Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +11.3 °C
Если виноватых нет - их назначают.(А.Лебедь)
 

Ad

Blog Updates

Сăпка юрри

  20.02.2015 04:38 | 3967 views

Çывăр ман тĕпренчĕк, çывăр,

Çывăр, паппа ту.

Ывăлăмçăм, манăн ывăл,

Эс сĕре маттур.

 

Вăхăт пулĕ, вăхăт килĕ,

Çитĕнĕн патвар.

Тÿрре тухĕ аннÿн пилĕ,

Пулăн харсăр ар.

 

Ун чухне чăваш чĕлхишĕн

Хатĕр пул тăма.

Таврари ют халăх йышĕ

Ан хăйтăр кулма.

 

Хамăр халăхшăн, чăвашшăн

Çирĕп тăмалла.

Çавăн чух çеç пулĕ саншăн

Пурнăç — чăвашла.

 

Саншăн пулĕ ĕмĕр çывăх

Хамăрăн кĕтес.

Чăвашстан, Чăваш çĕршывĕ —

Уншăн çунăн эс.

 

Эрĕк шывĕ шакă çийĕн

Шарласа юхать.

More...

 
[Comments (10)]

Салтак амӑшӗсене

  19.02.2015 08:36 | 2981 views

Эп таврӑнтӑм, анне, ан макӑр.

Ман ҫулӑм пулчӗ, эс кӗтнине пулах.

Ыттисенчен телейлӗрех те такӑр,

Ӗмӗрӗм те пулчӗ вӑрӑмрах.

 

 

 

Пӑлетӗни, аннеҫӗм, тамӑкра та,

Йывӑр пулсан та, кӗрешме пулать.

Чӑтма пулать, чуну тухать пулсан та,

Чӗрӳ ҫавах тапӑлтатать.

 

Тӑван яла асра тытсассӑн,

Тӑван кил-йышӑн сӑнӗсем,

Чунра манаҫлӑн упрансассӑн,

Малтан мала утаҫҫӗ урасем

Пӗлетӗп эпӗ, пурнӑҫӑн хакне,

Ҫак пӗлӗве юлташсемпе пайларӑм.

Анчах вӗсен юратнӑ амӑшӗсене,

калас сӑмахӑм тупаймарӑм

 

Пӗлетӗни, вӗсен килӗсенче,

Куҫа йӑтма та хал ҫитерейместӗн,

Вӗсен ҫухалнӑ ывӑлӗсемпе,

пӗрле пырса эс кӗрейместӗн.

More...

 

Ку ача...

  11.02.2015 21:45 | 2491 views

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ -

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах!

"Манран мар вӑл!" - теме пӑхасшӑн

Ҫӗрелле тӗвелле лач! сурса.

 

Йышӑнман ачасен куҫҫулӗ

Сурчӑку пек сӑрхӑнмӗ ахаль.

Вак чуннун тертлĕ вĕçĕ пулĕ,

Пархатарсӑр, киревсӗр кахал!

 

Ҫӑмӑлттай пулма питӗ меллӗ,

Хӑвшӑн ҫеҫ пурӑнни ай! паха!

Юрату самаях йӳнелнӗ...

Юлчӗ мӗскӗн ҫурма тӑлӑха.

 

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ...

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах -

Кӑларса илнӗ пӗчӗк Саша!

Ӑнтӑр пурнӑҫӗ, Турӑ, ҫырлах!

 

Арлансем

  02.02.2015 15:26 | 2233 views

Ирӗке савакан арлансем

Ирӗкне халиччен тутанман,

Хӗвел ҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе

Читлӗхре ҫавӑрттарчӗҫ тусан.

 

Кӑпӑшка пӗлӗтсем тӳпере -

Кап! ҫыртса ҫӑтаяссӑн туйнать.

Симӗс уй, сӗм вӑрман - пит хитре,

Пӗр пӑхсассӑн, тӗнче, тарават!

 

Пит хитре те пӑхсассӑн, анчах,

Шеремет, пурӑнма пуҫласан,

Ҫак тӗнче читлӗхпе пӗр танах!

Арлансем... Этемсем... Пӗр тусан...

 

Валери Туркая хăйне намăс мар-ши?

  23.01.2015 20:31 | 15989 views

Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)

 
[Comments (48)]

Михаил Фёдоров

  13.10.2014 18:24 | 8731 views

МИХАИЛ ФЁДОРОВ

сонет

 

Шӗнерпуҫ. Самарти семинари.

Хусанта та вӗреннӗ иккен.

Сӑвӑҫ ҫырнӑ поэмӑн тымарӗ

Ҫавсенче аталаннӑ-тӑр, тен.

 

Ӗнтӗ мӗскӗн Хӗветӗр сӑнарӗ,

Кириле те Энтрисемпелен,

Ассенче пурӑнать халиччен.

Вӗсене чӑваш халӗх манмарӗ.

 

Тӗлӗнтермӗш хайлав "Арҫури"—

Хурапха Михалин тӗп еткерӗ.

Чӑн та, йышсӑр унпа пӗр ретри.

 

Кам кӑна-ши ӑна тимлемерӗ!

Малашне те, ҫулсем иртнӗҫем,

Килӗҫ пулӑхлӑ ҫӗн сисӗмсем.

 
[Comments (19)]

Иван Юркин

  05.10.2014 21:10 | 9473 views

ИВАН ЮРКИН

сонет

 

Ӑна Юман Йӳркки Иванӗ тет.

Анчах апла теме сӑлтав ҫукрах-тӑр.

Йӗри-тавра суя хыпар ан сартӑр

Шупашкарти яваплӑхсӑр "эстет".

 

Хуҫа пулмашкӑн тивӗҫ харпӑр автор

Хӑй ячӗпе хӑех: суйлать — "тӗртет",

Ҫапла вара культурӑна кӗртет.

Ку тӗлӗшпе тупаймӑн урӑх "фактор".

 

Ҫыравҫӑ Юркина халалласа

Хитре сонет ҫырасшӑнччӗ —пулмарӗ...

Уни-кунилӗх илчӗ тӑлласа.

 

Ытти валли ак вырӑн та юлмарӗ.

Апла пулин те тепӗр яхӑнта

Тӗллевӗм пурнӑҫланӗ, тупата!

 
[Comments (14)]

Агафья Гаврилова

  27.09.2014 21:57 | 15108 views

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

More...

 
[Comments (33)]

Хури

  25.09.2014 22:50 | 4707 views

ХУРИ

сонет

 

Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.

Тимофей Николаев (Хури)

Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?

Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!

 

Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.

Тимахвийӗн шӑпи те тискер.

Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,

Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.

 

Урӑха та манмашкӑн май ҫук:

Хусанти тӗрмере ларнӑ чух

"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.

 

Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.

Чӑнахах та, пулни-иртнинчен

Уйӑраймӗ пире нимле ширма!

 
[Comments (5)]

Ньютон монологӗ

  22.09.2014 23:39 | 4578 views

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

More...

 
[Comments (2)]
Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat