Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -10.7 °C
Никто не любит знаться с мошенниками, если он сам не мошенник.(Ж.Руссо)
 

Ad

Софья Савнеш: Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и?

Софья Савнеш06.06.2017 22:217972 views

Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗрке паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Масар ҫинче эрех ӗҫни, апат-ҫимӗҫе вилтӑпри ҫине хурса хӑварни чиркӳ саккунӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Пачӑшкӑсем вилнисене чиркӳре асӑнмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

Чылай ҫӗрте Ҫимӗкре масар пасара ҫаврӑннӑнах туйӑнать. Халӑх йышлӑн пухӑнать ун чухне, ҫавна май ҫӑва кӗрлесе кӑна тӑрать. Темшӗн ҫынсем шӑппӑнрах калаҫмалли пирки манаҫҫӗ. Ӳсӗр ҫынсем ҫапкаланса утнине курма пулать тата. Лачкам ӳсӗр пуличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Хирӗҫнӗ тӗслӗх те пулать. Паллах, ку масар ҫинче питӗ килӗшӳсӗр.

Теприсем тата музейри пек вилтӑприсене пӑхса ҫӳреҫҫӗ. Унашкал ҫынсенчен тӗлӗнме пӑрахмастӑп. Масар ҫине килсен хӑвна йӗркеллӗ тытмалли пирки кашнинех астӑвасчӗ.

Пирӗн масарӑн хапхи ҫине ҫапла ҫырса хунине палӑртас килет: «Чарӑнсам, иртен-ҫӳрен, мана асӑнсам. Эпӗ — килте, эсӗ хальлӗхе — хӑнара». Чуна витерекен сӑмахсем. Анчах вӗсене вырӑсла ҫырнӑ. Чӑвашла пулсан тем пек аванччӗ.

Пӑшӑрхантаракан тепӗр ыйту — ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварни. Вӗсем хыҫҫӑн камӑн тасатмалла? Хутаҫсене, хут татӑкӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑра масар умӗнчи контейнера тухса пеме йывӑр-ши? Ку хамӑра кӑна мар, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ тӑвансене те хисеплеменнине кӑтартать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

атика // 3088.48.6627
2018.01.15 17:48
мĕн суятăр хăш чăваш йăлинче эрех ĕçсе япăнмалли пур ,эрех илсе пыраканнисемте йăлтах чиркÿне çÿрекенсем каласанта:эп язычник мар -теççĕ те черкене шалт çавăрса хураççĕ те сысна çÿпе çыртса,вара хăйсене христянин теççĕ.
2018.07.29 15:06
Ку ĕнтĕ чăваш е вырăс пулнинчен килмест, пур халăхра та пур çакă. Хăш масар çинчен çимĕкре килне илсе таврăнаççĕ те, тирпейлесе кутăн леçсе хăварнă тĕслĕхсем те сахал мар. Ăнланман çынна хăть вырăс чĕлхипе çыр, хăть чăвашла, пурпĕрех. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш: чиркÿ праçникĕсенче ĕçлеме юрамасть теççĕ, ĕçкĕ тума вара юрать. Хăть Мăнкун, хăть ытти праçник эрех сăра юхса тăрать. "Веселие на Руси есть питие", -тесе каланă пулать Владимир кнеç. Пĕлемстĕп, чăн е ахальтнех сÿпĕльтетеççĕ çука пур туса, анчах та кулленхи пурнăçра ĕçкĕ хуçаланать.
2019.03.03 09:49
The comment was deleted.: комментари хайлавсем вырнаҫтармалли вырӑн мар

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters