Патшалӑх тӑлӑхсене хваттер парать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ хӑш-пӗр тӑлӑхӑн ӑна илес тесе самаях чупма тивет. Республикӑри хӑш-пӗр ялта ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксене хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра кӗтес панӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк тӑрӑхӗнче пулма тӳр килчӗ. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ панель ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Ҫӗнӗ вӑл. Пӗлтӗр унта 5 тӑлӑх валли кӗтес уйӑрса панӑ. Пӗрне пӗрремӗш хутра лекнӗ. Шӑпах ҫав хваттерте пулса курма тӳр килчӗ те.
Халӗ патшалӑх сусӑрсене пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшать. Чылай ҫӗрте халӗ вӗсем валли пандуссем лартнӑ. Кун пек кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗме-тухма меллӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви Шупашкарти аэропорта, вокзалсене, чукун ҫул вокзалне, автостанцисене тӗрӗсленӗ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, тӗп хулари чылай вокзал куҫ курманнисем тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли юрӑхлӑ мар.
Аэропортра сусӑрсене пулӑшмашкӑн пӗр ҫынна ҫеҫ уйӑрнӑ. Унта сусӑрсем валли икӗ кӳме пур.
Халӗ ялта ӗлӗкхи пек выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрамаҫҫӗ. Ҫавна май улӑх-ҫаранпа курӑк вӑйлӑ ешӗрет, этем ҫӳллӗшех ӳсет. Хӑть ҫавапа кайса ҫул. Темиҫе ҫул каялла ун пек пулман. Астӑватӑп-ха: анне ӗнене кӑкарма ир-ирех, 4 сехетре, тухса каятчӗ. Кӑштах каярах юлсан ӗне кӑкарма вырӑн юлмастчӗ. Каярахпа ялта касу яма пуҫларӗҫ. Кун хыҫҫӑн уй кӑштах пушанчӗ. Асанне пурӑнакан урамра вара 1 ҫын ҫеҫ ӗне усрать. Ҫавӑнпа вӗсем патӗнчи уя тухса утӑ ҫулма пулать. Тепӗр тесен, асаннесен урамӗнче ҫын та юлмарӗ.
Юлашки вӑхӑтра Скандинави утти анлӑ сарӑлчӗ. Спортӑн ку тӗсне хулара тӗпленнисем, те ялта пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Алла патак тытаҫҫӗ те темиҫе ҫухрӑм утаҫҫӗ. Ытларах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫак мелпе сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Скандинави утти ялта анлӑ сарӑлни савӑнтарать. Тӗслӗхрен, пирӗн ялта пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрарӑм выльӑх-чӗрлӗх картинче ӗҫе вӗҫлесен алла икӗ патак тытать те утма тухать. 2-3 ҫухрӑма парӑнтараҫҫӗ вӗсем. Ҫак хӗрарӑмсем 40-60 ҫулсенчисем. Килти ӗҫсене вӗҫлесен телевизор умӗнче ахаль лариччен сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ вӗсем.
Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ.
Пӗррехинче чӳречерен пӑхрӑм. Курах кайрӑм: ӳсӗр хӗрарӑм урам варрипе саркаланса, тайкаланса утать. Чим-ха, ара, ку манӑн класс ертӳҫи вӗт. Хӗллеччӗ. Хайхискер юр тӑрӑх нуски вӗҫҫӗнех утрӗ. Ҫӑматне аллинче тытнӑ. Пӗр кинемей патӗнчен килнине тӳрех чухларӑм. Ялан ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ вӗсем. Лешӗн патӗнчен тухнӑ чухне пушмакне те тӑхӑнайман шельмӑ ӳсӗр хӗрарӑмӗ.
Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ?
1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ.