Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраÇавал сарăлсанМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Али-паттăрТантăшсемĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Пӳлĕх йăмри


Эпир икĕ йĕкĕт — Чаканпа Пукан — васкаса килелле утатпăр. Хулара съездра пултăмăр та тавлашса таврăнатпăр.

— Чăваш ялĕ мĕн вăл?.. Ванюк автанĕ Ваçук карташне вĕçсе ӳкет, Ваçук ăна ал туйипе персе хăрах урине амантать. Вара эпир сийпе сий... класа хирĕç класс, — тесе хăртса пырать мана Пукан.

— Ан лăрка. Ав пĕр чăваш çыруçи чăваш ялĕ вăл Лондон хули тенĕ, — тесе тăрăхласа пыратăп эпĕ.

— Вара мĕн тек çыпçăнатăр... Сылтăм сулăнчăкĕ... Эсир хăвăр хайла сулăнчăкĕпе... тесе пĕр чарăнми аташатăр, — хапăлтатать Пукан.

Хĕвел çăкăр пĕçерме хутакан кăмака çăварĕ пек ялкăшса сăрт хыçне анса ларчĕ. Çула кĕскетес тесе аслă çултан пăрăнтăмăр та ял çумĕпе утма пуçларăмăр. Каç пулсан Çичпӳрте пырса перĕнтĕмĕр. Куçа йĕппе чиксен те курăнмасть — тĕттĕм пулчĕ.

Укăлча вĕрлĕкĕ урлă сиксе каçрăмăр та урам тăрăх васкаса утрăмăр.

Кам патне те пулин кĕрсе выртас, малалла кайса пулмĕ, çил-тăвăллă çумăр хускалать, аташса хăшкăлăпăр тесе шухăшласа пыратпăр.

Урамăн икĕ енĕпе те пăхкалатпăр — йĕри-тавра пĕр йĕркеллĕ кил-çурт мĕлки те курăнмастъ. Мĕн хăямат пулнă ку яла? Унта-кунта кăна кĕрхи ана çинчи çĕмелсем пек уйрăм хуралтăсем. Пĕр сас-чĕвĕ çук. Саланнă çурт-йĕрсен вырăнĕнче пус тарасисем тăлăххăн шăхăраççĕ. Ишĕлсе пĕтеймен кăмака мăрйисем улаççĕ. Таçта, шăнкăрчă йăви çинче пулас, çинçе сасăпа çил ачи йĕрет...

Малалла

Пуçа таятăп


Халь мана савать тĕнче,

Тĕнчене саватăп эпĕ.

Ырă кун ытамĕнче

Эп хама телейлĕ тетĕп.

 

Картлатса тапать чĕре.

Кам ăна чарма пултарĕ.

Çитепех çитес çĕре —

Çунтăр çеç чĕре кăварĕ.

 

Çунатпа телей вĕçет,

Чун çунатлă вăл, пĕлетĕп.

Юратап тăван çĕре,

Эп ăна хампа виçетĕп.

 

Хура халăх умĕнче

Яш пуçа çĕре таятăп.

Ĕмĕтсем чун çумĕнче —

Мĕн хушан, çавна тăватăп!

 

1956. çĕртме, 24.

Ишлей пуххи.

Пирĕн енчи çырласем — пыл пек тутлă...


Пирĕн енчи çырласем — пыл пек тутлă,

Пирĕн енчи ачасем — хĕмлĕ-вутлă,

Çапла хитре манăн çĕршывăм.

 

Пирĕн енчи шăпчăксем — уçă саслă.

Пирĕн енчи пикесем — ян хаваслă —

Çапла хӳхĕм манăн çĕршывăм.

 

Пирĕн енчи ăйăрсем сакăлталлă,

Пирĕн енчи каччăсем чап-мухтавлă —

Çапла паттăр манăн çĕршывăм.

 

Юрататăп Тăван Çĕршыва!

 

1955, авăн 1-мĕшĕ.

Çӳлтикасси.

Сăмах


Сăмах-аслати тасатать те ăша

Лăпкă сăмах илтĕнет ăшшăнрах...

Сăмахпа çуратма пулать харсăр вăй-хал —

Чĕлхере вут пек вичкĕн сăмах-и сахал.

 

Сăмахшăн хуплаççĕ телейлĕ куçа,

Сăмахшăн касаççĕ çап-çамрăк пуçа.

Сăмахшăн лартаççĕ малти тĕпеле —

Тĕнче йăпăлтилĕх курман-им, элле.

 

Самахăн, медаль пек, ик ен, икĕ май,

Чăн мар сăмахсем те янраççĕ нумай.

Чĕлхе чун уççи, лакăмри лĕп шыв мар.

Таса сăмах кирлĕ Тăван Çĕршыва.

 

1955, кăрлач, 27

Пулă куçĕ


Çуна кӳлнĕ икĕ лаша ирхине ялтан мăнаçлăн юртса тухрĕ. Çунисем çине район çар ĕç комиссариатне призыв комиссине кайма повестка илнĕ каччăсем ларнă. Çакна та каласа хăвармалла: вĕсем пурте вăрçă вăхăтĕнче çуралнăскерсем. Пĕрисем ашшĕсен чĕрçисем çинче сиксе, теприсем «ашшĕсемшĕн тивекен» пенси илсе çитĕннĕ. Хăйсем шăп ларса пыраççĕ. Ахăртнех, шухăша путнă.

Тилхепе тытса пыракан Микуç хăй паян призыв комиссине пустуях кайнине пĕлет. Каймасан... Хирĕç пăхса ларакан Унтри Ванькки илтмеллех: «Çавсене пула...» — терĕ. «Камсене?» — ыйтрĕ лешĕ. Ку чĕнмерĕ.

Çуна çул хытти çинче хăнт-хăнт шурĕ, сулăнкăна кая-кая илчĕ. Микуç пĕр асаилӳрен теприн патне куçрĕ.

...Çав кун вăрман хĕрринчи тăпрапа тислĕк компостне сухаларĕç. Микуç, плуг штурвалне тытса пыраканскер, тĕренсене антарчĕ, хăпартрĕ, ларкăч çинчен сике-сике анса вĕсене тăпраран тасатрĕ. Каçхине киле килнĕ чухне урамра Хĕветури инкене хирĕç пулчĕ. «Ай-уй, аннӳ те паллаймасть сана капла! Шăлупа куçу кăна курăнаççĕ», — терĕ.

Призыв комиесине ытти ялсенчен те каччăсем йышлăн килнĕ. Урамра, ятарласа тунă çĕрте, çуналлă лашасем темиçе те тăраççĕ. Микуçсене те кĕме черет çитрĕ. Призывниксене тухтăрсемсĕр пуçне Евгений Григорьевич Пайгусов çар ĕç комиссарĕ хакларĕ. Орден-медаль çакнă офицер кителĕ тăхăннă çар çынни умне яштака пӳ-силлĕ Микуç та пырса тăчĕ. Унчченех курнăччĕ-ха вăл ăна. Ял Канашне пырсан шкула та çитнĕччĕ. Хăй çинчен каласа панăччĕ. Берлиншăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Малалла

Карасу


Хура шыв тесе каланă

Карасу шывне тутар.

Вăл лаша ун чух шăварнă

Хăй те ĕçнĕ пĕр çăвар.

 

Уçă шыв лаштах вăй панă

Лашине те хуçине...

Чунĕ уçăлнă тутарăн,

Юртмăш кĕнĕ лашине.

 

— Кара су якши, якши су, —

Тенĕ уçăлнă тутар.

Арăмĕ ун ыйтнă: «Ал су»

Ăсса панă шыв тутар.

 

Çавăнтан вара шыв ячĕ:

«Карасу» — тавралăхра.

Çав сăмах тем астутарчĕ

Ят пуçарнă тутара.

 

Кăрлач, 2001.

Хăюллă айван


— Эрех вăл тăшман.

Кам пĕлмĕ ăна?

Пĕлетĕп аван

Эп хам та çавна, —

 

Пуплет Хветĕркке

Кирек те ăçта.

Парсассăн черкке

Тытать хаваспах.

 

— Мĕн-ма-ха хăрас

Усал тăшмантан?

Халех тĕп тăвас! —

Тӳнет кĕç стакан.

 

Хăюллă ялан

Эрех умĕнче.

Тăрать хăй айван

Масар çумĕнче.

Янра, çамрăк сассăм


Çунатлă ман шанчăк,

Шыравлă чун-хапăл —

Санпа, ман çĕршывăм,

Мĕнпурĕ йăлтах!

 

Эс ыйтрăн пулсассăн

Эпир ал та хапăл,

Эпир — эс хушсан —

Çула тухнă салтак!

 

Вутчуллĕ хĕрӳлĕх

Тупасчĕ-ха манăн,

Пĕр харăс кĕрлес-ха

Хăватлă йышра.

 

Янра, çамрăк сассăм,

Кĕрле-ха хавассăн!

Каплантăн эс манăн

Çуйханнă ăшра!

 

Ишлей райкомолĕ.

Чан çапакан Ольошкăна...


Анатолий Аввакумов тантăша

 

Чан çапакан Ольошкăна

Аввакум протопоп майлах

Питне чалăштарса пăрса,

Анчах та хăй пекех курса

Ӳкертĕн-хутăн вăшт кăна!

 

Тухаççĕ çын сăнарĕсем:

Тăмран — асли, çăмран — асси,

Веç хамăр ял — мĕн каласси —

Чăн пурнăçри пек тĕрĕсех...

— Эсĕ Художник, матькасси!

 

1953, утă, 14.

Кернекки.

Пӳрт


Тахçантарах лартнă пӳртсем ялта виççĕ. Пĕри — Кăрмăш Михалĕн, тепри - Катраç Марйин, виççĕмĕшĕ — Ваççан.

Кăрмăш Михалĕ мĕнле майпа пӳрт лартнине пĕлсен хăраса каймалла. Катраç Марйине куç умĕнчех: «Арçынсене явăçтарсах пӳртлĕ пултăн», — теççĕ. Хăй те хĕрĕнкĕ чух мухтанса: «Мĕн чул куртăм — Çиновин пекки пулмарĕ», — тет.

Ваççа тата? Тар кăларса-и? Çав çулхине малтанах юр çумарĕ. Шыв шăнчĕ. Эпир, ача-пăча, пăр çинче вылярăмăр та пĕве хӳрине кайрăмăр. Кунта, вакка вăрăм шăчă чиксе пĕве тĕпĕнчи йăлмана пăтратсан, çунакан газ тухать. Кĕтмен çĕртен шăчă вĕçне çĕр тенкĕлĕх хĕрлĕ хут укçа çакланса тухрĕ. Мана ачасем сырса илчĕç. Çĕпритун Толи укçана курма тесе илчĕ те килнелле çиçĕмле вĕçтерчĕ. Тепĕр куннех ял лавккине çаратнине пĕлчĕç. Пире — милицие! Çĕпритун Толи эп тупнă укçана типĕтсе утюгпа якатнă. Çăтăр-çăтăр тăвать.

Ваççа, çĕр тенкĕ хĕрлĕ хут укçана вакка ярса, хăй лавккине хăй çаратнине пытарасшăн пулнă-ши? Судра: «Эп «чеснă» ĕçленĕ», — терĕ. Ĕненмерĕç шульăка. Тытса кайрĕç. Асăрхарăм-ха: суд пынă чухне арăмĕ урайне те кĕрпе сапрĕ. Çынсенчен ыйтрăм та: «Вил тăпри», — терĕç. Çав пулăшрĕ пулмалла — Ваççа тĕрмере нумай тытăнса тăмарĕ. Килчĕ те ултă кĕтеслĕ пӳрт лартса та хучĕ.

■ Страницăсем: 1... 495 496 497 498 499 500 501 502 503 ... 796