Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлШăплăхри аслатиҪул пуҫламӑшӗТаркăнКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеӐшӑ ҫумӑрКĕпер

Аннесĕр пурнăç çук


Пĕр пĕчĕк чăваш ялĕнче чухăн çемье пурăннă: амăшĕ тата тăватă ачи. Çемье пуçĕ çамрăклах чирлесе вилнĕ: арăмĕ упăшкасăр, ачисем ашшĕсĕр тăрса юлнă.

Амăшĕ Пурнăçпи ятлă пулнă. Икĕ аслă ачи — Йăван тата Юман, кĕçĕнреххисем Юлпике тата Кĕмĕлпи. Вĕсем питĕ кахал, ĕçлеме юратман ачасем пулнă. Амăшĕ вара — питĕ ĕçчен, ырă та йăваш кăмăллă çын. Çавăнпа ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ, пулăшма, йăпатма тăрăшнă.

Пурнăçпи хăйĕн ачисене выçă лартас мар, çĕтĕк çӳретес мар тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Ачисем вара амăшĕ вăйран ӳксе тăрăшнине ним вырăнне те хуман. Амăшне пулăшас, хисеплес, савăнтарас тесе пĕртте шутламан. Арçын ачисем кунĕпех çывăрса выртнă, каçхине урама тухса кайса çур çĕрчченех çӳренĕ. Хĕр ачисем вара алăра ĕç вылятас вырăнне урамри ытти ачасемпе пĕрле выляса çӳренĕ. Амăшĕ ачисене пулăшма ыйтсан, вĕсене асăрхаттарса та вĕрентсе каласан — лешсем ним намăс-симĕсе пĕлмесĕр хирĕç çеç кăшкăрнă, амăшĕн сăмахĕсене хăлхана та чикмен, ĕç патне пыма та шутламан. Йăваш та çепĕç чунлă амăшĕ вара вăрттăн-вăрттăн макăрнă, упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕшĕн чунтанах куляннă.

Ним тума пĕлмен ачисем çине пăхса тарăхнă та, пăшăрханнă та мĕскĕн хĕрарăм, анчах ним усси те пулман. Çапла темиçе çул иртсе кайнă, ачисем çаплах улшăнман. Юлашкинчен Пурнăçпи ачисем кăра çилĕллĕ те хытă чунлă пулса пынине чăтайми пулать, вĕсене пĕр-пĕччен пăхса ывăнса çитет. «Текех эпĕ ку ачасене пăхаймастăп пуль, хама итлеменнине, хисеплеменнине, хирĕç кăшкăрнине чăтаймастăп пуль. Ăçта куç курать, çавăнта тухса каяс пуль», — тет.

Малалла

«Куç хупăп та — итлĕп...»


Куç

хупăп та —

итлĕп.

Эс

кил те —

калаç.

Хуп-хура

çӳçлĕ

ача пек

каç...

«Кĕтменлĕх-им эсĕ е кĕтнĕ сана...»


Кĕтменлĕх-им эсĕ е кĕтнĕ сана

Тăманлă каç витĕр чечексĕр шур улăх?

Эс килтĕн те — сассăр — каларăн мана:

«Эп саншăн пĕр харăс пур савăнăç пулăп».

 

Хĕлле-и, çулла-и — пĕлмерĕм мĕнне,

Кĕрхи те, çурхи те арпашрĕ сасартăк.

Ку пач урăх ятлă тĕнче иккенне

Ирсемсĕр, кунсемсĕр, каçсемсĕр ăнкартăм.

Хурав


Ăсталанăччĕ эп сулă,

Илĕртетчĕç инçетсем.

Аллăмра — илемлĕ сулă,

Ĕмĕтре — сенкер хумсем…

 

Ман тытас килетчĕ пулă,

Вĕлкĕшетчĕç парăссем.

Шел, çыранĕ пулчĕ чуллă,

Юхса иртнĕ шыв-шурсем.

 

Пурнăç çулĕ сăртлă-туллă.

Чăрмавсем — вĕт-шак чулсем.

Пулмасассăн пит хăюллă

Парăнмаççĕ çӳл тусем.

 

«Сăввусем мĕн-ма-ши хурлă?» —

Шав ыйтаççĕ пĕлĕшсем.

Ырату çуратмĕ кулă,

Вăй-хал памĕç сурансем.

«Сарă чечек, ай, пулса…»


Сарă чечек, ай, пулса

Лартăм çилпе тайăлса.

Тинкертĕм çӳл тӳпене,

Туртăнтăм хĕвел патне.

 

Анчах ĕмĕт инçе çав.

Вĕлкĕштерсен те ялав

Шевле мана курмарĕ,

Çинçе пĕве савмарĕ.

 

Сарĕ кайăк, ай, пулса

Юр юрларăм савăнса.

Шантăм хĕвел илтессе,

Кун-çулăма пиллессе.

 

Анчах сив çил сассăма

Салатрĕ ют таврана.

Хĕвел юрра илтмерĕ,

Эп кĕтнине пĕлмерĕ.

 

Сарă пике, ай, пулса

Саврăм ăна парăнса.

Мантăм йăлт, кунне-çĕрне…

Сĕнтĕм чунăн туйăмне.

 

Анчах суя çулпала

Чуптартăм кун-сулăма.

Савнă тусăм савмарĕ,

Урăххине куçларĕ.

Ҫӗнтерӳҫӗ салтак


Раççейри кашни кĕтесе пĕр паллă пулăм пĕрлештерсе тăрать, вăл - Аслă Аттелĕх вăрçи. Эпир вăрçă курман, анчах та çак пулăмăн ахăр саманине кинофильмсем пăхса, асатте-асаннесем каласа панă тăрăх, хайлавсем вуласа пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра ялсенче хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран салтаксем юлмарĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе пĕрле 70 çул каялла пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă тапхăр та хыçа юлать. Пирĕн, 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакан çамрăксен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пур паттăрĕсене асра хăвармаллах. Кашни çулах Çĕнтерӳ кунне уявлама эпир Пысăк Енккассинче ларакан палăк патне пуçтарăнатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансассăн çак ялтан 158 çын тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен каялла таврăнайман. Вăрçăн пур тискерлĕхĕпе асапне тӳссе каялла сывă таврăнма тӳр килнĕ çынсенчен пĕри вăл- Василий Гурьевич Гурьев. Шăпах манăн сире 1920- мĕш çулта кун çути курнă Василий Гурьевич Гурьев шăпипе паллаштарас килет. Василий Гурьевич хресчен çемйинче çуралнă, çемьере асли пулнă, çавăнпа та ашшĕ-амăшне пур ĕçре пулăшса тăнă, çамрăкранах çĕр синче ĕслесе пиçĕхнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çамрăка Вăрмарти çар комиссариачĕ çара кайма юрăхлă тесе палăртнă, В.Гурьева 1941-мĕш çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче çар службине ăсатнă. 1942-мĕш çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вăл 981-мĕш номерлĕ çыхăну ротин салтакĕ пулса тăрать. Шăп çак çулхи июнĕн 2-мĕшĕнчен Сталинград хулинче Василий Гурьевăн вăрçă çулĕ пуçланнă, вĕсен роти çар подразделенийĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Июнĕн 17-мĕшĕнче фашистсем Сталинград хулине тапăнса кĕнĕ, Атăл хĕрринчи хулана тăшман аллине парас мар тесе пурте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, пĕр утăм та каялла чакман. 981 номерлĕ связистсен роти те пĕр минутлăха та çыхăнăва пĕтерме юраманнине лайăх ăнланнă, мĕншĕн тесен фронтри лару-тăру вĕсенчен ытларах килнĕ. Хаяр çапăçу вăхăтĕнче связистсен 30-40 хутчен татăлнă кабельсене сыпăнтарма лекнĕ, шартлама сивве пăхмасăр шăнса кӳтнĕ алăпа юр çийĕн çыхăнăва йĕркелеме тивнĕ. Хăш-пĕр чухне связист çыхăнăва йĕркелесе çитерейменни те пулнă, çавăн чухне телефонист кирлĕ сведенисене çуран чупса кайса калани те пулкаланă. Сталинградшăн пынă 200 кунхи çапăçу 1943-мĕш çулта пирĕн салтаксен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ. Çак вăхăталла фронта ытларах танксем çитнĕ, механизациленĕ корпуссем йĕркеленнĕ, 981-мĕш çыхăну роти те 3-мĕш танк армийĕн шутĕнче çапăçнă. Ăна П.С.Рыбалко генерал-лейтенант ертсе пынă, В.Г. Гурьев сержант çыхăну ротин командирĕ шутланнă, рота армипе механизациленĕ корпус хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă.

Малалла

Венчет çĕрри


Эпир санпа телейлĕ мăшăр —

Венчет çĕрри алăсенче.

Яланлăха упранса тăтăр

Чĕресенче çурхи тĕнче.

 

Венчет çĕрри — çемье тĕвви,

Мăшăрлă пурнăçăн тĕрри,

Ăнăçлă ĕмĕрĕн кĕвви,

Турă парни — венчет çĕрри.

 

Кĕмĕл те ылтăн… туй кĕрлетĕр, —

Шăпамăрсем пӳрнĕ пулсан

Венчет çĕрри ан тĕксĕмлентĕр

Йывăрлăхсем айне юлса.

 

Иккĕн пĕр сывлăшпа сывлатпăр, —

Эпир — пĕр тĕвĕ, пĕр çеçке…

Телейлĕн юратса утатпăр,

Сукмак ан пултăрччĕ кĕске.

Паян


Шухăшсене паян

Эп пухăва чĕнсеччĕ.

Шел, килеймерĕç курăнать —

Пуç пуш-пушах...

 

Тусăмсене паян

Эп хăнана чĕнсеччĕ.

Пушанаймарĕç курăнать —

Пӳрт пуш-пушах...

 

Савнийĕме паян

Тĕлпулăва чĕнсеччĕ.

Пăрахрĕ курăнатъ,

Каллех хăрах...

«Çунасси — çунать...»


Çунасси — çунать,

Сӳнесси — сӳнет.

Мĕн тĕлĕнес-ха усăсăр?

Кур, тӳпе кулать.

Юр — ӳксе ӳлет:

Пылчăк çăрса та утăпăр.

 

Кăлăхах кĕтни.

Мĕн чĕнес ахаль.

Кăмăл йĕме пуçтарăннă.

Тунсăху патне,

Вăрттăн шăплăха,

Çулçăлăх витĕр кайрăнам?

 

Çунасси — çунать,

Сӳнесси — сӳнет...

Сăнăм кăна йӳçенкĕччĕ:

Çулçă ал сулать,

Ал сулать — ӳкет.

Куçрĕ чуна çӳçенчĕкĕ.

«Юрататăп пулсан...»


Юрататăп пулсан

Пăшăлтатăттăм эп:

«Кай...»

Утса кайăттăм хам

Çиле хирĕç те мар —

Май!

«Кӳлĕри уйăха

Илсе пар-ха» тесе

Мар,

Калăп эп: «Авăра

Путарар-и шуçă —

Ма?!

(Юрататăп пулсан,

Эп —

Сан...)

■ Страницăсем: 1... 94 95 96 97 98 99 100 101 102 ... 796