Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +15.3 °C
Грех,если женщина выглядит менее красивой, чем могла бы быть.(М. Сервантес)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Йывӑр шухӑшсем. 2022. Аса илӳсем

Тимӗр Акташ14.05.2022 20:49985 views

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши. Йӑвӑр шухӑшсем

 

Не могу молчать!

Лев Толстой

 

Кто послал их на смерть недрожащей рукой?

Александр Вертинский

 

Звезды смерти стояли над нами

Анна Ахматова. Реквием

Хурлӑхлӑ хыпарсем

Иртнӗ хальхи ҫуркунне уйӑхӗсенче ирхине Чӑваш радио итлерӗм: «Украинӑра «ятарлӑ ҫар оперцийӗнче» 8 чӑваш салтак вилнӗ», — пӗлтерчӗ диктор.

— Анчах, интернетра Чӑваш Енри 12 салтак вилнӗ тесе, пӗлтереҫҫӗ. Сирӗн хыпар кивелнӗ, — хурланса шухӑшларӑм эпӗ. Оборона министерстви пуш (март) уйӑхӗн вӗҫӗнче, тахҫан, вилнисен пӗтӗмлетнӗ шучӗ анчах пӗлтерчӗ.

Ҫу (май) уйӑхӗн 9-мӗшӗнче интернетра ҫак хурлӑхлӑ цифра 28 ҫитрӗ. «Тетелӗнче» халь ҫак йышӗ «для служебного пользования» пӗлтереҫҫӗ, — ҫыраҫҫӗ.

Пӗрремӗш вилнӗ чипер чӑваш каччи портрет курсан, куҫҫуль тухрӗ. Халь вара, куҫҫуль ҫитмест.

Украина тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен

Манӑн атте Украинӑра ӗҫленӗ те, ӑна ӗлӗк ирӗке кӑларнӑ. 1940-мӗш ҫулта Тутарстанри Николай Долгов чӑваш каччӑна Донбасса шахтӑра ӗҫлеме ФЗО вӗренме янӑ. Вӑл «отлично» паллипе экзамен парса, Новый Донбасс посёлокри шахтӑра бурильщик пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Тутарстана эвакуациленнӗ. Тӑван ялта тракторист пулса ӗҫленӗ.

1942–1947 ҫулсенче Хӗрлӗ ҫарта танкист пулса хӗсметре тӑнӑ. 1944-мӗш ҫулта Украинӑри Николаевпа Одесса облаҫсене, ҫапӑҫса, ирӗке кӑларнӑ. Кайран: Белоруси, Польша, Молдави, Румыни, Венгри, Чехословакине.

Атте ҫар чаҫӗнче, Горький хулинче «Valentine», «Matilda» — акӑлчан, «Sherman» — Америка танксемпе ҫапӑҫма вӗреннӗ. Фронтра «Sherman» танкӑн механик-водитель пулса ҫапӑҫнӑ. «Паттӑрлӑхшӑн» (За отвагу), тата урӑх патшалӑх наградӑсене тивӗҫнӗ. Кайран ҫар училищене те пӗтернӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен, старшина званипе демобилизациленнӗ.

Тата манӑн икӗ тете ҫак вӑрҫӑра вилнӗ. Тата манӑн кукка ҫар юрисчӗ, офицер, тата манӑн иккӗмӗш сыпӑклӑ аппа Аслӑ вӑрҫӑра хутшӑннӑ, вӗсене наградӑланӑ.

Тепӗр хут ҫак тискер вӑрҫӑ ан пултӑр!

Украина ҫинчен аса илӳсем

1959. Кировоград

Манӑн аслӑ аппа ҫемьи Украинӑра Кировоград хулинче ӗлӗк пурӑннӑ. 1959-мӗш ҫулта Шупашкарти 6-мӗш шкулӑн пӗрремӗш класс пӗтерсен, ҫуллахи каникул чух аннепе те шӑллӑмпа хӑнана кайрӑмӑр. Пуйӑспа Мускав урлӑ Харьков хулина ҫитрӗмӗр. Мӗнле пысӑк та хитре те ҫуртсем куртӑм та тӗлӗнтӗм.

Кировоград (халӗ Кропивницкий) те хитре те симӗс хула, анчах пӗчӗкрех. Эпӗ унта Ингул юханшыва шыва кӗрсе, хам ишме вӗрентӗм. Питӗ савӑнтӑм.

1970. Карпаты тусем леш енче (Украинское Закарпатье)

1969–1972-мӗш ҫулсенче эпӗ шупашкарти ЗЭИМ заводра контролёр-испытатель пулса ӗҫлерӗм. 1970-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнче ВЛКСМ активисчӗ, дружинник-оперативник пулса, Чӑваш Ен ҫамрӑк комсомолец-хастарсен ушкӑнӗпе «Верховина» пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑк лагере отпускра канма кайрӑмӑр. Пирӗн лагерь хитре бук вӑрманӗнче, ҫӳллӗ мар ту ҫинче вырнаҫнӑччӗ. Тӗрлӗ кӑсӑк экскурсисемпе ҫӳрерӗмӗр. Иҫӗм ҫырли ҫӑмӑл эрех те тутанса илтӗмӗр. Кайран хӑватлӑ «ҫуттине» тытма пӑрахрӑм.

— Эсӗ москаль, анчах лайӑх москаль, — терӗ вырӑнти музыкант. Унччен ҫак сӑмаха илтменччӗ.

Ужгород хулинче те вырӑнти ӑста врачсемпе медицина сестрасем пульницӑра мана кӑткӑс аппендицит операци туса, вилӗмрен хӑтарчӗҫ.

1977-2012. Крым

1977-мӗш ҫулхи пуҫласа Крымри кӑнтӑр ҫыранӗ, Хура тинӗс ҫыранӗ пата малтан кӳршӗ юлташпа, кайран ҫемьепе, ачасемпе, пӗччен те, канма ҫӳрерӗм. Кашни ҫул пулмарӗ, анчах ҫитме тӑрӑшрӑм. 1991-мӗш ҫул хыҫҫӑн экономика кризисшӑн 17 ҫул унта пулман. Сервис совет кӑлтӑксем пулсан та — Ҫӑтмах ен!

1988. Херсон – Скадовск – Крым

Манӑн аслӑ аппа Херсон хулине куҫрӗ. Аннепе пӗрле унта хӑнана кайрӑмӑр. Кайран виҫҫӗн пӗрле Хура тинӗс хӗрринчи пӗчӗк Скадовск хула-курорт пата ҫитрӗмӗр. Ун хыҫҫӑн унтан автобуспа Крыма кайрӑм. Шоссе Ҫурҫӗр Крым каналпа юнашар пычӗ. Ҫак чух тип хирти Крым урлӑ пынӑ чух куртӑм — мӗнле чухӑн та мӗскӗн ҫул хӗрринчи автостанцийӗсем.

1988. Крым тутарӗсем Узбекистанран ссылкӑран таврӑнма пуҫлани

Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулсем пуҫлансан, Крыма малтанхи хуҫасем — Крым тутарӗсем неофициаллӑ, таврӑнма пуҫларӗҫ. Влаҫсем ҫакна ирӗк памарӗҫ-ха.

— Тутарсем вара Керчь пырӗ (пролив) урлӑ кимӗсемпе Крыма пынӑ чух, вӗсен ҫийӗн вертолёт вӗҫме пуҫларӗ, — каласа пачӗ кӳршӗсене пӗр Крымри кӑнтӑр ҫыранӗнӗнчи арҫын. — Вертолёт ҫуначӗсем пысӑк тинӗс хумсене хӑпартрӗҫ те, кимӗсем ӳпӗнтерчӗҫ. Тутарсем шыва ӳкрӗҫ те, путрӗҫ, — кулса, каласа пачӗ ҫак ҫамрӑк арҫын. Унӑн ҫемье ӗлӗк Рязань облаҫӗнчен Крыма патшалӑх йӗркеленипе куҫрӗҫ. Ҫак куҫса килекенсем Крым тутарӗсем пушатнӑ ҫуртсене, хваттерсене йышӑннӑ.

2009. Остёр — Крым

2009-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн ушкӑнпа ҫулҫӳревре хутшӑнтӑм. Автобуспа. Мускав – Калуга – Брянск облаҫсем урлӑ – Украинӑри Чернигов облаҫӗн Ост́́ёр хулине.

— Здоровеньки булы! – сывлӑх сунтӑм эпӗ Остёрти гимназийӗн малтанхи директора – Николай Переща. Ҫапла украин чӗлхепе сывлӑх сунаҫҫӗ, илтрӗм эпӗ ӗлӗк совет саманари телепередачӑра. Ас тӑватӑп: унта кулӑшла передача ӗлӗк пулнӑччӗ. Тарапунька тата Штепсель украин артистсем-комиксем.

— Пирӗн хулара ҫапла сывлӑх сунмаҫҫӗ, — хуравларӗ Перещ. – Калӑр вырӑсла: «Здравствуйте». Эпӗ тӗлӗнтӗм.

Анчах хулари кафе-ресторанта апатланнӑ чух, мана чипер ҫамрӑк украин кӑмӑллӑ официантка ыйтрӗ: «Будь ласка» (тархасшӑн). Вӑл мана турилкке тытма ыйтрӗ. Ку мана килӗшнӗ. Апла, Украинӑра украин чӗлхепе калаҫаҫҫӗ вара!

Пирӗн ушкӑн Остёрпа экскурсипе паллашнӑ. Михаил Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑнта тата ун вилтӑприри палӑк умӗнче пуҫ тайрӑмӑр.

— Поэта вӗлерчӗҫ, кайран «вӑл хӑй ҫине алӑ хучӗ, ҫакӑнса вилчӗ» тесе турӗҫ, — каларӗ экскурсовод. — Ҫак верси пур.

Каҫхине культура керменӗнче концерт патӑмӑр.

Кайран пӗтӗм Украина урлӑ кӑнтӑр ене Крыма кайрӑмӑр. Кривой Рог хула урлӑ. Каховка пысӑк водохранилище хӗррипе ГЭС плотина урлӑ каҫрӑмӑр.

Кайран Херсон тип хирӗ урлӑ. Унта ҫул хӗррипе арбузсене сутаҫҫӗ. Эпир туянтӑмӑр, тата ҫирӗмӗр.

Тепӗртакран пӑхатпӑр — ҫул хӗрринче ҫинҫе йывӑҫсем ҫӑра ӳсеҫҫӗ. Унта хура хӑмла ҫырли те ӳсет. Пирӗн хӗрарӑмсем автобусран тухрӗҫ те вӗсене ҫиме пуҫларӗҫ.

Сисӗнмен Крым пилӗк урлӑ каҫрӑмӑр. Хура тинӗс курӑнмарӗ. Анчах сывлӑш уҫӑрах пулса кайрӗ.

Малта пӗчӗк Армянск хули. Унта ҫул хӗрринче привал тӑватпӑр. Шоферсем пӗр кустӑрмине улӑштараҫҫӗ. Чӗмпӗр номерлӗ фура юнашар пычӗ. Эпир ӑна саламларӑмӑр. Шофёр пире арбуз парнелерӗ.

Кайран хирти Крым урлӑ Симферополь хулипе юнашар Крым тусем урлӑ Хура тинӗс хӗррине, Ялта хулине ҫӗрле ҫитрӗмӗр. Чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ушкӑнӗ Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн курултайра (аслӑ пуху) хутшӑнма ҫитрӗ. Ушкӑна Массандра курортри чаплӑ «Ялта» отелӗнче вырнаҫтарчӗҫ. Анчах, ман валли вырӑн пулмарӗ. Пирӗн ушкӑнӗн ертӳҫи мана йышне кӗртменччӗ. Эпӗ манӑн юратнӑ илемлӗ тепӗр курорт патне кайрӑм. Унта канса илтӗм.

2012. Крым тутарӗсем патӗнче

2010-мӗш ҫулта Крымран киле таврӑнас умӗн эпӗ пӗр Крым тутарпа кӑмӑллӑ атӑҫӑпа паллашрӑм. Вӑл мана тӗпӗр чух пырсан, ун патра канма вырнаҫтарма йыхравларӗ. Унӑн мобиллӗ телефон номерне ҫырса илтӗм.

2012-мӗш ҫулта ун ҫемье патӗнче, уйрӑм пӳлӗмӗнче вырнаҫрӑм. Унӑн капиталлӑ мар, чаплӑ мар, вӑхӑтлӑх ҫуллахи ҫурчӗ кӑначчӗ. Унӑн арӑм та ывӑлӗсем тараватлӑ та кӑмӑллӑ ҫынсем. Пурте курортра канакан ҫынсене пӑхса кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗҫ.

Хуҫи аслӑ-пӗлӳллӗ музыкант, трубач иккен, анчах ҫак специальноҫпа ӗҫлемӗ Крымра май пулмарӗ терӗ.

— Пирӗн ҫемьи сталинла ссылкӑна хӑвалани умӗн йӗркеллӗ ҫурчӗ пулнӑччӗ. Крыма ссылкӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн эпир пирӗн ҫуртра пурӑнакан куҫса килнӗ ҫынсемпе калаҫса илтӗмӗр: тархасшӑн, пирӗн ҫуртне пире каялла сутса парӑр тесе. Анчах, лешсем — хальхи хуҫасем — ытлашши пысӑк хакпа кӑна сутма хатӗр пулнӑ. Пулмарӗ вара…

Украинӑри вырӑс чӗлхи ҫинчен

Хальхи РФ телевиденипе радиопа передачӑсенче калаҫҫӗ: Украинӑра вырӑс чӗлхине хӗстереҫҫӗ тесе. Анчах, эпӗ Украинӑра пулнӑ чух ҫынсемпе ялан вырӑсла калаҫнӑ. Украина чӗлхене те нумайӑшӗ ӑнланатӑп. Нихӑҫан та мана украинсем вырӑсла калаҫнӑшӑн хирӗҫ каламан, хӗстермен, вӑрҫман.

Пандора ещӗкӗ

2014-мӗш ҫулта Украина революци чух вӗсен патшалӑхӑн пайӗсене туртса илни — Пандора ещӗкне уҫма пуҫлани пулчӗ. Унтан хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫтӑрусем, инкексем тухма пуҫларӗҫ. 2022-мӗш ҫулхи нарӑс (февраль) уйӑхӗн 24-мӗшӗнче патша «ятарлӑ ҫар операци» пуҫланма хушрӗ. Ҫак «ещӗкне» яр уҫрӗ. Хыҫҫӑн хирӗҫтӑрусем пулни пурне те паллӑ.

Википеди пӗтӗм тӗнчери интернет-энциклопедирен

(Скобкӑри комментарийӗсем авторӑн)

  1. 1991-мӗш ҫултан пуҫласа Украина — никама пӑхӑнман суверенлӑ патшалӑхӗ. (РФ пуҫлӑхсем каланӑ тӑрӑх: «Это наши исторические земли».)
  2. 2014-мӗш ҫулта Украинара Тивӗҫлӗх Революци (Революция Достоинства. Евромайдан) пулса иртрӗ. (Ӑна РФ пуҫлӑхсем Конституци хирӗҫ государство йӗркине тӗпрен улӑштарни (переворот тесе чӗнеҫҫӗ.)
  3. Ку революци – Украинӑри шалти ӗҫӗ. (РФ пуҫлӑхсем шучӗпе: ку переворот вырӑссене, Раҫҫее хирӗҫ. Апла, ку Раҫҫее хӑрушӑ. Ку хӑрушлӑха сирес.)
  4. Донбассри хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӳ (2014–2022) историпе хроника — Википеди статйинче.

 

ВЦИОМ пуҫлӑхӗн пӗтӗмлетӳсем

Ҫак кунсенче Пӗтӗм Раҫҫей обществӑллӑ шухӑшсене тӗпчекен фончӗн (ВЦИОМ) Валерий Фёдоров гендиректорӗ Раҫҫей радиопа пӗлтерчӗ: Раҫҫей халӑхӗн нумайӑшӗ президент ӗҫсене ырлать, анчах пирен ҫӗршывпа Анӑҫ пӗр-пӗрне «вӗри» вӑрҫӑ патне шуҫаҫҫӗ. Ку халӑха хумхантарать.

Ядерлӑ вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ

Раҫҫей те, Анӑҫ пуҫлӑхсем пӗлтереҫҫӗ: енчен пирӗн хушшинче ядерлӑ вӑрҫӑ пулсан, пӗтӗм тӗнче пӗтет. Ҫак вӑрҫӑра никам та ҫӗнтерес ҫук. Ҫакӑн пек «Рай» никама та кирлӗ мар. Пирӗн патшин те ачасем, те мӑнукӗсем пур. Тен, вӗсем те ҫак «ҫӑтмаха» каясшӑн мар пуль. Тен, патша та хайӗн ачасене те мӑнукӗсене те шеллет пуль.

Апла, ҫак хӑрушӑ «ятарлӑ ҫар операцине» вӗҫленес. Ядерлӑ вӑрҫӑ ан пултӑр!

Компромисссем, мир тӑвас пирки калаҫни кирлӗ.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар хули

2022. Ҫу (май) уйӑхӗн 12-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru