те ахальтен кӑна е чӑннипех ?
Agabazar // 2029.53.6407
2022.02.12 12:42
Agabazar
муниципаллă реформа темелле, апла-капла ан кукăрт.

https://chuvash.org/blogs/comments/2039.html
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.13 13:37
Заболтались, как кажется, совсем. А между тем в основу чувашской орфографии нужно положить закономерности логики, законы правильного человеческого мышления. Эти законы, естественно, кто их понимает, в чувашской орфографии находит не логичными, если и не совсем неправильными, по крайней мере, не этичными и некрасивыми в мыслительном плане. Например, Адёр правильный пример приводит "газ" по-чувашски "пăсарлăк". А что плохого в том, что в чувашс
Agabazar // 4380.8.4557
2022.02.13 15:25
Agabazar
Суя. Ултав. Ахальтен мар пуплев вĕçне модератор касса илнĕ.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.13 16:02
Нет, "Agabazar, никакого обмана нет. Просто автоматически что-то сорвался... А дальше хотел вот что написать...
А что плохого в том, что в чувшской орфографии и вообще в чувашском языке появились и появляются русские слова? Пусть уж будет "газ", чем "пăсарлăк". Всё это современная тенденция и она во всех языках. Думается в чувашском языке будет всё и вся так, как самому народу, точнее, оставшимся представителям от народа угодно будет. Народ заставить специально в школах учить язык вы не сможете. Если хотите сохранить на ближайшее время язык родной, то нужно не "насиловать" народ, а его волю исполнять, иначе вообще без народа останетесь. А на территории Чувашии будут китайцы и прочие азиатские народы. Вся чувашская орфография должна быть на основе русского языка и понимания. Без русского чувашский раньше исчезнет. Не случайно часть древних булгар ославянилась и развивалась, став уже болгарами в Европе.

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters