Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемÇавал сарăлсанКăвайт çутисемХĕçпе çурлаСăвăсемпе поэмăсемВăрман ачисемКĕтмен венчет

Манăçнă сăмах-юмах, пурпĕр тупсăмĕ пурах


Уймăл1 упамасăн2 упăлчи3

Кăшт кăна уймаллă4 пуласси,

Уламас5 кĕпе-йĕм тăхăнса,

Мăйĕнчен уртмах6 çакса ярса,

Парнесем туйра пуçтарасси.

 

Уçă саслă та улатăпа7,

Тĕл пулмашкăн çăмăл мар унпа,

Кăлтăрти кăвак тăванĕнчен

Упăрч8 пурăнать ку таранччен.

 

Ухлĕм9 курăк улăхра ӳсет,

Шăрăха та пит аван тӳсет,

Вăхăтра çулса хатĕрлесен,

Выльăх-чĕрлĕх юратса çиет.

 

Услам кайăк10 тенĕ ма ăна,

Ушаха11 кĕме хăракана?

Услам кайăк пĕртте услам мар,

Хир качакине тытать вăр-вар.

 

Пур-ши, çук-ши халĕ ун пекки,

Килсерен ушапа12 улчепи13?

Пур пулсассăн пурпĕр япăх мар

Сивĕрен кĕрсессĕн ăшăнма.

 

Укрукпа14 тытсассăн тихана

Çав тери шеллес килет ăна.

Кая юлнă туй


Поликлиникăра тухтăрсем йышăнакан пӳлĕмсем патĕнчен çын татăлмасть: пĕри кайсан ун вырăнне тепри килсех тăрать. Акă, Карачăм Мĕтрийĕ те хăйĕн ыратăвĕсемпе участок тухтăрĕн пӳлĕмĕ умне çитсе черет йышăнчĕ те пĕр пушă вырăна ларчĕ. Шалта ытла та хытă сăмахланипе чирлĕ çынна тухтăр мĕн калани коридорта та янках илтĕнет.

— Качча тухса ача çуратма ан та ĕмĕтлен, — юман юпана тутăхса тăн-тăнлăхне çухатнă пăтана çапса кĕртнĕ евĕр пăт татать сăмахсене сиплевçĕ. Пăти авăнать пулас, анчах тухтăр ăна тӳрлетсе пурпĕрех чирлин чун-чĕри патнех çапса кĕртесшĕн. — Санăн кукаму та, аннӳ те астма чирĕпе асапланаççĕ, чир ламран лама куçса пырать. Еткерлĕх (наследственность) чирĕ вăл. Çитменнине хăшĕсен чир амăшĕнчен пулас хĕр ачана кăна куçать, ывăлĕсене астма лекес хăрушлăх çук, ашшĕ енчен — ывăлĕсем чирлеççĕ, хĕрĕсем çав асапа тӳсмеççĕ. Ачусем çак йывăр чирпе ан асапланччăр тесен, качча тухас ĕмĕте пуçунтан яланлăхах кăларса ывăт! Шăпуна парăнса шăп-шăпăрт пурăн. Сирĕн пеккисем тухтăрсен сăмахĕсене итлемеççĕ. Пире хушма ĕç туса хураççĕ.

Çак сăмахсем хыççăн алăк яри уçăлчĕ те коридора вăтам пӳллĕ тăпăлкка кăна çамрăк хĕр тухса тăчĕ. Сăнĕ хăйĕн пĕр шуралать, пĕр хĕрелет. Малтанах ăна Мĕтри палласа та илеймерĕ, тĕсесерех пăхрĕ те — кӳршĕ Сантăрăн хĕрĕ Мариç иккен.

Малалла

Эпир — телейсĕрсем, кил-çуртсăрсем...


Эпир — телейсĕрсем, кил-çуртсăрсем,

Пыратпăр сĕм каç витĕр çулсăрах.

Пĕлĕтпеле хупланнă çăлтарсем,

Чунра çеç пурнăç хĕмĕ йăлтăрать.

 

Çав хĕм пире кун-çул тума чĕнет:

Пурăнмалла-çке — тыра акмалла.

Хĕвел, ав, вăрман урла çĕкленет,

Чĕре калать: ĕçе пуçламалла.

 

Тен, Турă чĕрене йыхрав ярать?

Тен, пĕлмен вăй асамĕ таврара?

Кил-çурт лартма телейсĕр пултарать

Ял-йыш, тăванĕсем пулсан çумра.

 

Усаллăх мăн тума пусать пире?

Хаярлăх ма ӳсет куç умĕнчех?

Е савнăçа тупатпăр ĕçкĕре?

Е аскăнлăх вăй илчĕ çĕр çинче?

 

Шанатăп: пур, пурах таса Тĕнче!

Вăл авалхи чăваш халалĕнче...

Те хурланса, те савăнса...


Те хурланса, те савăнса

Ун чух нумай калаçрăн эсĕ:

Пăхатчĕ уйăх та савса,

Паратчĕ хӳтлĕх сад кĕтесĕ.

 

Иккен, пĕр маншăн тахçанах

Кĕлтунă, хытă тунсăхланă.

Калас текен чăн сăмахна

Яр уççăн калама вăтаннă.

 

Куççуль ялтратчĕ куçунта,

Ыйтуллăн темсĕлсе пахаттăн...

Çавах та тутапа тута

Пĕрлешейместчĕ пичет лартнăн.

 

Сăмахсене суйла-суйла

Сана эп ним те калаймарăм.

Халь эп пĕччен... кил каялла!

Пĕр вĕçĕмсĕр кĕтетĕп: — Таврăн...

Симакурпа çиçтех хĕр


Симакур15 çиçтех хĕрпе

Çилкĕç16 çакнă кимĕпе

Ярăнаççĕ кунĕпе,

Кĕписем те йĕп-йĕпе.

 

Çукаланчăк17 пулнипе

Тытаймастăн пуллине:

Тутлă çумккапа18 çăрлан19

Çаттасем валли юлман.

 

Килĕнте пулсан çурхат

Вут тĕртсе пĕçер çӳрме20,

Тилĕхне те ан çухат,

Вут лексен çунать çӳçке21.

 

__

Çиçке — куштан, çиçсе çӳрекен хĕр.

Сĕлевĕс


Çук, сайхах22 вăл касаймасть,

Сарлăк23, сырăш24 тăваймасть,

Килĕ-çуртĕнче сапрам,

Урăх мĕн тата калам?

 

Пĕчĕкрен çапла супьях25,

Састăклă26 та сăрхăватлă27,

Суптăркка28 вăл, чăн-чăнах,

Сехметпе29 тахçан туслашнă.

 

Сăянташлă30 та саланкăр,

Супинкки31 çукпа пĕрех,

Сыхчă32 хăй ăна хăтартăр

Çичĕ тĕслĕ чир-чĕртен.

__

Сĕлевĕс — кахал, лодырь

Çул çинче


Çу уйăхĕ. Çанталăк çуллахи евĕр шăрăх тăрать. Çакăн пек кунсенче ĕç çинчен манас, çутă ĕмĕтпе çеç пурăнас килет.

Хăйне отпуск парсан, çавăнпа та Ваня чăтма çук савăнчĕ. Атту ялан ăна е кĕркунне, е хĕлле лекет канмалли вăхăт. Халь вара ĕмĕтленнĕ пекех пулса тухрĕ. Çитменнине арăмĕ те çак вăхăтрах, пĕрле канар тесе, отпуск илчĕ.

Ваня хăй водитель пулса пĕр заводра вăй хурать. Çавăнпа та ялан тенĕ пекех командировкăсенче пулма тивет унăн. Ĕçĕ йывăр, çемьепе пĕрле те час пулаймастăн. Çапах та мĕн тăвас? Хальхи çăмăл мар вăхăтра ăçта май килнĕ çавăнта ĕçлеме тивет. Рынок хуçаланать вĕт урамра.

Киле çитсенех Ваня арăмĕпе отпуск ăçта ирттересси пирки калаçса татăлма шутларĕ. Мускава, Санкт-Петербурга кайса килсен аванччĕ. Унта Ваньăн та, Лена арăмĕн те тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене валли кучченеç хатĕрлесен те япăх марччĕ. Вăт савăнĕç вара вĕсем!

Алăка уçнă-уçман ăна Лена темшĕн хурлăхлă куçпа кĕтсе илчĕ.

— Пĕтрĕ пирĕн отпуск, каллех пĕтрĕ, — мăкăртатрĕ вăл.

Ваня, ăнланманнăн, куçне мăчлаттарса тăчĕ.

— Мĕн, мĕн сиксе тухрĕ тата? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.

Малалла

Çăлтăрпа танлашнă юр пĕрчи


Юр пĕрчиçĕм,

Пĕчĕк юр пĕрчиçĕм,

Юмахран çурăлнă

Çăлтăрпиçĕм.

Ман çине эс пăхрăн

Ăшшăн, лăпкăн.

Ик куçу сан тăкрĕ

Çăлтăр шăппăн.

Каçарсам мăна эс,

Каçарсамччĕ,

Ӳпкелен куçпа эс

Ан пăхсăмччĕ!

Еплерех çуталнă

Çăлтăр уйĕ!

Çавăнта çухалтăр

Сивĕ туйăм.

Çăлтăрпиçĕм,

Пĕчĕк Çăлтăрпиçĕм,

Çăлтăрпа танлашнă

Юр пĕрчиçĕм.

Пулни пултăр эппин...


Пулни пултăр эппин, — иртсе кайтăр.

Паянпа, ыранпа пурăнар.

Хапхаран кĕнĕ чух парĕç алтăр,

Иккĕне тăратса юнашар.

 

Апла эпĕр тин çеç мăшăрланнă,

Ылттăн çĕрĕ — венчет çĕррине —

Ĕнер çеç иккĕн тăхăнна-янă

Ĕçре пиçĕхнĕ ал пӳрнине.

 

Куçăмран эс вăтанчăклăн пăхăн:

«Элле, çамрăклăх килчĕ тепре?.._»

... Апла, машăрăм, тăхăн-ха, тăхăн

Тĕрĕленĕ шап-шурă кĕпе.

Хура-шурлă хавас ĕмĕре

Пурăнар яланах ĕмĕтпе.

 

Тем те пулнă, темĕнте курнă,

Кулянас-и халь уншăн выртса?

Çемĕртсем, улмуççи çеçке çурнă, —

Çеçкисем — çилпеле тăкăнса.

 

Çав-çавах та улмаллă, çырлаллă

Пулнă иксĕмер, кĕр çывхарсан.

Нӳхрепре пичке ларнă сăраллă, —

Хĕрелмен пит хăна пухăнсан.

 

Пурте пулнă, йăлтах хыçа юлнă,

Йыхăрать-ха кун-çул, йыхăрать.

...Ыраш уйĕ вылять хумлăн-хумлăн,

Пĕрчĕ тулнăшăн хир савăнать.

Пурах, пурах вăл Юрату Турри!..


Пурах, пурах вăл Юрату Турри!

Савнăçĕпе асапĕ те — унра.

Сĕм пĕлĕте сирсе, хĕвел ури

Ахаль-и йăлтăрса утать умра.

 

Ахаль-и Турă çырнине эпир —

Пĕртен-пĕрне — илетпĕр суйласа.

Çавăнпала аçта йĕппи —

Унта çиппи,

Пурнатпăр йăх-тĕпе малаш парса.

 

Хăш чух, тен, пирĕн кашăк-чашăксем

Шăкăртатса илеççĕ хушăран.

Апла пулсан та, çутă çăлтăрсем,

Сĕм çĕрле чух, пăхаççĕ маччаран.

 

Пурах, пурах вăл Юрату Турри!

Ăна пулах — усалли мар, ырри

Куллен вăй-хал парса пăхать пире,

Инкер-синкерсене умран сирет.

■ Страницăсем: 1... 522 523 524 525 526 527 528 529 530 ... 796
 
1 Уймăл — лӳппер
2 Упамас — упа евĕрлĕ, упа пек
3 Упăлчи — йăли-йĕрки (обычай)
4 Уймаллă — чеерех
5 Уламас — ула пиртен çĕленĕ
6 Уртмах — туйра парне, укçа пухмалли сăран сумка
7 Улатăпа — вăрман кăвакарчăнĕ
8 Упăрч — уйрăм
9 Ухлĕм курăк — шурут (пырей)
10 Услам кайăк — арăслан
11 Ушах — шурлăх (трясина)
12 Уша — кăмака çумĕнчи сак
13 Улчепе — кăмака çумĕнчи шкап пекки
14 Укрук — мăйкăчлă шалча (лаша тытма)
15 Симакур — хулиган, пуçтах
16 Çилкĕç — парăс
17 Çукаланчăк — куç кĕрет йăпăлти
18 Çумка — форель
19 Çăрлан — сельдь
20 Çӳрме — выльăх ăш-чикĕнчен (пырши-пакартинчен) пĕçернĕ апат.
21 Çӳçке — лапсăркка, тирпейсĕр çӳç
22 Сайхах — карта тытмалли вĕрлек (йывăç)
23 Сарлăк — «сар» сăмахран, хăмар сарлăкĕ
24 Сырăш — выльăха апат памалли такана
25 Супьях — тирпейсĕр
26 Састăк — селĕп
27 Сăрхăват — чир (лишай)
28 Суптăркка — асапланса йӳтесе çитнĕ.
29 Сехмет—хурлăх
30 Сăянташлă — тытамаклă
31 Супинкке — пурлăх, япала тата ыт.
32 Сыхчă—пӳлĕхçĕ