Каҫхи тӳпере тухакан янкӑрах мар ҫӑлтӑрсен шупкарах ярӑмӗ ҫынсене мӗн авалтан пӑлхантарнӑ та тӗлӗнтернӗ. Вӑл мӗн иккенне хальхи ҫынсем аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл – Хуркайӑк ҫулӗ.
Хуркайӑк ҫулӗн курӑнакан ӳкерчӗкӗ пирӗн Хӗвел системи галактикӑн тепӗр енче пулнипе ҫыхӑннӑ. Эпир ӑна ҫӑлтӑрсем пуҫтарӑннин лаптаклӑхӗн шал енчен куратпӑр.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче SpaceShipTwo суборбиталлӑ космос карапӗ Калифорнинчи Мохаве пушхирӗнче йӑтӑнса аннӑ. Ун пирки карапа тунӑ Virgin Galactic компани (унӑн хуҫи Британи миллиардерӗ Ричард Брэнсон иккен) пӗлтернӗ.
Карапа тытса пынӑ икӗ пилотран пӗри вилнӗ-мӗн. Инкек сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ маррине пӗлтереҫҫӗ. «Би-би-си» эфирӗнче тухса калаҫнӑ Британи астрофизикӗ Дэвид Уайтхаус шучӗпе инкек сӑлтавӗ карапра топливо сирпӗнни пулма пултарать.
Тӗрӗслев мелӗпе карап 2010 ҫулта пуҫласа тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ.