Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăАкăшсем таврăнаççĕАтăл шывĕ юха тăратьКĕперКатӑлнӑ уйӑхЫлтăн вăчăраХĕллехи каçсенче

Çӳпçе тĕпĕнчи çылăх


Макăракансем телейлĕ, вĕсем канăçлăх тупĕç

[Мф.5:4]

 

Хветтис картишĕнчен пĕр ытам хурăн вутти йăтса кĕчĕ те пуленкесене кăмака умне кăптăртаттарса хунă май тĕпелти каркăç хыçĕнчи кравать еннелле пуçне чалăштарса ерипен сăмах хушрĕ:

— Ых-х сивĕ тулта, хĕл çитет тейĕн. Май уйăхĕнче майра шăнса вилнĕ тени çакă-тăр ĕнтĕ вăл. Аппа, сулхăн пӳртре ĕнтĕркерĕн пулĕ-ха, çиччас кăмака хутса яратăп, ăшăнатпăр майĕпен.

Аллă çулалла капашакан хĕрарăм çапла евĕклĕн сăмах килтерсе каланккана вут-шанкă тултарчĕ, вара кĕçех кăмака кĕрлесе çунма та пуçларĕ. Те тĕпелтен сас-хура илтĕнменнипе, Хветтис ялкăшакан çулăм синчен куçне илчĕ те мăнаккăшне ятран канăçсăрланса чĕнчĕ:

— Лисук аппа, мĕнле эс унта? Паян та самай мар-и? Çаплах йывăр-им?

Чаршав хыçĕнчен хашлатса сывлани илтĕнчĕ те, Хветтис иккĕмĕш çул вырăнпах выртакан кинемей çывăхне пырса тăчĕ. Утса-чупса çӳренĕ çĕртех инкек йăтăнса анчĕ мар-и ашшĕн аппăшĕ тĕлне — пăрлак çул çинче шуса ӳксе сулахай урине хуçнă хыççăн ниепле те ураланаймарĕ сакăр вуннăри ватă. Пульницара та сиплерĕç-ха малтан, анчах шăмă сыпăнма хыпаланманнине кура тухтăрсем хулпуççине кăна сиктеркелерĕç: «Эсир мĕн, тăванăм, çынни сакăр вуннăра, апла пулин те вун çиччĕри пек сиккелесе çӳрекен пуласса шанатăр-им? Утакан пулаймасть, ан та кĕтĕр». Пăшал кĕрĕслетнĕ евĕр çак сăмахсем хыççăн лăпланмаллаччĕ пек ĕнтĕ Хветтисăн, анчах вăл мăнаккăшĕн шăпи пирки пĕр çамрăках мар хирургран татах тĕпчерĕ. Лешĕ вара çапла ăнлантарчĕ: «Сыпăнайман шăмă çĕрме тытăнас хăрушлăх пысăк. Кун пек чух урине татни те çăлса хăвараймасть — ытла ватă. Асапланса вилме пултарать кинемей. Çакна пĕлсе тăрăр».

Малалла

Ĕç лаши


Иртнине ним парса та илеймĕп,

Çамрăк вăхăт тепре вăл килмест.

Утланма урхамах йĕнерлеймĕп,

Вăл текех пуç ухса ĕрĕхмест.

 

Тулли лав тиесен ĕрĕхеймĕн,

Ĕрĕхсе пăрнас çук тĕл çулран.

Вăрăм çул пуçлансан, ĕлĕкех-мĕн

Лашана ытлашши чуптарман.

 

Тулли лав пулмасан чунăм канмĕ.

Çул çинче чарнас çук урхамах.

Пăр çинче ӳкесрен таканлам-и,

Шăварам, çитерем эп хамах.

 

Ирĕкре ыткăнаççĕ, куратăн,

Сӳрене тăмалли тихасем.

Вĕсене тăванла сас паратăн

Тăнласа, савăнса тăнăçем.

 

Сан асрах-ха, ăна эп пĕлетĕп,

Хăв йĕвен тăхăнман чухнехи —

Шар çурса-кĕçенсе вирхĕнетĕн,

Пĕр тытса чарăнми ял тихи.

 

Машинтан катăкрах, тен, хуратăн?..

Шухăшлан хумханса ытлашши.

Эс телей кӳрекен лав туртатăн

Нихăçан ывăнми ĕç лаши.

 

Сан çинчен, çук, каймасть хăмăт-хатĕр.

Ав каллех туртана тăмалла.

Тулли лав турттарма эпир хатĕр —

Çул çине ир-ирех тухмалла.

Ăман


Çурхи хаваслă уçă кăмăл.

Çавал тапранчĕ тăмпала.

Каталăхри çиле те çăмăл

Сикме виçшер утăмпала.

 

Çураçнă хĕр пекех йăл илчĕ

Шап-шурă тумлă сад пахчи.

Унта-кунта çăра та пылчак —

Хывман-ха аттине каччи.

 

Пулас йăран типсе пыруçăн

Унта тухса выртать ăман.

Эй, киленет те!

Кутăруçăн

Вăл кĕреçе тавраш курман.

Поэзи


Çĕлен пек йĕркесем шăваççĕ,

Пĕри — сим пыл, тепри — шехер1.

Çав çĕленсем мĕне сăнаççĕ?

Вĕсен тĕллевĕ мĕнлескер?

 

Çĕлен вăл çĕленех — пĕлетĕр,

Усси-сиенĕ куçкĕрет:

Пĕртен-пĕрре сăхса илет те

Е сыватать, е пĕтерет.

Шухăшлăр


Шухăшлăр, шухăшлăр, шухăшлăр —

Мĕншĕн пуçра çак миме?

Пулăшăр, пулăшăр, пулăшăр

Йывăр çăка çĕклеме.

 

Шухăшлăр, шухăшлăр, шухăшлăр:

Ма пирĕн ĕмĕр чăлах?

Тупăшсăр, тупăшсăр, тупăшсăр —

ĕç тăваканĕ çаплах.

 

Шухăшлăр, шухăшлăр, шухăшлăр:

Ма чурăсланчĕç чунсем?

Турăшсăр, турăшсăр, турăшсăр

Ан иртеинччĕç кунсем.

 

Шухăшлăр, шухăшлăр, шухăшлăр —

Кам — паттăрри, кам — чура.

Шух ăссăр, шух ăссăр, шух ăссăр

Пурнăç пулать-и вара?

Турăсăр тупнă телей


— Пăх-халĕ, мĕнле тайкаланса пырать вăл, самăртнă сысна пек. — Ара, ара, уринчен ури иртмест, шывне те çуршар витре кăна тултарчĕ.

— Хăйсен пуянлăхĕпе мухтанаççĕ, каппаяççĕ — мĕнле вара килне пăрăх тăрăх шыв çаплах кĕртеймеççĕ? Тахçанах Çемекки: «Кран пăрсан — шыв юхмалла, кнопка пуссан — пӳрте çветпа ăшăтмалла тăвап», — тетчĕ-çке.

— Ай, вĕсем тăвĕç те тăвĕç, эпĕр мар. Виççĕмĕш машинине, крусовойне, илсен шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнап тесе калаçать тет-и...

— Пуйса кайрĕç, çын куççулĕ, çын инкекĕ çинче пуйса çитрĕç, вĕреçĕленсем!

— Ан та кала, пĕр вунă-вуникĕ çул хушшинче ним çук çĕртен çĕрме пуян пулса тăчĕç: ик-виç хутлă чул çурт лартрĕç, лаççи-мунчине, витине çĕнетрĕç, икĕ машин илчĕç.

— Ним çук çĕртен мар-ха, пурте пĕлеç вĕсем мĕнле пуйнине: денатурат, сăмакун сутса.

— Çавсем суту-илӳ пуçласан пĕтĕм ял арçынĕ ĕçке ерчĕ. Малтан кӳршинчен, Улюк Мишшинчен, пуçларĕç-ха вĕсем. Ĕçкĕшĕн сутса-ĕçсе пĕтерче Мишша хăй кил-çуртне (кайран хăй те ĕçкĕпех тĕп пулчĕ.) Арăмĕ, Улюк, чăтрĕ-чăтрĕ те — юлашкинчен ĕçке ерсе кайрĕ. Хуçăлчĕ хĕрарăм, пĕтрĕ. Çын ĕренкинчен тухрĕ: ни ачи кирлĕ мар, ним те кирлĕ мар. Ĕçкĕ çеç пултăр. Куç умĕнче тенĕ пек арканчĕ чипер кил-йыш. Çапла тата миçе çын пĕтрĕ, миçе çемье арканчĕ — йăлт эрехе пула. Эй, мĕн аякка каймалла, хамăн та килте пĕр чун илли пур. Пенси укçи те ача укçи çеç кĕтсе ларать.

Малалла

Парне


Аттеçĕм Турă, йăлăнап:

Каçар Эс Хăвăн ывăлна,

Хăйне чармасăр кăлăхах

Вăл тунă пин-пин çылăха.

 

Парне пама ун çуккă сурăх,

Пусаймĕ вăл çук вăкăрне,

Куççуль тăкать, курсам Эс, Турă, —

Юхать куççуль, вĕри парне.

 

Эй, Турă, Эсĕ ан хăвар

Ăна пит йывăр самантра.

Чунне хур юрату-кăвар:

Вăл Саншăн ялкăшĕ — Санрах!

 

Парне пама ун çуккă сурăх,

Пусаймĕ вăл çук вăкăрне.

Куççуль тăкать,

курсам Эс, Турă, —

Юхать куççуль, чунтан парне.

 

Ан пар ултавлă явăла2

Ачаш путек пек ывăлна, —

Мухтатăр Санăн çут ятна,

Виçесĕр аслă хăватна.

 

Парне пама ун çуккă сурăх,

Пусаймĕ вăл çук вăкăрне.

Куççуль тăкать, курсам Эс, Турă, —

Юхать куççуль, таса парне.

Ӳкĕн


Эй, тăванăм,

Сан чунна кăшлать темскер,

Канăç çук сан, ăш вăркать:

Курăнмасть ырри нимскер.

Арăму та шав лăркать:

«Улталарăн арăмна,

Татаймарăн парăмна...»

Ӳкĕн,

Арăму, тен, каçармасть.

Ӳкĕн, Турă каçарать.

 

Эй, тăванăм,

Эсĕ пултăн пит пуçтах

Вăй пур чух та çамрăк чух.

Халĕ эсĕ — пуш пучах,

Тутă тĕшĕ санăн çук.

Пулăшмарăн тăванна

Йывăр килнĕ чух ăна.

Ӳкĕн,

тăвану, тен, каçармасть.

Ӳкĕн, Турă каçарать.

 

Эй, тăванăм,

Эс вăрларăн ĕмĕрех,

Ĕçрĕн-çирĕн вылянса.

Пурнăç хĕсĕнчĕ кĕçвх,

Халь пурнатăн кулянса.

Юн вылянă вăхăтра

Култăн эсĕ тус-йышран.

Ӳкĕн,

тус-йышу, тен, каçармасть.

Ӳкĕн, Турĕ каçарать.

 

Эй, тăванăм,

Пуç таймарăн аçуна,

Аннӳне сума суман.

Хăвăн çывăх тăванна

Татăк çăкăр та паман.

Çуккă халĕ сан пекки,

Эсĕ — çылăх кутамкки.

Ӳкĕн,

кил-йышу, тен, каçармасть.

Ӳкĕн, Турă каçарать.

Малалла

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем


Ах, хитре суяççĕ-çке

Ашшĕсем те амăшсем:

Пурăнаççĕ-мĕн инçе

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем.

Çавăн тĕрлĕ

Пухура

Пур тет хĕрлĕ,

Пур — хура,

Шурă, сарă,

Кĕп-кĕрен...

Тĕс пасарĕ —

Кӳлĕре.

 

Ах, хитре суяççĕ-çке

Хăш чухне ачисене.

Ачапча алли кĕскĕ

Теççĕ пуль ун пек чухне.

Ши! каяççĕ

Ачисем.

Пи! каяççĕ

Хĕрĕсем.

Çитĕнеççĕ

Пит патвар.

Çул инçеччĕ,

Алă пар!

 

Ах, кĕтеççĕ амăшсем

Ашшĕсем те килĕнче.

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем,

Тен, пурах пуль çĕр çинче?

Пур та пулĕ

Мал енче

Ешĕл кӳлĕ —

Кĕленче....

Ярăнаççĕ

Акăшсем.

Таврăнмаççĕ

Ачисем.

Аптăраççĕ ашшĕсем,

Кулянаççĕ амăшсем.

Тюлень тытма пултарнăскер


Норвегире çапла калаççĕ:

Арçын ача çуралнă чух

Çилсем ытла кăра пулаççĕ,

Хумсен ташши питех те шух.

 

Çавах кимме ларать те ашшĕ

Хăй ачине пĕрле илсе

Тухса каять тюлень тытасшăн

Урма пуçланă тинĕсе.

 

Хумсем сиксе ташлаççĕ майсăр,

Лаптак кимме силле-силле.

Анчах мĕн кирлине тумасăр

Хастар этем килмест киле.

 

Чăнах та, пулăç ик телейлĕ,

Лексессĕн тинĕс тăвăлне.

Тен, амăшĕ кĕтсе илеймĕ

Тин çеç çуратнă ывăлне?

 

Тен, мăшăрне те хăналаймĕ

Кĕрпеклĕ пулă вăлчипе?

...Анчах этемĕн вăй нумай-мĕн:

Ак çитрĕ ашшĕ ачипе.

 

Питне çутатрĕ лăпкă кулă:

— Атя, ларса апат çиер.

Маттур ача, чăн пулăç пулĕ,

Тюлень тытма пултарнăскер.

■ Страницăсем: 1... 484 485 486 487 488 489 490 491 492 ... 796
 
1 шехер — наркăмăш
2 явăл — шуйттан