Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗКулăш кустăрмиАндрей ПеттокиАтте пилĕИлемТанатаКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Хăна-вĕрле пухать Кавĕрле


Вăхăт каçалана сулăнсан, вутă пуленкки пек пуклак шăм-шаклă Каптăркка Кавĕрли хăнасем чĕнме тухса кайрĕ. Чи малтан тӳрĕ урамра пурăнакан пуçани патне кĕчĕ.

— Çапла, пуçана! Кĕçĕр сирĕн пирĕн пата хăнана пымалла, — алă парса хыпарларĕ вăл.

— Мĕн тивлетпе? — юри пĕлмĕше печĕ мăк сухаллă пуçанăшĕ.

— Карчăкпа мăшăрланнăранпа вăтăр çул çитнине палăртас терĕмĕр. Как-никак та, хамăр та аллă урлă каçрăмăр.

— Аплаччĕ-çке. Илтнĕ-ха ку хыпара. Ман карчăк та кăштах хатĕрленкелерĕ пулмалла. Мĕн-и, ăшăтса парам мар-и пĕр курка?

— Халех... мĕн-ха... кирлĕ мар пуль, — пĕр вырăнта пускаласа тăчĕ Кавĕрле.

— Пĕр курка çеç, пуçана. Тутине астивмелĕх.

— Эппин, апла, пĕрер курка парса- пăхатăн-и...

Кăрчамине ăшăтсан, пуçанасем ăна пĕрер мар, икшер курка шаклаттарчĕç.

— Хă, каптăркка, аван та пулчĕ пулас ку, — тути-çăварне шăлкаларĕ Кавĕрле. — Ну, пырăр вара, пуçана! Тепре чĕнмелле ан тăвăр. Икĕ эрне ытла хатĕрлентĕмĕр те...

— Çитетпĕр, çитетпĕр.

Пуçани патĕнчен тухсан, кукăр касри вăртахĕ патне çитрĕ Кавĕрле. Лешсем вăл пырсан савăнса ӳкрĕç.

Малалла

Канлĕх


Кăмăл—çутă! Çӳллĕ! —

Калăн—шурă ту...

Кирлĕ мар хĕрӳлĕх,

Чăрсăр юрату.

 

Савасси халь — лăпкă:

Сывлăш çеç, — çил мар.

Кун та, каç та — шăп-ха, —

Сассăр тав тăвар.

 

Иртнипе пуласлăх,

Калăн, пĕр хир пек, —

Ах, епле вăл аслă

Шур ирĕкĕпе!

 

Шухăшăм — васкавсăр

Çав тӳлек хирте,

Иртмĕ сас памасăр

Мĕн сунни — пурте.

 

Асăм çăмăл-çăмăл,

Ним те çук пекех.

Шурă ту пек кăмăл,

Калăн — пĕр хăй çех...

Тĕлĕнмелле сăвăç


Пурнăçра ун — ăс та пур,

Сăввинче ак — сĕм те çук.

Курнă савнăç, хура-шур, —

Юрринче — хĕлхем те çук.

Пит хаяр хăй, — хăть хаярлăх,

Хăть чеелĕх, хăть япшарлăх

Пултăрччĕ ун сăввинче

(Пурнăçра — лăнках... Аюк!),

Шалт аптран: эккей, пичче,

Ку та çук йĕркусенче, —

«Çук» тени те унта çук!

Телей сунни


Курас килсен чăн-чăн телей —

Ăшра-пуçра эс кӳр тирпей:

Пĕр хушăн çеç хыпса ан çун;

Чап çĕклеме ан сар хăлаç;

Йышпа пĕрле кур ырă кун,

Ан тар йышран инкеклĕ каç.

Çунатлă туйăм саламне

Çитер часрах савни патне.

Тутланĕ саншăн хĕр тути,

Анчах ан пул ху армути.

Ан кас тăшманшăн хăпарту,

Курка ĕç туслăхшăн тĕппин.

 

Малтан çынна телейлĕ ту —

Телейлĕ пулăн эсĕ тин.

Çурхи


Çур çитрĕ!

Тусăм, çитрĕ вăл,

Юр шартармасть куçа.

Тинех лăпланчĕ çил-тăвăл,

Кĕрлерĕ хĕл каçа.

Чуна йĕплерĕ, шăнтăмăр, —

Хаярччĕ хĕл сивви.

Тăм илнĕ вырăн сан та пур,

Ман пур суран çĕвви.

Хĕрӳллĕ мар-и яш ĕмĕр?

Каймарĕ вăл сая.

Пуçа усмасăр кĕтрĕмĕр

Хĕвеллĕ çĕн Мая.

Май çитрĕ.

Тусăм, çитрĕ вăл,

Пире сунать вăй-хал.

Калатпăр: тертлĕ çил-тăвăл,

Яланлăха çухал.

Durak


Юрласса хăйĕн мĕскĕнлĕхĕ, вăйсăрлăхĕ,

ухмахлăхĕ çинчен юрларĕ.

(Борис Чиндыков. «Hotel Chuvashia»)

 

Кĕр-кун-не... Темле якалса çитнĕ сăмахсемпе хакласан та, ырах çав ылтăн кĕркунне! Юр айĕнчен ем-ешĕллĕн тапса тухакан çурхи хăват илемĕ мар та — çавах пехетлĕ. Çуллахи пек, ăш-чик таран витĕр ăшăнса çутçанталăкпа ирĕлсе-хутăшса каяслăх та çук ĕнтĕ. Пурпĕр ытарса çитермелле мар çав кĕр кунне — сарă-хĕрлĕ çулçăллă кашни капăр йывăçрах çурхи пулас ешĕл вăй ĕмĕлки палăрать-палăратех.

Паллах, туйма пĕлсен. Курма пĕлсен.

Палюк вара чылай чухне çын туйманнине те туяканччĕ, никам курманнине те курма пĕлекенччĕ.

Кĕрхи ыйхă урăх вăхăтринчен раснарах ĕнтĕ. Йывăртарах темелле-ши? Туять пек çакна Палюк. Ирсерен темле йывăртарах вăранать пек юлашки вăхăтра.

Ирхине мĕнле тăратăн, кун çавăн пек иртекенччĕ. Çамрăк пулсан та, те — ял ачи пулнăран, те — хăй çавăн пек сисĕмлĕрен, Палюк çакна та кăштах тĕшмĕртет пек.

Çавна пулах паян хăй кăмăллăн вăраннишĕн вăл хăй кăмăллă вăраннинчен те ытларах хĕпĕртесе ӳкрĕ пулас. Ахаль чухне илĕм-тилĕм ĕçкĕ юрри шăрантаракан чăваш радиовĕ уртарсах яраканччĕ — Палюксен аслăрах юлташĕ Рахмул миçе аппарат çапса çĕмĕрмен-ши çак ик-виç çул хушшинче? Хальхинче çав урмăш кĕвĕ хăлхана та кĕмерĕ..

Малалла

«Пĕр тус çукки — шав хурлăхăм пурри...»


К.Б.

 

Пĕр тус çукки — шав хурлăхăм пурри

Ун шӳчĕ, ун канашĕ вырăнне

Хăварчĕ пурнăç — хут çинчи сăнне.

Пĕр терт те пур: ятарласа, юри

Эп сăнаймастăп çавă сăнара, —

Сайра тинкеркелетĕп, ăнсăртран:

Çамкин хăш йĕрĕ чĕррĕн туйăнсан

Пурнать пек хăй пурнăçĕпе вара....

«Пĕчĕк, пĕчĕк юрă...»


Пĕчĕк, пĕчĕк юрă,

Пĕчĕкçĕ хир пек.

Варринче шур хурăн

Пултăр — çивĕтпе.

 

Пултăр лăпкă кĕвĕ

Çавă юрăра,

Туратсен чĕтревĕ

Çынсăр шăплăхра.

 

Сан асу çӳретĕр,

Тусăм, çав хирте,

Юррăма итлетĕр

Эпĕ çук çĕрте!

Пур — пурнăç


(М. А. — шӳтлĕ халал)

 

Акă çурт. Ав пур тăрри,

Кăнтарать мăрье.

Ăшĕнче — пур кил турри,

Юрăçă Марье.

Пĕчĕкки те пур унта, —

Ав «нăй-нăй» юрри.

Пур — телейĕ. Шăрчăк та —

Çав çуртра — тăри.

Уçланкăра


Йĕтĕн татрĕ хĕрупраçĕ

Вăрманти уçланкăра.

Каччисем пура пураççĕ,

Туйлă кĕр çитет ара.

Вăрмантан уçланкăна

Авăнса чупать сукмак.

Кăнтăрла — итле кăна —

Ташăра хĕрет такмак.

 

Каччă:

Йĕтĕн тат, сарă хĕр,

Татмасан — сарăхĕ.

Сарăхсассăн кивелет,

Кивелсен, хак йӳнелет.

Качча тух, савни,

Мана тух, савни.

Эс ан ватăл сарăмсăр,

Юлăп эпĕ арăмсăр.

 

Хĕр:

Каччă, тăрăш.

Кас эс чăрăш.

Чăрăш кас та пура ту, —

Пӳрте кĕрĕ юрату.

Хĕр туп, каччă,

Авлан, каччă.

Эс сухал çаксассăн тин,

Сан аннӳ кураймĕ кин.

Вăрмана чупать сукмак.

Шăпланать каçчен такмак.

Унччен пуртă канас çук,

Татман йĕтĕн юлас çук.

■ Страницăсем: 1... 122 123 124 125 126 127 128 129 130 ... 796