Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Тысячи дорог уводят от цели, и лишь одна единственная ведет к ней.(Монтель)
 

Ad

Хветӗр Уяр: «Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ

Хветӗр Уяр22.07.2022 15:497510 viewsEdit Delete

Ку калав историйӗ, хӑйне ҫырас вӑхӑт пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ калав ҫырас шухӑш ман пуҫа 1933—1934 ҫулсенче пырса кӗчӗ пек астӑватӑп. Таҫта пӗр-ик предложенипе ҫырса хуни те пурччӗ пулас хутсем хушшинче. Ун чухне эпӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчеччӗ ӗнтӗ.

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха. Хӑш шкулне хам кӗмерӗм, теприне — илмерӗҫ.

Юлхавӗн турри килтех тет — кӗлтунине час илтет. Вӑл ҫулсенче ман пек чухӑнни ҫукчӗ те пуль. Кӗсье те, хырӑм та пуш-пушахчӗ. Ӗҫе кӗнӗ чух, ытла ырханнӑн курӑнас мар тесе, ик-виҫшер хут кӗпе тӑхӑнаттӑм. 1933 ҫулччӗ ун чухне урамра. Правительство йӗркеленӗ выҫлӑхчӗ (колхозсенчи тырра патшалӑх пӗр пӗрчӗ хӑварми шӑлса кайнӑччӗ).

Пыратӑп ҫапла пӗррехинче Самар урамӗпе, апат-ҫимӗҫ лавккисен чӳречисенчен тӗмсӗлсе пӑхатӑп. Курах кайрӑм пӗр хитре пӗлтерӳ: «Сахалиннефть» трест вербовкӑпа илсе кайма ӗҫлекенсене пуҫтарать», — тенӗ. Хӑҫан ҫула тухмаллине те ҫырнӑ: тепӗр виҫӗ кунтан иккен.

Эпӗ малалла вуласа аннӑҫем хам курнине хам ӗненместӗп: пулма пултараймасть кун пек! Юмах-ҫке ку! Нивушлӗ нефть таврашӗнчи организацисем ҫавӑн пек пуян? Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа... пӗр пус укҫасӗр илсе кайма... тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!

Эпӗ вербовщиксем Самар тӑрӑхне хӑҫан килнине пӑхатӑп. Пӗр уйӑх каялла-мӗн. Эппин, вӗсем хальччен икӗ пин мар, вунӑ пин ҫын та тупма пултарнӑ. Ман пек ыйхӑ чӑптисем ҫывӑрса юлнӑ ав, урамра ҫӑварӗсене карса тӑраҫҫӗ. Тӳррипе каласан, чи малтан Сахалина манӑн каймаллаччӗ-мӗн те — курса та савӑнӑттӑм, вӗренме те кӗрӗттӗм. Юнашар ялти ҫынсем пирӗнпе танлаштарсан чылай енчен урӑхла пурӑнаҫҫӗ те, кусем, пирӗнтен вунӑ-вун икӗ пин километр аякра пурӑнаканскерсем, йӑлтах урӑхла пуль? Тен, унти этемсем те, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те, чӗлхи те пирӗн патри пек мар? Хӑҫан ҫитсе курӑп эп тинӗс варринчи Сахалина хам укҫапа? Утмӑла-ҫитмӗле кайсан-и? Ун чухне инҫетри Сахалина мар, ҫывӑхри лутра яла леҫсе хӑварӗҫ, ҫавӑ пулӗ.

Атя, тупнӑ-тупнах ку вербовщиксене, кантурне те кӗрсе курас терӗм. Икӗ арҫын тарласах хутсемпе темӗн аппаланса лараҫҫӗ. «Здравствуйте! — «Здравствуйте!» — терӗ пӗри. Тепри ман еннелле кӗлинн! пӑхса илчӗ кӑна.

— Ӗҫлекенсем текех кирлӗ мар пулӗ ӗнтӗ сире? — кӑна эпӗ ыйтрӑм-ха.

— Ӗҫлекенсем? — тесе сӗтел ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ тепри. — Эсир миҫен? Пурте ҫамрӑксем-и?

— Ҫук, эпӗ пӗчченех, — терӗм эпӗ.

— Чирлӗ мар-и эсӗ? — ыйтрӗ пӗрремӗшӗ. — Манашкал, ытла ырха-ан эс.

— Ҫу-ук, — терӗм эпӗ те тӑсса. — Чирлеме вӑхӑт ҫук халь.

Эпир иксӗмӗр те пӗрне-пӗри тарӑха пуҫларӑмӑр курӑнать.

— Тен, халь кӑна тӗрмерен тухнӑ эсӗ? — ҫаплах чакаланма пӑрахмарӗ пӗрремӗшӗ.

— Унтан тухма малтан тӗрмине лекес пулать-ха, — терӗм эпӗ лӑпкӑн.

— Курортран таврӑннӑ ҫын сӑнлӑ мар та эпӗр санпа…

Ак тамаша, тата хӑйне ман ҫумма ҫыпӑҫтарчӗ. Те курорта кайса килнӗ юлташне кӗвӗҫет ӗнтӗ, те хӑй ҫавӑн пек чӑкӑлтӑш... Мана илсе каяҫҫӗ мар-и-ха Сахалина, кирлӗ мар ҫынпа калаҫса вӑхӑтне ирттерсе тӑмӗччӗҫ, ахаль пулсан.

Те савӑннипе, те ҫын курмалӑх, эпӗ те супӑльтетсе илтӗм.

— Курорт тени вӑл ҫӗр улми сорчӗ пулать-и?

Ӗҫлесе лараканни кулса («шӳтӗнчен» мар, эп ухмахланнинчен), ручкине сӗтел ҫине хучӗ.

— Ҫӗр улми сорчӗ. Лорх пекки... Пырасшӑн-и эс пирӗнпе?

— Илетӗр пулсан — ма пырас мар?

— Пире халь вӗренме пултаракан ҫамрӑксем ытларах кирлӗ. Нефть ӗҫне вӗренччӗр, учителе тухчӗр... Эсӗ шкулта миҫе ҫул шӑлавар ҫӗтсе ларнӑ?

— Ҫиччӗ ҫех ҫав.

— Сан ҫулхи хула ачишӗн сахалтарах ку. Ялти ҫамрӑкшӑн сахалах та мар пуль. Ыттине пирӗн патра вӗренӗн. Пар-ха хутусене.

Ман документсене пӑхса тухрӗҫ, юнашар пӳлӗмри хӗрсем договор формине тултарчӗҫ, ун ҫине сӑнӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарса хучӗҫ. Пӑртак укҫа та тухрӗ. Ӗмӗт тулчӗ манӑн. Пӗр уйӑх ӗнтӗ эпӗ ҫӗршыв тӑрӑх курса каятӑп. Ҫынсемпе паллашӑп. Кӗнеке вулӑп.

Телей пурах пулмалла манӑн кӑштах. Ҫапла кайса лекрӗм эпӗ Инҫетри Хӗвелтухӑҫне.

* * *

Поезд васкакан йышши мар пирӗн, вагонсенче лӑпкӑ. Самарта миҫе ҫын ларнӑ — ҫавсемех Хабаровска ҫитиччен те улшӑнмарӑмӑр. Курса пыма лайӑх пулчӗ, шухӑшлама та никам чӑрмантармарӗ.

Хабаровска асӑннӑран, тата ку хула ячӗ ӑҫтан сиксе тухрӗ? — тейӗ вулакан. Малтанах эпӗр те шалтах тӗлӗннӗччӗ-ха.

Тӗлӗкре те Сахалинпа супса выртакансене, пире Хабаровскра сасартӑк поезд ҫинчен анма хушрӗҫ. Малалла каймастпӑр терӗҫ.

— Ма каймастпӑр? — аптраса ӳкрӗмӗр эпӗр.

— Мускавпа Сахалин ҫапла калаҫса татӑлнӑ, — пӗлтерчӗ вербовщиксенчен пӗри. — Сире Хабаровск хулинчи ҫӗнӗ стройкӑна вырнаҫтараҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫуртсем сире валли хатӗр. Ӗҫ вырӑнӗсем паллӑ. Ку предприятие те сире илсе килнӗ «Сахалиннефть» хӑпартать.

— Хуҫи пӗрре вӗсен. Малашне сирӗн пуҫлӑхсем ҫак юлташсем пулаҫҫӗ, — кӑтартрӗҫ пире пӗр арҫын ушкӑнӗ ҫине. — Сире эпӗр телей те ӑнӑҫу сунатпӑр. Сывӑ пулӑр!

Ҫапла каларӗҫ те пирӗн вербовщиксем халӑх хушшине кӗрсе кайрӗҫ. Урӑх тӗл пулмарӑмӑр эпӗр вӗсене.

Сахалина эпӗ тепӗр вун ултӑ ҫултан тин ҫитсе куртӑм. Хальлӗхе Хабаровска юлни маншӑн ырра пулчӗ. Инҫет Хӗвелтухӗҫ крайӗн центрӗччӗ ун чухне ку хула. Пӗтӗм край вара Европа пек аслӑччӗ. Патшалӑх алла илме ӗлкӗреймен ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ура айӗнче таптанатчӗҫ. Хабаровск мана утмӑл ҫул каяллах питӗ килӗшнӗччӗ. Тӗрлӗ халӑх пурӑнатчӗ унта. Ытларахӑшӗ вырӑссемччӗ ӗнтӗ. Украин ҫыннисем чылайччӗ. Китаецсем хулара пӗр районччӗ — картиш варринче картиш, пӳрт ӑшӗнче пӳрт, тӗттӗм коридор, магазин, путвал, склад, ҫӗр пӳрт, ҫурма тӗттӗм ресторан, шкул — пурте хутӑш, пӗр вӗҫӗмрен. Пырса кӗрсен тухма пӗлмелле мар. Район ячӗ те ҫаплаччӗ: Китай хули (Китайский городок).

Кореецсем те сахал марччӗ (Совет Союзӗнчи кореецсене пурӑнма каярахпа Вӑтам Азие куҫарса кайнӑ пулнӑ).

Китайпа Корея ҫыннисен хӑйсен уйрӑм патшалӑхсем-ха, Инҫет Хӗвелтухӑҫ крайӗпе юнашарах вӗсем. Китай чикки Хабаровскран 20-30 ҫухрӑмра ҫеҫчӗ.

...Пӗррехинче Хабаровск хулин аслӑ урамӗ этнографи музейӗ пек пулса тӑнӑччӗ. Парти крайкомӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче сӑрланӑ пит-куҫлӑ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ, тӗрлесе пӗтернӗ кӗрӗклӗ арҫынсем, кайӑк тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗклӗ-ҫӗлӗклӗ- атӑллӑ хӗрарӑмсем ҫынсене тӗлӗнтерсе ҫӳреҫҫӗ. «Кусем камсем?» — тетпӗр. Кунти вак халӑхсем теҫҫӗ. Халӗ (ун чухне ӗнтӗ) вӗсен сьезчӗ пырать-мӗн. Кайран вуласа пӗлтӗм те эпӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ крайӗн вӑрманӗсемпе тинӗсри утравсем ҫинче ҫирӗм-вӑтӑр вак халӑх пурӑнать иккен. Акӑ вӗсен хӑш-пӗрисен ячӗсем: эвенксем (ӗлӗк вӗсене тунгуссем тенӗ), нивхсем (ӗлӗк гиляксем тенӗ), удэгесем, ороксем, нанайсем, ульчсем, ительменсем, эвенсем, чукчасем, ненецсем, коряксем т. ыт. те.

Ытти чухне ку халӑх ҫыннисем хуласенче питех курӑнмаҫҫӗ.

Пӗр хушӑ эпӗ хула хӗрринчи стройкӑра ӗҫлесе пӑхрӑм (хайхи «Сахалиннефть» трестӑн пулас предприятийӗ ҫакӑнта ҫӗкленме тытӑннӑччӗ). Канмалли кунсенче хула курса ҫӳреттӗм. Е ушкӑнпа кинона каяттӑмӑр. Ку тапхӑрта пурте А.В. Луначарский сценарийӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Упа туйӗ» картинӑна курма тӑрӑшатчӗҫ.

...Иртерех пынӑ та эпӗр ҫав кун кинотеатра, вӑхӑт пур-ха тесе, урам тӑрӑх утатӑп. Пӗр ҫуртӑн хапха юпи ҫумне пӗлтерӳ-чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ: «Хабаровский педтехникум по ул. Запарина, 45 обьявляет дополнительный набор студентов на первые и третьи курсы. Обращаться... — сехетсене кӑтартнӗ, — в дирекцию техникума».

Кину-качку терӗм, пӑрахрӑм та таврӑнтӑм общежитие. Хутсене хатӗрлерӗм, заявлени ҫырса хутӑм. Тепӗр кун ирхине аран сакӑр сехет ҫитессе кӗтсе илтӗм. Вунӑ сехет тӗлне, юмахри пек, студент пулса тӑтӑм. Илчӗҫ мана вӗренме! Ман тӗллӗн тӗнче уҫӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

Хамӑр енче нихҫан пулмас япала ку. Унта эпӗ чи хисепсӗр ҫынччӗ — айӑпсӑрах айӑплӑ этем, кулак ачи пулмасӑрах кулак ачи пулса тӑнӑ ҫамрӑк, кунта эпӗ ыттисемпе пӗр тан ҫын. Студент, пӗлессӗр килет пулсан.

Пурнӑҫ ытла тутах марччӗ те ӗнтӗ, ун пеккине эпӗ, чикан лаши пек, хӑнӑха пуҫланӑччӗ. Кунне пӗрре те пулин, ҫапах вӗри яшка ҫиеттӗмӗр. Самарта эпӗ уйӑхӗ-уйӑхӗпе вӗри апатсӑр пурӑннӑ, пурпӗр вилмен ав.

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче эпӗр ку тӑрӑхри студентсемпе пӗрле вӗсен тайгари ялӗсене курма каяттӑмӑр. Пуянччӗ вӑрман айӗнчи ялсем. Ирӗкчӗ вӗсенчи пурнӑҫ.

Тепӗр ҫул эпӗ Амур ҫи Благовещенск хулинчи пединститута вӗренме кӗтӗм. Амурӑн ку ҫыранӗнче пирӗн хулаччӗ, леш енчи ҫыранӗнчен... мар-ха, йӑнӑшатӑп, ку тӗлти Амур шывӗн варри тӗлӗнчен тытӑнса Китай ҫӗрӗ пуҫланса каятчӗ, Благовещенска хирӗҫех леш ҫыран хӗрринче китайсен Сахалин ятлӑ хули курӑнса ларатчӗ. Бинокльпа ҫынсен пичӗсене те лайӑх уйӑрса илме пулатчӗ.

Те Хабаровскра пурӑннӑ чух, те Благовещенскра, ман пуҫра «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав шухӑшӗ ҫуралнӑччӗ. (Ун чухне ячӗ ҫукчӗ-ха унӑн. Таҫта кивӗ хут ҫине ун пирки пӗр-ик пуплевпе чӗркелесе хунӑччӗ кӑна). Анчах калавне ҫырма вӑл ҫулсенче те, каярахпа та ҫаплах хӑюлӑх та, пӗлӳ те ҫитес ҫук пек туйӑнатчӗ-ха. Сӑнанисем те сахалччӗ. Калав теми те пуҫра ҫитӗнсе ҫитменччӗ. Шухӑшлама хӑнӑхайманччӗ пуль. (Хут тӗсне курман кил-йышран тухса, кая юлса вӗренме тытӑннипе ҫыннӑн ӑс-тӑнӗ те кая юлса вӑранать пуль, мӗн тӑвас тен).

Ятарласа Инҫет Хӗвелгухӑҫӗнчи пурнӑҫпа паллашас темесӗрех хуллен-хуллен унти йӗркене хӑнӑха пуҫларӑм эп. Вӗренекенсем хушшинче юлташсем тупӑнчӗҫ.

Тӗрлӗ халӑх ҫыннисемччӗ эпӗр: вырӑссем, украинецсем, тӑватӑ кореец, пӗр чӑваш. Унти литераторсен канашлӑвӗ-пухӑвӗсене итлеме ҫӳреттӗм. Стипенди сахаллипе пасарта та, пристаньре те ӗҫлекелесе пӑхнӑ эпӗ. (Йывӑр япала туянакан хӗрарӑмсене пулӑшкаланӑ, пристаньре арбуз-мӗн пушатнӑ). Вӑрман хытӑ илӗртетчӗ мана. Пирӗн енче тӗл пулман ӳсен-тӑрансем те, йывӑҫсем те курӑнкалатчӗҫ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче. Ҫут ҫанталӑк та, пирӗн енчипе танлаштарсан, чурӑсрах, кайӑклӑрах пек туйӑнатчӗ. Ази-ҫке, ара. Хабаровскпа Благовещенск, пирӗн Самарпа Шупашкар пекех, аслӑ шыв хӗрринче лараҫҫӗ. Пирӗн — чаплӑ Атӑл, вӗсен — паттӑр Амур. Атӑл ҫулла тӳлек те ӑшӑ, Амур чӑрсӑр та сивӗ. Ҫуркунне-кӗркунне вӑл тепӗр чух ҫынсемпе «вӑйӑ выляма» та ӳркенсе тӑмасть. Анчах унта пурӑнакансемшӗн вӑл пурпӗрех атте те, пӑхаттир те, илем те.

Инҫетри Хӗвелтухӑҫ ман ӑшра анлӑх, ирӗклӗх, вӗҫсӗрлӗх туйӑмӗ ҫуратрӗ. Тӑвӑр пӳртрен эпӗ сасартӑк тӗнче уҫлӑхне сиксе тухрӑм тейӗн. Крайӑн урлӑшӗ-тӑршшӗ нимӗнпе виҫеймиччӗ, ҫӗр айӗнчи пуянлӑх никам кӑларса пӗтерейми, шывӗ-шурӗ, вӑрманӗсем, тискер кайӑкӗсем — хисепсӗр. Пурте ытлашшипехчӗ кунта: курмалли, ҫӳремелли, вӗренмелли, ӗҫлемелли. Пур еннелле те ҫул уҫӑччӗ.

Хама кирлӗ пулассине пӗлмесӗрех эпӗ ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсене е ҫынсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, пӗр-пӗринпе мӗнле калаҫнине сӑнакан пултӑм. Чи малтан калаври ӗҫсем ӑҫта пулса иртесси палӑрчӗ — тайгара, Амур ҫинче. Унтан ҫанталӑк улшӑнӑвӗсене асӑрхама хӑнӑхрӑм, ҫырас калаври ҫынсене кура пуҫларӑм. Пурте хӑйне майлӑ-мӗн вӗсем. Хӑйсем пӗлнӗ пек калаҫаҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ.

Ҫапла пуҫри калавӑн тӗп шӑнӑрӗ майӗпен ҫирӗпленсе, аталанса пычӗ. Калавпа пӗрлех унӑн пулас авторӗ те пӗр вырӑнта тӑман ӗнтӗ. Самарта вӗреннӗ чух эпӗ илемлӗ литература кӗнекисене вулаттӑм, ӑна та пулин малтан йышран уйӑрнӑ ача пулнипе — «кулак ачи» — улах кӗтессенче вуласа ларнӑ. Унтан кӗнеке вуласси йӑлана кӗнӗ. Кайран пӗтӗм чунпа кӗнекесене парӑннӑ. Халӗ эпӗ кӗнеке уҫса пӑхмасӑр, мӗн те пулин вуласа илмесӗр пӗр кун та ирттерместӗп. Кӗнекерен уйӑрни маншӑн — ҫут тӗнчерен уйӑрнипе пӗр пулӗччӗ.

...Чӑвашла нумай марччӗ-ха вӑтӑрмӗш ҫулсенче илемлӗ литетатура произведенийӗ тени. Ачасем валли «Хатӗр пул» журнал, мӑннисем валли «Сунталпа» «Капкӑн» тухса тӑратчӗҫ. Кӗнекесем ҫӳхеччӗ, пӗрре ларса ик-виҫ кӗнеке вуласа тухма пулатчӗ. Вырӑсла кӑларнисенчен эпӗ чаплӑ Жюль Верн, Майн Рид, Джек Лондон, Вальтер Скотт, Фенимор Купер, Стивенсон кӗнекисене каҫса кайса «шӗкӗлчеттӗм».

Хабаровскпа Благовещенскра маншӑн вырӑспа тӗнче литературин классикӗсен тапхӑрӗ пуҫланчӗ. А.С. Пушкина, М.Ю. Лермонтова, Н.В. Гоголе, И.С. Тургенева, С.Т. Аксакова, Ф.М. Достоевскине, А.Н. Толстоя, А.П. Чехова, И.А. Бунина, совет саманинчи классиксене А.М. Горькине, А.Н. Толстоя, М.А. Шолохова ӑсталӑхӗсенчен тӗлӗнсе те киленсе вулаттӑмччӗ. Шкул программипе ҫынна ирӗксӗрлесе вӗрентсен ӑна темле писательрен те сивӗтме пулать иккен. Ҫав ҫыравҫах кайран хӑв ирӗкпе вулама тытӑнан та, юмах тӗнчи уҫӑлать сан куҫу умӗнче. Кашни кӗнеке (халь эпӗ классиксен произведенийӗсем пирки калатӑп) ҫынна мӗне те пулин ыррине вӗрентет, этеме хӑйне те ҫынсене ӑнланма пулӑшать, халиччен пӗлменнипе паллаштарать, ӑс-тӑнне пуянлатать.

Аслӑ писательсен произведенийӗсене эпӗ чылай вӑхӑт хушши библиотекарьсем хушнӑ пек вӗренмелле сӑнаса вулаймастӑм, кӗнекери ӗҫсем мана шыв сикки евӗр тытса илетчӗҫ те юлашки страницӑна ҫитиччен те эпӗ тӑна кӗрейместӗм. Ҫавӑнпа эпӗ (е тата ытарайманнипе, ку иккӗмӗш сӑлтав пултӑр) А.Н. Толстойӑн «Вӑрҫӑпа лӑпкӑ пурнӑҫ», А.С. Пушкинӑн «Дубровский», Ф.М. Достоевскин «Тӑр ухмах», «Шуйттансем» тата ытти романӗсене ик-виҫшер хут та вуланӑ. Вулама та эп, ҫынсем пек, пӗр касра пӗр хулӑн кӗнеке мар, хӑш-пӗр вырӑнсене каялла таврӑна-таврӑна вуласа, «Шуйттансем» пеккисене, эрнешер тытнӑ. (Паллах, эрнипех, кӗнеке вуласа ларман, вӑл хушӑра ытти ӗҫсене те тунӑ).

Икӗ ҫул чӑвашла ҫӑвар уҫманнипе эпӗ тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлама тытӑннӑччӗ. Калаҫура тепӗр чух чӑвашла сӑмахсене пере-пере яраттӑм.

— Что? Что? Что? — тетчӗҫ вара юлташсем кулса.

Уя тухса Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене пӗччен кӑшкӑрса ҫӳреттӗм — ҫук, иртмест тунсӑх. Тата ашкӑнса ҫӳренисем ырах та мар пек — курсан такам тем калӗ. Шупашкартан чӑвашла кӗнекесем ҫырӑнса илеттӗм.

Кореецсем корейла юрлаҫҫӗ терӗҫ. Эсир пымастӑр-и? Эпӗ савӑнсах килӗшрӗм. (Пирӗн педтехникум директорӗ ун чух удмурт хӗрарӑмӗччӗ, хушаматне маннӑ халь). П.П. Хусанкай Ҫеҫпӗле халалласа ҫырнӑ сӑввине тухса каласа патӑм. Итлекенсем ырларӗҫ пирӗн чӗлхене.

— Мӗнле ҫепӗҫ те кӗвӗллӗ чӑваш чӗлхи! — терӗҫ унччен пирӗн халӑха курманнисем.

Ку вӑл Хабаровскра пулчӗ-ха. Унтан Благовещенска куҫрӑм терӗм. Унти пединститутӑн пӗрремӗш курсне пӗтертӗм. Ҫӑва тухрӑм кӑна, мана хайхи тунсӑх пырса хупларӗ. Хуть те темле ирӗк пултӑр кунта, хуть пылпа та кулачпа тӑрантарса усраччӑр, Чӑвашра хура ҫӑкӑр та кулленех ан лектӗр, вӗренме те ан илччӗр (кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пурпӗр никам та чараймасть мана), урамра та ман еннелле тиркесе пӑхчӑр («кулак ачи!») пурпӗрех Чӑваша таврӑнмалла ман. Чӑваша! Вӑрҫсан та унта чӑвашла вӑрҫӗҫ. Ҫыравҫӑ пулма ӗмӗтленекенӗн, манӑн тӑван чӗлхене тӗплӗнрех вӗренсе юласчӗ.

Эпӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне мӗнле ҫунатланса килнине аса илеп те, манӑн пит пиҫсе каять. Халӗ эпӗ хам тухса тарнӑ тамӑк хураннех каялла таврӑнасшӑн-и? Тен, чура туйӑмӗ пӗтмен ман? Ара, пулин, пулин, тетӗп эпӗ ним калама пӗлмесӗр.

