Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраТом Сойер темтепĕр курса çӳрениПограничниксемАча чухнехиЙăмраллă ялҪавраҫилАслă халал

Пăр çинче


Эпĕ ялти шкулта вĕреннĕ чухне, малтан, физкультурăна пит килĕштерсех кайман.

— Математикăпа вырăс чĕлхи кăна кирлĕ. Физкультура ниме те тăмасть, — теттĕм.

Çавăнпа та эпĕ пĕррехинче физкультура урокĕнчен вăшт кăна тартăм.

Кун пирки мана учитель ятларĕ. Эпĕ çапах та ӳкĕте кĕмерĕм, тепринче каллех киле вĕçтертĕм. Ман çинчен часах хамăр класри пионерсен пухăвĕнче калаçрĕç. Ытла та намăс пулчĕ ун чухне, çамка çине тар тапса тухрĕ.

— Пурнăçра математикăна, вырăс чĕлхине, физикăна лайăх пĕлни кăна мар, çирĕп сывлăхлă пулни те кирлĕ. Начар сывлăхлă пулсан, самолĕтпа вĕçме те ямаççĕ, çара та илмеççĕ. Геолог, топограф, инженер пулас тесен те çирĕп сывлăхлă пулмалла, — терĕ учитель.

Эпĕ вара чăтса тăраймарăм, малашне физкультура урокĕсене çӳреме сăмах патăм. Часах йĕлтĕр спорчĕпе интересленме пуçларăм. Кашни кунах ярăнаттăм. Малтан пĕр-ик çухрăма кăна кайса килеттĕм, унтан кӳршĕ яла çитиччен вĕçтереттĕм. Кашни кунах: çил чухне те, тăман чухне те, çанталăк питĕ сивĕ тăнă чухне те ярăнаттăм. Çапла эпĕ шкулта чи аван йĕлтĕрçĕ пулса тăтăм.

Йĕлтĕрпе лайăх çӳреме вĕренни чикĕре пысăк пулăшу пачĕ. Эпĕ сире ун çинчен кĕскен те пулин каласа парам-ха.

Малалла

Лорири тĕлпулу


Паруйр Севака асăнса

 

Чунăн лăпкă тĕнчинче

вăрттăн, çулăм пек çунса

Лорин шурă çутинче

тунсăх ӳсрĕ нĕр туса:

шухăшра ман ирсерен

пурччĕ пĕр сăнар ялан:

анас пекчĕ ту çинчен

эс — вĕри куллупалан;

сăвăллă повеçӳнтен

(вĕçлеймерĕн-çке, пиччем)

янăратчĕç пек хуллен

кредо евĕр йĕркисем, —

ту çинче те айлăмра

санăн халалу пулса

илтĕнетчĕç пек асра:

«Çын ан уттăр манăçса —

ыттисемшĕн çулхыван,

вăл ан пултăр — таптакан;

чун ыратнă вырăнта

ан шыратăр вăл янтта;

ан шыратăр нимĕн те

çын куççулĕ пур тĕлте...»

Çакă тимлĕ сăмахсен

вĕçсĕр ахрăмĕ пекех

çĕкленетчĕç чул тусем

сан çĕрӳн талккăшĕпех;

кĕлчечекĕн хĕмĕпе

ман юна вĕрилетсе,

çӳл Сăмах тупсăмĕпе

тĕвĕри пек пĕрлешсе,

ĕмĕрхи Кĕнекинчен

тăванла тĕрек пама

сан сăнарлă Эрмен ен,

пил пек, кĕчĕ шăпама —

сан вĕри сăмахусен

чул çинчи пек тĕррипе!..

«Тусăм» теттĕмччĕ унччен,

Малалла

Виçĕ çичйĕркелĕх


1

Ун уттине те сăввăм халаллантăр!..

Чун вăйĕ, халь, хăй çӳллĕшне хăй çиттĕр,

Чечекĕн ăшлăхĕ пек анлăлантăр,

Санар çутса кăтарттăр — çутă витĕр.

«Илем» сăмах — умри ун пĕвĕ пултăр!

Çĕршер куçра — Хăтлав ĕлки пек юлтăр,

Çĕршер ăса — халал ăшши пек виттĕр.

 

2

Ача чĕриллĕ симĕс куçлă вутăш!

Хĕвеллĕ мелос1 ылтăнĕ пĕр сассăр

Унра — шухăлăхпа пурнать пек хутăш,

Кĕтретлĕ никĕс евĕр, палăрмасăр.

Ах, ылтăн мелос! Вăл часах кун курĕ,

Вăл пулĕ — лăпкă, пил юрри пек Юрă.

Хăйне те — пил!.. Тен, янăрĕ вăл мансăр.

 

3

Тен, «çӳллĕ» сăмахсем кунта чылай-тăр.

Анчах вĕсем те кирлĕ пулĕç уншăн.

Элчелĕ унăн çӳллĕхлĕ пулайтăр

Ăс-хал çутишĕн, чӳк парас пек чуншăн!

Тен, пулмĕ те ун пек. Тен, пурнăç пилĕ

Юта çеç хурĕ... Тен, ун чух асилĕ

Кунти хăй çутине вăл — Çĕнĕ куншăн.

Вивальди


Епле хастар Вивальди «Кĕрĕ»2:

Ăçта салхулăх, ĕшенӳ?

Хĕвел-и çук? — Хĕвел пек кĕрĕ

Çак музыкăна — Тĕлĕнӳ!

Епле пуç çийĕн ялтратать вăл

Аллегрон ылтăн анлăшне, —

Унра — Тухăçлăха курать вăл,

Чыслать вăл кĕр çĕнтерĕвне.

Хĕвел анчах атте-и? Çил те,

Франциск каларăшле, — тăван!

Адажио ялтравĕ витĕр

Юра та — тăванла куран.

Поэт тата епле каланă, —

Шыва та вăл чĕнет: «Аппа!..»

Вивальди «Кĕрĕ»! — Çĕрĕн анĕ

Кĕрлет пек ылтăн хăватпа.

Ман савни


Ик куçу сан — икĕ хурлăхан,

Йăм-хура та хĕлхемрен хĕлхем.

Йăм-хура пулсан та, ан хурлан,

Саншăнах, савни, çунать чĕрем.

 

Яштака пĕвӳ сан — шур хăва:

Тăхăнатăн шур кĕпе ялан.

Ан çунтар мана эс, пĕл хăвах —

Сăнăма сасартăк шуратан.

 

Тутусем сан — пиçнĕ пĕрлĕхен,

Хĕрлĕ сăнлă çырлапа пĕрех.

Чуптума — савсассăн — ан хĕрхен,

Туту пулĕ тата хĕрлĕрех.

 

Çӳçӳ санăн хум пекех кăтра,

Хумхатса тăратăн кăмăла.

Кăтруна çил уçнă вăхăтра

Ман чуна кам уçĕ-ши, кала?

 

Аллусем сан çепĕç те ĕçчен,

Ачашпа ӳсмен эс ачаран.

Каччуна сан ачашлас килсен,

Мĕншĕн эс, савниçĕм, вăтанан?

Тĕлĕнмелле «шпион»


Чикĕри пограничниксем хĕллехи сивĕ тăманра та, çуркуннехи шыв-шурсенче те, çулла юхтарса каяс пек çумăр çунă чухне те, кĕркуннехи пăч тĕттĕм каçсенче те чикке тимлĕн хураллаççĕ. Мĕн чухлĕ хастарлăх, паттăрлăх кăтартмаççĕ пуль вĕсем! Хăшпĕр чухне тата кулăшла япаласем те пулаççĕ.

Пирĕн заставăри Мельниченко пограничник яланах мухтанма юрататчĕ. Эпĕ нихçан та шикленместĕп, тетчĕ. Пĕчĕк чухне ачасемпе тавлашса çăва çинчех çĕр выртрăм, тесе ĕнентеретчĕ. Унта пĕр вăранмасăр, ним тĕлĕк курмасăр çывăрнă, тесе каласа паратчĕ. Эпир пĕлместпĕр: тен, çывăрма та пултарнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен çăва çинче çывăрни килте пахчара çывăрнинчен нимех те уйрăлса тăмасть, хăрамалли ним те çук.

Пĕррехинче Мельниченкопа Павлов секрета кайрĕç. Секрет тесе пĕр-пĕр вырăнта тăшмана сыхласа тăнине, выртнине калаççĕ. Вĕсем хăва тĕмĕ çумне, упасарри тĕмĕ ăшне выртнă та тавралăха сăнама тытăннă. Нимле сас-хура та пулман. Ӳхĕ кăна, вăрманти шăплăха пăсса, кĕскен ӳхĕре-ӳхĕре илнĕ. Инçех те мар шыв шăнкăртатни илтĕннĕ. Шăнкăр-шăнкăр туса, пĕр кĕвĕллĕ юхнă вăл. Ăна итлесен, ача чухне хире выртма кайни аса килнĕ. Çав вăхăтра пуç тăрринчех тем: ах-ах-ах! тесе çухăрса янă та, хашлатса илсе, хурăн çине пырса ларнă.

Малалла

Сад


Тен, кăшт сăвă евĕр

Çакă пĕчĕк сад:

Саспалли-çулçийĕ

Хутшăнсах пырать;

 

Туратсен чĕтревĕ —

Леш, — строфа пекки.

Пăнчине ав лартрĕ

Çĕмĕрт сапаки.

 

Ак кун иртрĕ... Халь те

Асăмрах янрать

Лăпкă сăвă евĕр

Çав сас-чӳсĕр сад.

Хулари каç


Ашăмра тăнлатăп

Тепĕр çак юрра:

Уйри пек туятăп

Хулари юра.

 

Шыв-пăрпа варланнă

Тĕксĕм киосксем —

Калăн, пурте маннă

Темĕнле хӳшсем;

 

Парк, кафе те станци

Пуш хирти пекех...

Ах, çаплах юлсанччĕ

Эсĕр ирчченех —

 

Çĕмелсем çĕршерĕн

Пулнă пек умра!

Мĕн çеç тинкермерĕн,

Асăм, çак каçра,

 

Пурте — курăнасшăн,

Калăн, «хресченлех»;

Уйăх та ялтрасшăн

Ешнери пекрех.

 

Ах, çапла вĕçлетпĕр

Çĕр çинчи çула:

Ĕçпеле ӳсетпĕр

Лăпкăн — малалла.

 

Пур пĕр — асăн мулĕ

Хăйĕн еккипех

Пуçтарнасшăн пулĕ

Шав — тăван енрех, —

Ун çути çитесшĕн,

Тен, кунтах вара, —

Хирти пек çиçесшĕн

Хулари уйра?

 

Кăшт çав хирĕн анĕ

Кантăр, шăпланса!.. —

Час — хула вăранĕ

Çав хире тулса.

Тепĕр çамрăк сăнар


Епле шартать çак ăнланми хĕрхаллĕх

Сасса та куççуле пĕр пек туса!

Тен, хрусталле те шевлелле тасалăх

Янрать, — юнра, шăм çутинче ванса?

Тен, сисĕнет-и ӳт илемĕнче

Чĕре Ыррин никам курман тымарĕ?

Куççулĕ те ун — чунĕн çутă тарĕ, —

Чун сассине янратнă пек ялтрать;

Савушăн кĕрлекен пăлхавсенче

Вăл — сассăр. Хĕрхенӳ шăплăхĕнче

Вăл Сиплĕхен тĕшши пек çуталать.

Хурама


Хăйне пăхма нимех те мар-и?

Кур акă, йывăç йывăçах:

Çавах çулçи, çавах тымарĕ,

Хуйхи-суйхи те пĕр çавах.

 

Тен, хурăнпа танлаштарсан,

(Эп илтнĕ пуль çĕр хут та)

Мĕн пур туратлă хураман?

Ни пĕрене, ни вутă.

 

Эп хурăна хурласшăн мар.

Тирексене те эп тиркемĕп.

Кашнин пур хăйĕн пархатар,

Хăйне çеç тивĕçлĕ илемĕ.

 

Кунта сăмаххăм урăхла.

Асилтĕм эп.

Çак вăрманта вăл,

Ир ирхине вăр-хурахла

Кĕтмен çĕртен тапранчĕ тăвăл.

 

Çил хуçрĕ çамрăк хурăна.

Чун татнăн ӳкрĕ хыр турачĕ.

Çăка пыл сапнă вырăна

Хура аçа çапса çунтарчĕ.

 

Пĕр хурама çеç сĕмсĕре

Пĕр çулçă та татса памарĕ.

Тымар чĕрнисемпе çĕре

Нихçан ямассăн пăталарĕ.

 

Çук, вăл каймарĕ ӳпĕнсе.

Паян та, кур, кĕрнеклĕ, çӳллĕ.

...Чăн-чăн хăюлăх умĕнче

Пуçа тайса хыватăп çĕлĕк.

■ Страницăсем: 1... 118 119 120 121 122 123 124 125 126 ... 796
 
1 Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни.
2 Итальянсен комлозиторĕн Вивальдин (1678—1741) «Кĕркунне» ятлă концерчĕ. Сăвăра асăннă Ассизи Францискĕ (1181–1226) — Итали поэзине пуçарса яракансенчен пĕри, унăн вăйăмĕ Данте пултарулăхĕнче сисĕнет.