Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Итлетĕп шеф! — честь пачĕ Ваççа.
* * *
Ака уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çĕнĕ лавкка пур енчен те хатĕрлĕх шайне çитрĕ. Элексейпе Ваççа Нурлат хулинчен, Чистайран, Самартан продуктăсем кӳчĕç. Вĕсем çӳлĕксем çинче илемлĕрех курăнччĕр тесе Кирюкпа Çинук та çанă тавăрсах ĕçлерĕç. ĕнтĕ хатĕр веçех. Элексей Шуршыва кайса пушарни инспекторне, саннитари тухтăрне, районти суту-илӳ пайĕн ĕçченне тĕрĕслеве УАЗикĕпе лартса килчĕ. Вĕсем нимĕнле кăлтăк та тупаймарĕç, таварсен хакĕсем те район лавккисеннинчен виç-тват тенкĕ йӳнерех. Пушарни инспекторĕ çеç çулăмпа кĕрешекен тепĕр хатĕр туянма хушса хăварчĕ. Çак кунтан лавкка ĕçлме пуçларĕ. Чи илемлĕ кĕписене тăхăннă Верукпа Кĕтерне килекенсене сапăррăн кĕтсе илеççĕ. Яхруç та кĕрсе курчĕ çĕнĕ лавккана, таварсем енчен пуянтарах та курăнчĕç çӳлĕкĕсем. Хакĕсем çапсах хуçрĕç Яхруç кăмăлне — ун лавккинчи хакскенчен çĕнĕ хуçасен 5 — 6 тенкĕ каярах. Кĕвĕçсе те мăртăхса тухса утрĕ вăл хăй лавккине. «Аçа çаптăр вĕсене, асат хуçтăр шăмми-шаккисене!» — тулхăрчĕ вăл капланса килнĕ çиллипе. Пĕр çын та кĕмерĕ ун патне çав кун. Лавккине хупрĕ те ашшĕ патне утрĕ.
— Таварсен хакне вĕсенни шайнех антармалла пулать, — сĕнет Тилишух Карачăмĕ. — чăт пăртак, часах Шуршыври лавкка уçăлать. Унта çын та нумай çӳрет. Эпирех усламсăр юлмăпăр.
Верукпа Кĕтерне продуктсем сутнă вăхăтра Элексейпе Ваççа кайри пӳртре столяр верстакне, циркулярка вырнаçтарчĕç. Кунта Ваççан сĕтел пукан хатĕрлекен хăйĕн цехĕ пулать. Кайри пӳртре вырăн пайтах-ха. Çавăнпа вĕсем юлнă вырăна складлăх пӳлме шутларĕç. Элексей çаплах вĕт-ха катнура ĕçе çӳрет, скаладлăх вырăн тăвассине Ваççа хăй çине илчĕ. Ваççапа Элекçей арăмĕсем еплерех ĕçленине курма кĕчĕç. Лавкка тулли халăх. Верукпа Кĕтерне пичĕсенчен ăшă кулă çухалмасть.
— Ку лавккара туянакансен тирне сӳмеççĕ иккен, Яхруç лавккине ура та ярса пусматăп, — тет Улюç кинеми.
— Çапла, — тавăрать тепри, — çĕнĕ хуçасен ĕçĕсем ăнса пыччĕр.
Каçпа Элексейсем патне Ваççапа Верук каçрĕç. Элексей пĕр кунра миçе тенкĕлĕх тавар сутнине шутларĕ.
— Саламлатăп сире, сутуçăсем — эсир паян 30 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Ял лавккишĕн ку лайăх кăтарту.
Кĕтерне миçе кило сахăр песукне, кĕрпесене, ыттисене сутнине веçех çырса пынă. Вĕсен хакне кăларса пăрахсан 10 пин ытла тупăш.
— Налукне тӳлесен, çутă, бензин хакĕсене кăларсан 7 пин тенкĕ таса тупăш. Начар мар вĕт! — савăнать Элексей.
— Эсĕ шут ăсти, саншăн начар мар-тăк, пирĕншĕн те лайăх, — тавăраççĕ ыттисем.
Кирюкпа Çинук та ашшĕ амăшĕсен ăнăçлă пуçланса кайнă ĕçĕшĕн савăнчĕç. Вĕсен яваплă тапхăр çывхарать — тата 25 кунран пĕрремĕш экзамен. Кĕнекисене аллисенчен ямасăр вĕренеççĕ, пĕр-пĕрне экзамен параççĕ. Вĕсем юрату çинчен те манса кайрĕç. Пуçĕсене кантарма уçă сывлăша тухса кĕреççĕ те татах кĕнекисене алла илеççĕ.
…Шкул картишĕнчи анлă тӳремре вĕренекенсем стройра. Вĕренӳ вучахĕнче ăс пухнă кунсем, эрнесем, уйăхсем, çулсем кашнин куçĕ умĕнчен хăвăрт шуса иртеççĕ. Çу хĕвелĕ тӳперен пурнăç çулĕ çине тухакансене ăшшăн саламлать. Тепĕр вĕренӳ çулне пĕрремĕш класа килекнсен шучĕ самаях чакнă — пĕр класлăх кăна. Акă ĕнтĕ юлашки шăнкăрав янрать. 11-мĕш класс ачисем тӳпене кăвакарчăнсем вĕçтереççĕ. Тата виç кунтан патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экçаменĕсем пуçланаççĕ. Савăнăçлă линейкă вĕçленсен строй саланчĕ, спорт вăййисем пуçланчĕç. Çинукпа Кирюк хăйсен ачалăхне асăнса футбол вăййине хутшăнчĕç.
* * *
Маюк юлашки вăхăтра ашшĕпе ăшпиллĕн калаçать. Экзаменсем вĕçленсе пынă май вăл хăй палăртнине епле пулсан та пурнăçласшăн. Ял-йышра хăйĕн çинчен, ашшĕ пирки мĕн калаçнине пĕр пытарми каласа парать.
— Илтнĕ, Маюк хĕрĕм, çав калаçусене. Хыç енчен ырă мар сывлăш кăлармасăр усал шăршă сарăлмать теççĕ. Ют арçынтан çуралнă-и эсĕ, манранах-и, эпĕ сана хам хĕр тесе шутлатăп, сана юрататăп. Анчах аннӳ ним çукаран сана кӳрентернĕ вăхăтсенче хутна кĕме хăратăп. Кăмăл ытла çемçешке. Çынна хăйне хӳтĕлеме кăштах унра хаярлăх та кирлĕ пуль çав. Хывман ман чун-чĕрене аттепе анне çав ене. Те тĕрĕснех палкаççĕ, те суялăха кăна?
— Вăт, атте, эпĕ тĕрĕслĕхе çав тери пĕлесшĕн. Чăнлăха уçмашкăн санăн юнупа манăнне ДНК тишкерĕвĕ çеç ирттермелле. Эсĕ хăвăн юнна илтерме хирĕç мар-и?
— Хирĕç мар, — терĕ Петруç.
— Халех мар-ха. Экзаменсем вĕçленсен аслă шкула вĕренме кĕме Хусана каяс умĕн пĕр кун маларах Шуршыва çитĕпĕр. Çакă пирĕн вăрттăнлăх пулĕ. Аннене пĕр сăмах та ан шарла. Анализсем хирĕçле тухсан та сан яту тасалăхра юлĕ, ма тесен вăрттăнлăхĕ те Хусантах путланĕ. Сана эпĕ намăса кĕртесшĕн мар атте. Анчах çав тишкерӳ укçалла. Эсĕ мана кăштах пулăшаймăн-ши? Хакне Шуршыва кайсан пĕлсе килетĕп.
— Пулăшăп, тĕрĕслĕхе пĕлме шел мар.
…Маюка ирех вăратрĕ Яхруç. Ăна вăл тĕкеллесе тенĕ пекех лавккине илсе кайрĕ, таварсен чакарнă хакĕсене çыртарса çактарчĕ. Хăй пĕрмай çĕнĕ лавккаçăсене хирĕлсе ятлаçрĕ, пĕрмай вĕсен пуçĕсем çине ылхану çине ылхану сунчĕ.
Хăй ĕçне вĕçлесен Маюк килне таврăнса кĕнеке тытрĕ: паян юлашки экзамен.
— Хĕрĕм, — кĕчĕ малти пӳрте Петруç, — ме, ак, тыт пилĕк пин тенкĕ манран. Тата та парăттăм — урăх çук… Шуршыва хăçан каяссине каçран каласа хур.
— Тавта пуç, атте, халĕ эпĕ килте пĕчченлĕх ытамĕнче мар, шкулта та çывăх юлташсем пур.
Юлашки экзамена ăнăçлах пачĕ Маюк. Маларах панă экзаменсен хаклавĕсем килмен-ха, юлашкинне те ик-виç кун кĕтмелле. Маюк шкул картишне тухсанах çывăх юлташĕсене курчĕ, вĕсене саламларĕ, лешсем — ăна.
— Никам та палăртнă тĕллеве улăштарман-и, — ыйтрĕ Çинук. — Çук-çук, — тавăрчĕç юлташĕсем. — Апла кăларăмăн савăнăçлă каçĕ иртсен виçĕ кунтан — Хусана. Ман атте машинипе унта каять. Çул укçи таткаламасăрах шĕкĕр хулана çитĕпĕр. Эсĕ, Маюк, пиртен юлмастăн пуль? — ăшшăн пăхать тантăшĕ çине Çинук.
— Паллах юлмасть, — тавăрать хĕршĕн Кавĕрле. — Халь каяр икĕ класс пĕрлешсе улăха, Тарса шывĕнче вĕренӳ çулĕсенче пухнă çылăхсене çуса антарар, — сĕнет йĕкĕт.
Çак сĕнӳпе икĕ класс хĕр упраçĕсемпе йĕкĕчĕсем пĕр чунлăн килĕшеççĕ. Вĕсем шавлăн калаçса, савăнăçлăн кулса улăхалла утнине ял çыннисем ăшшăн пăхса юлаççĕ.
Кĕтнĕ кун çитрĕ. 11-мĕш классенче вĕренекенсене шкулăн актăвăй залне пухрĕç. Экзаменсене йышăнаеан комиссин прелселателĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамĕнĕсен хаклавĕсемпе кашнине паллаштарать.
— Тĕпрен илсен кăларăм класĕсенче вĕренекенсем экзаменсенче лайăх пĕлӳ пухнине кăтартрĕç. Вăтам кăтарту — 75 балл. Зинаида Филипповапа Василий Самаевăн — 100 балл. Тăрнапуç шкулĕн дирекцийĕ вĕсене ылтăн медалсем пама ронона хутсем тăратнă. Пĕр сăмахпа, сиртен 50 — 60 проценчĕ аслă шкулсене тӳлевсĕр вĕренме кĕме пултарать. Чун-чĕререн саламлатпăр сире пурнăç çулĕ çине тухнă ятпа. Шкула, вĕрентекенсене яланах асăрта тытăр.
Директор ыран ял клубĕнче савăнăçлă кăларăм каçĕ иртессине пĕлтерчĕ.
…Ыран ирпе, атте, Шуршыва кайăпăр, — терĕ Маюк.
— Юрать, манăн шăп та лăп бензин пĕтсе пырать. Кĕçĕрех аннӳнтен укçа илсе хурăп — тавăрчĕ ашшĕ.
Район болницинче Маюк лаборатори ертӳçи патне кĕрсе хăйсем мĕн йӳтĕмпе килнине тĕплĕн ăнлантрачĕ.
— Юн илнĕшĕн тӳлес пулать, касса икçĕр тенкĕ тӳлĕр те сире черетсĕрех кĕртĕç.
ĕç хăвăрт татăлчĕ. Лаборантки кашни пробиркине лайăх пăкăласа хăшĕ камăн юнне çырса марлĕпе чĕркесе, Хусанти лаборотори адресне, мĕн хака ларнине çырса пачĕ. Машина бакне бензин тултарса вĕсем яла таврăнчĕç. Маюк тӳрех çула хатĕрленме пуçларĕ. Хулара тăхăнма икĕ кĕпе, икĕ носки илчĕ. Çул çине вăл спорт костюмне тăхăнать. Пробиркисене аялтан тăхăнакан кĕпипе тепĕр хут чĕркесе япаласен варрине хучĕ.
Каçпа вăййа тухсан юлташĕсем ăна ыран ирпе 5 сехетрех тухассине пĕлтерчĕç. Çавăнпа Маюкпа Кавĕрле вăйăран иртерех кайрĕç. Маюк килĕнче хучĕсене пурне те илнине тепĕр хут тĕрĕслерĕ те çывăрма выртнăччĕ, ун патне амăш пычĕ.
— Хĕрĕм, каçар мана, эсĕ ирех Хусана каяссине Петруç каларĕ. Хулара пурăнма укçа та ыйтмастăн. Çав териех çиллентĕн-и мана? Каçар… Сĕтел çине 10 пин тенкĕ хутăм. Хулара унта пурнăç хаклă. Çимерен юлсан хăвна валли илемлĕ кĕпе туян. Урăх нимĕн те калаймастăп.
— Тавта пуç, анне, вĕренме кĕреймесен эпĕ яла таврăнмастăп. Ырă каç пултăр, — терĕ те утиялне пуç çинченех витĕнчĕ.
…Çул тăршшĕпех вĕсем малашнехи пурнăç пирки калаçса пычĕç.
— Эпир те атте-аннесен хӳттинчен тухса хамăр тĕллĕн пурăнма тытăнатпăр. Йывăрлăх сиксе тухсан ăна хамăрăнах татмамалла пулать. Хулара пурнăç тата та йывăртарах теççĕ, — пуçларĕ сăмахне Кирюк. — Çĕр çинче хамăра тивĕçлĕ вырăн тупас тесен хамăрăнах çине тăрса тăрăшмалла. Мĕнле пăтăрмахсем кĕтеççĕ-ши пире хулара?
— Ял ачисене, паллах, малтанах хула пурнăçне хăнăхма ансатах пулмĕ, — кĕрет калаçăва Кавĕрле. — Анчах эпир тăр пĕччен пулмастпăр вĕт-ха, ял ачисем татах та пулаççех, вĕсемпе тусласшан йывăрлăхсене те çĕнтерĕпĕр.
— Эсир халех тытман упа тирне сӳсе пыратăр, — пӳлет вĕсене Çинук. — Малтан вĕренме кĕрер-ха…
Унпа пурте килĕшеççĕ.
* * *
Хусан вĕсене çӳллĕ те катмар çуртсемпе, урамсенчи çын хĕвĕшĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Пурте таçта васкаççĕ. Кавĕрле пĕр урама çитсен анса юлчĕ, унăн амăшĕн йăмăкĕ çав урамра пурăнать.
Маюк Шуршывсăр пуçне ытти çĕре тухса курман. Пысăк хула, çын ытла йышли ăна тем пекех тĕлĕнтерчĕ, çак катмар çуртсен хушшинче аташса каясрн хăраса пычĕ.
— Ан шиклен, Маюк, санăн кĕсье телефонĕ пур-тăр вĕт. Тӳрех ман пата шăнкăравла.
— Çук çав ман ун пекки. Сăмах шăтрăм килте туянас пирки, анне мĕне кирлĕ вăл ялта терĕ. Урăх шарламарăм вара.
Çинук пиччĕшĕ хула варринерехех пурăнать, вăл ăшшăн кĕтсе илчĕ хăнасене: ашшĕне ыталаса чуп турĕ, Çинука ытамне илсех чăмăртарĕ.
— Вăт пирĕшти, епле хӳхĕмленсе кайнă, хăть паянах качча пар.
— Иртерех-ха пичче, вĕренсе професси илмелле малтан.
— Ку кӳршĕ Ваççа пиччен ывăлĕ Кирюк пулас, — алă пачĕ Кирюка. Маюка тĕсесе пăхрĕ, камăн хĕрне пĕлеймерĕ.
— Ку Артамун Яхруçĕн хĕрĕ Маюк, — паллаштарчĕ Çинук вĕсене.
Пиччĕш кам ăçта çывăрмаллине, ăçта мĕнле апатсем пуррине кăтартрĕ те ĕçне васкарĕ. Прокурор мундирне тăхăнсан Маюкпа Кирюк тĕлĕнсех кайрĕç. Пиччĕш ăçта ĕçленине Çинук пĕрне те каламан, Элексей пиччи те сăмах уçман. Мĕтри кайсан Элексей сĕтел çине апат пуçтарчĕ. Вăл пĕрре кăна пулман ывăлĕ патĕнче, ăçта мĕн тăнине лайăх пĕлет. Газ плити çине чейник лартсан пурне те ваннăйнче аллисене çуса сĕтел хушшине ларма хушрĕ, хăй те аллисене çурĕ. Апатланнă, чей ĕçнĕ хыççăн ват енне сулăннă Элексей хăй вырăнне выртса часах çывăрса кайрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...