Пӗр психолог ун пек кутӑн-пуҫӑн шутланине ҫапла ӑнлантарса парать: «На мой взгляд, самое характерное в людях — это их непоследовательность», — тет. Тен, пурте ун пек мар (паллах, ун пек мар), анчах ун пеккисем те нумай пуль.

Эпӗ «хутсене» илме институт дирекцине кайрӑм.

— Сана мӗн кирлӗччӗ? — ыйтрӗ машинкӑпа пичетлесе ларакан ҫамрӑк арҫын.

— Хамӑн документсене илесшӗн эп. Раҫҫее таврӑнатӑп.

— Ма пит инҫе? Каникула-и?

— Мар, пуҫӗпех, Тӑван ҫӗршывшӑн хытӑ тунсӑхларӑм.

Йӗкӗт ман хутсене пӑхса илчӗ те хаш сывларӗ.

— Шел, эп пулсан, вӗренсе пӗтермесӗр каймӑттӑм. Ахалех хӑвӑн пурнӑҫна йывӑрлататӑн эс.

Ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине кайран аса илтӗм эпӗ, анчах кая пулчӗ. Мана институт пӗтермесӗрех авланма васканӑ айвана, ҫитменнине «пӑсӑк» биографиллӗ чуна, тен, ҫавӑнпах ҫынсем патӗнче кӑна хӗсӗнкелесе пурӑнаканскере, ӑшра хама чипер ҫынах теме хӑюлӑх ҫитерекене — миҫе хут ӗҫрен кӑлара-кӑлара яман пуль, Турӑҫӑм.

Халӗ, ватӑлмалӑх кунӑмра, пӗччен ларнӑ чухне шухӑшлатӑп та, пурнӑҫри пӑтӑрмахсемшӗн ҫынсене ҫех айӑплани тӗрӗс мар-ҫке вӑл. Чылайӑшӗшӗн эпӗ хам айӑплӑ. Ҫынсене юрама пӗлместӗп эпӗ, кӑмӑлӑм авӑк. Ытла тӳсӗмсӗр тата. Мӗскӗн.

Ман хутсене йӗкӗт каллех шкапа пуҫтарса чикрӗ.

— Памастӑр-и?

— Пултараймастӑп. Завучпа калаҫ е директорпах-и.

— Завуч кунта-ши халь?

— Ҫук, Хабаровскра. Ик эрнелӗхе кайрӗ.

— Директор?

— Вӑл Китайра. Ыран таврӑнмалла.

1920—1930 ҫулсенче чикӗ ҫывӑхӗнчи ҫынсем Китайпа Корейӑна кӳршӗ яла кайнӑ пек каҫса ҫӳренӗ.

* * *

Тепӗр виҫӗ кунтан мана институт директорӗ патне чӗнтерчӗҫ (ун чухне директор тетчӗҫ-ха, ректор мар). Ватта сулӑннӑ лутра кӑна ҫынччӗ вӑл, пирӗн пуҫлӑх. Такампа та пӗр чӗлхе тупать, хӑй патне вӑрҫма пынӑ ҫын ун кабинетӗнчен кулкаласа тухса каять, тетчӗҫ. Ашшӗпе амӑшӗнчен пӗри якут, тепри вырӑс пулнӑ-мӗн унӑн. Икӗ халӑхӑнне те лайӑх енӗсене илнӗччӗ пулмалла вӑл, кунӗ те кӑмӑллӑ ҫынччӗ; ӑста педагог, виҫ-тӑват чӗлхе пӗлет, тесе мухтатчӗҫ ӑна студентсем.

— Эсӗ вӗренме пӑрахасшӑн тет-и? — ыйтрӗ вӑл манран. Малтан директор манпа «эсӗр» тесе пуҫларӗ-ха. Унтан, хам та сисмерӗм — юлташла калаҫса кайрӗ, «эсӗ» ҫине куҫрӗ. — Ӗненместӗп, преподавтельсем каланӑ тӑрӑх, эсӗ вӗренмесӗр тӑма пултараймастӑн. Кулленех мӗн те пулин пӗлмелле сан, ҫапла-и?

— Тӑван чӗлхешӗн тунсӑхларӑм, — мӑкӑртатрӑм эпӗ.

Хам 1933 ҫулта Самар облаҫӗнчен (ун чухне Вӑтам Атӑл крайӗ-ха) мӗнле тухса «тарнине», Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче мӗнле ҫунатланса ҫӳренине, ҫӑмӑллӑнах вӗренме кӗме пултарнине аса илтӗм те — хамран хам вӑтантӑм. Мӗнле ҫапкаланать иккен мӗскӗн енчен енне. Ик-виҫ калав пекки хӑртаса кӑларнӑ та — часрах Шупашкара пӑрахса каймалла ун. Чӑваш ҫыравҫисем ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ тет. Эй, ухмах та ҫав. Лере ҫитӗн кӑна ак — сана ҫӑкӑр унанӑ пек унама тытӑнӗҫ. Пӗлетӗп эп чӑваша кӑштах: ун тӗнчипе вырӑс тӗнчи уйрӑмрах пуль ҫав. Пысӑк халӑхӑн ӗҫӗ те пысӑкрах, шултрарах пуль, пӗчӗккин ӗҫӗ те хӑйне шайӑн-тӑр: вакӑрах, вӗтӗрех, шӑкӑр-мӑкӑртарах. Кирлине курма пӗлменни, кирлӗ марринче чакаланни...

— Кунта килни те нумай пулмасть-ҫке, — аса илме хӑтланнӑ пек калаҫрӗ директор. — Тепӗр виҫӗ ҫул часах иртсе кайӗччӗ. Аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан дипломпа тӑванусене савӑнтарӑттӑн. Чӑвашсем пур-и пирӗн хулара?

— Курман эпӗ.

— Тен, юлташ тупайман эсӗ? Укҫу хӗсӗк санӑн? Чӑн-чӑн студент ҫапла пулмалла та вӑл, — тесе шухӑшларӗ пулас директор, хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илчӗ пуль — ӑшшӑн йӑлл кулчӗ. Кӗркуннерен пуҫласа лайӑх вӗренекенсене стипенди ӳстерсе пама тытӑнӑпӑр. Ӗҫлесе ларма пушӑ кабинет та пур пирӗн.

Ҫук, ярасшӑн мар вӑл мана вӗренсе тухмасӑр, ҫавӑнпа «хутсене» те пама хушман. Тепӗр кун малтан калаҫнӑ ҫамрӑк патне кӗтӗм те тӳррипех каларӗ вӑл мана: пысӑкрах стипенди илмелли студентсенчен пӗри эсӗ, терӗ.

Нимӗн те чарса тӑраймарӗ мана, ухмаха, тӑрпалтая, хамӑн асап ҫулӗ ҫине тухма (Шупашкара килме). Виҫӗ эрне ытла ҫурма выҫӑ хӑрӑнса ҫитсе ӳкрӗм-ӳкрӗмех эпӗ шӗкӗр хуламӑра. Ҫырусем тӑрӑх кунти паллашнӑ малтанхи ҫын манӑн Иван Мучи ҫыравҫӑччӗ. Ун патне хваттере кӗрсе, эпӗ вӗсене чӑрмантартӑм. Иван Иванович мана пӗр яла (Мӗн Шетме) учителе вырнаҫма пулӑшрӗ. Каярахпа хӑй ӗҫлекен «Капкӑн» журнал редакцине илчӗ.

Чылай ҫӗрте ӗҫленӗ эпӗ Чӑвашра. Ачасене вӗрентнӗ. Хам пединститутра кӗретсӗр вӗреннӗ. Радиора ӗҫлесе пӑхнӑ. Кунне сакӑршар сехет службӑра ларнӑ хыҫҫӑн каҫсерен мӗн те пулин ҫырма хӑтланса пирус мӑкӑрлантарнӑ. 1940 ҫулта салтака кайса килнӗ. (Пире Бессарабие «ирӗке кӑларма» вӗрентсе хатӗрленӗччӗ, ӗҫ румынсемпе ҫапӑҫусӑрах татӑлчӗ). 1942 ҫулта тӑван ҫӗршыв вӑҫине кайнӑ. Аманса таврӑнсан, кӗнеке палатинче, журнал редакцийӗнче тата ытти вырӑнсенче ӗҫленӗ.

Аслӑ писательсем пирки сӑмах пынӑ чух биографсем ҫапла ҫырнисене курнӑ эп. Классиксенчен хӑшӗ-пӗри кӑнтӑрла ӗҫлеме юратнӑ, теприсем — ҫӗрле. Нумайӑшӗ сӗтел хушшинче ҫырса ларнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех ура ҫинче тӑрса ҫыракансем те чылай-мӗн. Тӗрлӗ ҫын — тӗрлӗ ӗҫ меслечӗ. Америка писателӗ Джон Стейбек ирхине ӗҫлесе ларма килӗштернӗ. Хӑйне вӑл кунсерен — ҫав кун хӑть ҫӗр чӗтретӗр, хӑть ҫумӑр е юр ҫутӑр — икӗ пин сӑмахран кая мар ҫырма хӑнӑхтарнӑ пулнӑ.

Франци писателӗн Эмиль Золян кулленхи ӗҫ «норми» виҫӗ страница пулнӑ теҫҫӗ. (Пирӗн В.И. Краснов-Асли, кирлӗ пулсан, пӗр каҫра 60-70-шер страница таранччен ҫырма пултаратӑп тетчӗ. Пултарнӑ та пуль — алли ҫӑмӑлччӗ унӑн. Тӗнче литературин классикӗсем те пирӗн ҫыравҫа ҫитеймен ав).

...Паллӑ писательсем ҫапла ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсен пӗр сехет те ахаль сая каймасть. Пире пурнӑҫ тутӑр таткине лӑсканӑ пек лӑскать. Яваҫҫӗ пире, сӳтеҫҫӗ. Выговорсем параҫҫӗ, ӗҫрен кӑлараҫҫӗ. Пуху хыҫҫӗн пуху кӗрлет, хут пӗлменни ҫырма вӗрентет. Кашни кун черете чупаттӑмӑр — хӗлле ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ӗнтӗркесе тӑма тиветчӗ. Халӗ акӑ Колорадо нӑрри тинкене кӑларать. Ӑна тытса пӗтермелле, унсӑр ҫӗр улмисӗр тӑрса юлатӑн. Ҫӗр улми чӑвашӑн тӗп апачӗ. Ҫапла ҫирӗм ҫул, вӑтӑр ҫул иртсе каять. Пиртен ыйтмасӑрах ватлӑх ҫитсе тӑрать. Пулать-и мӗн те пулин ҫырма ҫакӑн пек пӑтранчӑкра?

Ӑшра виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш вырӑнта манӑҫи-манӑҫми тӑнӑ «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав шухӑшӗ 1968-69 ҫулсенче чӗрӗлсе сасартӑк хӑй ҫинчен аса илтерчӗ. Унтан, ытти шухӑшсене сирсе, чи ҫиеле персе тухрӗ. Халь ӗнтӗ е пур ӗҫе те пӑрах, ҫак хайлава ҫырса хур, е писатель те мар эсӗ. Хӗрарӑм варӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ ачана ҫуратмасӑр тӑма май ҫук пекех, чӗре варринче калӑпланнӑ произведение те хут ҫине ӳкермесӗр иртме ҫук.

Ҫав тери савӑнса ҫырса лартӑм эпӗ вӑл калава. (Хӑшӗ-пӗри ӑна повесть тени те пур-ха). 1972 ҫулта «Ӑҫта эс, тинӗс?» «Писательпе паллашни» кӗнекере ҫапӑнса тухрӗ. Хаҫат-журналсенче ҫак калава уйрӑммӑн та, кӗнекине пӗтӗмӗшле ырласа та ҫырнисем курӑнкаларӗҫ. Ытлашши мухтамаллиех ҫукчӗ пулсан та, тишкерӳҫӗсем ытларах ыррине асӑрхама тӑрӑшни сисӗнчӗ. Ку критиксем — ҫыравҫа ырӑ сунаканнисем, унӑн тусӗсем пулнӑ. Пулӑшма тӑрӑшнӑ вӗсем писателе.

Тепӗр йышши «критиксене» вырӑс сатирикӗсем икӗ сӑмахпа сӑнарлаҫҫӗ: крытики е гробокопатели теҫҫӗ. Вӗсем писательсен кӗнекисенче (пуринче те мар, хӑйсене е пуҫлӑхсене килӗшменнисенче) пӗрмай усаллине шыраҫҫӗ, чакаланаҫҫӗ. Пире вӗсем ҫынсем пек ҫырма хушатчӗҫ. Чи хӑратаканни, чи пысӑк ҫылӑх, вӗсен шучӗпе, писатель ҫӗнӗ шухӑш калани, ун пек ҫырма юрамасть тенине пӗле тӑркач хӑй пӗлнӗ пек ҫырни. Ҫавӑн пек вырӑнсем манӑн «Ӑҫта эс, тинӗс?» калавра та пурччӗ. Кӗнеки чӑвашла пичетленсе тухнӑранпа икӗ ҫул иртрӗ, калавне вырӑсла куҫарса Мускаври журналта кӑларма хатӗрленнӗччӗ, кузнецовсем, долгов-коротковсем, дедушкин-бабушкинсем ҫаплах нимӗн те шарламаҫҫӗ. Пурнӑҫ малалла шунӑ май, ҫав куштан критиксем те тӳрленчӗҫ пуль, тесе тӑраттӑм, ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫсе илчӗ, аслати авӑтса ячӗ, аҫи кӗрслтеттерсе ҫапрӗ.

Пӗррехинче, ку ӗнтӗ 1974 ҫулхи ҫулла пулса иртрӗ, мана писательсен Союзӗн правленийӗн пухӑвне чӗнчӗҫ, ҫыравҫӗсен пурин те пымалла терӗҫ. Кӑшт каярах та пулин — кайрӑм пухӑва. Пысӑк залра лӑк тулли халӑхчӗ. Президиум сӗтелӗ хушшинче партин Чӑваш обкомӗн идеологипе пропаганда секретарӗ Илья Павлович Прокопьев, чӑваш писателӗсен союзӗн правлени председателӗ Николай Дедушкин, правлени секретарӗ Александр Кӑлкан, парти бюровӗн секретарӗ Георгий Краснов (миҫе секретарь, турӑҫӑм!), И.П. Прокопьева чӑваш ҫыравҫисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен хыпарласа, канаш парса тӑракан Владимир Канюков, парти обкомӗн инструкторӗсем — иккӗн (хушамачӗсене пӗлместӗп), Василий Долгов — парти обкомӗн чӑваш писателӗсен хушшинчи шаннӑ ҫынни.

Залри халӑх хушшинче те палламан ҫамрӑксем куҫӗсене чалхӑртса лараҫҫӗ. Тата хамӑр хушӑри сексотсем миҫен! Мӗн чухлӗ ҫын сӑнаса, тӗрӗслесе тӑрать пирӗн ӗҫе! Ахальтенех пуҫтарман, хускатман пуль паян та кун чул халӑха. Пӑшаллӑ милиционерсем ҫеҫ ҫитмеҫҫӗ алӑк патӗнче. (Эпӗ, тен, ун чухнехи пуҫлӑхсен служба ячӗсене тӗрӗсех ҫыраймарӑм пуль, уншӑн каҫарччӑр мана вулакансем).

Пухура малтан мӗн ҫинчен калаҫнине маннӑ халь эп, ҫав яланхи сӑмахсенех ҫӑрман-и: писатель пурнӑҫ ҫывӑхӗнче пулмалла, парти хушнӑ пек ҫырмалла, коммунизмшӑн кӗрешекенсене кӑтартса памалла т. ыт. те. Тӗрӗссипе пуху пуҫаракансен тӗллевӗ урӑх пулнӑ. Вӑл хыҫалти ретре ларакан Куҫма Турхан ыйтӑвӗнчен паллӑ пулчӗ. («Хыҫалти ретре» тенӗрен, Сергеев-Турхан пӗлнӗ, туйнӑ литературӑри хӑйӗн вырӑнне).

Пуху пӗтес патне пынӑ пек туйӑнатчӗ ӗнтӗ. Дедушкин, пуху председателӗ, сасартӑк ҫапла каласа хучӗ: «Сӑмах Кузьма Сергеевич Турхана паратӑп». (Лешӗ тӑчӗ те халӑхран ыйтрӗ: «Эсӗр Уярӑн «Ӑҫта эс, тинӗс?» калавне вуланӑ-и? — терӗ.

Темӗн пӑрахса парасса кӗтнӗ пек, ҫынсем шӑп пулчӗҫ. Турхан асӑннӑ калавӑн пӗр сыпӑкне васкамасӑр вуласа пачӗ. «Ҫак сӑмахсене парти пухӑвӗ мӗнле хаклать?» — тесе ыйтрӗ те, хушнӑ ӗҫе турӑм терӗ пуль — лашт ларчӗ.

Вара тин чӑн пуху пуҫланчӗ темелле. Халӑх чӑшӑлл! хускалчӗ. Президиумри ҫынсен аллинче манӑн «Писательпе паллашни» кӗнекен зкземплярӗсем курӑнса кайрӗҫ. Малтанах хатӗрлесе хуман пулсан, ӑҫтан туртса кӑларӗччӗҫ ӑна пуху вӑхӑтӗнче?

Ҫынсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ сыпӑк ак ҫакӑ вӑл. (Калаври ӗҫ-пуҫ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи тайгара вӑтӑрмӗш ҫулсенче пулса иртет. Каласа параканни эвенк (тунгус) ачи Амикан:

«...Ман шухӑшпа, ҫынсем пекех, халӑхсем те тӗрлӗ. Пӗлессе эпӗ, паллах, виҫ-тӑватӑ халӑха ҫеҫ пӗлетӗп, ҫапах ҫапла пулассӑн туйӑнать. Тен, йӑнӑшатӑп эп? Чӑнах йӑнӑшатӑп пулмалла. Пурпӗрех шухӑшлама интереслӗ. Ан тив, гипотеза ҫеҫ пултӑр ун пек шухӑшлани. Кайран тӗрӗслесе пӑхӑп эп ӑна. Ӳсерехпе. Тӗрӗс пулсан та пырать, тӗрӗс мар пулсан та тем мар. Тӗрлӗ. Ҫынсем пек. Темперамент енчен те, ӑс-хакӑл енчен те, кӑмӑл енчен те. Пур енчен те. Пӗри, сӑмахран, гени халӑх, тепри — талант. Виҫҫӗмӗшӗ — айванни, ҫӗр хурчӗ. Халӑх — салтак, халӑх — полководец. Чейисем те, халӑхсем-ӑстаҫӑсем те пур-тӑр. Йӑваш халӑх, пуҫтах халӑх. Хӑй тӗллӗн пурӑнма тӑрӑшаканни. Ыттисем ҫумӗнче хӳтлӗх шыраканни. Халӑх — кил пуҫӗ, халӑх — ун ывӑлӗ. Эпӗр, эвенексем, сунарҫӑсем. Пире сӗм вӗрманта пурӑнма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ...»

Ну сиксе ларчӗҫ ман ҫине! Дедушкинпа Долгов ӑмӑртмалла кӑшкӑраҫҫӗ, Кӑлкан темӗн хӑлаҫланать, Канюков питлет мана...

— Эсӗ хӑш халӑха ҫӗр хурчӗпе танлаштаран?! — теҫҫӗ.

— Ӑна эпӗ мар, калаври ача калать, вӑл та пулин иккӗленсе калаҫать, — тетӗп эпӗ. — Нимле халӑх ятне те асӑнмасть вӑл. Пӗрне ырласа, теприне хурласси те ҫук унӑн, тетӗп.

— Пурпӗр «герой» йӑнӑш каланине авторӑн ҫийӗнчех тӳрлетмелле пулнӑ! — теҫҫӗ президиумрисем.

Калаври ача пӗр ҫӗрте тӗрӗс мар калаҫнипе кама пӑсрӗ — сана-и, Долгова-и? — тетӗп эпӗ.

— Э, курӑр-ха, Уяр ҫынсенчен кулать! — ҫухӑрать такам.

— Унӑн ашшӗ-амӑшӗ кам иккенне астӑвӑр! — йӗплет тепри улшӑннӑ сасӑпа.

Калаҫакансемпе парти обкомӗн секретарӗ И.П. Прокопьев та килӗшет: ҫапла, Уяр политикӑллӑ йӑнӑш тунӑ, юлташсем ӑна тӗрӗс сивлеҫҫӗ, — тет вӑл. Илья Павлович мана пӗр кун урлӑ хӑй патне кӗрсе тухма чӗнет.

Юрать, терӗм.

Ҫакӑнпа паянхи калаҫӑва вӗҫлес, Уярпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва, лайӑх кӑна хатӗрленсе, ҫитес парти пухӑвӗнче сӳтсе явас та мерӑсем йышӑнас терӗҫ. (Ну ҫак парти протоколӗсен чӗлхи!)

Ҫав шавлӑ пуху хыҫҫӑн тепӗр кунах пулнӑччӗ-ши вӑл в пӗр кун урлӑ-и, халь татсах калаймастӑп, чӑваш хаҫачӗсемпе радио — И.П. Прокопьева парти обкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлани ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Мана идеологи секретарӗ пыма каланӑччӗ, халӗ вӑл пӗрремӗшӗ пулса тӑнӑ. Эппин, ун патне каймасан та юрать пуль. Каймарӑм.

Унтан чӑваш ҫыравҫисен союзӗнче парти пухӑвӗ пулса иртрӗ. Калаври К. Турхан кӑтартнӑ вырӑна хытӑ тиркерӗҫ, пӗтӗмӗшле хурлакансем те тупӑнчӗҫ. Ҫав тӗлте эпӗ, хӳтӗленме хӑтланса, калама ҫук пысӑк йӑнӑш туса хутӑм. Чӑтса тӑраймарӑм, каламалла мар сӑмаха персе ятӑм: ҫак уйӑхсенче Мускавра эсӗр вӑрҫакан калав пӗр журналта вырӑсла пичетленсе тухать, терӗм. Эсӗр тиркетӗр, мускавсем ӑна мухтаҫҫӗ.

Пӗр вӑхӑта писательсем ҫӑварӗсене п... хыптарнӑ пек пулса ларчӗҫ. Унтан пӗри тӑна кӗчӗ, теприсем, Кӑлканпа Дедушкин, хыпӑнса ӳкрӗҫ.

— Хӑш журналта тухать? — теҫҫӗ.

Ҫак тӗлте те пулин чарӑнмаллаччӗ манӑн. Суйрӑм, теме пулатчӗ-и унта, мӗн-и. Ҫук вӗт, тӳррипех кастартӑм:

— «Дружба народовра», — терӗм.

(Ҫав каҫах дедушкинсем-кӑлкансем Мускава С.В. Михалковпа «Дружба народов» журнал редакторӗ С.А. Баруздин патне телефонпа шӑнкӑравланӑ. 1974 ҫулта Мускавра вырӑсла тухмалли калав ҫавна пула икӗ ҫул иртсен тин — 1976 ҫулхи 10-мӗш номерте пичетленсе тухма пултарчӗ).

…Кӗске вӑхӑта чарӑннӑ пуху малалла ӗҫлеме тытӑнчӗ. Сӑмах мана хытӑ тиврӗ. Йӑнӑшна йышӑн теҫҫӗ. «Эпӗ курмастӑп унта политикӑ йӑнӑшӗсем. Калавне лайӑхлатма пулӗ, унпа килӗшетӗп», – текелетӗп.

— Э, эсӗ ун пек-и, – терӗҫ ҫыравҫӗсен пуҫлӑхӗсем. Папкӑран темӗнле хутсем туртса кӑларчӗҫ. — Пӗлетӗр-и, Уяр ашшӗ кам пулнӑ? Куйбышев облаҫӗнчи хӑрушсӑрлӑх комитет «тройки» ӑна 1930 ҫулта 58.10 статьяпа айӑпласа хупса лартнӑ пулнӑ!

Сасӑларӗҫ, мана партирен кӑларса пӑрахрӗҫ. Ст. Шавлипе Я. Ухсай тата темиҫе ҫын мана хирӗҫ сасӑламарӗҫ.

Чӑваш писателӗсен союзӗн васкаса йыхӑрнӑ правлени ларӑвӗнче манӑн телейсӗр калав пичетленнӗ «Писательпе паллашни» кӗнекене тивӗҫлӗ организацисене (е органсене темелле-ши?) халӑх усӑ куракан вырӑнсенчен (арестлесе) пуҫтарса илме сӗннӗ. Вӑл калава ҫынсене вулаттарма юраман иккен. (Унӑн авторӗ хӑй пӗлнӗ пек шухӑшлама хӑйнӑ!).

(Манӑн килте, вӑрттӑн кӗтесре, Мускаври тӗнче литературин институчӗн А.М. Горький ячӗпе хисепленекен библиотекинчен Шупашкара кӗнеке издательствине каялла ярса панӑ «Писательпе паллашни» кӗнекен зкземплярӗ упранать. Инвентарь номерӗ унӑн 439643. Хыҫалти хуплашка ҫинче темле 78514 номер. Сайра тӗл пулакан экспонат мар-и репрессие ҫакланса чӗрӗ юлнӑ кӗнеке. 1937-1938 ҫулсенче пирӗн ун пек кӗнекесене ҫийӗнчех е касса вакланӑ, е ҫунтарса янӑ).

