Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраКĕтмен венчетПахчапа мунча хуҫиКăвайт çутисемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемУтартаКулăш кустăрми

Тĕнче ырă çынсемсĕр мар


Пилешкасси ялĕнче çĕнĕ шкул пулать тесен пурте чунтанах савăнчĕç. Ачасем пуринчен те ытларах хĕпĕртерĕç: йĕпе-сапа вăхăтĕнче физкультура урокĕ спортзалта иртĕ-çке. Халиччен пур уява та пĕр-пĕр класра е коридорта ирттернĕ пулсан малашне вĕсем те акт залĕнче пулĕç вĕт! Чуна тыткăнлакан савăк туйăм нумай кĕттермерĕ, чăнах та тепĕр вĕренӳ çулĕ тĕлне таçтанах курăнса ларакан илемлĕ шкул хăпарса та ларчĕ. Ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисене çавăтса юмахри кермен пек çĕре çул тытрĕç, кашниех хăйĕн ачине çак шкулта вĕрентме ĕмĕтленчĕ. Ара камăн хăтлă, çутă, ăшă шкулта вĕренес килмĕ? Тата шкулта пур предметпа вĕрентекенĕсем те вырăнта, ачасен пуласлăхĕшĕн нимĕн кулянмалли те çук.

Часах авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ çитрĕ. Çак кун Николай Григорьевич Яковлев вĕрентекен те ирех вăранчĕ, чӳрече каррине кăшт уçса шкул еннелле шухăшлăн тинкерчĕ. Акă вăл икĕ хутлă çĕнĕ шкул. Сусăрскер, кашни кун пĕр хутран тепĕр хута вăхăтра улăхса анайрĕ-ши, урока вăхăтра ĕлкĕрĕ-ши, ачасем вăл класа çитиччен шавласа каймĕç-ши? Анчах вĕрентекен часах çак шухăша пуçран кăларса пăрахрĕ те хăй юратнă ĕçне кайма пуçтарăнчĕ.

Малалла

Кăчкă перчетке


Анне çыхнă кăчкă перчетке

Тăхăнатăп ăна хушăран.

Юр пек çакскер, çемçешке.

Чуна ырă ытла ăшăран.

 

Музейри пек, арча тĕпĕнче.

Вăл унта чылайран упранать.

Алла тытрăм анне килĕнче,

Яшлăх таврăннă пек туйăнать.

 

Тăхăнатăп анне парнине,

Пĕр кĕве те çимен курăнать.

Мантармасть вăл çаплах аннене,

Унăн ĕçĕ çаплах пурăнать.

Алăри кăсăя


Аллунта кăсăя çеç пултăр — санăн,

Ан ăмсан тӳпери тăрнана.

Чăн юлташ хаклăрах — сылтăм алă,

Мĕн пулсан та пăрахмĕ сана.

 

Йăлтăркка япала — ылтăн мар вăл,

Çав-çавах илĕртет хăть кама.

Чĕлхипе — йăпăлкка, чунĕ — хăвăл,

Ан васка, тăхтасам ал пама.

 

Йăнăша кайран тин ăнланатпăр.

Чавса çывăх — çыртма çук ăна.

Пăт тăвар çинĕ хыççăн калатпăр:

— Çĕр çинче эпир пĕчĕк хăна!

Ноктюрн


Ташă кĕвви янраса кайрĕ —

Хĕрарăмсем чĕнекенни.

Палламан хĕр мана пуç тайрĕ —

Чи çамрăкки, чи чеченни.

 

Ăстаçă мар, çулпа та ватă

Пикешĕн эпĕ. Мĕн тăвас?

«Ташла, ташла…» — хистерĕ сасă,

Ăна эп пултăм пит хавас.

 

Çав самантра чун çунатланчĕ,

Вĕрерĕ юнăм çамрăкла.

Вальс çеммипе ыр ангел анчĕ

Пирĕн çине юрла-юрла…

 

Мĕн чул ташланă-тăр, пĕлместĕп

Пике хăçан çухалнине…

Юмах-и, чăн-и — тем тесен те

Манман çав каç ташланине.

 

Епле пулсан та тав тăватăп

Тĕлĕкри пек ыр пулăма.

Чăпар куккукăма калатăп —

Ан тĕрĕсле ман çулăма.

«Эсĕ çук. Пултăрин. Пĕчченех киленем...»


Эсĕ çук. Пултăрин. Пĕчченех киленем:

Икĕ тĕслĕ тӳпе — хăйне уйрăм çанталăк.

Мĕн пурри пĕтĕмпех — хурланса савăнмалăх,

Пĕтĕмпех — тин кăна асăрханă илем.

 

Ĕненеймĕп текех тĕлĕксен ултавне —

Манпа пурнăç ултавĕ ытла та юлташлă.

Хăш чухне сансăрах калама çук хаваслă,

Эп пĕлмен савăк мар телейсен сăлтавне.

 

Чĕрне вĕççĕн тăрса темле кайăк юрлать,

Темле йывăç çулçи чĕтренет вĕттĕн-вĕттĕн.

Паянхи çĕр темме çырмари пек сĕм тĕттĕм.

Ятсăр кайăк, ман пек, телейне, тен, хурлать.

 

Нихăçан пирчемен асап çеç сăвăçа

Юратма вĕрентет ырлăхри пурнăçа.

Июнĕн 19-мĕшĕ


Мускав. Июнĕн 19-мĕшĕ. Челюскинцăсене кĕтсе илнĕ кун... Буржуаллă журналист Атрайт, Англири пĕр пысăк хаçат корреспонденчĕ, каç хăйсен таврашĕнчи журналистсем хушшинче нумайччен калаçса ларнă хыççăн мĕн çурçĕр иртсе ик сехетченех «хăйĕн» валли пĕр пысăк статья çырнă пулсан та çапах паян яланхинчен иртерех тăчĕ. Тăчĕ те хăйĕн ĕç йĕркисенче юлашки вăхăтра улшăну пулнине сиссе хăйне хăй çапла каларĕ: «Мĕн сăлтавпа-тăр, Атрайтăм, анчах эсĕ час та час хăвăн пурнăç регламенчĕсене пăса пуçларăн, мĕнле сăлтавпа-тăр, анчах санăн тахçанах йӳçсе хăпарса хăйсен вырăнне ларнă шухăшусем, йăлусем юлашки вăхăтра çĕнĕрен йăшăлтатма пуçларĕç», — терĕ. Атрайт ытти хăйĕн таврашĕнчи журналистсенчен хăйне хăй, хăйĕн шухăшĕсене тĕпчеме юратнипе уйрăлса тăнă. Çавăнпа вăл хăй ăшĕнчи йăшăлтатусем тапранса кайнине çавăнтах сиссе тăнă. Анчах хăйне хăй тĕпчени унăн ку таранччен тӳрем тĕплĕ çырмари шыв пек тикĕс, нимĕн чухлĕ те пăлханмасăр пынă. Вăл тĕпчев хăй çулĕ çинче пысăк, хирĕçӳллĕ кансĕрлӳсемех, аялалла-çӳлелле, унталла-кунталла тапратакан хирĕçӳсем курман. Атрайт çынна, хăйне, пурнăçа, хăй таврашĕнчи пурнăçри пур япаласене аяккарахран, инçетерехрен пăхса тĕпчекен пек пулнă. Тĕпчев процесĕ ăна питех пăлхатма пултарайман. Анчах çав япала пĕрре те вăл пурнăçа юратманнинчен, пурнăçран аякра тăнинчен килмен. Вăл пурнăçа юратман пулсан, пурнăçран аякра тăнă пулсан, унăн нимле тĕпчев те пулас çукчĕ, вăл пурнăç çинчен ытлах шухăшламан та пулĕччĕ...

Малалла

Ман хĕвеллĕ кунсем


Ман хĕвеллĕ кунсем —

Иртсе кайнă çулсем

Пегас учĕ çинче, —

Ытла капăр тĕнче.

 

Ташлама, юрлама

Килĕшмест пуль кама;

Пурнăç çавăншăн вăл —

Ăна çӳç майлăн шăл.

 

Асамат кĕперне

Парнелер пĕр-пĕрне,

Алла-ал тытăнсан

Ĕç-хĕл пырĕ ăнса.

 

Кулă пултăр парне

Ваттине, хĕр-арне…

Пылаклантăр куççуль,

Вăрăмлантăр кун-çул.

 

Ман хĕвеллĕ кунсем —

Яшлăхри паллăсем.

Ӳкес мар ут çинчен,

Юлас марччĕ пĕччен.

Пирĕштие


Пачах юпмарĕ вăйăм-халăм,

Кĕçех, тен, кайăп-и тӳнсе.

Ăçта çухалтăн эс, хавалăм?

Ăçта çӳретĕн-ха сĕнксе?

 

Сар çунатна, ыр Пирĕштийĕм,

Мана хăв ытамна илсе.

Вĕçсе иртер-и çĕршыв çийĕн

Тĕнчемĕре куçпа виçсе?

 

Вара ĕненĕл — пур телейĕм,

Кайман ниçта та вал çĕтсе.

Шанăç пулсан эп йăлт çĕнейĕп!

Çунатлă тус, пыр пиллесе!

«Эп кĕтмен: ăшăтать е лăскать çил сада...»


Эп кĕтмен: ăшăтать е лăскать çил сада

Мĕн аван — тен, йăлтах пулса иртнĕ ĕнер.

Эсĕ вăйлă, эппин, тытса чар вăхăта!

Чĕмсĕрсен вăййинче — вăрахрах киленер.

 

Тунсăхсем, хурлăхсем ман миçе-ши тата,

Миçешне тиркесе, миçешне савмалла?..

Ĕмĕтри ĕмĕтсем килес çук ман пата,

Пурăнас-тăк — вĕсен ĕмĕтрех юлмалла.

 

Пĕтĕм вăрттăнлăх пурнăçшăн ăнсăртлăх-им?

Пĕтĕм вăрттăнлăх — сас черетленĕвĕнче...

Тытса чар вăхăта! Вăхăт чарăнчĕ... Чим!

Хушăран этеме те тăнлать-мĕн тĕнче.

«Ман телей — саншăн нимĕн те мар...»


Ман телей — саншăн нимĕн те мар,

Санăн — маншăн, тен, нимĕн те мар.

Пăхса ил те — хуллен иртсе кай,

Эп çеçке вĕçтерем çиле май.

 

Мĕн çӳретĕн шăнса сивĕре?

Эп? Савап ĕнтĕркенĕ кĕре.

(Сан сăнна асилмешкĕн кăна.

Урамра ирттерем çак куна).

 

Пăхса ил те — хуллен иртсе кай,

Эп çеçке вĕçтерем çиле май.

Ăнлансассăн — ăнлан хăвăнла:

Шăп çӳрем çак кĕрхи çулçăлла.

■ Страницăсем: 1... 95 96 97 98 99 100 101 102 103 ... 796