Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Если бы мои солдаты начали думать,ни один не остался бы в войске.(Фридрих II)
 

Ad

irinuk87' Blog

Ҫул хӗрринче сӗт-турӑх сутни килӗшӳллӗ-и?

  04.11.2016 19:29 | 3643 views

Кашни кунах Тӗп пасар умӗнче иртме тивет. Ирхине унта яланах ялтан килнӗ кинемейсемпе хӗрарӑмсем, арҫынсемпе стариксем йывӑр кутамккисене йӑтса килсе лараҫҫӗ те сутаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫулла тата кӗркунне нумаййӑн вӗсем. Пасар умӗнче мӗн сутнине ӑнлантарма та кирлӗ мар пулӗ: сӗт-турӑх, ҫу, какай, панулми, пахча ҫимӗҫ… Пӗр сӑмахпа, темӗн те пӗр: ыхраран пуҫласа хур таранах. Ялтан вӗсем сӗте темиҫе кӗленче тултарса килеҫҫӗ. «Нивушлӗ йӑлтах сутса пӗтереҫҫӗ? Нивушлӗ ҫынсем палламан ҫынсенчен сӗте ним хӑрамасӑрах туянаҫҫӗ?

More...

 

Мультфильм ачана сиен кӳрет-и?

  29.10.2016 19:25 | 4364 views

Чылай ача телевизор умӗнче нумай вӑхӑт ирттерет. Тепӗр тесен, ку ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ: ача ан чӑрмантартӑр тесе телевизор ярса параҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗкскерӗн психикине витӗм кӳни пирки шухӑшламаҫҫӗ.

Аслисем мультфильмсем ачашӑн сиенлӗ пулни пирки пачах пӗлмеҫҫӗ теме ҫук. Анчах ку мӗн тери хӑрушӑ пулнине специалистсем ҫеҫ лайӑх чухлаҫҫӗ. Ачасем картинка юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кирек мӗнле мультика та вӗсем хаваспах пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе, шӑпӑрлан ун чухне канмасть, унӑн пуҫ мими вӑйлӑ ӗҫлет.

More...

 

Ҫара каяс мар тесе суя справка пичетлеҫҫӗ, чир шухӑшласа тупаҫҫӗ...

  23.10.2016 20:56 | 5844 views

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енрен Раҫҫейӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 1552 ҫамрӑк кайӗ. Ку, ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, кӑштах нумайрах. Ун чухне 1460 каччӑ салтак аттине тӑхӑннӑ.

Яланхи пекех пирӗн республикӑри чи маттур 10 яш Президент полкне лекӗ. Пӗлтӗр унта кайнӑ 10 салтака савӑнӑҫлӑн кӗтсе илӗҫ.

Шел те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫалхи призывниксен сывлӑхӗн кӑтартӑвӗ япӑхланнӑ. Пӗлтӗр призывниксен 72,6 проценчӗ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ тӑк кӑҫал – 69,5 процент ҫеҫ.

More...

 

Тӗнчери чи тӗлӗнмелли йӑласем

  16.10.2016 21:27 | 3387 views

Кашни халӑхӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Теприсемшӗн вӑл, тен, тӗлӗнмелле, пуҫа вырнаҫмалла мар пек туйӑнать.

1. Индонезири Балире шӑла хӑйраҫҫӗ. Яш пӗве кӗнӗ тапхӑрта тӑваҫҫӗ ҫакна. Хӗр е каччӑ ҫемье ҫавӑриччен шӑлне хӑйраттарать. Е ку йӑлана туйра пурнӑҫлаҫҫӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, асав шӑлла хӑйраҫҫӗ. Ҫапла ҫын усал вӑйсенчен хӑтӑлать.

2. Индонезире тидонг халӑхӗн туй йӑли ҫапларах: каччӑ юрату ҫинчен темиҫе юрӑ юрламасӑр хӗр питне кураймасть. Чи тӗлӗнмелли: туй хыҫҫӑн арӑмӗпе упӑшкин виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ҫӑвӑнма юрамасть.

More...

 

Медмия, Выборина, Путин, Влапуналпа, Единая Россия...

  09.10.2016 21:05 | 3693 views

Ҫемьере ача ҫурлани – пысӑк телей. Ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем ун валли хитре ят шыраҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри ятран ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнле пулассине ӗнентерет вӗт. Паллах, Настя, Маша, Даша, Саша, Дима, Андрей, Алексей, Николай, Евгений, Марина йышши ятсем халӗ анлӑ сарӑлнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ачине тӗлӗнмелле ят хурать. Чӑнах та тӗплӗн шухӑшласах тӑваҫҫӗ-ши ҫак утӑма? Хӑшӗ-пӗришӗн хӑйне евер ят кулӑшла пек туйӑнать…

Тӗслӗхрен, Мускав ҫывӑхӗнчи Королев хулинче ашшӗпе амӑшӗ хӗрне Виагра тесе чӗнеҫҫӗ.

More...

 

Клуб ӗҫкӗҫсен «йӑви» ан пултӑр

  01.10.2016 19:53 | 4802 views

Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ.

Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать.

More...

 

Туристсене илӗртме илемлӗ чарӑнусем шухӑшласа кӑларнӑ

  25.09.2016 20:29 | 4004 views

Туристсене Чӑваш Ене илӗртесси пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Тен, ытти ҫӗршывран тӗслӗх илмелле? Вӗсем туристсене илӗртес тесе темӗн те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.

Австрири Крубмах ялӗ туристемшӗн илемлӗ вырӑн пулса тӑнӑ. Унта Bus:Stop ятлӑ дизайнер проекчӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗр урамра общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене тӗрлӗрен туса лартнӑ.

Ку – питӗ интереслӗ шухӑш. Автобус кӗтнӗ чухне хӑш чухне чарӑнура нумай кӗтме тивет: таса мар, тӗссӗр, хитре мар вӗсем. Крумбах ялӗнче вара ку ыйтӑва татса панӑ, унти чарӑнусенче тӑмашкӑн пӗрре те тунсӑхлӑ мар.

More...

 

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ

  25.09.2016 20:06 | 5162 views

Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.

Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.

More...

 

Лавккасемпе кафесене ҫирӗпрех тӗрӗслемелле, е Ҫынсене улталани пирки

  21.09.2016 22:16 | 5301 views

Ҫак кунсенче Шупашкарти лавккасем четреме ерчӗҫ пулӗ. Ара, пирӗн пата «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» каларӑм ертӳҫи пӗр кӗтмен ҫӗртен персе ҫитнӗ-ҫке-ха.

Малтах вӑл Тӗп пасара тӗрӗсленӗ. Александр Молочко унта наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман, мӗншӗн тесен вӑл кӑлтӑксем тупнӑ. Чӑннипе, ҫав пасара апат-ҫимӗҫ туянма хам та ура ярса пусмас тесе сӑмах панӑччӗ. Урамра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутакансем шутсӑр харсӑр, темӗн те пӗр каласа хӑртма пултараҫҫӗ. Сентре ҫинче вӗсен яп-яка та ҫап-ҫавра улма-ҫырла выртать.

More...

 

Ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, ҫӳп-ҫап таврашӗнче канаҫҫӗ

  11.09.2016 21:48 | 5870 views

Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.

More...

 
Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 19
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat