Шурçилхе


Пролог

 

Пирĕн повеçре сăмах асамçăсем çинчен пулать. Асамçăсем авалтанах пирĕнпе пĕрле юнашар пурăннă, анчах çынсене курăнман. Çаксем хăйсен историне питĕ тĕплĕн тата хăватлăн сыхланă, пĕлнĕ-пĕлмен çынна хăйсем пуррине каламан, ырă çынсене кăна вĕсем хăйсем кам иккенне кăтартма пултарнă. Малтанах çынсем асамçăсенчен шикленнĕ, анчах вăхăт иртсен вĕсенпе туслашнă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пуçланă.

Асамçăсем виçĕ тĕрлĕ пулнă — Çуттисем, Тĕттĕммисем тата Хутăшшисем. Çутă асамçăсем Пысăк Тинĕс тăрăхĕнче, Нукран вăрманĕсем1 патĕнче анлă сарăлнă пулнă. Çаксем çутă вăйпа çеç усă курнă, нихăçан та тĕттĕм вăйсем енне пăрăнман. Пысăк Тинĕс тăрăхĕнчи асамçăсем çынсем пĕрремĕш хуласемпе ялсем тăвичченех хăватлă урхамахсем ӳстернĕ пулнă. Вĕсен пĕрремĕш лашисем ылтăн ураллă пулнă, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Халь вара çак лашасенчен пĕри кăна юлнă пулнă, ун çинчен вара малалла сăмах пулĕ. Тата çутă асамçăсен пĕр хаклă япала пулнă — Çутăсен кĕмĕл виçкĕтеслĕхĕ. Çак япала питĕ пысăк çутă вăй тытса тăнă пулнă — вăл асамçăсене тĕрлĕ чĕрчун туса хума пултарнă, чĕрчун пулнă асамçăсене каялла çын тума пултарнă.

Çуттисем тусенче пурăнакан пĕчĕк çынсемпе — гномсемпе те, ялан çамрăк вăрманта пурăнакан çынсемпе — ельфсемпе те туслă пулнă. Çак икĕ халăх историре пысăк йĕр хăварнă, анчах та асамçăсем пекех, вĕсем çынна курăнма юратман.

Теттĕм асамçăсем вара çуттисене хирĕç пулнă. Кусем Ěмĕрхи вăрман2 патĕнче сарăлнă пулнă. Тĕттĕммисем çутă вăйа питĕ юратман, хăйсен тĕттĕм вайне çеç хисепленĕ. Тĕттĕммисем хăйсен Ěмĕрхи вăрманне никама та кĕртмен, унта кĕрсен каялла тухма пулман. Пĕтĕм вăхăтсене пăхса тĕпчесен те, пĕр çынсăр пуçне унтан никам та тухайман, ку çын пирки малашне пĕлĕпĕр. Тĕттĕммисем хăйсемех тĕрлĕ усал чĕрчун пулса тăма пултарнă.

Çуттисен пекех, тĕттĕммисен те хаклă асамлă япаласем пулнă. Вĕсенчен тĕттĕммисемшĕн чи пахи — Ěмĕрхи вăрманти Неторас ятлă кайăкăн тĕкĕ пулнă. Çак кайăк çулăм кайăк пулнă, унăн тĕкĕ хайен ăшĕнче питĕ вăйла асамлă вăй тытса тăнă пулнă. Тĕттĕммисем çак кайăк тĕкне ĕлĕк-авалах хăйсем валли кăларса илнĕ пулнă. Тĕттĕм асамçăсем усал-тĕселсемпе çеç туслă пулнă, хăйсем пачах та çынсене курăнман.

Хутăш асамçăсем вара тĕнчипеле иккĕн çеç пулнă, пĕри çуттисен пуçлăхĕ, Флагрис пулнă, иккĕмĕшĕ вара тĕттĕммисен пуçлăхĕ, Лордван пулнă. Флагриспа Лордван — чи пĕрремĕш асамçăсем пулнă, хайсен çулне хăйсемех суйланă. Флагрис çутă асамçăсене тупса вĕрентме пикеннĕ, Лордван вара — тĕттĕммисене. Неросри3 ылтăн ураллă лашасене Флагрис кăларнă пулнă, Лордван вара кĕвĕçсе çак лашасене хайне илме шутланă. Нумай çапăçусем вăхăтĕнче пĕтĕм Нерос лашисем пуçĕсене хунă, пĕр тиха, Шурçилхĕ, çеç тăрса юлнă. Çак асамçăсем çуттисен хăватлă тихишĕн икçĕр çула яхăн çапăçнă, çуттисене ельфсемпе гномсем пулăшнă, тĕттĕммисене — тĕрлĕ усал чунсем.

Нерос лашисем

Çак лашасене çутă асамçăсем ĕрчетнĕ пулнă. Лашисем ылтăн ураллă пулнă. Пĕрремĕш лаши, Уйăхçут, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Нерос лашисем асамçăсем пекех вилĕмсĕр пулнă, анчах та вĕсене пĕтерме май пулнă. Çак лашасене пĕтерес тесен, вĕсен хӳрисенчен пĕтĕм çӳçĕсене касмалла пулнă. Çавăн çинчен пĕлнĕ тĕттĕмсем, çуттисен лашисен хӳрисене çапăçу вăхăтĕнче касса янă пулнă. Çакăн пек çуттисен пĕр тиха, Шурçилхе çеç тăрса юлнă. Шурçилхе питĕ вайлă, шурă çилхеллĕ, сăрăрах тĕслĕ ăйăр пулнă. Хайĕн мăнаçлă йăхĕ пекех Шурçилхе ылтăн ураллă пулнă. Ун çинче пĕр çын кăна ларма пултарнă, вăл Фалес ятлă пулнă. Фалеспа Шурçилхе çинчен пирĕн повеçре сăмах малашне пырĕ.

 

1. Фалес çулçӳревĕ

— Хăçан çак Фалес каялла таврăнĕ-ши?

Çакăн пек пулчĕç Флагрисăн пĕрремĕш сăмахĕсем. Ăна тин кăна вăрман чиккине сыхлакансем çутă асамçă, Фалес, Тинулод уйĕсене кайнине пĕлтерчĕç. Флагрис питĕ çилленчĕ, Фалеса кăларса ямалла марччĕ тесе хуралçăсене вăрçрĕ. Хуралçисем хăйсем те Фалес вăрман урлă тухсан çеç ăна асăрханă, анчах хăваласа çитеймен. Çакăн пирки вĕсем икĕ хуралçăна кун çинчен пĕлтерме янă. Мĕнле те пулин япăх пуласса туйнă евĕр шикленсе тăрса, Флагрейт хăйне вăрçса илчĕ, хуралçăсене хăваласа кăларса ячĕ. Çав самантра ун патне хĕрлĕрех- кăвак çулăм вĕçсе кĕчĕ, çыру пулса ларчĕ. Çыру лаша пăхакансенчен килнĕ. Çырура Фалес хăйĕн Шурçилхине илмен, çурранах кайнă тесе çырнă пулнă. Фалес шăппăн тарас тенĕ, иккен. Мĕне пĕлтерĕ-ши çак çулçӳрев?

Çакăн пек шухăша кайса Флагрис хăйĕн пуканĕ çине ларчĕ. Çак пĕлтерĕве илтсен вăл сĕтел хушшинчен сиксе тухнă пулнă, ытти асамçăсем ун çине тĕлĕнсе пăхса ларнă. Малалла вăл пĕр сăмах чĕнмесĕр ларчĕ, пуху пĕтсен кăна пурне те саланма ыйтса, хăйĕн пӳлĕмне кайрĕ. Фалес çукки ватă асамçăна кӳрентерчĕ, канăçсăрлантарчĕ.

Флагрис Фалес килессе çичĕ кун кĕтрĕ. Саккăрмĕш кун ир-ирех вăл чăтаймасăр Фалеса шырама ярас терĕ, анчах тĕпчевçĕсем тухса каяс умĕн вăйлă та хулăн труба сасси янăраса кайнă пулнă. Флагрис савăннипе тата урса кайнипе çурăлса каяс патне çитнĕ. Çак трубана вăл Фалеса парнеленĕ пулнă, ăна вăл çĕр пин труба хушшинче те паласа илме пултарнă, халь вара шăпăрт ир, никам та пĕр сас та кăлармасть.

Акă Фалес та çитрĕ. Ку çирĕм-çирĕм пĕр çулхи, çырă çӳçлĕ тата çутăрах хăмăр куçлă çамрăк пулнă. Вăл асамçăсенчен чи çамрăкки, анчах та чи вăйсăрри мар пулнă. Малтанах вăл пурне те алă парса тухрĕ, кайран Флагрис патне пырса пĕр чĕркуççи çине анчĕ.

— Асли, каçар мана нимĕн каламасăр тухса кайнăшăн. Мана кайма пĕр япала хистерĕ, ун пирки каласа парас тесе сана пуху чĕнме ыйтатăп, — терĕ вăл.

— Урăх нимĕн те калаймастăн-и? — терĕ Флагрис, — нимĕнле япала та сана каламасăр тухса кайма хушу памасть, санăн мана пĕтĕмпех пĕлтермелле пулнă.

Флагрисăн сасси сиввĕн илтĕннĕ, анчах та вăл пĕр çилевсĕрех калаçнă, Фалеса кăшт хăратмашкăн кăна çилленнĕ пек пулнă.

— Эсĕ питĕ япăх ĕç тунă, çапах та эпĕ сана каçаратăп, анчах мĕншĕн тухса кайнине санăн каламах лекет, — терĕ Флагрис.

Фалес, çав самантрах сиксе тăчĕ те:

— Халех пуху пуçтармалла, эпĕ пурне те каласа пама пултаратăп, — терĕ.

— Юрать, пуху пуçтарăнĕ. Эсĕ халь кайса кан, анчах ыран кунта килмелле пултăр.

— Асли, ыран таврăнăп, — терĕ Фалес.

Вăл çавăнтах çаврăнчĕ те пӳлĕмрен тухса утрĕ. Вăл малтан хайĕн Шурçилхи патне кайса килес, кайран килне каяс тесе шухăшларĕ. Вăл лашасем патне утрĕ. Юратнă урхамахĕ Фалеса савăнăçлă ихĕрсе кĕтсе илчĕ. Фалес Шурçилхĕ патне утса пычĕ те, унпа калаçма тытăнчĕ.

— Шурçилхеçĕм, хăватлă ăйăрăм, лайăх кантăн пулĕ эсĕ çак картара, — терĕ вăл, — халь ĕнтĕ кайрăмăр киле, манăн та канассăм килет. Ялан тĕрлĕ çулçӳревсемпе хăрушă çапăçусем тăрăх çӳремелле мар, киле те каймалла, — терĕ вăл.

Кăшт çеç вăхăт иртсен, Шурçилхĕ пуçне ухса карта урлă ухă йĕппи пек вĕçсе каçса уялла тапса сикрĕ. Мĕнле хăвăрт пырать Шурçилхĕ! Çĕр хăех лаша ури айне чупнă евĕр туйăнать, ылтăн урисем çĕр çинче йĕр те хăвармаççĕ, ăйăр çинче пукан çинче ларса пынă пекех туйăнать! Çил çапса ӳкерес пек питрен вĕрет, курăкпа йывăçсем самантранах хыçалта юлаççĕ — нимĕнле урăххипе те танлаштарма пулмасть çак ăйăра! Çур сехетрен Фалес, икçĕр çухрăм кайса, Нукран вăрманĕн хуралçисемпе тĕл пулчĕ. Фалес вĕсемпе кулкаласа-калаçса илчĕ, ăна тытайманнишĕн шӳтлесе йĕплесе илчĕ. Тепĕр кăшт калаçсан Фалес хуралçăсемпе сывпуллашрĕ те шалалла, çулсăр вырăналла, кĕрсе кайрĕ.

Икĕ çухрăмран Фалес пысăк юман умне çитсе тăчĕ. Шурçилхене йывăç çумне кăкарса вăл хăйĕн асамлă туйине йывăç вуллинчен кăларса илчĕ. Çак туяна юманран тунă, çӳлте витĕр курăнакан тĕттĕм-кăвак чул пулнă. Фалес çак туяпа пĕр нимĕнпе те палăрман хăвăла шаккарĕ. Çак самантрах хăвăл алăк пулса ларчĕ.

Фалес алăка уçса йывăç ашне кĕрсе кайрĕ, анчах ку йывăç та пулман. Фалес шалалла кĕрсен çутă, пысăк пӳлĕме лĕкрĕ. Пӳлĕмĕ çаврака пулнă, йĕри-тавра çемçе пукансем лартса тухнă, вĕçĕнче сĕтел ларать, сĕтел хыçенче стена евĕр авăннă кĕнекепе тулли шкафсем. Кĕрсенех сылтăм енче пĕр алак пулнă, çав алăка ӳçса Фалес пусма умне пырса тăчĕ. Вăл пусмапа çӳлелле хыпарчĕ, пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш алăксенчен иртсе кайрĕ, юлашки, юманăн чи çӳлти пӳлĕмне кĕчĕ. Çак пӳлĕм те çаврака пулнă, унта пысăк, çемçе пукансем тата пĕр пысăк çывăрмалли вырăн пулнă. Фалес, питĕ ывăннăскер, вырăн çине хывăнмасăрах выртрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ.

 

2. Кĕтмен асамçă

Ир-ирех Фалес ура çине сиксе тăчĕ. Вăл çав самантрах стена çинчи вăхăт çине пăхре. Хĕвел çути сехет çине ӳкмест, анчах курăнать — тăватă-пилĕк сехет çитнĕ. Фалес хăвăрт çеç пусма тăрăх анчĕ, анчах халь çӳлтен иккĕмĕш пӳлĕме кĕчĕ. Кунта Фалес апатланнă пулнă. Вăл çавăнтах туйипе сĕтел çине тĕллерĕ, унта симĕс çулăмран пĕр турилкке шӳрпе пулса ларчĕ. Фалес çирĕ, кайран хăвăрттăн аялалла анса кайрĕ. Кунта вăл пĕр самант кĕтмесĕрех Шурçилхене салтса ячĕ те ун çине утланса вăрманалла вĕçтерчĕ. Мĕншĕн-ха çакăн пек васкарĕ Фалес? Кун çине пĕр хурав пур — вăл асамçăсен пухăнăвне хăвăртрах çитес тенĕ. Икĕ минутран вăл ним ăнланса юлайман хуралçăсене иртсе кайрĕ. Тепĕр çур сехетрен вăл Нероса çитрĕ. Лашине лаша пăхакансем патне хăварчĕ те чупнă пек васкаса хула варрине утса кайрĕ.

Нумаях мар вăхăт иртсен, Фалес Флагрисăн пысăк пӳрчĕ патне пырса тăчĕ. Вăл никам та килмен тесе савăннăччĕ, анчах алăк уçсан унăн çăварĕ карăлсах карĕ — кунта мĕн пур Çутă асамçă пурте ларнă, алăк уçăлсан пурте ун çине пăхрĕç. Фалес хускалмасăр, ним чĕнмесĕр тăракан Флагрис çине пăхрĕ.

— Салам сана, Фалес, — терĕ Флагрис.

Фалес малалла иртрĕ.

— Эсĕ пире чылай кĕттертĕн, — терĕ Асли хытă сасăпа.

Фалес каллех нимĕн те чĕнмерĕ.

— Юрĕ, нимĕн те каламастăн пулсан, иртсе лар çак вырăна, — аллипе сулса кăтартрĕ Флагрис, Фалес иртсе ларсан вара, — халь ĕнтĕ каласа пар пурне те, мĕншĕн-ха эсĕ ĕнер ним каламасăрах тухса кайнă? — терĕ.

— Асли, эпĕ пĕчĕк ача мар, — терĕ леш, — мĕншĕн-ха эсĕ мана айăпланнă ачана вăрçнă пек вăрçатăн? Эсĕ шутланă тăрăх, манăн веçех пăрахса сан патне каймалла пулнă-и? Вара эпĕ нихăçан та сана çакна каласа параймастăмччĕ. Итлĕр! — терĕ вăл, — эпĕ сире пĕтĕмпех каласа паратăп.

 
1 Нукран вăрманĕсем — хĕвелтухăç енчи авалхи пысăк вăрмансем. Çак вăрмансенче вăрманти çутă асамçăсем пурăнаççĕ.
2 Ěмĕрхи вăрмансем — Çурçĕрти тĕксĕм тата тĕттĕм вăрмансем. Тĕнчери чи авалхи вăрмансем, теттĕм асамçăсен вырăнĕ.
3 Нерос — çуттисен тĕп хули
■ Страницăсем: 1 2 3

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Сергей (2010-11-03 16:31:43):

Интереслĕ калав... Шала путсах вуларăм

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Владимир Яковлев (2010-11-03 18:22:37):

Асамĕсем вырăсларах, анчах ытти питĕ лайăх, мана килĕшет!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аноним (2010-11-08 21:45:30):

Ниче не скажешь, прикольно.(Если на русский перевести)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-08 21:51:27):

Чăвашла, мĕн, не прикольно-им вара?

 

Аноним (2010-11-08 22:12:41):

Все, кунта Флуд тумастпăр. Чăвашла та килĕшет!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина Юрьевна (2010-11-09 15:38:59):

Питĕ интереслĕ, тарăн шухăшлă калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андреева Татьяна (2010-11-09 17:44:21):

Маттур,Саша! Питĕ интереслĕ калав, тарăн шухăша путсах вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Екатерина Николаевна. (2010-11-09 17:58:39):

Питĕ интереслĕ пролог, тарăн шухăшлă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юрий Александрович (2010-11-09 20:50:13):

Питĕ лайăх, малалла та çакăн пек калавсемпе савăнтар

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-09 21:16:34):

Питĕ пултаруллă ача!Малала та çавăнпекех çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александр Ефремов (2010-11-13 22:03:54):

Питĕ лайăх калав! Малала та çавăнпекех çыр. Маттур,Саша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Екатерина (2010-12-02 21:02:20):

Маттур! Малалла та çакăн пек интереслĕ калавсем çыр!))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Витальевна (2011-02-02 20:23:30):

Интересленсех вуларăм. Маттур, Саша!Çакăнпа ан лăплан.Çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: