"Йĕпи-лапри"...Асăрхарăр пуль, мĕнле чăкрашса çырать. Чăн-чăн Станъял!
Сăмах май, мĕнле çырмалла сан ятна: Ъ палла тусу Вино градов чăваш алфавитĕнчен кăларса çапнă пулсан...
Сергей Пятаков // 6317.7.8325
2023.08.09 14:05
Нумайӑшӗ пӗлмест-ха. Сумлӑ шурсухалӑмӑр нумай пулмасть "Дневник прощальный" ятлӑ самаях пысӑк хапаллӑ кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Кӑларӑма юлашки ҫулсенче ҫырнӑ ҫырусемпе статьясем, панӑ интервьюсем кӗнӗ. Ҫав ӗҫпе пире, вулакансене, паллаштарсамччӗ, хисеплĕ Виталий Петрович!
Ъ палла чăваш алфавитĕнчен кăларса пăрахман. Ан суй. Пур чăваш алфавитĕнче унашкал саспалли. Пур. Çавăн пекех б, з, ж, д паллăсем те пур.
(чăн та, Иван Андреев тата ыттисем вăл палла хăшпĕр сăмахсене уйăру тĕлĕшпе усă курма чарнă имĕш. çавă çеç)
ялтан // 1734.06.1786
2023.08.13 07:23
Пĕр çын е уйрăм ушкăн никампа канашламасăр, ниçта çирĕплетмесĕр правило кĕртме, чарма е ирĕк пама пултарать-и? И.А. Андреев вилни миçе çул? Вино градовсем çав-çавах ун "халалĕсене" пурнăçа кĕртеççĕ (хăйсен авторитет çитменнипе ун ячĕпе витĕнсе), орфографине аркатаççĕ.