Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеКулăш кустăрмиТутимĕрАсаттесемÇамрăк ĕмĕтСалампиВӗре ҫӗлен

Асаилӳ


1

Çилсем кĕрлетчĕç хырлăхра,

çилсем хирте шавлатчĕç.

Сана эп кĕтнĕ вăхăтра

сар чечексем ялтратчĕç.

Сӳнетчĕç çулăм тĕслисем

чун ăшшипе пăхманшăн.

Сивлек çанталăк кĕслисем

йĕретчĕç çил-тăманшăн.

Кĕр шавĕнче, кĕр сиввинче

ӳсен чечек, шанмасăр,

кайран çиçетчĕ юр çинче

хăй шăпине пăхмасăр...

Ыр сăмахху, хитре куллу —

ман шухăшсен шыравĕ.

Ăçта çӳрет-ши Тĕлпулу?

Аçта ачашлăп, савăп?

Çак Тĕлпулу тăванлăхне

эп сăвăра шыранă,

вара кунçулăн анлăхне

çавраçилле васканă.

Анчах кунçулăмшăн сăну

каллех тĕтреллĕ чăтлăх...

Эп — çавраçил, эп— сан хăну,

санра шыратăп шăплăх.

 

2

Эп пĕччен тăраттăм шăппăн,

каç сĕмне сыхлатчĕ шăплăх,

шăплăхра ӳсетчĕ тунсăх,

тунсăхпа çунатчĕ чунăм, —

эп пĕччен тăраттăм шăппăн

пысăк уйăх çутинче, —

палăк пек тăраттăм чĕмсĕр...

Уйăхран пĕр вĕçĕм, сассăр,

çĕр çине сапаланса,

çутă-çутă çумăр çунăн,

Малалла

Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне...


Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне,

ун тавра çулсерен çаврăнатпăр ырса.

Тен, эпир те çаплах, йыхăрса пĕр-пĕрне

шанчăксен ункине юлнă мар-ши тăрса?

 

Каласам: тен, санла йăпанни ытлашши?

Кăлăхах пуль мĕнпур хумхану, тертленӳ?

Сивĕнмест-çке пĕрех ырă ĕмĕт ăшши,

ман чунра вăл каллех çуратать ĕненӳ.

 

Сулçăсем тӳпере кайăксем пек сатур

çаврăнаççĕ кĕрхи çилпеле темĕнччен.

Манăн шухăшсенче яланах эсĕ пур,

калаçатăп санпа çăлтăрсем сӳниччен.

 

Кăмăл кăкшăмĕ пурпĕр тулмасть, ăш канмасть —

сан киммӳ каçсерен кӳлĕ урлă каçмасть.

Çумăрпа хупланнă чĕмсĕр кĕркуннен ...


Çумăрпа хупланнă чĕмсĕр кĕркуннен

кăкăра пусать-и йывăр кун килсе,

эп туятăп санăн çамрăк чĕрӳне —

аллуна эс сирмĕн ман çинчен илсе.

Çил-тăман хуплать-и кĕртсемпе çула,

сивĕ çил вĕрет-и питĕме касса —

эс пуртан, туятăп, чĕрере — çулла,

эп илтетĕп хаклă, манăçми сасса.

Эсĕ — шурă шуçăм, ман таса тивлет,

юрăпа сана эп савăнса кĕтем.

Çамрăк кун илемĕ санпала килет,

эсĕ ман çунатлă ĕмĕтри этем.

Шăпчăксем те ăмсанаççĕ санăн юрруна...


Шăпчăксем те ăмсанаççĕ санăн юрруна,

ахальтен-им куç хываççĕ каччăсем сана.

Кĕввине каçкӳлĕм уççăн купăс янрататъ,

хĕрпе каччă куçа-куçăн йăл кулса ташлать.

 

Хĕрпе каччă куçа-куçăн йăл кулса ташлать,

хирсенчи хĕрӳ ĕç хыççăн савăнса канать.

Телее пĕрле тупсассăн пурăнма аван,

юратса сăмах татсассăн, ху тусна ан ман.

 

Юратса сăмах татсассăн, ху тусна ан ман,

Алран-ал тытса утсассăн, ăраскал тупан.

Ахаль мар иккен хускалчĕ савнăçпа чĕре,

шурăмпуç кулли çуталчĕ пирĕн сăн-питре.

 

Шурăмпуç кулли çуталчĕ пирĕн сăн-питре,

çутă ир çиçсе çывхарчĕ, чĕнчĕ вăл хире.

Шурă хурăн алă сулчĕ тарават сăнпа,

çул çинче хĕвел тĕл пулчĕ ăшă салампа.

Асран тухми кĕрхи вĕренесем!


Асран тухми кĕрхи вĕренесем!

Вĕçсе ӳкет сар çулçă вăштăр-вăштăр.

Каçпулттипе тӳпе кĕренленсен,

кунта такам çӳрет пек чăштăр-чăштăр.

 

Никам та мар вăл, çил ачи анчах

вĕренесен сар чатăрне сиресшĕн.

Кумса çӳрет кунта ăшталансах:

тен, манăн шухăш сассине илтесшĕн?

 

Тен, эпĕ хам çуралнă кил-çуртра?

Çуталчĕ тейĕн вăрттăн витĕр çутă.

Çунать пек курăнман пин-пин çурта —

пуçри сăвва чĕнет алри шур хутăм.

 

Тӳлек те çутă вĕренелĕхре

Хуплу пек хулăн романсем те вулăн!

Каçхи тĕтре çеç хĕрлĕ кӳлĕре

çӳрет упаленсе темччен салхуллăн.

 

Пит хăтлă çурт пек туйăнать умри

Тӳлек те ăшă, сарă вĕренелĕх.

Сукмак çинче те кĕркунне тупри —

кавирпеле палас выртать пек меллĕ.

 

Пуçа устарчĕ тунсăхлă сăмах:

кăштах лăплан-ха, çил ачи, ан ашкăн!

Кунта чĕнсе килсемччĕ тусăма

паласпала кавир çинче утмашкăн.

Генсемех айăплă-ши?


Веçех генсем айăплă, тӳре-шарасем!

Пĕррехинче, пач кĕтмен çĕртен, куç умĕнчех темĕнле бюрократ-демократ, пиçсе çитнĕ апельсин пек, çемçешкен çĕр тăрăх кусать!

Хырăмĕ ӳссе кайнă хăйĕн, вăлчапа сĕрнĕ пек, сассăр та çăмăллăн хускалать. Кĕлеткипе манран пĕтĕм пĕлĕте хупласа хучĕ. Пăхатăп — хĕвеле те курмастăп. Ахаль те пĕчĕкскер тата хутлантăм.

Çул тăрăх пĕчĕк вăрăм туна пек шăвăнатăп. Сасартăк пĕр питĕ пысăк япаларан, тинĕс пек сарлака пальто аркинчен çаклантăм.

Çур кун ун тăррине хăпарса çитме тапаçлантăм. Вара тинех хулпуççийĕ çине çитсе вырнаçрăм.

— Алле, тетĕп, гараж, кам та пулин пур-и?

Çухăрмах пуçларăм: «Итле-ха, — тетĕп, — хисеплĕ пуçлăхăм!»

Вăл мана асăрхамарĕ те. Хул пуççине выляткаласа илчĕ те, мана темле халиччен пулман, ăнланмалла мар вăй çĕре илсе печĕ.

Çылăхлă çĕр çине вăрăм туна пек вĕçнĕ май çапла шутласа илтĕм:

— Ахалех йăпăлтатрăм иккен, кăпшанкă!

Генсемех айăплă-ши?

Анне тăпри çинчи куççуль


Сисеймерĕм те,

Пĕлеймерĕм те:

Ватăлтăн, анне,

Эс хăш вăхăтра?

Çимĕк кунĕнче

Эп масар çинче, —

Эп каллех, анне,

Акă сан патра.

 

Чунăм çуннăран,

Куççуль тухнăран

Уçă çил килсе

Шăлса типĕтет.

Тен, вăл сан аллу —

Ăшă кăмăлу —

Çӳçĕм пĕрчине

Лăпкăн тирпейлет?

 

Сăрхăнать куççуль:

Пăхаймарăм пуль

Пурăннă чухне

Эп, анне, сана?..

Каçарсам, анне,

Чунăм çулăмне

Сӳнтеретĕп халь

Куççульпе кăна.

 

Вăштăр çил касси...

Тен, анне сасси?

Ĕмĕрне, анне,

Тухмăн асăмран.

Çимĕк кунĕнче

Эп масар çинче...

Шапăрах юхать

Куççуль куçăмран.

Çăл шывĕ


Çăла ан сур тесе каланă

Шур сухалсем тахçан авал.

Çав сăмахсен тĕшши — халаллă:

Вĕрентнĕ, суннă хал-хавал.

 

Асамлă сăмаха мĕн çитĕ —

Чĕнет чунпа таса пулма.

Ана ăша илесчĕ питĕ —

Ĕмĕрлĕхе асра юлма!

 

Сăнатăн та хăвна куратăн

Тăп-тăрă шыв тĕкĕрĕнче.

Хăш чух çап-çут, хăш чух хура та

Сăну — тăратăн тĕлĕнсе.

 

Çапла чăнах таса çăл шывĕ.

Вăл сивĕ, тен, каять шăлах.

Ĕçсессĕн чирлеместĕн — сывă,

Курка тытатăн эс татах.

 

Вара асамçă чĕр вăй панăн

Хăвна туятăн улăпла.

Çич хут çунатланать пек санăн

Ĕçӳ те ĕмĕтӳ çапла.

 

Çăл шывĕ техĕм те хал парĕ

Хăй пек таса чĕреллине.

Курасчĕ çеç урам ханттарĕ

Ăна ĕçсе чĕрĕлнине.

 

Леш пур — çаплах эрех ĕçесшĕн

Уни-куни кумса çӳрет.

Укçи те çук-ха мур илесшĕн,

Çапах кайса тăрать черет.

 

Ун пеккине çул пулмĕ урăх,

Çул пулмĕ — пулмĕ каçару!

Екки утса çӳретĕр урă

Шевле сăн-питлĕ яш ăру!

Малалла

Улăп-завод паттăрĕсем


— Çĕртен хăпсан ĕç хăвăрт кайĕ, — теççĕ

Строительсем. Шеп мар-çке хăпасси.

Хисеплĕ пит «ахаль строитель» ĕçĕ.

Янра тăрать яш-кĕрĕмĕн сасси.

 

Вĕсем мăн стройка кĕввине пуçлаççĕ:

Хастар крановщиксем, копровщиксем...

Теприн валли малтан çулсем хываççĕ

Ĕçе чунпа иленнĕ çамрăксем.

 

Ав, тĕрмешет хăватлă экскаватор,

Асав шăлпа шăн тăпрана касать.

— Чул-мĕн лексен, ăна та тĕксе ваттăр, —

Тесе хуçи хуллен юрра тăсать.

 

Нӳхреп пек шăтăк вĕçĕм асланать те,

Анать сăвай. Кур, никĕсĕ мĕнле!

Эй, машинист, ыр кăмăл савăнать-и?! —

Кунта татах çĕн корпус ӳсмелле!

 

Котловантан тухса мотор кĕрлевĕ

Çĕр чĕтретен КрАЗсен шавне кĕрет.

Пур çамрăка çĕн старт пилленĕ евĕр

Ударлă стройка сарăлать, ӳсет.

Атте-анне çĕршывĕ


Куç виçейми атте çĕршывĕ,

Асран тухми анне юрри.

Сире çитен мĕскер пур-ши вăл —

Чи илемли те чи ырри?!

 

Çул умĕнхи атте халалĕ,

Анне йăваш саспа чĕнни, —

Чун патĕнчен нихçан çухалмĕç,

Йăлт пулĕç ĕмĕтĕм çунни.

 

Атте-анне çăкри-тăварĕ,

Атте-анне ăс-тăн пани...

Куллен ĕçпе тӳрре кăларăп,

Пуриншĕн пулĕ тав туни.

 

Атте-анне чĕлхи-халапĕ

Пур чĕлхесен янравĕнче

Черчен çăлкуç пек сикĕ, тапĕ, —

Унпа телейĕм çĕр çинче.

 

Çуралнă ен — тăван кĕтесĕм,

Мĕнле сан ывăлу-хĕрӳ,

Çĕршыв çине çич ют килсессĕн,

Туптарĕ чаплă çĕнтерӳ.

 

Асран кайми атте çĕршывĕ -

Кун-çулăм никĕсĕ, варри...

Куккук сасси, юманлăх шавĕ,

Ĕçчен туссен янрав юрри.

■ Страницăсем: 1... 565 566 567 568 569 570 571 572 573 ... 796