Шупашкарти интеллигенци хушшинче сыхлӑх кампанийӗ пуҫланать. Издательство редакторӗсене пӑркӑчлаҫҫӗ. Хаҫат-журнал редакцийӗсенче «тасату ӗҫӗ» пырать. Аслӑ шкулсемпе ӑслӑлӑх учрежденийӗсенче пуху хыҫҫӑн пуху шавлать. Уяра «тӑрӑ шыв ҫине» кӑлараҫҫӗ, вӑл ҫырнине ырласа асӑннӑ е статья ҫырнӑ критиксене ӗҫрен кӑларассипе хӑратаҫҫӗ. В. Канюков Куҫма Турхана мухтать: «Писательсенчен пӗр вӑл ҫеҫ Уяр йӑнӑшӗсем ҫинчен тивӗҫлӗ ҫӗре систернӗ», — тет. Ыттисене сыхӑ пулма чӗнет.

1974 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗнче «Чӑваш коммуни» хаҫатра Н. Дедушкинпа В. Долгов критиксем «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав пирки пӗр «путвал» статья кӑлараҫҫӗ. Статья ячӗ те, калав ячӗ пекех, ыйтуллӑн вӗҫленет — «Йӑнӑш мӗнрен килнӗ?»

Мӗнрен килнӗ-ха, эппин, ман калаври йӑнӑш, критиксем унта йӑнӑш пурах теҫҫӗ пулсан?

Чакалансан-чакалансан ӑслӑ критиксем кӗнекере пӗр йӑнӑш вырӑнне темиҫе тупса палӑртаҫҫӗ, унран та ытларах — ҫитменлӗхсем асӑрхаҫҫӗ. (Эпӗ калавра ҫитменлӗхсем ҫук теместӗп, анчах чӑн ҫитменлӗхсене курма пӗлмесӗр, икӗ тус вак-тӗвек хушшинче чӑлханса ӳкнӗ. Ҫапла вара, мӗнрен килнӗ-ха, йӗрлевҫӗ-критиксен шухӑшӗпе, ман калаври йӑнӑшсемпе ҫитменлӗхсем?

«Вӗсем унӑн авторӗ (эпӗ ӗнтӗ, Хв.У.) хальхи пурнӑҫ кӑларса тӑратакан хӑш-пӗр ыйтусене, уйрӑмах наци ыйтӑвне, тӗрӗс ӑнланманнинчен, вӗсене пӑтраштарнинчен килнӗ».

Мӗн те пулин усӑлли пур-и ман калавра вулакансемшӗн? Сумлӑ та ятлӑ-шывлӑ критиксем, Дедушкинпа Долгов (тепре вӗсен йышши И.Д. Кузнецов пурччӗ), ман ыйтӑва ҫапла хурав панӑ: «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав вулакана нимӗн чухлӗ те усӑ памасть, унӑн шухӑш-кӑмӑлне ҫӗклемест, ӑс-тӑнне пуянлатмасть».

Пуҫлӑхсен шухӑшне пӗлекен чӑваш критикӗсем кӗскен те уҫӑмлӑн каланӑ, юрӑхсӑр произведени, тенӗ.

Халӗ ӗнтӗ Мускаври вырӑс журналне сӑмах парар! («Литературное обозрение», 10. М.: 1987 ҫ.). Вӗсем мӗн калаҫҫӗ ман калав пирки: «... Произведение, более всего привлекающее внимание критиков и рецензентов — это повесть под названием «Где ты, море?» (перевод А. Дмитриева и В. Перуанской). Она рассказывает о робинзонаде двух мальчиков, эвенка Амикана и чуваша Педера, по тайге, о тех невероятных трудностях, которые им пришлось пережить и которые закалили их характер, заствили по-настоящему повзрослеть, о природе, которая окружала их в дни странствий. Природа не только фон повествования, она и активно действующее «лицо», постоянно пытающееся, щедро отдающее свои дары людям. Но в то же время на каждом шагу подстерегающее его опасностями.

«Эту повесть можно смело поставить в один ряд с произведениями русской и советской классики, посвященных природе».

Так заканчивает свою статью «внутренний» рецензент издательства «Советский писатель» о произведении Федора Уяра «Где ты, море?»

…Турхан К. мана тӗллесе пенӗ ҫӑхав чулӗнчен пуҫланнӑ «критика» хумӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пырать. Чӑваш область парти организацийӗн XXXV конференцийӗнче тунӑ отчетлӑ докладӗнче И.П. Прокопьев ҫапла каланӑ: «Хветӗр Уярӑн хӑш-пӗр произведенийӗсем наци хутшӑнӗвӗсемпе культура аталанӑвӗн проблемисене йӑнӑш ӑнлантарса панӑ».

Кӗнекере пӗрре ӑнсӑртран асӑнни «ӑнлантарса пани» пулать-ши?

Ултӑ ҫул мана издательство ҫывӑхне ямарӗҫ. Пичетре ӑҫта та пулин ман ят курӑнсанах «ҫӳлтен» асӑрхаттарни илтӗннӗ, астӑвӑр, хытӑ тӗрӗслӗр! Ман произведенисене шкул программинчен кӑлара-кӑлара пӑрахаҫҫӗ. Ҫапла пилӗк ҫул, вунӑ ҫул иртсе каять. Эпӗ ӗҫлетӗп хуллен. Ҫырӑнман чухне кӗнеке вулатӑп. Ҫӗрле ларма хӑнӑхнӑ та эпӗ, вулама никам та чаракан ҫук.

Пӗррехинче, 1990 ҫулхи хура кӗркунне, ҫӗнӗ кӗнеке туянса таврӑнтӑм. Халиччен алла тытса курман автор пулчӗ вӑл маншӑн. Хуплашка ҫине «В.В. Розанов. Сочинения», тесе ҫырнӑ. Аялта издательство тӗлӗпе ячӗ: «Москва. «Советская Россия». (Патшалӑх издательстви!)

Энциклопеди словарӗ тӑрӑх авторӗпе паллашрӑм. Василий Васильевич Розанов вырӑс писателех-мӗн, публицист тата философ (1856-1914).

...Лараттӑм вуласа — тӗлӗнсе шартах сикрӗм: манӑн евӗрлӗ шухӑшах каланӑ мар-и вӑл? Курӑр-ха акӑ: «...есть таланты-народы... И есть народы средние, народы серые...»

«Есть нации как трава, безличные, не оригинальные. И есть нации-цветки, есть наконец нации-орхидеи, редкие, исключительные. Ими любуются, им удивляются».

Мӗнле кӑларма пултарнӑ ку кӗнекене? Кӑшт ӗлӗкрех пирӗн патра пулнӑ пулсан-и?.. Э-э, парти организацийӗсем 1990 ҫулта ҫӗршыв хуҫисем пулман-ҫке. Парти тӗпкомӗпе обкомӗсенче ларнисем халӗ ӗлӗкхинчен те пысӑкрах вырӑнсене кӗре-кӗре ларнӑ, анчах вӑхӑт ҫитмесӗр чӗрнисене кӑтартмаҫҫӗ-ха.

Мана (мана ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм ҫемьене) кӗнекери герой ӑнсӑртран персе янӑ пӗр шухӑшшӑнах темиҫе ҫул хушши лӑскама кирлӗ пулнӑ-ши? Тата шухӑшне те пуҫласа ман кӗнекери йӗкӗт мар, унчченех паллӑ писатель те, философ та каланӑ пулнӑ-мӗн. Шел, пӗлмен эп ӑна маларах.

Кирлӗ-кирлӗмаршӑн ҫынсен ҫӑварӗсене хупласа, тӗрмесене хупса, шухӑшламасӑр пурӑнма вӗрентесшӗн пулнӑ-ши халӑха ун чухнехи коммунист-пуҫлӑхсем?

 

Хветӗр УЯР

Август, 1995 ҫул.

Сӑнӳкерчӗксем ҫинче: Хӗветӗр Уяр; Хӗветӗр Уяр пӑлан пӑхаканпа (1973 ҫ.); Хӗветӗр Уяр В.И. Мешков художникпа (1975 ҫ.); Ҫыравҫӑсен ушкӑнӗ.

Редакцирен: Статьяна Валерий Алексин ярса панӑ; улӑштармасӑр пичетленет; В. Алексин палӑртнӑ тӑрӑх, ку статья пӗрремӗш хут кун ҫути курать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (26)]

Comments:

Каллималлин // 2446.29.3728
2022.08.01 19:57
В. Алексин, стьяна пичете хатӗрленӗ чухне тата тепӗр йӑнӑш янӑ. Акӑ вуласа пӑхӑр: "1974 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗнче "Чӑваш коммуни" хаҫатра Н. Дедушкинпа В. Долгов критиксем...". Этсемри, 1974 ҫулта кун пек хаҫат тухман, "Коммунизм ялавӗ" тухса тӑнӑ! Ҫакна та пӗлмест калава пичете хатӗрлекен! Ку вӑл ахаль йӑнӑш мар! Кӑларса ҫапас пулать ӑна кӑлавнӑй ретактӑртан.
Мӗнле шутлатӑр, юлташсем?
Базиль Кириллов // 2446.29.3728
2022.08.01 19:59
"Мария Мареева тележурналист унччен КГБра ӗҫленӗ..." Кай, шанас килмест.
Agabazar // 1549.60.3763
2022.08.01 20:40
Agabazar
Алексеев В.Н. // 4194.74.7206 2022.08.01 13:03Кӗнеке палати урлӑ шыраттартӑм, унти каталогсене пӑхса тухса тухман тесе шантарсах каларӗҫ. Тен, сиктерсе хăварнă? Уçкаласа пахас пулать хаҫат подшивкине. Статья пĕчĕкех мар, ӑна кĕскетсе пама пултарнă.
Вăт, А. Тарасов юлташ кайтăр та хаçат тĕркисене тĕрĕслесе лартăр. Хветĕр Уярăн «Ăçта эсĕ, тинĕс?» тата «Телейлĕ Палюк» хайлавĕсене тапăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Анчах та пирĕн умра — Хветĕр Уярăн хăйĕн статйи.
А. Тарасов // 3263.15.2345
2022.08.01 22:57
Хисеплӗ Акапасар, А. Тарасов ҫитес ҫул "Тӑван Атӑл" журналра "2023 ҫул: Хветӗр Уяра вулатпӑр" проект тума хатӗрленет.Енчен те эсир пирӗн журнала пӑхкаласа пыратӑр пулсан кӑҫал П. Хусанкай ҫулталӑкӗ пынине асӑрханӑ пулинех. Кашни номертех - Хусанкай ҫинчен ҫырни, сӑввисен ярӑмӗ.Ҫитес ҫул Уяр ҫинчен Ҫапла пулмалла, Ҫавӑнпа пӗчӗккӗн Уяр ҫинчен материалсем пуҫтаратпӑр."Ӑҫта эс, тинӗс" повеҫне те пичетлеме палӑртнӑ. Унта ку истори те пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче, 1990 ҫулсенче, саманасем улшӑнсан, Уяр ӑна ҫак историпе пӗрле пичетлесе кӑларма шухӑшланине те пӗлетӗп.Уяра тапӑнасси Куҫма Турханран пуҫланни те тӗлӗнтерет.Мӗншӗн тесен Турхан романне чи малтан ырласа ҫыраканни, 1961 ҫултах, Уяр пулнӑ.Ыттисем асӑрхамасӑр тӑнӑ е ҫырткаланӑ вӑхӑтра вӑл Турхана ҫӗклет. Турхана те Уяр хӑшпӗр ҫитменлӗхсем пирки асӑрхаттарни чӗрине кӗрсе юлнӑ, те каҫалсен характерӗнчи хӑйсене ырӑ тунине, хӑйсемпе ырӑ пулнине питӗ хӑвӑрт манаслӑхӗпе ҫыхӑннӑ ку.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.02 16:36
Во... о-го-го мĕнлерех пуçланчĕ "ăнланманни - пăтраштарни, кирлĕ марринче чакаланни".
Варык // 1726.84.3785
2022.08.03 13:55
Мареева унта ĕҫленĕ пирки тахҫанах сас-хура ҫӳрет.
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.03 14:47
Agabazar
Мĕн тăван Мареевăпа?

Ĕç унра мар вĕт.

Телеэкран çинче, пурин умĕнче, никамран пытнамасăр, Мареева тележурналист тата тата леш хайхи унчченхи КГБ çынни калаçнă.

Анчах та пире вăл та, ку та кăсăклантармасть. Кăсăкли — калаçакансем Хветĕр Уяр шăпи пирки сăмах хушни.

Енчен те Мареева чăнах та «унта» пулсан, епле-ха вăл ЧăвГУн Патăрьелĕнчи филиалĕн пуçлăхĕ пулнă çынна тата ЧăвГУн унчченхи ректорне сыхласа хăварайман? Э?

Сăмах май каласан, Хветĕр Уяр 1914-мĕш çулта мар, 1913-мĕш çулта çуралнă. Çак йăнăша çыравçă хăй тупса палăртнă.

А. Тарасов юлташ, Уяра тапăнассине Куçма Турхан пуçланă тесе тĕнчене ан култар. Куçмасемпе Турхансен шайĕнчи ĕç мар ку. Чăннипе ăçта «пуçланнине» эпир пĕлместпĕр, пĕлме те пултараймастпăр. Тен, яланлăхах пĕлменлĕхре тăрса юлĕ.
А. Тарасов // 2512.87.2852
2022.08.03 19:35
Акапасар, эпӗ пухури пӑтрав Турханран пуҫланнӑ тесе ҫырнӑччӗ.Уяр ҫырнине кӑштах тимлесерех вуланӑ пулсассӑн В. Канюков Куҫма Турхан пирки мӗн каланине (ҫырнине) асӑрхама пултарнӑ пулӑттӑн. В. Канюков: "Писательсенчен пӗр вӑл кӑна Уяр йӑнӑшӗсем ҫинчен тивӗҫлӗ ҫӗре ҫитернӗ". Малашне вуланӑ чухне тимлӗрех пулма сӗнетӗп. Ҫапах та кунта ҫырнисем-калаҫнисем ҫын чысне пырса тивме пултараҫҫӗ.
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.03 20:27
Agabazar
Çапла вара, А. Тарасов юлташ тата ыттисем 2023-мĕш çула (2024-мĕшне мар!!!) Уяр çулталăкĕ тесе палăртни питĕ тĕрĕс,

Калас пулать, Уяр хăйĕн ĕмĕрне нимпе те питех вараланмасăр пурăнса ирттернĕ. Никам та ун çумне ку тĕлĕшпе пырса перĕнме пултараймасть.

Кун пекки — питех те сайра пулать. Мĕншĕн тесен кирек камăн та шкапра скелет выртма пултарать.

Анчах та унашкал скелетсене туртса кăларса уни-куни сÿпĕлтетме никама та сĕнмен пулăттăм. Малтан пулăма тĕплĕн ăнланса илес пулать.

Калăпăр, Михаил Сениэль Яков Ухсай пирки «пÿтсĕр çын» тетчĕ. Ну, каланă пултăр, вара мĕн?
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.04 19:41
Agabazar
А. Тарасов // 2512.87.2852
2022.08.03 19:35 Акапасар, эпӗ пухури пӑтрав Турханран пуҫланнӑ тесе ҫырнӑччӗ.

Чăнах та çапла-ши?
...Хӑй вӑхӑтӗнче, 1990 ҫулсенче, саманасем улшӑнсан, Уяр ӑна ҫак историпе пӗрле пичетлесе кӑларма шухӑшланине те пӗлетӗп.Уяра тапӑнасси Куҫма Турханран пуҫланни те тӗлӗнтерет. Мӗншӗн тесен Турхан романне чи малтан ырласа ҫыраканни, 1961 ҫултах, Уяр пулнӑ.Ыттисем асӑрхамасӑр тӑнӑ е ҫырткаланӑ вӑхӑтра вӑл Турхана ҫӗклет...
Ăçта кунта ПУХУ?

Пуху тенĕрен, çакна асăрхăр.
Хуть те мĕнле пухăва та мĕн пулать те мĕн килет тесе мар ирттереççĕ. Пуху пуçаруçисем малтанах шутласа хураççĕ унта мĕн пулассине. Урăхла каласан, кирек мĕнле пухăвăн та малтанах палăртса хунă план пур. Резолюцисене те малтанах çырса хураççĕ.
Урăхла хăтланакана авантюрист теççĕ.
Çапла вара, Куçма Турхан персе янă сăмах ăнсăрт япала мар.
А ăнсăртран тем персе яракансен çăварне пухура çийĕнчех хупаççĕ, малалла аталанма памаççĕ.

Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters