«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ.
Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ.
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши?
Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ.
Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.
Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн.
«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.].
Было время, когда люди, занимавшиеся в Чувашии исторической наукой и историческим просвещением, являлись сплошь выходцами из чувашских (чувашеязычных) населённых пунктов.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ.
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.