Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
...Ун çинчен мана Ваçлей пичче кулса каласа панăччĕ. Анчах ун чухне вăл япала уншăн пĕр чĕптĕмлĕх те кулă пулман. Мускава çитнĕ çĕре укçи виçĕ пус çеç юлнăскерĕн, çул çинче темиçе усал çăвар: «Ваçил Ванч та Ваçил Ванч» тенипе чĕри чăх чĕри пек пулса кайнăскерĕн, никам çине те этем хăюлăхĕпе пăхма пултарайманскерĕн, вырăсла пĕр çирĕм-вăтăр сăмах çеç пĕлнĕскерĕн, унăн этем кулли мар, пулă кулли те юлман. Вăл пĕтĕмпех çухалса кайнă пулнă: вăхăт иртнĕçемĕн, сехет çине сехет пусса пынăçемĕн ун ăшĕнче чăтма çук йӳçĕ кăмăл тулса пынă.
«Пурнăçăн чи наркăмăшлă тĕшши мана лекрĕ пуль, мана суйласа илчĕ пуль, — шухăшланă Ваçлей пичче. Вокзалран хулана тухнă чухне ун çурăмĕ хыçĕнче, хутаçра, пуртă пулнă та тата пĕр татăк çăкăр пулнă, çумри пурлăх пĕтĕмпех çакăнта. Килте — арăмĕпе тăватă ача. — Темĕн, темĕн, — хăра-хăра шухăшлать Ваçлей пичче. — Йăнăш турăм пуль кунта килсе, ăçта та пулсан хамăр таврарах вырнаçма тăрăшмаллаччĕ. Тен, тен, çывăхрах, Иван Егоров панчех, чăтса пурăнмаллаччĕ...»
Малалла кĕскетĕпĕр. Çакна анчах калама кирлĕ. Ваçлей пичче каялла каяйман — унăн мĕн пулсан та килнĕ çĕрех, Мускавах, юлма тӳрĕ килнĕ. Анчах пĕр вырăнта йăпатмалăх ĕç тупиччен вăл Мускав урамĕсем тăрăх, Мускав таврашĕнче чылайччен хĕсĕнкелесе, аптраса çӳренĕ.
Малалла
Сив сăмах амантать-и,
Темĕскер ыратать-и —
Çак сăлтави вара кулянма?
Юлташăмсем çук-и,
Тăванăмсем çук-и —
Чунтан калаçса йăпанма?
Юлташăмсем çук-и,
Тăванăмсем çук-и —
Чунтан калаçса йăпанма?
Кулянса ларар мар-ха,
Пуç усса ларар мар-ха,
Шанар-ха, шанар-ха ырра!
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра.
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра!
Кулянса ларар мар-ха,
Пуç усса ларар мар-ха,
Шанар-ха, шанар-ха ырра!
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра!
 Ăнланатăн-и, ăнланмастăн-и?
Ĕмĕр иртет çул-йĕр çĕтет.
Кулянатăн-и, кулянмастăн-и?
Мехел çитет — пурнăç пĕтет.
Эс туятăн-и, туймастăн-и?
Вилес килмест — пурнас килет.
Эс суятăн-и е суймастăн-и?
Пурпĕр чуна — кĕве çиет.
Ăнланатăн-и, ăнланмастăн-и?
Тĕнче çути куçра сӳнет.
Эс туятăн-и е туймастăн-и?
Пулни-иртни — манпа кӳнет.
Ăнланатăн-и?..
 Çук, вилмест нихçан чĕрери юрату.
Вăй-хăват çуратать пурнăçра сан яту.
Вăл тумхахлă куна çĕнтерме хал парать,
Чун çунатлăн вĕçсе тӳпене хăпарать.
Пурнăçра вăл пулсан — иртет ĕмĕр кал-кал.
Мĕн чухлĕ юратан — çавăн чухлĕ сахал.
Çынна мулшăн туман — çыншăн тунă мула.
Юрату та çавах — чĕрчунпа тан пулать.
Хăш чухне ăссăрла хăтланатпăр пулсан,
Чăнлăхран пăрăнса куç хупса утайсан
Чĕрери юрату ӳкĕнме сăлтав мар,
Юрату та яваплăх — ялан юнашар.
 Тин çеç çунă шур юр евĕр
Уçса пăхма çук куçа.
Таврана илем кӳретĕр
Ӳсĕртетĕр ман пуçа.
Татма çылăх, тĕкĕнместĕп,
Кĕмĕл лантăшсем сире.
Савăнса иртсе çӳретĕп —
Тав çурхи хитре ире!
Кунсерен савăнтараççĕ
Кĕмĕл лантăшсем пире.
Юр юрлаççĕ, саламлаççĕ
Шăпчăксем хитре ире.
Пĕртен-пĕр юратнă, кăлкан çӳçлĕ хĕрĕ вилĕмпе кĕрешме пуçланăранпа çур çул та çитет пуль. Çак хушăра пăрчăкан пек вăр-вар, таврара çук сатур Униççе вăхăтсăр ватăлса пĕкĕрĕлсех ларчĕ. Хуйхă сывлăхне самай хавшатрĕ. Çапах та парăнмасть вăл, вăйне çитерсе упăшкине те, Лидăн ашшĕне, хавхалантарма тăрăшать. Веçех майлашăнасса, йĕркеллĕ пуласса ĕнентерет.
Икĕ ача çуратса çитĕнтерчĕç Пуяновсем. Тирпейлĕ пурăнчĕç. Хуçалăхĕ те çирĕп. Кашни куна хĕвелпе пĕрле пуçлакансен урăхла пулма та пултараймасть. Ашшĕсем те, аслашшĕ-мăн аслашшĕсем те ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă ялĕ пуян, мăнаçлă. Чăн пуянлăхĕ — вăрман. Пурте ун хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Арçынсем сунара çӳреççĕ, услам ĕçĕпе аппаланаççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Утар тытма çăмăл кунта. Вăрман ĕçчене хисеплет. Тăрăшакана ал парать темелле. Вĕтĕр-шакăр ачисене арăмĕсем ӳстереççĕ. Вăрманта кашни хĕрарăмăн хăйĕн çырла-кăмпа вырăнĕ пур. Ӳркенментереххисем сиплĕ курăксем пуçтарса, çырла типĕтсе пасара сутма тухаççĕ. Униççе Пуянова шăп çав йышшисенчен пĕри. Алли-ури ылтăн çеç мар, питĕ ăслă, пысăк тавракурăмлă, пултаруллă арăм вăл. Курăксен усăлăхне, тискер чĕрчунсен чĕлхине пĕлет теççĕ ун пирки ял çыннисем. Канаш ыйтма пыракансене пурне те пылпа, матрӳшкепе чей ĕçтерет Униççе, хăш курăк еплерех чиртен сыватнине каласа парать. Тепĕр чух пысăк пĕлӳлĕхпе, ăсталăхпа мачча çинче пĕлсе типĕтнĕ курăкне пусмапа чĕркесе парсах ярать. Ывăлĕ аякра пурăнать вĕсен. Çар хĕсметĕнче тăрать. Пĕртен пĕр шанăçĕ — Лида тата унăн çемйи.
Малалла
Çăлтăрсем! Çăлтăрсем… Çăлтăрсем…
Инçетри-инçетри çутăсем,
Кам çутать-ши сире каçсерен?
Темĕскер сăрхăнать чĕререн:
Тен, эсир, çăлтăрсем, çăлтăрсем —
Çĕр çинчен кайнисен çутисем?
Тен, сăнаççĕ пире каçсерен
Тӳпери кантăксен куçĕсем?
Ир çитсен, кантăксен çутисем
Пĕрин хыççăн тепри вĕлт сӳнсен,
Мĕнле çăлтăр юлать тăр пĕччен?
Тинкерет ман енне темĕнччен…
 Тирексем пĕр каварлăн суясшăн мана:
Хĕвел витĕр çăвать хĕллехи пек шур мамăк,
Çил ачи çилленни — куç курми тăмана...
Йывăçсен ултавне ăнланать-мĕн çанталăк.
Çил ачи, аптраса, ăс çухатнăн çӳрет,
Çул çинчи мĕлкене хăпăтас пек лăскарĕ.
Эп туйман та, ума тăлăх çулçă ӳкет,
Ун çинче — виç сăмах: «...юрату иртсе кайрĕ...»
Шурă пĕлĕт шурри те шумасть мал енче.
Шурă мамăк купи шухăш евĕр саланчĕ.
...Ман кашни туйăма парăнсассăн тĕнче,
Вăрахланчĕ хумсен кăпăк сӳннĕ саманчĕ,
Шăнкăрчла шăхăрса савăнтарĕ сăпса,
Ахрашка шывсикки те çулне улăштарĕ.
Улмуççи, улмине шăпăр-шăпăр тăкса,
Çурăлан çеçкине çумăрпа уçăлтарĕ.
Ман кашни туйăма пăхăнмасть çав тĕнче.
Унăн хăйĕн йĕрки, унăн хăйĕн пур ирĕк.
Ман пекех, тен, çӳретĕн «тăман» айĕнче,
Çак телей те çитет: шур тăман халĕ — пирĕн.
 Кайрăн-им, çумăр,
кайрăн-им
таçта — çума?..
Ун чух пулни
таврăнмĕ
манпах юлма.
Вилнĕ хумсен
юхăмĕ
суять тăна.
«Суннĕ тесеччĕ —
юлнă-мĕн.
Кăштах кăна.»
Сӳннĕ тесеччĕ —
Юлнă-мĕн...
Паллах, паллах!
Халь пурăнатпăр.
Улĕм-и? —
Шăппăн кăна...
Шан мана, тĕнче!
Пулăп косманавт.
Уйăх варринче,
Лартăп аппарат.
Ярĕ вăл хыпар,
Чăваш çĕр çине.
Пĕлĕпĕр вăр-вар,
Уйăх çинчине.
Тăрăшăп халь эпĕ,
Лайăх вĕренме.
Тур мана пиллетĕр,
Мăн пĕлӳ илме.
Çирĕп пултăр сывлăх,
Урăллăх-саккун!
Тулли пултăр ырлăх
Кашни кун-Мăн кун!
Пулнă ĕлĕк Улăп,
Чăвашсен енче.
Ун пекех тен пулăп,
Шан мана, тĕнче!
Хăпартас ман шухăш,
Чăвашсен шайне.
Турăçăм эс пулăш,
Тупатăп майне
Шан мана, тĕнче!
Илтĕн ят манне.
Пултăр çĕр çинче,
Мир тата анне!
■ Страницăсем: 1... 96 97 98 99 100 101 102 103 104 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...