Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Шăпчăк тейĕн Марине —
Ирхине ирех тăрать.
Пĕчĕкçĕ чĕпĕсене
Вăрттăн чăпăрт! чуптăвать.
— Çирĕп ӳс! Хăвăрт ӳс! —
Якатать тĕкĕсене.
Чĕкеç тейĕн Марине —
Питĕ калаçма ăста.
Пĕчĕкçĕ чĕпĕсене
Йыхăрать вăл апата:
— Чип-чип-чип! Чип-чип-чип!
Килĕрсемĕр ман пата.
Шăнкăрч тейĕн Марине —
Питĕ ырă, тарават.
Çитерет вăл вĕсене
Тутлă вир кĕрпи — апат.
— Пысăк пул! Тутă пул! —
Хăналать тусĕсене.
Икĕ селĕп — ик шăхличĕ —
Тупнă тем савăнмалли.
Пусмапа пĕри хăпарнă,
Хăвăл ăшĕнче алли.
Эх, пуплеççĕ икĕ тус:
— Михаха теп, Михаха,
Çеçи чĕппи иçе па-ха.
— Çеçи чĕппи çаха-ха...
Тӳнтерле сăвă
Моторта вăрманăн
Сасси илтĕнет.
Мотоцикл ларнă
Кĕркури çине.
Кĕркурийĕ — çĕнĕ,
Çил пек ыткăнать.
Мотоцикл темĕн
Чăл-чал пăхкалать.
Куçĕсем ак тухрĕç
Пĕр кĕпер умне.
Кĕркури пуç ухрĕ
Тур лаша енне.
Тилхепийĕ тытнă
Сăрнай Ванине.
Сăрнай Вани хыттăн
Текех кĕçенет.
Тĕлпулу епле пулайрĕ?
— Шыраман юри.
Тен, санпа мана суйларĕ
Юрату Турри?
Тен, санпа мана суйларĕ
Юрату Турри...
Телее икке пайларĕ,
Эсĕ — ман çурри!
Пĕр сана чунтан саватăп.
— Пĕлейсем, савни!
Юратма тупа тăватăп.
— Эс — телей парни!
Юратма тупа тăватăп.
Эс — телей парни.
Куçунтан пăхса калатăп:
— Тавтапуç, савни!
Илĕртсе чуна шăрантăр
Юрату юрри.
Яланах пире упратăр
Юрату Турри!
Яланах пире упратăр
Юрату Турри.
Çепĕç туйăм çеç вăраттăр
Эс çумра пурри!
Вăрман хуралçи — Степан Лукич Потапов ун чух пире йывăç миçе çултине кассан курăнакан çаврашкасене шутланипе çеç мар, касмасăрах пĕлме пулни çинчен те каласа пачĕ. Хырпа чăрăшăн кашни çул пĕрер карта турат ӳсет. Çав турат картисем миçине шутла та, вăл чăрăш е хыр миçе çултине тĕп-тĕрĕс пĕлетĕн. Анчах пурне те мар çав, 40 çултан иртменнисене çеç. 40 çултан иртнĕ хырăн малтанхи тураттисем хăрса хуçăлса ӳкеççĕ те пурăна киле вăл туратсен вырăнĕ те юлмасть. Тепĕр хыр тата… Ну, юрĕ, ун çинчен мĕнле пулнă, çавăн пек каласа парăп.
Степан Лукич каласа пани пире, Эрхиппе иксĕмĕре, çав тери илĕртрĕ. Кун хыççăн пирĕн вăрманти кашни йывăçăн пурнăçĕ çинчен тата ытларах пĕлес килчĕ. Çавăнпа эпир Степан Лукичран пире пĕр-пĕр кун вăрманта хăйпе пĕрле çӳреме ирĕк пама тархасласах ыйтрăмăр. Степан Лукич килĕшрĕ. Эпир вара тепĕр ирхине ирех каллех Йăлăма тухса чупрăмăр.
Степан Лукич сăмахне хальхинче те хыр миçе çултине турат карти миçине шутласа пĕлессинчен пуçларĕ.
— Ну, шутласа пĕлĕр, — терĕ вăл пире, уçланкăри пĕр çамрăк хыр патне ертсе пырса, — çак хыр миçе çулта?
Хырĕн турат картисем лайăх палăраççĕ. Шутларăмăр.
Малалла
Пахчара хурт сĕрлет.
Мĕкĕте тĕлĕрет.
Çывăрать çакăнта
Кашни кун сулхăнта.
Ах... Мĕскер? Мĕкĕте
Çухăрса ячĕ те
Йăпăр-япăр тарать
Урама пахчаран.
Çапкаланчĕ пĕрех,
Кайрĕ ӳкрĕ çĕре,
Макăрать, çухăрать:
— Ай-ай-ай!
Хурт сăхать! —
Сĕр сĕрлеççĕ хуртсем
Кахала йĕплесе.
«Пĕрехмай çывăран,
Ĕçлемесĕр пурнан.
Пахчара тек ан пул,
Сăрă хурт!» — теççĕ пуль.
Тулта сивĕ çил каш кашлать.
Пӳртре Илемпи таш ташлать.
Пăхать кантăкран сивĕ çил,
Пăхать-тĕлĕнет сивĕ çил:
Ташлать Илемпи, ташлать,
Шăвать вăл, ишет акăшла.
Хулне вылятать кĕвĕ май,
Пуçне вĕлт! ухать шунă май.
Алне Илемпи вăшт! сулать,
Ташланă май йăл-йăл кулать
Е вырăнтах вĕл! çаврăнать,
Сиксе тăпăрт-тăпăрт тăвать.
Ташлать, Илемпи ташлать:
Сăмси те, ури те ташлать,
Çанни те, арки те ташлать...
Пăхать, чăтаймасть сивĕ çил.
Пуçлать ташлама шухă çил.
Хăй шăпăр калать, хăй ташлать,
Ташланă май каш-каш кашлать.
Тулта сивĕ çил каш кашлать,
Пӳртре Илемпи таш ташлать.
...Ташлать сивĕ çил, ташлать...
Халтан кайрĕ, хаш! хашлатать,
Пуçне усрĕ, сулчĕ алне,
Канма выртрĕ кив сак айне...
Пĕлеймерĕмĕр пуль, савнă тусăм,
Юрату тинĕс пек пулнине.
Çавăрать халь пире сивĕ юхăм...
Путарасшăн пулас хум айне!
Тайăлать, чӳхенет пирĕн кимĕ,
Сивĕ çилĕ лăскать парăсне.
Кĕрлесе çывхарать çӳллĕ хумĕ...
Çĕнеетпĕр-ши ун хăватне?
Тинкерсем малалла, савнă тусăм!
Шырасам юрату çыранне!
Тен, вĕçертĕ пире сивĕ юхăм —
Путас марччĕ-çке ун авăрне.
Пĕр-пĕччен тăвăла çĕнтереймĕн,
Хума хирĕç ишсе тухас çук!
Юрату пĕр сӳнсен — тивертеймĕн.
Кĕл çинче кĕлчечек шăтас çук!
Анланасчĕ санпа, хаклă çыннăм,
Юратма çăмăл мар пулнине.
Ан тивейтĕр пире сивĕ юхăм!
Ырă çул — юрату киммине!
Çурхи каç паян илĕртмест чуна.
Уйрăлса каян, эп туяп çавна.
Куçăмран пăхсам! Чăннине кала.
Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!
Макăрать чĕре, тăкăнать куççуль.
Çичĕ ют пире уйрăлтарчĕ пуль.
Юлашки хутчен ăшшăн çупăрла.
Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!
Уйăх пек сăнна астуса юлам,
Кĕçĕр каç кăна эп санпа пулам.
Пӳлес çук, савни, эс каяс çула!
Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!
Тен, тулли телей тепринпе тупан...
Маншăн та хĕвел тухĕ-ха ыран.
Çав-çавах мана хыттăн ан хурла.
Юратма пĕлменшĕн, тусăм, ан ятла!
Çук, пĕрре те килĕштермест Якур мучи хальхи çамрăксене. «Ытла та çăмăллăн, пурнăç хуйхи-суйхине туймасăр, çав тери ирĕккĕн, кахаллăн çитĕнеççĕ, — тет вăл кашнинчех, пăнтăр-пăнтăр балалайка е гитара çĕклесе çӳрекен хĕрсемпе каччăсем çине кӳренчĕклĕн пăхса. — Тьфу, юррисем те пулин чуна килĕшмеллисем мар. Ăçтан, кăна чакаласа тупаççĕ пулĕ çав териех хăлтăр-халтăр кĕвĕллĕ юрăсене?»
Мĕн калăн, çын ачисем кăна мар, хăйĕн мăнукĕсем те итлесех каясшăн мар çав ват çынна. Аслă ывăлĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, ав, темĕнле йĕкĕтпе ирĕкелле тапса сикрĕ. Мĕн чухлĕ ятламарĕ пулĕ ăна аслашшĕ, ăçта унта, хăлхана та чикмерĕ. Стройкăри ĕç илĕртнĕ пулать ăна, çапла пулмасăр, ват çынна улталаймăн, ара ашшĕ-амăш куç хыçĕнче ирĕк пурнăç çав ĕнтĕ. Э-эх, вăл ача-пăчана… Ĕнер тата кĕçĕн хĕрĕн аслă ывăлĕ авланма шут тытни çинчен пĕлтерсе çыру янă. Ара, кукашшĕнчен пĕр шит уйрăлмасăр чупса çӳренĕ Хĕветĕр, кашни сăмахрах кукаçи те кукаçи тенĕскер; халĕ ак унран ыйтмасăр, унпа канашламасăр авланасшăн. Ăçта пулнă ĕлĕк çавăн пекки?
Çĕр каçипе йăшталанса выртрĕ мучи вырăнĕ çинче. Мамăк тӳшекĕ те ăна çав тери хыттăн, аяк пĕрчисене ыраттарнăн туйăнчĕ, кăпăшка минтерĕ те пуçне кантармарĕ. Кăвак шуçăм килсен вара карчăккипе кăшт-кашт калаçкаларĕ те кутамккине çĕклесе хулана мăнукĕ патне кайма пуçтарăнчĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 22 23 24 25 26 27 28 29 30 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...