Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +7.3 °C
Первый шаг младенца есть первый шаг к его смерти.(Козьма Прутков)
 

Ad

Виталий Станьял: Петтоки поэта чысласа

Виталий Станьял15.09.2025 13:341154 views

Аслӑ Чалтан вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑр командира — Андрей Петтоки поэта (1905–1942), «Ленинҫул» колхоз ертӳҫине, чӑваш писателӗсен Союзӗн председательне, халӑх манмасть. Унӑн ҫавра юбилейӗсене ку таранччен Шупашкарта, Самарта, Муркашра тата тӑван ялӗнче Ахманере чыслӑ ирттернӗччӗ.

2005 ҫулта поэт 100 ҫулӗ тӗлне Геннадий Дегтярев ентешӗ «Андрей Петтоки; поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗлле пӑхни» сумлӑ кӗнеке пухрӗ, эпӗ «Андрей Петтоки сӑвӑҫӑ» брошюра кӑларнӑччӗ, Самарта (унта сӑвӑҫ мӑшӑрӗпе хӗрӗ пурӑнатчӗҫ) «Очищая мир любовью» выставка ӗҫлерӗ. А.Т. Петтоки 110 ҫулӗ валли Муркаш вулавӑшӗ библиографиллӗ буклет пичетлерӗ.

Кӑҫал Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ахманесем ӑна Ҫӗнтерӳ 80 ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗрӗс тунӑ. Рота командирӗ аслӑ лейтенант Андрей Петтоки, тискер тыткӑнран хӑтӑлма пултарнӑскер, нимӗҫсемпе хаяррӑн ҫапӑҫса атакӑри салтакӗсем умӗнчех паттӑррӑн вилнӗ.

Поэт шӑлнӗн (вӑл та вӑрҫӑра пӗтнӗ) Василий Трофимович Петуховӑн мӑнукӗ Галина Валерияновна Михайлова — Республика сыватӑшӗнче санитаркӑра тӑрӑшаканскер — кӑҫал Ахмане урамӗнчи поэт палӑкӗ таврине тирпейлесе чечеклетнӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе Эдуардпа пӗрле (Лантӑш центрӗнче ӗҫлет) ҫулла ял урамӗ пуҫӗнче пӗчӗк парк йӗркеленӗ. Малтан ӑна «Росинка мини-парк» тенӗ, халӗ халӑх «Петокки кӗтесӗ» тет. Унта Михайловсем Андрей Петокки ҫинчен хыпарлакан стенд тӑвасшӑн, канса лармалли тата кӗнеке тытса вуламалли сак-сӗтел вырнаҫтарасшӑн.

Тӑхӑмсем, ентешсем, хурӑнташсем аслӑ ӑрӑвӑн ҫывӑх историне манманни, хамӑрӑн паттӑр несӗлсене чыслани мана чикесӗр савӑнтарчӗ. Ку пулӑма, сайра тӗл пулаканскере, ытти нумай ялсенчи ҫынсемшӗн ырӑ тӗслӗх тесе шутларӑм та, тимлӗ санитаркӑран фотоӳкерчӗксем ыйтса илтӗм.

Виталий Станьял

Ӳкерчӗксенче: Муркаш тӑрӑхӗнчи Ахмане ялӗ: Андрей Петтоки палӑкӗ; Вӑрҫӑ паттӑрӗсене чысласа тунӑ пӗчӗк парк.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (9)]

Comments:

Agabazar // 1775.32.2671
2025.09.15 17:09
Agabazar
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт)
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:25
Agabazar
Ĕнтĕ халь тин маларах мĕн çырнине те манса кайнă.
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:27
Agabazar
Аха, аса илтĕм!... Генадий Юмарт Аслă Атилĕх вăрçи (Атилĕхĕн аслă вăрçи) тетчĕ.
Лешкукша // 9250-7022
2025.09.18 02:40
АТТЕЛӖХ - Митта усӑ курнё ҫапла! ЧАЛТАН тени авлтанах килет иккен
Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 13:27
Agabazar
Геннадий Юмартăн шухăшĕ çакăн пекчĕ: тăван çĕршыв тенинче пафос çителĕксĕртерех.

Митта усă курнине пĕлетпĕр. Анчах та вăл япала хăй пурăннă чухне пичетленмен пулмалла. Кайран çеç Геннадий Юмарт архивран туртса кăларса кун çути кăтартнă.
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.30 03:07
НИКАМА ТА манмалла мар! Уйрăмах - ПАТТĂРСЕНЕ!..
..."Тăван Çĕршывăн Аслă варçи"- не чĕлхемĕр те, халăхăмăр та йышăнчĕç! Пулчĕ! Тек, тархасшăн, ан пăтратăр пире темле "Аттелĕх" йышши ухмахла неологизмсемпе!
...Митта та çвятуй пулман! Вулăр В.П.КОШКИН пухса хатĕрленĕ "Синкерлĕ çулсенче" кĕнекене (135-166-мĕш страницăсем) (Ш.,2013). Унта ДОКУМЕНТСЕМ кăна!
Валери ТУРКАЙ. 30.09.25
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 12:31
Agabazar
Туркай, вырăссене кайса вĕрент тата, ан аппаланччар вĕсем «Отчизна» е «Отечество» тесе.

Паллах, вырăссемпе пĕрле çавăн пекех вырăсла калаçакан чăвашсене те çапла вĕрент — ан пултăр вĕсен чĕлхинче Отечество е Отчизна тени.

Тутарсем ав Ватан тесе тертленеççĕ — вĕсене каллех Туркай пек хăватлă вĕрентÿçĕсем çитеймеççĕ.

В. П. Кошкин кам вăл? Ĕмĕрĕпе КГБра тата унăн еткерле тăрăмĕсенче ĕçленĕ çын. Паллах, вăл халăха кăтартма мĕнле документсене суйласа илнине курма питĕ кăсăклă пулмалла.

Аттелĕх (Атилĕх) тени неологизм мар вăл. Отечество тенине калькăласа чăвашлатни çеç.
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.10.03 15:32
Эп никама та вĕрентместĕп! Эп хамăн шÿхăша калатăп! Çавă çеç,тăванăм!.. Шăпах ЭСĔ пире пĕр ĕмĕр ытла вĕрентетĕн ку сайтра! Пире тăрăшса вĕрентсе, эс вăйна та, вăхăтна та сая кăна яратăн! Эп сана, мăнтарăна, питĕ шеллетĕп! Питĕ! Эс кунта çырни, эс кунта такама ăс пани, эс кунта такампа тавлашни... - çийĕнчех пăс пулса сирĕлет! Ия, çийĕнчех!..
Валери ТУРКАЙ. 03.10.2025
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 15:53
Agabazar
Ну, калăпăр, Митта Ваçлейĕ идеалла çынах мар. тейĕпĕр. Çакна В. П. Кошкин полковник та хайĕн докуменчĕсемпе çирĕплетет, е çирĕплетме хăтланать, тейĕпĕр.

Анчах та Г. Ф. Юмарт та пулнă вĕт каярахпа. «Тăван çĕршыв» пĕлтерĕшпе урăхларах пафослă тата компактлăрах ăнлав кирлĕ пирки ятарлă статья та пичетлесе кăларнă вăл.

Ку çын, Геннадий Юмарт, çапах та çветтуйпа танах пуль. Е, танах пулмасан та, пурпĕрех унăн шухăшĕпе паллашни пĕрре те ытлашши мар.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters