Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемКушкă ачиКĕмĕл кĕперКĕтмен венчетЮрату йĕтесĕĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томХӗвел мулкачӗсем

Манăçми поэт


Чинавье инке паян та ман умра

Пĕçерет пекех вĕри икерчĕ.

Çеменпе Калля пичче ялан асра,

Чапайпа Тутимĕрĕн хăвачĕ…

 

Çĕр ĕçченĕ — вашават, маттур Кĕлпук

Кӳршĕри Миккуль тете пекех-çке!

Манăçми поэт çуратнă эс, Слакпуç!

Калама сăмахăм та çитмест-çке!

 

Мĕн кăна поэт тӳсмен-ши пурнăçра?

Выçлăхри кунсем йӳç эрĕм пулнă.

Пăшалпа çӳренĕ аслă вăрçăра,

Атă кунчинче хутсем упранă…

 

Сан тăван çĕрне çитсеччĕ эп, Ухсай!

Шăпама халь уншăн тав тăватăп.

Кĕслету пăлхатĕ чунăма нумай…

Талантна ялан сума сăватăп.

Çăлтăртан хĕр пулса тăчĕ


Тулса çитнĕ уйăх тӳпене хăпарса çитсен çăлтăрсем патне хăнана кайса килме шутланă. Çăлтăрсен керменĕ аслă пĕлĕт варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пач та хупăнман: шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çӳренĕ. Хĕр — çăлтăрчăксемпе каччă-çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Хĕр-çăлтăрчăксем вăрăм аркăллă сараппанпа, каччă-çăлтăрчăксем вăрăм чаппанпа çӳренĕ. Утнă-чупнă чухне сараппанпа чаппан аркисем ура айне пулса йĕри-тавра кĕмĕл шевле сапаланă. Çăлтăрсем каçсерен улаха тухма юратнă. Çипуçне улăштарнă. Кашниех чи илемлĕ, чи ялтăркка кĕпе-йĕм тăхăннă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн ялкăшса каччăсене илĕртеççĕ, тенкĕ-шăрçаллă çăлтăр пики татах та илемлĕрех çутатать. Пике-çăлтăрсен куçĕсем тенкĕ-шăрçа çинче ялтăртатса йĕри-тавра вут-хĕм сапаççĕ, пăхаттирсен чĕрисене çунтараççĕ. Çăлтăр-пăхаттир чăтса тăраймасть, хăйне килĕшнĕ пикене куç хĕсет, лешĕ тусĕсем сисиччен каччăн карапĕ çине ларса тӳпе тăрăх çул çӳреве вĕçсе каять. Кашни этемĕн хăйĕн шăпи. Турă çырнинчен иртеймĕн, теççĕ ваттисем. Кашни çăлтăрăн Çĕр çинчи этемĕн пекех хăйĕн шăпи. Пĕрисем Çĕр çине, улăхсенчи курăксем çине вĕçсе каяççĕ, çăлтăрсенчен сывлăм пулса йăлтăртатса çиçеççĕ. Теприсем тăп-тăрă çăлкуçсене кĕрсе ларса çăвăнса тухаççĕ те тĕкĕр çине пăхнă пек капăрланса лараççĕ. Çăлтăрсем иленнĕ çăлкуçри шыв сиплĕ те сăваплă шутланнă. Енчен те çемьере кам та пулин чирлесен ваттисем ăна шурăм пуç киличчен çак сиплĕ çăлкуçран ăснă шывпа сипленĕ. Çăлтăрсем чире хăваласа янă. Ĕлĕк-авал ваттисем çăлкуçсене варалама хушман, çăлтăрсем кӳренсе ку вырăнтан пăрахса тарасран шикленнĕ. Виççĕмĕшсем пĕрне-пĕри юратакан куçсене çунтараççĕ, ĕмĕрлĕх телей парнелеççĕ.

Малалла

«Хаяр та юнлă вăрçă хирĕнче...»


А.Е. Романова

 

Хаяр та юнлă вăрçă хирĕнче

Чи шанчăклă тусне хăй çумĕнче

Шанать çарпуçĕ шаннă пек хăйне,

Пĕлет вăл нихăçан сутманнине.

 

Пит йывăр, тусăм, пирен самана,

Вăрçăри пек эпир халь яланах:

Кашни сутать хăй кӳршине, тусне,

Пĕлмест тасалăх, чăнлăх мĕскерне.

 

Сана шанатăп, тусăм, хам пекех,

Чăвашлăхшăн ĕçлетпĕр ĕмĕрех.

Атя, ална парсам, пуласлăха утар,

Чăвашлăха татах, татах упрар.

 

Ан тив, пире таптатăр самана...

Пуласлăх çук тесе санпа мана

Калаччăр халсăр чунлисем паян, —

Шанатпăр пурпĕрех пуласлăха, тăван

 

21.07.2007.

«Кам эсĕ?..»


Кам эсĕ? Пĕлместĕп.

Çук, ыйтма хăяймăп.

Сан çине пăхмастăп —

Куçунтан хăпаймăп.

«Çуркунне вĕçленнĕ вăхăт...»


Çуркунне вĕçленнĕ вăхăт.

Çĕмĕрт тăкрĕ çеçкине.

Шăпчăк та вĕçлерĕ хăвăрт

Пахчара хăй юррине.

 

Куншăн эпă кулянмастăп —

Маншĕн иртмĕ çуркунне.

Никама та каламастăп

Мĕншĕн эп телейлине.

Çăра


Такамăн та пур пуль, ара,

Тăван-и, тус-и хулара.

Çитетĕн кăнтăр тĕлĕнче,

Хăйсем, пĕлетĕн, килĕнче.

Тӳме пусатăн хирĕнсе —

Ялан лараççĕ питрĕнсе.

Ялпа хула вăл — ик тĕнче.

Яла çит çурçĕр тĕлĕнче,

Тĕрт алăка — каять ярах:

Лартман унта нимле çăра.

Алтăр çăлтăр


Шĕкĕр Пӳлер! Хăйĕн чаплăлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерсе тăнă. Ăна пĕр енчен юхан шыв, тепĕр енчен çӳллĕ ту хӳтĕленĕ. Пӳлере питĕ шутласа та виçсе тунă, вăл тăватă кĕтеслĕ хула пулнă. Унăн кашни кĕтесĕ çут тĕнче енне питĕ тĕрĕс кăтартнă. Хула хӳмин кашни енне турулсем хӳтĕленĕ. Хула варринче карман пулнă, унта патша пурăннă. Карман хӳмисем айне кашкăр пытарнă. Кашкăр-тотем, хайĕн йăхне упракан пихампар. Карман питĕ вăйлă çирĕпленнĕ хуралтă пулнă. Унсăр пуçне хулана хăйне те лайăх çирĕплетнĕ, ун тавра икĕ хӳме çавăрнă пулнă. Тулашĕнчи хӳме тăршшĕ вунă çухрăмран та ытла тăсăлнă. Хулан пурĕ тăватă хапха пулнă, кашни хапхаран аслă çул пуçланнă- кăнтăралла, анăçалла, çурçĕрелле, тухăçалла. Тĕрлĕ патшалăхсемпе суту-илӳ тунă. Кĕмĕл тĕслĕ кӳллисенче хурт пек пулă вĕренĕ. Вăрманĕсенче кайăк-кăш кĕтӳ-кĕтĕвĕпе çӳренĕ. Улăх-çаранĕсенче никам татса пĕтерми çырла çимĕç пулнă, ĕшнисенче чечексем вутăн-хĕмĕн çуннă. Пӳлер çыннисем сар кайăк пек савăнса пурăннă. Вĕсем çĕр çывăрма пĕлмесĕр ĕçленĕ, юр пек шурă кĕпе-йĕм тăхăнса çӳренĕ. Ватти-вĕтти мĕнĕпех вăйăсенче савăнма юратнă.

Акă пĕр каçхине, çăлтăрсем вăййа тухсан, патшан çамрăк арăмĕ хĕр ача çуратать. Чечек çинчи шерпетпе, чĕкеç кайăк сĕчĕпе Пӳлер патши ачине чăпăл тăвать ирхине.

Малалла

Ăçта кăна...


Ăçта кăна пулмарăм-ши,

Кама кăна курмарăм-ши.

Калаçура-кĕрекере

Хама шух кăтартмарăм-ши?

 

Пĕлменнине пĕлесшĕн вĕт,

Илтменнине илтесшĕн вĕт.

Çавна кура та ман чĕре

Тĕнче касса çӳресшĕн вĕт.

 

Нимле те мул пухмарăм эп,

Тахат та пуçтармарăм эп.

Пур вĕсенчен хаклăраххи —

Пĕлӳ — тесе шутларăм эп.

 

Çынсем, усал ан пулăр-ха,

Йăваш çынран ан кулăр-ха.

Атте турра итлемесен,

Эсир те мăшкăл курăр-ха.

«Кашни сăмахшăн йытăлла тулаççĕ...»


И.А. Андреев профессора

 

Кашни сăмахшăн йытăлла тулаççĕ.

Çыртса çураççĕ. Суя ят сараççĕ.

Чее ăспа айвансене аллаççĕ —

Çут тĕнчене хупасшăн тыткăна,

 

Патша та, турă та — хăйсем кăна!

Пĕр шутласан — сурса хурас килет!

...Анчах та тĕрĕсне каламаллах-çке:

Пултарнине пурнăçламах тивет!

« Ик ураллă кашкăр...»


А.С.Уськин ăсчаха

 

Ик ураллă кашкăр

Урнă саманта

Кăшт сирсе ямашкăн

Чĕнтĕм тăвана.

 

Тач тăван килмерĕ,

Иртрĕ шăл йĕрсе.

«Пурнăçĕ вĕт...» — терĕ

Хирĕç вĕслетсе.

 

Пырса çитрĕн эсĕ

Турă пек курса...

Пĕр ураллăскерĕм,

Турăран таса!

 

1983, авăн, 27.

■ Страницăсем: 1... 231 232 233 234 235 236 237 238 239 ... 796