Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Покорение женщины - это слишком дорогое удовольствие.(Мавпа)
 

Ad

Blog Updates

«Сасӑла» проектӑн уйӑхри ӗҫӗ

  12.05.2023 22:34 | 2795 views

Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.

Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ.

More...

 

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем

  07.05.2023 16:05 | 3494 views

Чӑваш чӗлхинче сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем пур. Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»… Чӑвашла вӗсене йӑнӑшсӑр ҫырас тесен ҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайнине лайӑх пӗлмелле. Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп. Чи пысӑк сӑлтавӗ ӗнтӗ кунта ӑна каланӑ чухне эпир «путсӗр» мар, «пӳтсӗр» тенипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫырнӑ чухне те «пӳтсӗр» тесе ҫырас килет. Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ». Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.

More...

 
[Comments (11)]

«Ах, мӗншӗн ун чухне?..»

  19.04.2023 21:30 | Edit | Delete | 2752 views

Ӑртивансен Сӑварӗ

Яковлева вилес умӗн канӑҫ паман пӗр ыйту пирки шухӑшласа...

Ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитсе тӑнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ хӑй пурӑнса ирттернӗ ҫулӗсемпе уйӑхӗсене, ҫӗрӗсемпе кунӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, мӗльт-мӗльт ӗмӗлккен те пулин курса аса илет пулӗ тетӗп. Хӑшӗсене вара, уйрӑмах шухӑшпа тата туйӑмпа пуяннисене, пурнӑҫ вӗҫӗ кӗтмен-туман ҫӗртен апла е урӑхларах татӑлни канӑҫ памасть пулӗ, ыйтусен хуравне ыйхӑ ҫӗтерсе шыраттарать ӗнтӗ. Калӑпӑр, чӗрӗк ӗмӗрне те пурӑнса ҫитеймен Кашкӑрсен Кӗҫтенккийӗ (К.

More...

 
[Comments (7)]

Карӑш-карӑк-карӑшлӑх...

  23.03.2023 13:32 | 2031 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?

More...

 
[Comments (1)]

Этимология Сурхури

  10.01.2023 13:09 | 6455 views

Полагаю что удалось полностью этимологизировать древнейшее чувашское слово - Сурхури, до сих пор нераскрытое никем. Изрядно пришлось поработать, чтобы узнать название этого уникального чувашского праздника - Нового года.

Итак, в предновогодние дни с 21 декабря чуваши начинают отмечать праздник Сурхури. Событие отмечается нередко сжиганием костров, по обычаю древнейших времен, как у ирано-булгарских предков. Из источников известно о широком праздновании Сурхури в государстве Волжская Болгария, переживавшем свой расцвет в 10-14 веках.

More...

 
[Comments (40)]

2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2022 09:01 | 3087 views

Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.

Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.

More...

 
[Comments (8)]

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ!

  03.11.2022 19:12 | 6221 views

Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.

More...

 
[Comments (6)]

Вӑл та кайрӗ…

  25.10.2022 11:44 | Edit | Delete | 3897 views

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.

More...

 
[Comments (9)]

Пӳрт тата ҫурт

  11.10.2022 14:58 | 2616 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.

Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке.

More...

 
[Comments (3)]

Алмас-и, Алмуш-и?..

  03.10.2022 20:35 | 3025 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать.

More...

 
[Comments (8)]
Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 42
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat