Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Пĕчĕк Куля шкула çӳреме пуçламан-ха, анчах çав вăхăт çитессе вăл чунтан кĕтсе пурăнать.
Саспаллисене вăл йăлтах паллать, вулама та пăртак пĕлет, çĕре çитиччен пĕр такăнмасăр шутлама пултарать. Пуринчен ытла Куля тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе ӳкерчĕксем тума юратать.
Акă паян та вăл пиччĕшĕнчен пĕр листа хут ыйтса илчĕ те чĕлхи вĕçне çыртсах тĕрмĕшсе ларать. Ытла та тăрăшнипе пулĕ çав, çамки çине шăкăрах вĕтĕ тар тапса тухнă, вăл ăна туймасть те, тев, шăлма та вăхăчĕ çук пулĕ... Хăш-пĕр ӳкерчĕксем килĕшсех каймаççĕ пулас ăна, вĕсене вăл ластикпа хуратса хурать те çавсенех тепĕр хут ӳкерет... Кун пекки унăн час-часах пулкалать, анчах вăл уншăн кӳренмест, ĕçе пăрахма шутламасть. Çу-ук, пăхсах паллă, лайăхрах ӳкерме тăрăшать çеç вăл.
— Мĕн ĕçлетĕн, Куля? — ыйтрăм эпĕ унтан.
— Акă, кур, — терĕ вăл, тетрадь варринчен вăтăрса илнĕ хут листине ман уммарах шутарса. — Шкул валли. Парне. Шкула каясси тепĕр çичĕ кун кăна юлчĕ вĕт-ха.
— Ачасем шкула чечек çыххисемпе ваяканччĕ те, — кăшт куланçи пултăм эпĕ.
— Пирĕн çук çав, — терĕ Куля ӳкĕннĕрех сасăпа. — Çуркунне акма маннă.
Малалла
Тăван çырулăх ашшĕне —
Яковлева асра тытатпăр.
Чăвашлăхшăн чун ăшшине
Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.
Саспаллипе çырулăха,
Пире ыр пил парса хăварнă.
Малашлăха, малаллăха
Телейлĕ пурнăç халалланă.
Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта
Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.
Вăл акнă вăрлăх пит шултра, —
Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.
Ивановпа Шупуççынни,
Тайăр Тимкки те Федор Павлов…
Вĕсем çунатланса çырни
Халь сумлă та мăнаçлă палăк.
Пĕр тăван Турхансене
Çунат панă кĕтесе
Эп пăхатăп тĕсесе,
Ас илсе сăвăçсене.
Улшăннă, курап, Турхан.
Авалхи кунта юлман.
Ял сăн-пичĕ çĕнелет,
Ешерет, чечекленет.
Кам упратăр иртнине
Лайăхрах ват йăмраран?
Астăвать-тĕр илтнине
Каш! кашлать-ха айлăмра.
Çил килсе çулçăсене
Вĕçтерсе пăлхатнă май,
Калас тенĕн пĕлнине
Тем шавлать, шырать пĕрмай.
Хуçайман-ха самана
Ун тĕреклĕ тымарне.
Вăл сана тата мана
Калас тет пуль сăмахне.
Пултарулăх çыннисем —
Якку, Хĕветĕр те Энтри —
Хавха тупса çырнисем,
Сăвăçсене пĕлетри.
Чăваш ĕмĕт-шухăшне
Типтерленĕ хуп ăшне,
Шурă хута хуратса,
Халăхăма юратса.
Тăван сăмах ăшшине
Курса, чĕре хушнине,
Сăмахлăхăн ырлăхне
Панă Чăваш халăхне.
Пăлхавăрлă саманан
Пăхсан вĕçĕ курăнман.
Шухăшланă пĕр тăван:
Пурнăç вĕренсен аван.
Суха çынни — ĕç çынни
Ĕçпе авнă пилĕкне.
Ĕçре хĕмленсе çунни
Курман раскал пиллĕхне.
Малалла
Никама та эс шанма ан тăрăш —
Çывăх тус та тепĕр чух сутать.
Эс унпа чунна уçатăн тăтăш,
Вăл вара санран пĕрмай кулать.
«Çыншăн çын — тăшман пулать хăрушă», —
Тенĕ пĕр философ палăртса.
Эс çакна ĕненмĕн те пĕр хушă,
Каярах çеç илĕн ăнланса.
Мĕншĕн хурланса йĕретĕн шăппăн?
Тен, сана халь темĕн хăратать?
Çут çанталăкпа калаç эс лăпкăн,
Вăл çынран та лайăх йăпатать.
Ах, епле хитре юрлаççĕ
Кайăксем турат çинче
Чунăма та тыткăнлаççĕ,
Эх, илемлĕ эс, тĕнче!
Кайăксем епле хавассăн
Шăратаççĕ юрăсем.
Эх, этем çапла пулсассăн
Юрлĕç савăкрах вĕсем.
Чĕвĕл-чĕвĕл сасă кайрĕ
Çурхи савăк таврана.
Шурă хурăн хăяймарĕ
Çил вĕрсессĕн хумханма.
Ак Çурхи тĕнче вăранчĕ
Кайăксен сассипеле.
Манăн чунăм çунатланчĕ,
Чĕрем туйрĕ илемне.
Кĕнеке вулама юратман ача çуках пулĕ. Пĕрисем тĕрлĕрен юмахсемшĕн каçсах каяççĕ, теприсене вăрçăсенчи паттăрлăхпа çул çӳревçĕсем çинчен калакан кĕнекесем пар. Тунмастăн, хам та эпĕ паттăрсем çинчен вулама юрататăп, çав вăхăтрах пурнăçра пулман Мюнхаузенпа Лапшу Çтаппанĕ çинчен çырнисене те тиркесех каймастăп. Ун пеккисене эпир черете çырăнсах илме тăрăшатпăр.
Паян акă... паян пур ачасенчен те телейлереххи пултăм эпĕ: библиотекăран мана тĕнчере чи малтан Уйăх çине çитсе курнă çынсем çинчен валакан повеç парса ячĕç. Ку кĕнекене курсан, манăн туссем шариех çухăрса яраççĕ ĕнтĕ. Ан тив, Уйăх çине халлĕхе пĕр çын та вĕçсе кайман пултăр, анчах кунта çырни, шансах тăратăп, фантастикă çеç мар. Тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕшсем те пайтах пулас-ха унта. Ахальтен мар библиотекарь мана çав кĕнекене пачĕ те:
— Вăрах ан тыт, хăвăртрах вулама тăрăш, черете çырăннисем нумай, — терĕ.
— Тупнă кама хытарса калама! Эпĕ-и вăл вăрах вулаканни? Ун пек кĕнекесене эпĕ, апат çием мар та, пĕрре ларсах çăтса яратăп.
Çапла эпĕ питĕ савăнăçлăн киле таврăнтăм.
Ытти ачасем урамра хĕрсех пӳскелле выляççĕ. Вĕсене курсан, манăн та выляссăм килчĕ, анчах вăййа хутшăнмарăм, картишне кĕрсе, пусма картлашки çине лартăм та хĕрсе кайсах вулама тытăнтăм.
Малалла
Эп сана сăввăма парнелем-и?
Эс ăнланăн-ши: мĕн пур унта?
Тарăн шухăшĕ, вăрттăн илемĕ
Йĕр хăварĕ-ши сан чунунта?
Сăмахне çеç илсем. Пĕр сăмах çеç...
Эсĕ туйăн-ши ун шухăшне?
Чечексем çарана илемлетĕç,
Сăвăсем вара-çыннăн чунне.
Эп сана сăввăма парнелетĕп.
Эс вуланă чухне шухăшлама.
Ан мансам нихăçан, сиситеретĕп.
Сăвă-манăн чун пайĕ. Тăнла.
Йывăçсем çулçăсем кăлараççĕ
Хĕвел хĕртнĕ чухне, çуркунне.
Кайăксем ăш енне таврăнаççĕ,
Çавăраççĕ хăйсен çурт-йĕрне.
Хăнана чи малтан таврăнаççĕ
Çуркуннен малтанхи хăнисем,
Çитсенех сас пама тытăнаççĕ
Йăмрасем тăрринче кураксем.
Кураксем хыççăнах йĕр йĕрлеççĕ
Пĕчĕк çеç хуп-хура шăнкăрчсем.
Йăвине курсанах хĕпĕртеççĕ,
Шăратаççĕ çурхи юрăсем.
Ши! те ши! шăхăрса янратаççĕ
Таврана инçетри хăнасем.
Çуркунне çитнине палăртаççĕ.
Мĕн çинчен-ши юрлаççĕ вĕсем?
Шăнкăрчсем Çĕр-шыва, тен, мухтаççĕ
Ши! те ши! юрласа çуркунне.
Çынсене чĕререн тав тăваççĕ
Пăрахманшăн кашни çуркунне.
Инçе çĕртен тăван патне
Килетпĕр хапăл кăмăлпа.
Кĕтсе илсем, тăван, пире,
Курас килет чунтан сана.
Пĕрле чухне, хаклă тăван,
Хуйха-суйха йăлтах манар.
Ик ĕмĕр никама пӳрмен,
Ыр кăмăлли çынран ӳкмен.
Виç сăмахпа хуть ăшăтса
Эп хăварам санăн чунна.
Хам та пĕр вăхăт çемçелем,
Чи çепĕç туйăмсем пиллем.
Мĕнле пырать сан пурнăçу?
Ĕçре пырать-и ăнăçу?
Телейсĕр мар-и сан шăпу?
Шывланчăк мар-и сан куçу?
Çумăр шăппăн çурĕ, çурĕ
Ирхине паян ирех.
Ман чĕре те сисрĕ, туйрĕ:
Вăхăт уйрăлма пире.
Манпала йĕрет çанталăк —
Вăл туять ман чунăма.
Шкул паян уçать-çке алăк
Пирĕнпе сывпуллашма.
Пĕлĕтсем часах саланчĕç,
Ирĕк пачĕç хĕвеле,
Аякка таçта ăсанчĕç,
Хĕвел тухрĕ тӳпене.
Тантăшсем хавас, кулаççĕ —
Кăмăл ман та çĕкленет.
Çук,пĕри те шутламаççĕ:
Мĕн пире малта кĕтет?..
■ Страницăсем: 1... 487 488 489 490 491 492 493 494 495 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем