Ҫулсеренех Ҫӗрпӳре Тихвин ярмарккине ирттереҫҫӗ. Вӑл тӑватӑ кун пырать, кӗҫнерникун пуҫланать те вырсарникун вӗҫленет. Ҫӗрпӳ районӗн Акатуйне те ирттереҫҫӗ ҫавӑнта. Анчах та 2015-мӗш ҫулта Акатуй утӑ уйӑхӗн 3-мӗш кунӗнче эрнекун иртрӗ, 2016-мӗш ҫулта район акатуйӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗш кунӗнче кӗҫнерникун пулчӗ. Ҫав Акатуя шӑматкун е вырсарникун ирттерме кам тата мӗн чӑрмантарать-ши... Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ хуласенче пурӑнакансен, Акатуя ҫитмешкӗн отгул текен кану кунне илмелле пулса тухать-ши?