Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренҪул юлташӗХусанКатӑлнӑ уйӑхТантăшсемЫлтăн вăчăраПулать-çке пурнăçра

Çĕпĕрти тусăма


Савнă тусăм, эсĕ çыртăн

Час-час ăшă çырусем,

Тырă акрăн, тырă выртăн...

Ылтăн санăн аллусем.

 

Вĕçĕ çук-мĕн Çĕпĕр çĕрĕн,

Вăл пуян хăй мулĕпе.

Пайсăр мар эс, чăваш хĕрĕ,

Ыр ят илтен ĕçӳпе.

 

Чун уççиçем, пăрчăканăм,

Мухтанатăп санпала.

Ман телейшен, мĕнех калăн,

Эс çуралнă пулмалла.

Урампала иртсе пыруçăн...


Урампала иртсе пыруçăн,

Е акă концерта кайсан,

Эс асăрханă пулĕ, тусăм,

Халь халăх юрлă мар тумран.

 

Çын сăнĕ те, çын тумланни те —

Пурте килеççĕ пурнăçран.

Тумпа сăн — куç кĕски, ун витĕр

Эс çыннăн пурнăçне куран.

 

Яш-кĕрĕм уйрăмах халь капăр.

Эп хам, курсассăн вĕсене,

Час-час аса илетĕп хамăр

Вăййа мĕнпе тухнисене.

 

Эпир яш пулнă вăхăтра та

Хĕрсем нумайччĕ хитрисем,

Анчах çи-пуçĕ кăйттăрах та

Пит курăнсах кайман вĕсем.

 

Мана хăш-пĕрисем калаççĕ:

«Çук, çук, хĕрсем халь хитререх!»

Мĕнех ара? Ку пит аван-çке:

Пулаççĕ хамăр кинсемех!

Ĕнер мĕнле пит ырăччĕ çанталăк...


Ĕнер мĕнле пит ырăччĕ çанталăк,

Пляжра çиçсе выртатчĕ çур хула.

Тӳпе кăвакчĕ, пĕлĕт çук пĕр татăк,

Эс калаçаттăн йăл кула-кула.

 

Паян темле асар-писер çанталăк.

Пĕлетĕп-ха: ыран ак уяртать.

Эс те çавах, эс тутуна пĕр авăк

Тăсса çӳрен те, сан иртсе каять.

 

Вара куллу тата илемлĕрех,

Чĕнместĕп эпĕ — мăртлатса çӳрех...

Çиçĕм сăмахĕ


Çимĕк сăри ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне кайрăм.

Кукки хамăр ялтан вăрман урлă, ултă çухрăмра, аслă ялта пурăнать.

Çĕнĕ çăпата, шур пир тăла сыртăм, арăм та тумланчĕ, пушмак тăхăнчĕ.

Килтен тухрăмăр. Уй урлă каçрăмăр. Вăрмана кĕтĕмĕр.

— Кăçал вăрман пĕтĕ пулĕ-ши, мăйăр-йĕкел пулĕ-ши? — тесе арăмпа çавтăнса, пуплесе пыратпăр вăрманта.

Вăрмантан тухрăмăр, куккисен ялне кĕтĕмĕр, кукки патне çитрĕмĕр. Эпир çитнĕ çĕре ытти хăнасем те пухăннă.

— Килех, килех, иртĕр, иртĕр, — теççĕ пире куккипе инке.

Ман арăм хĕрарăм-хăнасемпе тĕпеле ларчĕ, эпĕ арçынсем хушшине тăрăх сак çине лартăм.

Çитмĕшри йыснапа аппа та пынă. Кукки патне хамăр хурăнташсем пурĕ вăтăр мăшăр ытла пухăннă.

Куккипе инке, тав тăва-тăва, ĕретрен сăра ĕçтереççĕ. Сăри лайăх, çăра, кăпăклă, хăйма пек сăра.

Ĕçнĕçемĕн кукки сăрине ĕçес килет.

Кăçал çимĕкре, кукки патĕнче çапла сăра ĕçсе ларнă чухне, кукки пӳрчĕн урам енчи кантăкĕнчен пĕр çын пăхрĕ те:

— Краска сутап… краска кирлĕ мар-и сире? — терĕ.

— Краска кирлĕ мар та, кĕр пӳрте, виç курка сăра ĕçсе кай. Кĕр, кĕр, хăна пул, — тет кукки вăл çынна.

Малалла

Тĕнче умне шăрттан касса хуратăн...


Тĕнче умне шăрттан касса хуратăн,

Кукар яшки те антарса лартатăн.

Татах та пур астивмелли, тутли —

Вăл ĕмĕртен килен хуран кукли.

 

Юрай сăри? — тума манса пыратпăр,

Çавах та ваттисем пурăннă чух,

Йăлт вĕренсе юлмашкăн тăрăшатпăр, —

Чăваш ăсталăхне çухатас çук.

 

Çим-пыл, шерпет асăмăртан тухать-и?

Йышпа ларса тухсан кĕрекене,

Пĕлетĕп: пирĕн пур, пĕтĕмпех хатĕр,

Пурăнатпăр-ха, яман чăваш ятне.

 

Анчах та хресчене хĕстернĕ майăн, —

Тĕппипеле шухăшласа пăхсан, —

Унăн ĕнси çинче лараç нумаййăн, —

Вĕсен йышне чакармалла ялан.

 

Ĕçчен пĕçернĕ тутлă апат-çимĕç

Тухса ан лартăр ханттарсен умне.

Ырă курма ĕçчен этем çеç тивĕç, —

Упрар-ха ун чысне те ят-сумне.

 

Тĕнче умне тухма йăлтах пур пирĕн,

Ăсран-пуçран та катăк мар çынсем.

«Чăваш — йăваш», тени тасал та сирĕл! —

Ăсталăх çуратать кун-çул, чăн-чăн Илем.

Çиме тесе чултан вăл çăкăр тунă...


Çиме тесе чултан вăл çăкăр тунă,

Вилсессĕн, виç кунран чĕрелсе тăнă.

Эпир вара хĕвеллĕ чух ма шăннă?

Эпир мĕн-ма пур чух çук туса хунă?

 

Чĕлхесĕре чĕлхе пама пултарнă,

Лашасăрах Вăл ăйăр утлантарнă.

Эпир чĕлхе пур чух чĕлхесĕр ларнă,

Чăн кĕвĕ мар, ют кĕвĕ шăрантарнă.

 

Лаша сан пур? — уйне те туртса илнĕ,

Элекпеле сив Çĕпĕрте çын вилнĕ...

Çут çăлтăра çӳл тӳпере курсассăн,

Ху пурăннишен пулнă эс хаваслă.

 

Эс Турра мар, сăттанана пуç çапнă,

Пуç çапнăшан сана вăл тытса çакнă.

Майĕхĕнчи мăйăх пĕрчи те уншăн

Çынран та хаклă пулнă, тупа туршăн.

 

Шанакансем ялан телейлĕ имĕш,

Ĕмĕтлисем пурне те кĕтсе илĕç, —

Пире мĕн ачаран çапла вĕрентнĕ,

Тӳп-тӳрĕ çулпала кăна çӳретнĕ.

 

Çавах та мĕншĕн чухăн-ши патшалăх,

Халăхĕсем мĕн-ма-ши ун нушаллă?

Çутта тухма пăрахнă-ши вара?

Ĕмĕт-тĕллев те çук-ши халь чунра?

 

Сăмах параççĕ — ĕненмест никам та.

Калаçнисем вĕсен ытла та янтă.

Малалла

Юханшыв хĕррипе...


Юханшыв хĕррипе

Иккĕн утнă чухне,

Юрату кĕввипе

Кĕртрен вăй чĕрене.

 

Кĕвĕ юхрĕ хуллен

Уйăхпа çăлтартан.

Хум сикет çӳлелле

Тухас пек çырантан.

 

Хум сикмест, ман чĕре

Лапкă мар кăкăрта.

Ыталатăп хĕре —

Шерпетленчĕ тута.

 

Çыранти чечексем

Уçрĕç çутă куçне,

Çакăн евĕр илем

Кам ярать çĕр çине?

 

«Юрату, юрату!».. —

Таврара илтĕнет, —

Кил-йышна юрă ту,

Упрасам ун чысне».

 

Юханшыв хĕррипе

Утнине курнă хир.

Çăлтăрпа хĕвелпе

Тупа тунă эпир.

Манăçнă сăмах-юмах, пурпĕр тупсăмĕ пурах


Уймăл1 упамасăн2 упăлчи3

Кăшт кăна уймаллă4 пуласси,

Уламас5 кĕпе-йĕм тăхăнса,

Мăйĕнчен уртмах6 çакса ярса,

Парнесем туйра пуçтарасси.

 

Уçă саслă та улатăпа7,

Тĕл пулмашкăн çăмăл мар унпа,

Кăлтăрти кăвак тăванĕнчен

Упăрч8 пурăнать ку таранччен.

 

Ухлĕм9 курăк улăхра ӳсет,

Шăрăха та пит аван тӳсет,

Вăхăтра çулса хатĕрлесен,

Выльăх-чĕрлĕх юратса çиет.

 

Услам кайăк10 тенĕ ма ăна,

Ушаха11 кĕме хăракана?

Услам кайăк пĕртте услам мар,

Хир качакине тытать вăр-вар.

 

Пур-ши, çук-ши халĕ ун пекки,

Килсерен ушапа12 улчепи13?

Пур пулсассăн пурпĕр япăх мар

Сивĕрен кĕрсессĕн ăшăнма.

 

Укрукпа14 тытсассăн тихана

Çав тери шеллес килет ăна.

Кая юлнă туй


Поликлиникăра тухтăрсем йышăнакан пӳлĕмсем патĕнчен çын татăлмасть: пĕри кайсан ун вырăнне тепри килсех тăрать. Акă, Карачăм Мĕтрийĕ те хăйĕн ыратăвĕсемпе участок тухтăрĕн пӳлĕмĕ умне çитсе черет йышăнчĕ те пĕр пушă вырăна ларчĕ. Шалта ытла та хытă сăмахланипе чирлĕ çынна тухтăр мĕн калани коридорта та янках илтĕнет.

— Качча тухса ача çуратма ан та ĕмĕтлен, — юман юпана тутăхса тăн-тăнлăхне çухатнă пăтана çапса кĕртнĕ евĕр пăт татать сăмахсене сиплевçĕ. Пăти авăнать пулас, анчах тухтăр ăна тӳрлетсе пурпĕрех чирлин чун-чĕри патнех çапса кĕртесшĕн. — Санăн кукаму та, аннӳ те астма чирĕпе асапланаççĕ, чир ламран лама куçса пырать. Еткерлĕх (наследственность) чирĕ вăл. Çитменнине хăшĕсен чир амăшĕнчен пулас хĕр ачана кăна куçать, ывăлĕсене астма лекес хăрушлăх çук, ашшĕ енчен — ывăлĕсем чирлеççĕ, хĕрĕсем çав асапа тӳсмеççĕ. Ачусем çак йывăр чирпе ан асапланччăр тесен, качча тухас ĕмĕте пуçунтан яланлăхах кăларса ывăт! Шăпуна парăнса шăп-шăпăрт пурăн. Сирĕн пеккисем тухтăрсен сăмахĕсене итлемеççĕ. Пире хушма ĕç туса хураççĕ.

Çак сăмахсем хыççăн алăк яри уçăлчĕ те коридора вăтам пӳллĕ тăпăлкка кăна çамрăк хĕр тухса тăчĕ. Сăнĕ хăйĕн пĕр шуралать, пĕр хĕрелет. Малтанах ăна Мĕтри палласа та илеймерĕ, тĕсесерех пăхрĕ те — кӳршĕ Сантăрăн хĕрĕ Мариç иккен.

Малалла

Эпир — телейсĕрсем, кил-çуртсăрсем...


Эпир — телейсĕрсем, кил-çуртсăрсем,

Пыратпăр сĕм каç витĕр çулсăрах.

Пĕлĕтпеле хупланнă çăлтарсем,

Чунра çеç пурнăç хĕмĕ йăлтăрать.

 

Çав хĕм пире кун-çул тума чĕнет:

Пурăнмалла-çке — тыра акмалла.

Хĕвел, ав, вăрман урла çĕкленет,

Чĕре калать: ĕçе пуçламалла.

 

Тен, Турă чĕрене йыхрав ярать?

Тен, пĕлмен вăй асамĕ таврара?

Кил-çурт лартма телейсĕр пултарать

Ял-йыш, тăванĕсем пулсан çумра.

 

Усаллăх мăн тума пусать пире?

Хаярлăх ма ӳсет куç умĕнчех?

Е савнăçа тупатпăр ĕçкĕре?

Е аскăнлăх вăй илчĕ çĕр çинче?

 

Шанатăп: пур, пурах таса Тĕнче!

Вăл авалхи чăваш халалĕнче...

■ Страницăсем: 1... 521 522 523 524 525 526 527 528 529 ... 796
 
1 Уймăл — лӳппер
2 Упамас — упа евĕрлĕ, упа пек
3 Упăлчи — йăли-йĕрки (обычай)
4 Уймаллă — чеерех
5 Уламас — ула пиртен çĕленĕ
6 Уртмах — туйра парне, укçа пухмалли сăран сумка
7 Улатăпа — вăрман кăвакарчăнĕ
8 Упăрч — уйрăм
9 Ухлĕм курăк — шурут (пырей)
10 Услам кайăк — арăслан
11 Ушах — шурлăх (трясина)
12 Уша — кăмака çумĕнчи сак
13 Улчепе — кăмака çумĕнчи шкап пекки
14 Укрук — мăйкăчлă шалча (лаша тытма)