Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Эпĕ çавăнпах паян сан пата пырасшăн та… Халех…
— Эпĕ хирĕç мар.
— Ăçта пырасшăн эсĕ? — хĕсĕнчĕ вĕсен хушшине хуса çитнĕ яштака Кавĕрле. — Эпĕ те пырасшăн. Пурте ахăлтатса кулчĕç. Пĕрремĕш хут Маюк кăмлтан кулчĕ.
— Тăваттăн пулса та тăтăмăр. Атьăр çывăхрах юлташланар, — сĕнчĕ Кирюк.
— Ăтьăр, — хуравларĕç ыттисем.
* * *
Ваççа вутăлăх сыпăланă туратлă касăксене тăратса лартнă та вĕсем çине хулăн хăмана пăтапах çапса хунă. Хăй ăсталанă столяр «верстакĕ» çинче хĕрттерсе темле рейкă савалать. Хапха çумĕнчи калинке уçăлса картишне Верук кĕрсе тăнине те сисмест. Арăмĕ вăл ĕçленине пăхса тăчĕ те:
— Ха, ман таркăн упăшка таврăннă та-мĕн?
— Верук! Ман Верук курортран килчĕ. Чим-ха, ятлаçса йĕплеме ан васка. Малтан сана тăраниччен пăхса савăнам-ха. Ара эсĕ хĕр чухнехинчен чипертерех курăнан. Ман тутасем сана чуп тума хăйсемех тăсăлаççĕ.
— Апла мĕн юпа пек хытса тăран? Ытла вăрăмлансан тискерленсе кайăн тата, — аллисене сарса утăмларĕ Ваççа патне мăшăрĕ. — Пĕлетĕн эсĕ хăвна вăрçтарасран хăтăлма çăка савăла çапма. Столярсем çапларах-тăр çав.
— Каçаратăн-и? — аллисене сарчĕ Ваççа.
— Ăçта кайса кĕрĕп ĕнтĕ эпĕ? Каçармаллах пуль…
Вĕсем чуп тума ĕлкĕреймерĕç, крыльца çине Верук амăш тухса тăчĕ. Арăмĕн илĕртекен тутисене ĕмсе илеймерĕ Ваççа.
— Эсĕ, хуняма, чи вĕчĕлтӳллĕ саманта пуçланичченех татрăн. Юрĕ-çке. Эсĕ, Верук, сĕтел çине çырткаламалли пуçтар-ха, эпĕ çак савăнăçа палăртма кӳршĕсене чĕнесшĕн. Пĕркун Элексейпе Шуршыва кайсан эс таврăннă тĕле чи тутлă хĕрлĕ эрех илсе килтĕм.
— Эрехпех чыслатăн-тăк, ĕшеннине пăхмăп, часах сĕтел çинче кученеç апачĕсем пулĕç. Чĕн кӳршĕсене, вĕсене, Кирюка, тăван яла çав тери тунсăхларăм.
Ваççа наструкне вырăнне кайса хучĕ те пускиле утрĕ. Часах пĕчĕк ĕçкĕ пуçланчĕ. Кĕтерне Верук чиперлĕхне курсан Элексея сăхăртатма тытăнчĕ.
— Кĕмĕл туй та иртрĕ, ылтăнни те çывхарса килет. Ярăн-ши эсĕ мана пĕрре те пулсан çав курорта?
— Эсĕ ун пирки сăмах та уçман тата пирĕн килтех курорт. Икĕ ĕне, икĕ пăру, пĕр тынашка. Кашни çулах сысна çăвăрĕсене туянса ӳстеретпĕр. Аш-пăш — савалиç. Çулла пахчара хăярĕ, помидорĕ ытти çимĕçсем йăтăнса çитĕнеççĕ. Хĕвелпе пиçессӳ килсен Тарса шывĕ хĕрне кайса çарамаслан та негр пекех хурал…
— Аха, ман Тарса çыранне кайса выртма тĕпчĕм вăхăт çук: сыснисене апат памалла, чăххисене пăтратса памалла, йăрансене çумламалла, мĕнле калаç, хĕрарăмăн ĕçне чăх та сăхса пĕтереймест. Эсĕ кантура кайса шут шăрçисене шалт-шалт çеç куçарса ларан, киле таврăннă тĕле сан валли апат пĕçерсе хумалла. Юрать-ха, пахча çимĕçĕсене шăварма пулăшан. Çинукăн та алли-ури кирек мĕнле ĕç патне те ерçӳллĕ.
— Çитĕ, Кĕтерне, мана питлеме, питех каяссу килсен ыранах Шуршыва шăнкăравлăп, путёвкă пулсан ыранах ăсатăпăр сана курота. Халь Ваççана итлер. Вăл ютри пурăнăçне мана уçмарĕ. «Ак, Верук килсен, пĕрле сĕтел хушшине ларсан веçех каласа парăп», — тет. Темле тархасласан та пĕр сăмах та каламарĕ.
— Кала ĕнтĕ, — терĕç пурте, — мĕнлерех ютра пурнăç?
* * *
— Мĕнле пурнăç? — тетĕр эсир. — Яхруç элекне илтсенех ăсăм пăтранса кайрĕ. Ара йĕкĕт чух Петруç Верук хыççăн чупнине хăвăр та пĕлетĕр. Каччă чух илтерейменнине авланнă хыççăн та пулин Верука хăй ытамне илме туртăнать пуль тесе шутларăм. Ытла та ĕненмелле тухрĕç вĕт Яхруç сăмахĕсем. Уйрăмах совхозăн ĕне витисем патĕнче тĕл пулаççĕ имĕш кĕçĕр тени тарăхтарчĕ. Мăшăрăм çавăнта ĕçлет-çке. Çитменнине, çав каç Верук ĕçрен çук та çук. Çил яман хура куртка тăхăнтăм та фермăналла васкаса утатăп. Хиртен кӳнĕ улăм куписем патĕнче мăкăр-мăкăр илтĕнет. Арçыннин сасси Петруçăнни пек те, Кукăр касри Ваçанăнни пекрех те. Тĕрĕснех калать иккен Яхруç терĕм те киле таврăнтăм, Верук килсен унпа пĕр сăмах та калаçмарăм, çутăласса кĕтсе илтĕм те килтен тухса кайрăм.
— Ун чухне мана Кĕтерне чей ĕçме чĕнсе кĕртнĕччĕ, — сăмах хушрĕ Верук.
— Эсĕ ан пӳл-ха мана. Утатăп çуна çулĕпе, хам ăçта кайнине те пĕлместĕп. Кăнтăрла çитеспе Кĕтнепуç ялне пырса кĕтĕм. Урамра пĕр хĕрарăм чарчĕ.
— Эсĕ платник пулас? Пурттуна та пиçихи хушшине хĕстернĕ, пăчăку аври те сумкунтан тухса тăрать. Манăн малти пӳртĕн каçакĕсем çĕрĕшнĕ, çĕннине лартса параймăн-ши?
— Çакăн пек пысăк ялта пĕр платник те çук-и вара?
— Платникĕсем килĕренех те-ха, пирĕн колхоз панкрута тухсан ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Вăйпитти арçынсем пурте шапашкăра, — хашлатрĕ хĕрарăм эрех-сăмакун шăршине ман çине.
— Упушку та сан пекех йӳççине юратать пуль-ха?
— Çук ман упăшка, ачасем виççĕшпех. Асли Тăрнапуç шкулĕнче вĕренет.
Тĕлĕннипе пуçа пăркаласа илтĕм те сăмах вакламасăр утрăм хĕрарăм хыççăн, пӳртне кĕричченех каçакĕсене пăхса тухрăм. Чăнах та малти пӳрчĕн ик чӳречин каçакĕсем кăна мар, шыв кайса тăнипе аялти пĕрени те çĕрĕшнĕ.
— Материалĕ пур-и сан?
— Пур, кӳршĕ Матви шапашка кайнă чух хăма çуртарма хатĕрленĕ çăка каскисенчен суйласа илме хушса хăварчĕ.
Çав кунах ĕçе пуçăнтăм. Матви купинчен виç каскине йăтса килтĕм. Хырăм чăрланă, апат ыйтать. Кайри пӳртне кĕтĕм, хĕрарăм çук. Сĕтел хушшинче типшĕмтерех арçын ача хупăлă çĕрулмине килькапа, çăкăрпа çисе ларать.
— Кам эсĕ? Аннен черетлĕ еркĕнĕ-и? — çиллессĕн çиçтерет куçĕсене.
— Çук, эпĕ платник, малти пӳрт чӳречисен каçакĕсене улăштаратăп.
— Каçарăр, эпĕ Çеруш. Тăрнапуç шкулĕнче вĕрнетĕп. Шăматкунпа вырсарнине киле килетĕп. Лар апатланма. Темех çук та, хырăм чăрланине пусарма пулать.
Апатлантăмăр пĕр сăмахсăр, чей ĕçрĕмĕр. Сывлăш çавăрса илсен иксĕмĕр малти пӳлĕм чӳречисем патне тухрăмăр. Каскана виçсе кассан ăна çурмалла çуртăмăр. Ачи тăнлă пуçлă, хушмасăрах мĕн тумаллине пĕлет. Тата тепĕр виçе касса çуртăмăр.
— Ах Тур чутламалли нумай-çке, — пăшăрхантăм эпĕ.
— Кӳршĕ Матви пиччен циркулярки пур. Вăл çук чухне эпĕ ăна-кăна çурса илетĕп. Чармасть вăл мана.
Чăнах та ĕç малалла хăвăрт кайрĕ. Пĕр чӳрече каçакне тĕттĕм пуличченех хатĕрлесе хутăмăр. Пӳрте кĕтĕмĕр. Çерушăн Лизук йăмăкĕпе Палюк шăллĕ шкултан таврăннă. Вĕсем ман çине шиклĕн пăхаççĕ.
— Ан хăрăр, ку ырă пичче, малти пӳрте кĕрсе ларăр, — хушрĕ Çеруш. Лизукне çĕр улми, шуратма çĕçĕ, хуппине хума пĕчĕк витре пачĕ. — Ваççук пичче, мĕн шыран эсĕ Кĕтнепуçĕнче — телей, юрату е вăрăм укçа? Тăрнапуçĕнче санăн арăму, ачусем, кил-çурт хуçалăхĕ те пур-тăр?
Пĕлетĕр-и, çак ыйтăва илтсен эпĕ çухалса кайрăм. Ман умра ăс-тăнпа вăхăтсăр ман шая çитнĕ çын тăрать. Шкул ачи кăна хăй, чуна витекен ыйту парать. Ăна тĕрĕссине уçмасан, вăл тӳрех ман суялăха туйса илет, эпĕ вара ун шанчăкĕнчен тухса ӳкетĕп. Тĕрĕссине каларăм. Çеруш пуçне çеç пăркаларĕ.
— Эсĕ, Ваççа пичче, телейпе иртĕхнĕ çын. Санăн Тăрнапуçне таврăнса арăмунтан, ывăлунтан, хунямунтан пуç çапса каçару ыйтмалла. Вĕсем саншăн — чи пысăк телей.
— Çапла, Çеруш, Ырăран ырă шырамаççĕ. Суя сăмаха илтсе Верука кӳренни сĕврĕлсе пырать. Ыран каçакăсене лартса пĕтеретпĕр те тăван йăванах таврăнатăп.
Такам алăка шакăртаттарчĕ. Пӳрте типтер тăхăннă ватă енне сулăннă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ, сывлăх сунчĕ.
— Ку, Ирина Семёновна, Кĕтнепуç шкулĕн директорĕ, — паллаштарчĕ Çеруш.
— Эпĕ Василий Петрович Самаев, Тăрнапуç чăвашĕ.
— Василий Петрович, эпĕ пысăк нушапа-ха, пирĕн шкул чӳречисем пĕр хутлă кăна, сире иккĕмĕш хут рамисене тутарса ларттарасшăн. Материалĕсем те хатĕр, арçынсем шапашка çӳренипе ĕç алли тупма хĕн. Классенче сивĕ, ачасем хĕл тумтирĕсемпех лараççĕ, çĕлĕкĕсене те хывмаççĕ, аллисем шăннипе çыру ĕçĕсене тăваймаççĕ. Тархасшăн лартса парăр иккĕмĕш хут кантăкĕсене.
— Юрĕ, — килĕшрĕм пĕр турткалашми, — ыран каçаксене лартсанах шкула пырăпăр Çерушпа.
Директор тухса кайсанах Çеруш амăшĕ, Матрюн, килсе кĕчĕ. Тăвăл вăхăтĕнчи пек алăк патĕнче сулланса тăрать. Çерушĕ пĕр вăрçми ăна салтăнтарса малти пӳртне çавăтса кĕрсе хăй вырăнĕ çине вырттарчĕ.
— Вăт çапларах ман пурнăç, Ваççа пичче. Эпир виçсĕмĕр те пĕр каçлăх «упăшкасенчен» çуралнипе аттесем камне те пĕлместпĕр, — хашлатсах сывларĕ Çеруш кайрине тухсан. — Эпĕ — Михайлович, Лизук — Петровна, Палюк — Алексеевич. Анне хăй те пĕлмест камран кам тĕвĕленнине, асне мĕнле ят пырса кĕнĕ, çапла çыртарнă, — каллех тарăннăн сывлать Çеруш. — Анне тăрăлнă вăхăтсем те пулкалаççĕ. Ун пек кĕске вăхăтсенче пирĕн çурта телей хăнана килнĕ пек, çуртра хĕвел çиçнĕ евĕр туйăнать. Лизукпа Палюк кулни час-час илтĕнме пуçлать, ман сăн çуталать. Анне тутлă апатпа сăйлать, хуралнă кĕпе-йĕмсене çăвать, кашнинех кăкăрĕ çумне чăмăртаса пуçсенчен ачашлать. Хăйĕн куçĕсенчен йĕпе шăрçасем пичĕ тăрăх чупаççĕ. Виçсĕмĕре хăй ытамне илсе: «Ах манăн чĕппĕмсем, ах манăн мĕскĕнсем», — тесе ӳлесех макăрать. Эпир лăплантаратпăр, куççуль витĕр йăл кулать те ĕçсене пуçăнать: е алса-чăлха çыхать, е çĕтĕлнĕ вырăнсене саплăк лартать. Васкать вăл тепĕр хура йăрăма кĕриччен: пирĕншĕн ыррине нумайрах туса хăварма тăрăшать.
— Итле-ха, Çеруш, тен сире ача çуртĕнче меллĕрех пулĕ?
— Çук, Ваççа пичче. Килчĕç кунта социаллă хӳтлеврен ача çуртне илсе кайма, эпĕ яхăнне те ямарăм, Лизукпа Палюка та памастăп терĕм. Анне — ĕçкĕç, анчах вăл пирĕн анне! Çак сăмаха сасăпа калани те пире хавхалантарать. Вăл хăçан та пулсан çак инкекрен хăтăласса виçсĕмĕр те шанса пурăнатпăр.
Эпĕ урăх сĕнӳсем те памарăм, ачалăх мĕнне пĕлмесĕр ӳснĕ, ăс-тăнĕпе ытла мала кайнă Çеруш чунне пăлхантарас темерĕм.
* * *
Ирпе тĕттĕмлех вăрантăм, — тăсрĕ калавне Ваççа пĕчĕк черккери эрехне ĕçсе çырткаланă хыççăн. Сĕтел хушшинче ларакан Верук, хунямăш, Кĕтерне куçĕсем Матрюна, ун ачисене шелленипе шывланнă. Элекçей те куçне шăрпăк лекнĕ пек сăтăркаласа илет. — Часах малтинчен Матрюн кĕштĕртетсе тухрĕ. Ах та ах ахлатать. Витререн пĕр курка сивĕ шыв ĕçрĕ те кăмаки (газ кĕртнĕ пулсан та кайри пӳрт кăмакине сӳтмен) çумĕнчи сак çине ларчĕ. Çӳçĕсем тăрмаланчăк, сăнĕ-куçĕ тăртаннă. Калăн, вупăр карчăкĕ. Кăмăлĕ пăтранчĕ пулас, кăмкан айĕнчи витрене темчченех хăсрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...