Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрес хывнă хĕвелКатӑлнӑ уйӑхИлле ТăхтиПулать-çке пурнăçраТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКĕперЯл калавĕ

Вупăр карчăка чăрмантартăм


Çĕнĕ çул та çитрĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара хамăн туссемпе асаннене Çĕнĕ çул ячĕпе мĕнле парне парассине халĕ те пĕлместĕп. Шутларăм-шутларăм та — çитес çул Лаша çулĕ пулассине аса илтĕм. Юратнă лаша патне пытăм та: «Манăн мĕн тăвас-ши?» — тесе ыйтрăм. Вăл мана: «Эсĕ мана итле, пурне те ас туса юл!» — терĕ.

— Эпир санпа тинĕс тĕпне çитĕпĕр, унта пĕр читлĕхре ылтăн пулă пурăнать. Ăна ирĕке кăлар. Вăл сана ылтăн чул парнелĕ. Кайран тĕнче хĕрне кайăпăр. Унта юман ӳсет. Çак юман çумне пĕр ачана сăнчăрпа çыхса хунă. Эсĕ ăна ирĕке кăлар, вăл сана уншăн пĕр значок парнелĕ, ун çине лаша ӳкернĕ. Эсĕ значока ил те ман çине лар. Каллех малалла вĕçтерĕпĕр, пĕлĕт çине çитĕпĕр. Çĕнĕ çул умĕн Вупăр карчăк çăлтăр пĕçерсе çиет, çав вăхăтра вăл шăпăрне айккине хурать. Эсĕ хăвăртрах унăн шăпăрне ил те ун çине ларса уйăх çине вĕçсе çит. Унта Вупăр карчăк çинчен каласа пар. Уйăх ăна пĕлĕт çинчен çĕр çине хăваласа ярĕ, çăлтăра çиме памĕ, сана парне вырăнне çăлтăр парнелĕ, çав çăлтăра лайăх сăнаса пăх: вăл ман евĕрлĕ. Эсĕ уйăха тав тунă хыççăн каллех ман çине лар, эпĕ сана киле илсе кайăп. Пурне те ăнлантăн-и? — сăмахне вĕçлерĕ юланутăм.

Малалла

Эс пĕрех асра


Ан чĕтре, йăмра,

Ан чĕтре.

Эс пĕрех асра,

Чĕрере.

 

Айăп çук санра,

Ан шарла.

Кăшт тăрам, ара,

Шăплăхра.

 

Çулçă тăкăнать

Çул çине.

Ĕмĕт йăванать

Чул çине.

 

Тухаймарĕ вăл —

Çук ялта.

Манса кайнă вăл —

Ман ята.

 

Ан ятла, Йăмра,

Ан ятла.

Эс юлан асра

Ялана.

Эй, юрлаттăн юррине!..


Эй, юрлаттăн юррине!

Эй, калаттăн кĕввине:

«Ташла, ухмах,

Илсе парап пушмак;

Çӳллĕ кĕлеллине,

Вуник тӳмеллине».

 

Эй, ташларăм,

Эй, ташларăм!

Ура кĕли ывăнчĕ,

Урай хăми авăнчĕ.

 

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,

Пуçа шухăш сырăнчĕ.

Ухмах ятне илтсессĕн,

Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

 

Атя пĕрле тухар-и,

Атя пĕрле ташлар-и?

Эпĕ илтнĕ сăмаха

Иккĕн пĕрле пайлар-и?

Шурă юр юрри


Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.

Тарăн кăпăш кĕртĕн,

Шăннă хытнă çĕрĕн

Шанчăк пек хĕрӳллĕ чи вĕри юрри.

 

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Сивĕ хĕл юрри эп, çил-тăман юрри.

Кăчăр-кăчăр сасăн,

Тунсăх пуснă каçăн

Çут мерчен çутиллĕ йăлтăркка юрри.

 

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Утас çул юрри эп, çитес кун юрри.

Кайнă кайăк хурăн,

Калла килес çулăн

Çурхи кун кĕввиллĕ шурă юр юрри.

Эсĕ — юрă


Эсĕ — юрă. Эп — чĕлхесĕр юрăç.

Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.

Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç

«Тупнă, — тейĕç, — юрăç, эй, тĕнче!»

 

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ — юрă.

Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,

Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă...

Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

Парнене çухатни


Хĕрарăмсен уявĕнче мана анне кукăль парнелерĕ. Ахальли мар, çавраки. Уйăх пек çавраскер çап-çутă çуталса выртать. Аннене чуп турăм, тав турăм, кукăле сĕтел çине хутăм та çĕçĕ илме кухньăна кайрăм. Каялла килсен пăхатăп, сĕтел çинче кукăль çук. Ниçта та çук: сĕтел çинче те, сĕтел айĕнче те, шкапра та. Анне парнеленĕ кукăль çук! Кукăле тупмаллах. Тупаймасан анне мана мĕн калĕ? Анне ман çине хытах кӳренĕ.

Кукăль шырама тухса кайрăм. Вăрман тăрăх, уй тăрăх, тусем тăрăх утрăм. Мана хирĕç пĕр старик килет. Эпĕ унран: «Эсир çаврака кукăль тĕл пулмарăр-и?» — тесе ыйтрăм.

— Вăл уйăх евĕр çутатмастчĕ-и?

— Çапла, уйăх пекехчĕ.

— Апла пулсан ăна уйăх илсе тарнă.

— Мĕн тăвать вăл ман кукăльпе? Ăна мана анне парнеленĕ-çке!

— Уйăх хăйне валли тус тупасшăн пулнă. Санăн кукăльне курсан вăл: «Тинех тус тупрăм», — тесе хĕпĕртерĕ пулĕ-ха.

— Уйăх ăçта пурăнать?

— Ăна çĕрле çеç курма пулать. Пĕлĕт çинче.

— Ун патне епле çитмелле-ши?

— Тĕнче хĕрне кайса лар та çĕрле пуласса кĕт. Çĕрле пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çине пăх. Пĕлĕт çинче икĕ уйăх пулсан, пĕри санăн кукăлӳ. Çĕрле, шăп та лăп 12 сехетре, йĕри-тавра пăх, пĕр енче çул курăн, çав çул сана уйăх патне илсе çитерет. Çул тăрăх чупмалла, утмалла мар. Питĕ нумай утмалла, сехет хушшинче те çитейместĕн. Çак çул çĕрле 1 сехетре çухалать, санăн унччен палăртнă вырăна чупса çитмелле, пĕрре те каялла ан пăх, чуп та чуп.

Малалла

Хура тутăр хурлăн ӳкре урайне...


Хура тутăр хурлăн ӳкре урайне...

Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе.

Кам ирĕкпе кĕрĕ шăннă пăр айне?

Е савсах-ши кайĕç «сивĕнтĕм» тесе.

 

Ӳпкев çук-и санăн? Лайăх кай апла.

Тăвалла ман çулăм, санăн — аната.

Ал сулас килет те — пытарап алла,

Юратсах каятăн. Ирĕкпех тата.

 

Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе,

Телейӳн çути сан — хăв çулу çинче.

...Тĕлĕрет йăмралăх, шăп тăрать тĕнче,

Ик шăпа, ик пурнăç ик çыран енче.

Асаил


Тӳпери шур уйăх сенкер çутă сапрĕ,

Шурă хурăн, хурлăн ан кĕтсем текех,

Ман пекех сана та тунсăх сăнĕ çапрĕ.

Эс те халь пĕчченçĕ, эс те ман пекех.

 

Сарă çулçуна эс ан вĕçтер саламлăн,

Пĕлес çук ăна вăл, курас çук ăна.

Иртнĕ çут телейĕн, манăçми самантăн

Тунсăхĕ упранĕ пĕр манра кăна.

 

Аса ил, савниçĕм, аса ил хавассăн:

Иккĕн лартнă хурăн пур шкул хыçĕнче.

Пур тата телейлĕ юрату асапĕ,

Пур ӳпкевсĕр тунсăх манăн куçсенче.

Ахалех пит лайăх


Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Уйăх — çип-çинçе —

Уйăх та ĕшеннĕ.

Çут пĕве çине,

Хăй сăнне ӳкернĕ.

 

Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Пур сукмак паян

Ыр çула тухмалăх,

Пур юлташ-тăван

Ал тăсса памалăх.

Кĕтет


Л-на

 

Хуркайăксем иртеççĕ,

Хуркайăксем вĕçеççĕ,

Шурă хурăн тухнă ăсатма.

Ыйтас кăмăл пур ун,

Калас кăмăл пур ун,

Хăю çитмест çавах ал сулма.

 

Шухă шухăш пуçра,

Шурă тунсăх куçра:

«Тепĕр çул татах килейĕр-ши?

Çулăр йывăр пулса,

Çулăр вăрăм пулса,

Ют çĕрех эсир иленмĕр-ши?»

 

Шурă хурăн йĕмест,

Шурă хурăн чĕнмест,

Хĕле хирĕç куççуль ӳкермест.

Юратма вăл пĕлет,

Ĕненме вăл пĕлет,

Пĕр сăмахсăр кĕтет те кĕтет.

■ Страницăсем: 1... 563 564 565 566 567 568 569 570 571 ... 796