«Фанфурик» ыйтӑвӗ юлашки вӑхӑтра ҫивӗчленчӗ. Халӗ ӑна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушнипе 30 кунлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку ӗҫкӗҫсен йышне чакарма пулӑшӗ-и?
«Фанфурика» унччен те хӑш-пӗр аптека сутмастчӗ. Терисем вара пӗчӗк кӗленчесене сутса тупӑш тӑватчӗҫ. Вокзал ҫывӑхӗнче аптека нумай. Ҫавсенчен пӗринче «фанфурик» сутнине хам та курнӑччӗ. Ирхине пулчӗ ку. Аптекӑна эмел илме кӗтӗм. Шалалла иртсенех сӑмсана эрех, мухмӑр шӑрши ҫапрӗ. Ман умӗн пӗр арҫын, мухӑрласкер, кӗрсе кайрӗ те черете тӑчӗ.
Сурхури… Темиҫе ҫул каялла ҫак уява пирӗн ялта анлӑ паллӑ тӑватчӗҫ. Шел те, халӗ ку уяв манӑҫса пырать. Эпир ача чухне ҫветке чупаттӑмӑр. Аслисем те тӗрлӗ тум тӑхӑнса килӗрен ҫӳресе пӑрҫа сапалатчӗҫ. Эх, интереслӗччӗ мӗн тери! Хӑшӗ-пӗри сурхури ачисене кӗртес мар тесе алӑка питӗретчӗ. Урамра тӗл пулнӑ ҫынсене юр ӑшне чӑмтараттӑмӑр. Пӗррехинче ҫветке супса чутах шар кураттӑмӑр. Ун чухнехи пӑтӑрмаха аса илме кӑмӑллӑ мар та, ҫапах каласа кӑтартам. Хамӑр урам ачисем пуҫтарӑнтӑмӑр та пит-куҫа капрон чӑлхапа хупласа, тӑлӑп-пальто, ҫӑмат тӑхӑнса килӗрен кайрӑмӑр.
Юлашки вӑхӑтра патшалӑх сусӑрсем тӗлӗшпе тимлӗ пулма тӑрӑшать. Вӑл е ку ҫӗршывра вӗсем валли мӗнле майсем туса панӑ?
Раҫҫейре. Пирӗн ҫӗршывра «Раҫҫейре сусӑрсене социаллӑ хӳтлӗх парасси пирки» саккун пур. Анчах ҫӑмӑллӑхсене илес тесен питӗ тӑрӑшмалла. Чи интересли – пулӑшу унашкал ҫынсем валли укҫа пухакан тӗнче тетелӗнчи пӗрлӗх урлӑ килет. Пирӗн патра «Ирӗклӗ тавралӑх» программа ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, сусӑрсем валли пандуссем, лифтсем татат ыттине тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать.
Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ.
Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ.
Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.
1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.
2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.
Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ.
Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе.
Ытларах чухне ачасем 3 килограмлӑ ҫуралаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑшт ытларах е сахалрах таять. Ку йӗркеллӗ шутланать. Анчах тӗнчере чи пысӑк тата чи пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачасем пур.
Шупашкарти ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫӗршывӗпех «чапа» тухрӗҫ. База проездӗнче асфальт сарнине Пӗрремӗш каналпа хыпарсен кӑларӑмӗнче кӑтартни, ахӑртнех, подряд организацийӗшӗн те, чиновниксемшӗн те кӗтменлӗх пулчӗ. «Гарант» компани ӗҫченӗсем асфальта пӑрлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче сарнине пурте курчӗҫ пулӗ.
Тен, ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула ҫавӑн пек условисенче сарнине курмӑш туса ирттерсе ярӗччӗҫ. Анчах Пӗрремӗш каналти сюжет пурне те ура ҫине тӑратрӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене «тӑваттӑмӗш влаҫ» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав.