Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Пичче, мĕншĕн сан куçусем шывлă, — ыйтать тĕлĕнсе.
— Эй, Палюк, — тетĕп, — столяр-платиниксен куçĕсем ялан шывланса çӳреççĕ: вĕсене е шăрпăк, е пила хыççăнхи кĕрпе лекет, ан пăшăрхан, çыăрса тăнă çĕре типеççĕ, — ачашлатăп ăна пуçĕнчен.
Вăт çапла пурăнтăм эпĕ Кĕтнепуçĕнче. Унти пурнăç кунтинчен те йывăртарах. Ирпе Çерушпа пĕрлех çула тухрăмăр. Вăл манпа юнашар кăшт пычĕ те шкула ĕлкĕрес тесе велосипечĕ çине ларса вĕçтерчĕ. Çанталăк ĕнерхинчен çемçерех. Çуна çулĕн тумхах-путăксене юр тикĕслетнĕ. Йри-тавра «Малалла» колхозăн куç виçсе илейми уйăсем сарăлса выртаççĕ. Çĕр шурă виткĕç айĕнче. Ниушлĕ вĕсем кăçал та акăнмасăр юлĕç? Çак шухăш чĕрене ыраттарать. Ман ĕç çĕрпе çыхăнман, анчах ун пуянлăхĕ ман шăпапа тӳррĕн çыхăнса тăрать: ун çинче эп ĕçлекен йывăçсем, выльăх апачĕлĕх курăксем, чи кирли — тырпул, çитĕнеççĕ.Ниушлĕ кăçал та çак хирсенче ашкăрса салтак тӳми чечекĕсем ӳсĕç?
Вăт хĕрсемшĕн юмăç пăхма ансат. Анкарти хыçне тух та салтак тӳмин çеçкисене юратать, юратмасть тесе татса лар. Эх ах-хай, хăçанччен пырĕ çак тискер аркату? Çакăн пек шухăшсемпех тăван яла çитрĕм. Халь Верук курортра канни çинчен илтес килет. Ытла аскăнмарăн-и унта?
— Курортра лайăх: апачĕсем техĕмлĕ, кун сиктерсе хăрăм тĕслĕ шывра ваннă кĕртеççĕ. Мацеста теççĕ çавна. Мĕн чухлĕ çыврас тетĕн, çавăн чухлĕ çывăр. Курорчĕсене те капитализм инкекĕ çитнĕ. Эпĕ каннă санаторинче пĕр çамрăка та курмарăм: стариксемпе карчăксем ытларах. Ман ӳсĕмрисем те виç-тăват çын кăначчĕ. Аскăнас тесен те аскăнаймăн. Хĕрĕхсенчен иртнĕ хула майрипе пĕр пӳлĕмре тăтăмăр. Хăпарса тăракан тутисем сăнне тискерлетсе тăраççĕ. Ма вĕсем сан çапла хулăн тесе кăсăклантăм.
— Эх, деровня, деровня, — терĕ мана шелленĕн, — çавна та тĕшмĕртейместĕн.
Хĕрарăмăн хулăн тутисем кирек хăш арçына та илĕртеççĕ, ма тесен хулăн тутасем сексуаллă курăнаççĕ. Ман тутасене силикон уçласа кĕртнĕ.
— Сана вара миçе арçын кирлĕ, упăшку çитмест-им?
— Упăшка вăл упăшка, хăйма та кашни кун çисен йăлхтарать, партнёра хутран-ситрен улăштарни сывлăхшăн та сипетлĕ теççĕ тухтăрсем.
Ав епле иккен. Тухтăрсем патне те кайкаланă, анчах вĕсенчен ун пек канаш илтмен. Юрĕ, кĕçĕр санпа юриех танцине пырăп, курăпăр кама маларах танцине чĕнĕç арçынсем, сана-и е мана.
Тĕрлĕ мероприятисем ирттерекен зала ваттисем, çамрăктараххисем йшлă пухăннă. Тăратпăр мăнтăр туталă майрапа стена çумĕнче пĕр-пĕр арçын танцие чĕнессе кĕтсе. Вальс кĕвви янрать. Ак пирĕн пата аллăсенчи типтерлĕ арçын пычĕ те мана танцие илсе тухрĕ. Хулăн туталă майра çаплах стена çумĕнче пĕччен кичемлĕхре. Унтан фокстрот янрарĕ. Хай арçын татах мана илсе тухрĕ. Хулăн тутали патне утмăлсенчи арçын пырсан хĕрарăм хĕвел пекех çиçрĕ. Танцисем вĕçленсен майра мана пуш пӳлĕмре çывăрма хушрĕ. Вăл имĕш çав арçынпа çывăрма калаçса килĕшнĕ. Ватă-çке вăл тесен, ватă ăйăр йăрана пăсмасть тесе хучĕ.
— Çăраççи, — тетĕп çакна.
— Вăл алăка пирĕнни те юрать.
Кайрăм пуш пӳлĕме, телевизор хускатрăм та пăхса ларатăп. Çирĕм минут та иртмерĕ, мăнтăр тута пӳлĕме кĕрсе тăчĕ. Ятлаçать хăй, ăйăр мар вăл, ватă клячă тет.
Сывлăха аванах тĕреклетсе таврăнтăм. ĕнесем суса кушăрханă алăсем те çемçелсе якалчĕç. Шалкă, ĕçе тухсан вĕсем каллех кушăрхаççĕ ĕнтĕ.
— Кушăрхамĕç, — татрĕ Верук кулянăвне Элексей, — çук ĕнтĕ пирĕн фермăра ĕнесем, çамрăк вăкăрсемпе тынашкасем, совхоз панкрута тухрĕ. Патшалăх умĕнчи парăма татма сутса ячĕç вĕсене. Сăвакансемпе выльăх пăхакансене ĕç укçи вырăнне памалăх кăна пĕр çлхи пăрусене хăварнă. Ыран Ваççапа кайăр та пĕр тынашкине çавăтса килĕр.
— Пĕтрĕ пуç, эпĕ те ĕçсĕр тăрса юлтăм-и? Мĕн ĕçлесе пурăнăп-ха эпĕ? ĕне сăвассисĕр пуçне урăх нимле ĕç те тăваймастăп-çке, — тем йывăрăш çăк йăтăнса аннăн пусрăнчĕ Верук.
— Ытла ан пăлхан-ха, эпир Элексейпе Тăрнапуçĕнче хамăр лавккана уçатпăр. Эсир Кĕтернепе сутăçсем пулатăр, — лăплантарчĕ мăшăрĕ Верука. — Яхруç пултарнине пирĕн пуç та çитĕ.
— Сутуç пулма хăратăп эпĕ. Атте калатчĕ, çав ĕçе кĕриччен ĕне илсе лавкка çумнех кăкарса хумалла — растрата тусан тӳлеме.
— Ан шиклен, вĕрентĕпĕр, — терĕ Элексей. Пĕчĕк ĕçкĕ вĕçленчĕ, кӳршĕсем выльăхĕсене апат пама килне утрĕç.
* * *
Тăрнапуç ял-йышĕн ĕçĕ-хĕлĕ «Тухăç» совхоз панкрута тухсанах айăн-çийĕн явăна пуçларĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем панкрута кăларассине йĕркелесе пыма вăхăтлăха лартнă управляющи пӳлĕмне ушкăнăн-ушкăнăн кĕреççĕ. Пуринте пĕр ыйту: çулталăк ытла ĕç укçи илмен, кам тӳлет ăна халь? Хуравĕ те пĕрре çеç: укçа çук, натурăпа татăлатпăр. Пайтахăшĕ çакна ăнланмасть, пурте тĕп бухгатера тапăнаççĕ. Хĕлип Элексейĕ тĕплĕн ăнлантарать:
— Пенсионерсене, ĕçсĕр ларнисене çĕр пайĕшĕн икшер центнер тулă, ĕçленисене — тăватшар центнер. Хăш-пĕрисемпе ĕç хатĕрĕсемпе татăлаççĕ.
— Аппай пысăка хурса хакланă çулталăк ытла пĕр пус илмесĕр тар тăкнине, — ӳпкелешеççĕ тăрнапуçсем.
— Мĕн панипе çырлахăр, — хутшăнать калаçăва Самай Ваççи. — Кĕтнепуçĕнче кашнине пĕрер центнер тырă çеç панă. Унти арçынсем халь пурте шапашка кайса пĕтнĕ. Пирĕн ĕçе патшалăх çапларах хаклать. Кĕтнепуçĕн анлă уйĕсенче халь салтак тӳми чечекĕ çеç ӳсет. Чиновнисем апат-çимĕç продукчĕсене чикĕ леш енчен туянни пайталăрах тесе калаçаççĕ вĕт телевизорпа. Пĕр сăмахпа, кам мĕнле пĕлет, çапла йĕркелет хăй пурнăçне. Ытла ан пăшăрханăр, патшалăх умĕнчи кредит парăмĕсене татсанах «Тухăç» совхоза «Шуршыв — тĕш-тырă» холдинкпа пĕрлештереççĕ.
Пурпĕрех кӳренӳпе, ӳпкелешӳпе саланать халăх совхоз кантурĕ патĕнчен. Ваççа Элекçей пӳлĕмне кĕчĕ.
— Итле-ха Алексей Палыч, платник-столярсен цехĕнче хăмасене савалакан станок, ун çинчех цикулярка пур. Çавна мана ĕç укçи вырăнне пама май çук-ши? Столяр верстакĕ те пăсмĕччĕ. Тата тынашкине паянах киле çавăтса килесчĕ.
— Çичас, — терĕ Элексей. Арифмометрĕпе шутларĕ те темле хут çине пăхса илчĕ.
— Вăт, Ваççа, çулталăк та виç уйăхшăн сана 45 пин тенкĕ тивет. Циркуляркăпа фуганкă станокĕн, верстакăн хакĕ пурĕ 35 пин. Эпĕ сана халех вĕсене килне куçарма, тынашка илме хут çырса парап. Эсĕ ун çине упрвляющине алă пустаратăн та капиталист пулса тăратăн. Станокне ман машинапа ĕç хыççăн кӳрĕпĕр.
— 15 уйăхшăн — 45 пин. Ах Тур, куçкĕрет çаратаççĕ вĕт ял халăхне, — кӳренӳпе тарăху Ваççа кăмăлĕнче çĕкленет. Хăвăрттарах уçасчĕ хамăр ĕçе, тен ун чухне ретлĕрех пурнăç кайĕ пирĕн.
Хĕлип Элексейĕ те хăйне тивĕçлĕ тупра — Т-40 кустăрмалă трактăрпа унăн телешкине, икĕ тренлĕ плуг, икĕ сӳре суйласа илнĕ. Çамрăк чух механизатор пулнă вĕт. Вăл пăрахăçланă буханкă текен УАЗ машинина тимĕр-тăмăра яртарман хăй килĕ умне кӳртернĕ: çуллен чакалана-чакалана, юсав пайĕсем туянса хута ячĕ вĕт çав машинана. Хăйсен лавккине уçсан тавар турттарма транспортшăн çынна йӳтетесси çук.
Ваççапа Верук тынашка илме ферма çитрĕç. Вĕсем Верук витине кĕчĕç. Вăл пуш-пушă, ăш-чикĕ тăлăххăн курăнать. Унăн пырне темле чăмака капланса килчĕ. Хурлану куççулĕсем тухрĕç куçĕнчен.
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ. Лăплан. Хăçан та пулсан кун-çулăмăрсем сикчевлĕ йăрăмран тикĕс çĕре тухас шанчăкпа пурăнар, — лăп-лăп çапса ачашларĕ ăна çурăмĕнчен упăшки.
Тынашкине Верук суйласа илчĕ, хăй ушкăнĕнчи Манька пăрушех пулчĕ.
— Килте пĕр ĕне пур, кăна та ĕнелĕх ӳстеретпĕр, — ĕмĕтленсе пычĕ Верук пăрăва çавăтса пынă май.
— Мĕн тума сана икĕ ĕне, Кирюк вĕренме каять, ăçта хурăн сĕтне?
— Ан аптра, кĕçĕртен тепĕр ача никĕсене хывма пуçăнăпăр. Илтмен-им, халь иккĕмĕш ача çуратсан амăш капиталне параççĕ. Кун пирки маларахах шутламалла пулнă. Ялан паянхипе кăна пурăнма хăнăхнă.
— Эпĕ халех хатĕр.
— Киле çитер ĕнтĕ… — йăл кулать Верук. Унăн кулли пурнăç малаллах туртăннине çирĕплетет. Хатарлă вăхăтсем çитнипе аллисене усасшăн мар çынсем. ĕлĕксенче пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем колхоз-совхозсемсĕрех пурăннă. Малтанлăха йвăр пулĕ те хуллен хăнăхăпăр теççĕ ял-йышра.
Яхруçа çеç çынсене терт-нуша килсе çитни савăнтарать. «Ăслă ман атте, маларахах лавкка уçса ăнтарчĕ», — тесе хĕпĕртет. Анчах Яхруçăн та пурнăçĕ хĕсĕнчĕ. Прокурор пулăшуçи тĕрĕслесе кайнă хыççăн ăна администрацилле майпа айăпласа 30 пине штрафларĕç, электронлă тараса туянма çирĕп хушрĕç. Штрафне тӳлерĕ, виçине туянчĕ. Ку электронлă хатĕрпе çынсене пит улталаймăн тата туянакансем Яхруç лавккине хăйсен тарасисемпе çӳреме пуçларĕç. Таса тупăш илесси тата та хĕсĕнчĕ. Хĕлип Элексейĕпе Самай Ваççи лавкка уçаççĕ тенине илтсен уяр кун аçа çапнăн ăшталанса ӳкрĕ Яхруç. «Кусем чыс-сипетлĕх картинчен тухаканнисем мар, тавар хакĕсене манран ик-виç тенке каярах хурсан та вĕсен лавккинчен çын татăлмĕ. Элексей ашшĕн çуртĕнче уçаççĕ пулсан вут тĕртсе çунтарас ăна», — кĕрет ăсне тискер шухăш. Тулта çынсем шавланипе вăл та унта тухать. Лавкка умне ушкăн арçын пухăннă. Пурте Хĕлип Павăлĕн халиччен пушă ларнă çурчĕ еннелле пăхса калаçаççĕ. Çурт умĕнче пушар машини тăрать. «Ха, эпĕ вут тĕртмесĕрех çав çурт çунма тытăннă иккен», — савăнать ăшĕнче Яхруç. Мĕншĕн тĕтĕмĕ, ялкăшакан çулăмĕ çук? Пĕр пушарнăйĕ çурта çӳлтен пуçласа аяла çтиех кĕпçерен шыв пĕрĕхтерет.
— Вĕсем элле кив пӳрте шывпа çуса тасатасшăн-и? Туянакансене çапла майпа та пулин хăйсен лавккине илĕртесшĕн-и? — кăсăкланать Яхруç ушкăнри пĕр арçынтан. — Шампуньпе çусан та кивĕ çурт кивех курăнать.
— Ăнланмастăн эсĕ, Яхруç, ахаль шывпа пĕрĕхмеççĕ, ятарлă шĕвекпе. Ун хыççăн çурта кĕвĕç чунли вут тĕртсен те пĕренисем çунмаççĕ. Элексей ашшĕ пекех малтине курса тăрать, çурчĕ те, кӳнĕ таварĕ те сыхлăхра юлаççĕ. Вăт еплерех пуçлă конкурентсем пулаççĕ санăн. Ах, чунпа туятăп, часах чухăна тухатăн эсĕ…
Яхруç лавккине кĕрет. Ним тăвайман енне çиллипе шăлĕсене шатăрттарать, ылхав çине ылхав ярать Хĕлиппе Самайсен çемйисем çине.
Пошарнăйсем хăйсен ĕçне пĕтерсе Шуршыва васкарĕç. Элексейпе Ваççа УАЗик çине ларса совхоз столяркине циркуляркăпа верстак илме кайрĕç. Вĕсене Ваççа картишне пушатнă тĕле тĕттĕмлене те пуçларĕ. Ашшĕсене пулăшма Кирюкпа Çинук та тухрĕç.
— Ыран Кĕтернепе Верук Шуршыв больницине медицина кĕнекисене илме комисси иртме манпа ларса пыраççĕ, эпĕ лицензи пирки район администрацине кĕретĕп, — терĕ Элексей. — эсĕ аттен малти пӳртне урам енчен алăк кас.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...