Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Для хороших актеров нет плохих ролей.(Ф. Шиллер)
 

Ad

Blog Updates

Хурах! Чӑвашла вӗреннӗ ачана вырӑсла экзамен тыттараҫҫӗ!

  24.06.2016 15:04 | 3339 views

Раҫҫейри пур шкулта 4 класс хыҫҫӑн ачасен вӗренӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе Раҫҫей Федерацин вӗрентӳ тата ӑслӑлӑх министерстви хушнипе «Математика», «Пирӗн тавралӑх», «Вырӑс чӗлхи» предмечӗсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттерме тытӑннӑ. Тӗрӗслев ӗҫӗсен материалӗсене Мускав хатӗрлет. Ку ӗҫе паянхи куна шкул ачисем вырӑсла кӑна ҫырма пултараҫҫӗ. Малтан ОГЭ, ГИА, ЕГЭ туса хучӗҫ, халь тата 4 класс хыҫҫӑн та.

Ҫав вӑхӑтрах, официаллӑ, чӑвашсен республикӑмӑрти йышӗ — 68%, Чӑваш Республикинче пуҫламӑш пӗлӗве ачасем чӑвашла 277 шкулта, тутарла — 16 шкулта, ирҫелле — 3 шкулта илеҫҫӗ!

More...

 

Чӑваш чӗлхипе экзамена Калайкасси ачисем кӑна тытнӑ

  02.06.2016 07:51 | Edit | Delete | 5261 views

Иртнӗ шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Муркашри вӑтам шкулта республикӑри шкулсенчи 9-мӗш класран вӗренсе тухакансен чӑваш чӗлхипе литератури предметпа пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗ иртрӗ. Шел пулин те, Калайкассинче вӗренекенсемсӗр пуҫне асӑннӑ экзамена никам та суйласа илмен. Чӑваш чӗлхи пирки нумай калаҫатпӑр пулин те ӗҫне тӑвакансем сахалрах. Александр Марсович вӗрентекен класран ППЭ 16 ачаран 8 суйланӑ. Манса ан кайӑр, республикипе 300 ытла вӗрентекен чӑваш чӗлхипе литературине юратма вӗрентет.

More...

 

Хӗрарӑм мӗншӗн килте ҫуратать?

  01.06.2016 19:45 | 5004 views

Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им?

Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет.

More...

 

Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?

  20.05.2016 20:17 | 5434 views

«Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?» — тесе ыйтсан никам та: «Паллах!» — тесе татса хума хӑяймӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ача пахчи вӑл производство лаптӑкӗ мар. Тепӗр енчен, производствӑра та ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине хытах пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче 3 ҫулти шӑпӑрлан вилнӗ. Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑнах «Pro Город» текен хаҫат хыпарланине ӗненсен, ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ, пӗчӗк арҫын ача верандӑра тӑнӑ чух хырӑм ҫине персе аннӑ.

More...

 

Мӑн Этмен шкулӗнче Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ

  07.05.2016 20:36 | Edit | Delete | 11507 views

Ҫӗнтерӳ– аслати саслӑ,

Ҫӗнтерӳ вӑл – ҫуркунне,

Ҫӗнтерӳ– кун-ҫул, пуласлӑх,

Упрать халӑх телейне.

 

Тӑван ҫӗршыв Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне 71-мӗш хут паллӑ тӑвать. Ҫӗр ҫинче пысӑк, аслӑ уяв нумай. Анчах та пуринчен те чапли, пӗлтерӗшли вӑл — Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, тылра вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ ветерансем умӗнче эпир паян ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр. Юнлӑ вӑрҫӑн ҫапӑҫу хирӗнче миллионшар салтак ирӗк пурнӑҫшӑн пуҫӗсене хунӑ.

More...

 

Вот так Школьный агадуй!

  28.04.2016 17:03 | 5879 views

Интернет сообщает, что тут и там, в глухих деревенских клубах и городских Дворцах культуры, в библиотеках, музеях, школах и на улицах проводятся необычные праздники – дни деревень, агадуи поселений и районов. В эпицентре подготовки этих мероприятий непременно фигурируют члены президиума Союза чувашских краеведов (СЧК) и руководитель комитета «Чувашская деревня» при ЧНК Эдуард Бахмисов.

 

Часто на сельских праздниках появляются их единомышленники – основатель и почетный председатель объединения краеведов Виталий Станьял, председатель СЧК Сергей Сорокин и лидер Фонда развития чувашской культуры «Сувар» Тимер Тяпкин.

More...

 

Ача пахчисен ячӗсем. Чӑвашли пур-и?

  23.03.2016 22:28 | 5193 views

Шупашкарта миҫе ача пахчи? Вӗсен йышӗнче чӑвашлисем пур-и? Ача пахчисене мӗнле ятсем параҫҫӗ? Чӑваш халах сайчӗ ҫак ыйтусене тишкерес терӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма пултаратӑр.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шкул ҫулне ҫитмен ачасене ӑс паракан ача пахчисем пурӗ 120 ытла. Хамӑрӑн тишкерӳре уйрӑм ятлисене ҫеҫ пӑхӑпӑр, номерӗ кӑна пулсан сиктерсе хӑварӑпӑр. Ача пахчисене йӗркипе тишкерӗпӗр.

 

3-мӗш номерли «Маленькая страна» ятлӑ. Чӑвашла вӑл «Пӗчӗк ҫӗршыв» тесе куҫать.

More...

 

Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр?

  28.02.2016 20:49 | 6992 views

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.

Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм.

More...

 

Ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ

  07.02.2016 18:54 | 3739 views

Шел те, чирлӗ ача нумай. Вӗсен пурнӑҫне операци е сиплев ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах ун валли укҫа нумай кирлӗ. Халӗ республикӑра Етӗрне районӗнчи Ксения Максимова пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. 13-ри хӗрача сывалӗ-и? Ура ҫине тӑрӗ-и? Унӑн амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пульницӑра ларать, ниҫта та каймасть. Вӗсем тӗрлӗ клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ, хурав кӗтеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем Ксюша валли укҫа пухма тытӑннӑ. Анчах ку суя. Ҫемье хальлӗхе нимӗнле укҫа та пухмасть.

More...

 

Урамри ачасем савӑнтарчӗҫ

  20.01.2016 19:40 | 4577 views

Паян каҫхине, ӗҫрен килнӗ чух, хам пурӑнакан Кӳкеҫ поселокӗпе утнӑ чух урамра тӑватӑ арҫын ачана куртӑм. Вӗсем савӑннине курса хам та ачалла савӑнтӑм.

Ачасене ҫулта-йӗрте час-часах асӑрхама тивет-ха. Ирпе — вӗсем шкула васканине, каҫхине — тӗрлӗ секцинчен (ултӑ сехетсенче ӗҫрен таврӑнатӑп та, вӑл вӑхӑтра секцинчен килеҫҫӗ пуль тесе шухӑшлатӑп) таврӑннине. Анчах урамри кӗрт ӑшӗнче ашакансене юлашки хутчен хӑҫан курнине те манса кайнӑччӗ. Паян, ӗҫрен таврӑннӑ чухне, Советски урамри ҫуртсен умӗнчи юр купи ҫинче тӑватӑ арҫын ача ашнине куртӑм.

More...

 
Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat