Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -5.7 °C
Заговори, чтобы я тебя увидел.(Сократ)
 

Ad

Дана Светлова: «Канаш» хаҫат 35 ҫулта

Дана Светлова19.02.2025 16:07206 viewsEdit Delete

Ульяновск облаҫӗн чӑвашӗсем хӑйсен тӑван чӗлхепе тухса тӑракан пӗртен-пӗр „Канаш“ хаҫачӗ тухма тытӑннӑранпа 35 ҫул ҫитнине анлӑн палӑртрӗҫ. „Киндяковка“ Культура керменӗнче ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

- Паян коллектив питӗ пӗчӗк, виҫӗ ҫынран кӑна тӑрать пулин те, Иван Яковлевӑн халалӗнчи „Эпӗ туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр“ девиза тӗпе хурса ӗҫленипе эпир кашни эрнере 8 страницӑллӑ, илемлӗ тӗслӗ хаҫата вулакан патне вӑхӑтра ҫитеретпӗр, Ульяновск облаҫӗн летопиҫне ҫырса пыратпӑр.

Пӗр сывлӑшпа сывлакан, пӗр тӗллевпе ӗҫлекен, маттур та пултаруллӑ ҫынсем, чӑн-чӑн профессионалсем вӗсем, манӑн ӗҫтешӗмсем Ирина Данилова яваплӑ секретарь тата пай пуҫлӑхӗ Елена Алексеева. Облаҫри тӗрлӗ ял-хулана ҫитсе пиншер ҫын шӑпипе тата чӑваш мероприятийӗсемпе паллаштарать вулаканӑмӑрсене Елена Геннадиевна.

Ирина Николаевна ҫав материалсене вырӑнлӑ лартма, илемлетме маҫтӑр. Хӑй те ятарлӑ пӗр страница илсе пырать. Пысӑк тав вӗсене, ҫавӑн пек йывӑр лава туртса пынӑшӑн, - палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче тӗп редактор Елена Николаевна Мустаева. Ӗҫтешӗсене, ветерансене, штатра тӑман корреспондентсене, ҫырӑнтарура пулӑшакансене чӗререн тав турӗ.

35 ҫул хушшинче вара „Канашра“ ҫӗре яхӑн журналист, фотокорреспондент, корректор, яваплӑ секретать, бухгалтер, водитель тата ытти специалистсем тӑрӑшнӑ.

Саламсен ярӑмне пӗрремӗш редактор В.Ф. Ромашкин пуҫларӗ. Область губернаторӗн Алексей Русскихӗн ылтӑн хут ҫине ҫырнӑ салам ҫырӑвне губернатор администрацийӗн национальноҫсемпе конфессисен ӗҫӗсен управленийӗн начальникӗ Сергей Паховский илсе ҫитерчӗ. Облаҫри массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смагина редакци ӗҫченӗсене Ульяновск область министрӗн Наталья Мартыновӑн тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ. УОЧНКА председателӗ Владимир Бабайкин, Саккунсем кӑларакан Пухӑвӑн депутачӗ Константин Анохин, ЧНК президенчӗ ятӗнчен ӗҫтӑвком председателӗ Любовь Николаева, „СВ „Пресс“ издательство директорӗ Алекесандр Вражкин, „Урал сасси“ хаҫатӑн редакторӗ Юрий Михайлов тата ыттисем.

Сӗнтӗрвӗрри округӗнчи „Кукашни“ халӑх фольклор ансамблӗ, вырӑнти „Шанӑҫ“ (ертӳҫи В.Н. Тарват), „Сӑрнай“ (В.А. Коваленко), „Палнай“ (В.А. Сымова), „Илем“ (А.Н. Чурбанов), Екатерина Старикова, „Килӗшӳ“ клуб пултарулӑх номерӗсемпе савӑнтарчӗҫ.

Фойере куравсем ӗҫлерӗҫ.

 

Дана СВЕТЛОВА.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 9305-9489
2025.02.25 19:16
Agabazar
Мĕнле те пулсан тытăнса тăччăрах ĕнтĕ.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters