Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанАча чухнехиХурапа шурăКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеАслă халалСăвăсемпе поэмăсем

Уйăх çинчи пике курнă...


1

Ĕнтĕ тарăн çырмасем юр шывне сиктере-сиктере шавлăн юхтарса ăсатрĕç Атăлалла, çĕр пичĕ хĕл кирĕкĕнчен çăвăнса тасалчĕ. Йывăç-курăк сатур ешерет апат-çимĕç паракан нӳрлĕ тăпрапа киленсе. Сывлăш — сим пыл. Пурте кăкăр туллин сывлать. Ял çынни вара пĕр пысăк ĕçрен пушанчĕ — çĕрулми лартрĕ.

Шăп çак кунсенчен пĕринче Çырмапуç ялĕнче хыпар сарăлчĕ. Питĕ хăвăрт. Тĕрĕссипех каламалла, хыпарĕ лайăххи, халăха хавхалантараканни.

— Фельдшер килчĕ. Паян ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ Карп Сидоровичпа медпункта ертсе кайрăмăр, — терĕ медпунктра тахçантанпах техничкăра ĕçлекен тăлăх арăм Сухви шыв колонки патĕнче тĕл пулнă кӳршине, Анук тăхлачăн кинне.

Путех, çак хыпара çил ачисем хăйсен çунатти çине лартрĕç-тĕр. Вĕçтерчĕç урамсем тăрăх, кĕрсе тухман пĕр кил хăвармарĕçех. Шĕкĕлченчĕ пулĕ пурин çăварĕнчех, вара кашнин ăшĕнче пин ыйту çуратрĕ-тĕр ку хыпар.

— Фельдшерĕ мĕнлескер? Арçын-и, хĕрарăм-и? Ватă-и, çамрăк-и?

Хуравĕ акă мĕнле:

— Çап-çамрăк хĕр пĕрчи. Ячĕ — Умрай, хушамачĕ — Пушака.

Чăваш тени мĕн илтнипе çеç çырлахмасть, унăн куçпа курса ĕненмелле. Утрĕç вара урам тăрăх. Ваттисен хăйсен сăлтавĕ пур. Вĕсем аптрасах çитнĕччĕ-ха, ара, мĕн те пулин ыратсан никамран та пулăшу çукчĕ. Йĕкĕтсен хăйсен тĕллевĕ: фельдшерĕ чăнахах та çамрăк пулсан ăна арăм тума май килмест-и? Юлашки çулсенче авланма вăхăт çитнĕ яшсем йышланчĕç. Сăлтавсăр мар, ара, ялта çитĕннĕ пĕр хĕр упраç юлмарĕ. Тăван кил çывăхĕнче ĕç тупайман пирки чылайăшĕ хулана тапрĕ.

Малалла

Чĕрере


Пысăккине-и е пĕчĕккине —

Мĕнле çурта лартам-ши чиркӳре?

Çурта илетĕп кăмăл тунине,

Чи пысăкки — çунать ман чĕрере.

 

Ура çинче-ши е чĕркуçленсе

Кĕлтумалла халь манăн кунсерен?

Çӳлти Патшалăха ĕмĕтленсе

Чĕркуçленетĕп эпĕ чĕрере.

 

Мĕн-мĕн калас-ши манăн ӳкĕнсе?

Мĕнле сăмах тăрать-ши чĕлхемре?

Пин-пин сăмах калас-ши пикенсех?

Тен, виç сăмах çеç çитĕ чĕререн?!

 

Çилпе вĕçсе саланĕ самантрах

Вĕçсе тухни вылянчăк чĕлхерен.

Ырăлăхлă Турри пăхмасть сăнран —

Мĕн пуррине шырать Вăл чĕрере.

 

Пысăккине-и е пĕчĕккине —

Мĕнле çурта лартам-ши чиркӳре?

Çурта лартатăп кăмăл тунине,

Чи пысăкки — çунать ман чĕрере!

Хĕрарăмсемпе салтаксем


Хĕрарăмсем

пире çуратнă самантра

мĕн-мĕн çинчен

шутлаççĕ-ши сисмен хутран?

Пĕр шухăшне

пĕлме пулать пĕр йăнăшми:

Ан пултăр, теççĕ, варçăра

çĕр йынăшни.

 

Хĕрарăмсем

пире ăсатнă кунсенче

мĕн-мĕн çинчен

шутлаççĕ-ши перрон çинче?

Пĕр шухăшне курма пулать

куçĕсенче:

лăпках пулинччĕ ĕмĕрех

ку çĕр çинче.

 

Эпир ӳсетпĕр те

каятпăр салтака.

Пĕр мăшăр атă.

Телее — мăшăр такан.

Чĕн пиçиххи — кĕлте çыххи —

шинельсене

шăп пилĕкрен туртса çыхать

пĕр кĕлтене.

 

Е çурăмпа,

е хырăмпа,

е урапа...

Е улăхпа,

е пуш хирпе,

е урампа...

Салтак шăвать.

Салтак выртать.

Салтак утать...

Пит йывăр чух

пĕрремĕш хут табак туртать.

 

Хĕрарăмсем!

Эсир пилленĕ-çке пире

шинельсемпе

хӳтĕлеме Ĕçе, Мире.

Хĕрарăмсем салтаксемпе пĕрле

кашни:

— Ан пултăр, — теççĕ, —

вăрçăра çын йынăшни.

Тăватă чĕре


Савни чĕри — куян çури:

Часах хăваласа çитеймĕн,

Хăй пытăр сан патна телейлĕн

Куян çури — савни чĕри.

 

Анне чĕри — хĕвел ури:

Хура пĕлĕтсене те сирĕ,

Çула çутатĕ каçăн-ирĕн

Хĕвел ури — анне чĕри.

 

Атте чĕри — тĕнче хĕрри:

Вăрçа ăсанчĕ çăлтăр витĕр,

Анчах юлмарĕ вил тăпри те...

Тĕнче хĕрри — атте чĕри.

 

Ман чĕремре — кашнин тĕрри:

Савни савса йĕкĕлтени те,

Анне нихçан çилленменни те.

Аттем вилсен те вилменни те.

Ман чĕремре — кашнин чĕри.

Çумăр ыйтса


Тархасшăн, Пĕлĕт, ан ятлаç —

Шеллетĕн пирĕншĕн эс çумăр.

Ăна кĕтетпĕр ир те каç.

Ан чар-ха, Аслати, вăл çутăр!

 

Анчах эс тарăхнă хытах —

Эпир ним айăпа туймасăр

Ялан кĕретпĕр çылăха.

Уратăн эс, тек чăтаймасăр.

 

Ак кĕмсĕртетрĕ те çӳлте

Ятлаçнă евĕр сасă кайрĕ.

Чунтан ыйтатăп Пĕлĕте:

Тен,каçарма халь вăхăт мар-и?

 

Ыйтни те пулчĕ кăлăхах —

Тӳпе кăштах та хĕрхенмерĕ,

Вăл çылăхсемшĕн халăха

Васкавлăн каçарас темерĕ.

 

Мăнаçлăн, хыттăн янратса,

Çĕре тумлам пулин памасăр

Çухалчĕ Пĕлĕт васкаса,

Эпир ӳкĕннине туймасăр...

Вуниккĕмĕш ура


Чип-чипер çывăрса выртакан Хветĕр Иванччă арăмĕн сассине илтсе сасартăк вăранса кайрĕ. «Эй-яй-яй, ватăлнăçемĕн ухмахланса пырать-иç манăн упăшка», — терĕ те арăмĕ, Хветĕр мучи куçне уçрĕ. Вăл пӳрте кĕмен, кĕлет умĕнчех çĕр каçнă иккен. Çапах та тахăшĕ утиял пырса витнĕ ăна. Те арăмĕ, те ачисем...

Хветĕр мучи ĕнер мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн астуса илме тăрăшрĕ. Канаша протез патне кайнăччĕ-ха вăл. Протезне, чăнах та, питĕ хӳхĕм тунă, чĕркуççи çăрине те халичченхи пек пĕр енне кăна мар, икĕ енне те лартнă. «Шинĕсем» сарлака. Пĕç тĕпне тытмалли «тимĕр кăшăл» та чухах.

— Хĕрĕх виççĕмĕш çултанпа ку вун иккĕмĕш ура ĕнтĕ ман, — терĕ Хветĕр мучи. — Кашни икĕ çулта пĕрре илнĕ...

Хветĕр мучи хатĕр протеза михĕ ăшне чиксе хучĕ, унтан кассиртан командировăчнăй укçи илчĕ те (укçине протез заводĕнчех параççĕ) килне кайма тухрĕ. Вăл хулаçум пуйăсĕпе Вăрмара чиперех çитрĕ-ха, апат çырткалама тесе район центрĕнчи чайнăйне кĕрсе ларчĕ. Меню çинче «суплап», «кашман» тесе çырнисене (кусем «суп лапша», «каша манная» тенине пĕлтереççĕ) шыраса тупрĕ, вара кĕçех вĕри яшкана вĕре-вĕре сыпма пуçларĕ.

Малалла

Пирĕн ĕмĕр


Кĕрле-кĕрле иртет-и пирĕн ĕмĕр

Кун-çул чуппин тусанĕ айĕпе.

Чечекленет, вылять-ха пурнăç хĕмĕ

Ваттин-яшшин сăваплă вăйĕпе.

Граммиспала ăна виçес пулсассăн

Мĕнле микрон хаклать, чăн, туртăмне?

Пĕлетĕп эпĕ, пурнăç вĕçсĕр сасă

Кăшт ас тивсен те эрлĕк тутăхне.

Телей валлилĕх пур ман аслă йышăм,

Тăванăмсен ăш-пиллĕ сăмаххи.

Чи ырă сунăма савса эс йышăн

Мана пил панă килĕм вучаххи!

Йĕркемсенче юлсан кун-çул пичечĕ,

Йăмраллă ял ăшпиллĕ ыр кулли.

Пирте нихçан хавха-хавал пирчемĕ,

Тăван енсен им-симĕ куç тулли.

Унра мĕн тĕрлĕ пултарулăх


Чăваш ăсчахне,

Тĕпчевçине,

Вĕрентекенне —

Виталий Петрович Никитин–Станьяла

 

Унра — мĕн тĕрлĕ пултарулăх,

Тапса тăран сӳнми ăс-пурлăх!

Вĕрентекен,

Тĕпчевçĕ,

Сăвăç…

Вăл хăй тĕнче пек. Вĕçсĕр сăвă,

Ăсчах, вĕрентекен, юлташ,

Чăн та, аптраман тавраш.

Вăл маншăн И.Я.Яковлев пекех,

Утас çул-йĕрĕ те пĕрех.

Çамрăксенче хĕлхем чĕртеççĕ,

Чăвашлăха мала чĕнеççĕ.

Чунра-юнрах — наука лавĕ,

Ал айĕнче — «Чăваш калавĕ».

Чун çĕкленсессĕн хатĕр çаврăм,

Сăвва-юрра та эс пит саврăн.

Анне чĕлхи — тăван сăмах,

Ламтай сăмах, халап-юмах.

Йăлт чĕм илеççĕ ăсчахра, —

Пĕлӳ, ăс-пурлăх пухмачра.

«Ăçтан эпир, мĕнле йăхран…?»

Шыратăн уçăм тăхăмра,

Несĕлĕмсен йĕрне–хĕлне.

Ун çулĕ юлнă хăш хĕрне?

Хуравĕ-и, — сăмахлăхра,

Кас-кас шавлан юманлăхра…

«Уй варринчи лаштра юман…»

Хунавĕ унăн-и юлман?

Вăл — эс вĕрентнĕ ӳсĕмре,

Паркан шăтаççĕ ӳлĕмре.

Нихçан манми Вĕрентекенĕме — П. Яккусене


Эс маншăн, çитейми ахах çути.

Сан сăввусен сăмах вылявĕ мар та,

Ваклаймĕ çивĕч критикăн пуртти.

Эс ылтăн хурт, анатрилле — марта.

Чунран тухни — чăвашăн ырă пилĕ,

Калайманни çĕтет пуль пурнăçран…

Сăмахăнтан сахалăш-и ăс илĕ,

Эп тĕлĕнеп, талант тени ăçтан?

Кĕнекӳсем — тĕнче, унта çитмешкĕн

Миçе шыв уплă хывмалла кĕпер!

Пулассине пултарăн эс илтмешкĕн,

Çакна туйсах сан тĕнчӳне кĕреп.

Юрату


Ешĕл харсăр чĕре юратма чарăнсан

Пурăнма кирлĕ мар, ан ăмсан.

Пулмасан юрату

Савăк мар çутă кун;

Пултăр санăн яту,

Илĕртмест чапĕ ун.

Пулмасан юрату

Çук вăл урăх телей;

Сан пулмасть хăвату

Çитме пулнă тĕле.

Пулмасан юрату

Ĕмĕт çук тĕнчере;

Камăн пур юрату,

Вăл ĕçлет, çĕнтерет.

Юрату — вут çунни, юрату — вут тивни,

Юрату вăл — телей тетĕп эпĕ, Ивник.

■ Страницăсем: 1... 486 487 488 489 490 491 492 493 494 ... 796