Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +16.3 °C
Дайте нам лучших матерей, и мы будем лучшими людьми.(Ж.П. Рихтер)
 

Ad

Таисия Ташней' Blog

«Хыпар» пирки тавлашнине итленӗ хыҫҫӑнхи ҫичӗ шухӑш

  22.01.2017 18:49 | 6223 views

«Хыпар» хаҫат пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ видеотавлашӑва пухӑннисем (ӑна Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ тата «Сӑвар ТВ» телеканал йӗркеленӗ) наци кӑларӑмӗн кулленхи йывӑрлӑхӗ, хаҫат тиражӗ, ӑна пысӑклатма мӗн кансӗрлени пирки сӳтсе явнине эпӗ те кӑсӑклансах итлерӗм.

Калаҫӑва «Хыпара» нумай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев, хаҫатра ӗҫленӗ Арсений Тарасовпа (ӑна ҫынсем ҫыравҫӑ тата драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ пулӗ) Владислав Николаев (вӑл «Тантӑш» редакторӗ пулнӑччӗ, редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хӑй тӗллӗн хаҫат та кӑларса пӑхрӗ), чӑвашлӑх хастарӗ Тимӗр Тяпкин, Станислав Убасси паллӑ блогер тата Чӑвашпичечӗн пуҫлӑхӗ, Александр Белов журналист, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тата Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗҫ.

More...

 

Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхри Акатуй калаҫтарать

  13.01.2017 13:27 | 5133 views

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче, вӑл Правительство ҫумӗнче мар хаҫатсен шутне кӗрет, Михаил Игнатьев Элтепер ҫуралнӑ тӑрӑхра, Шупашкар районӗнчи Янӑшра, районти Акатуя ирттерме хыпарлакан информаци пичетленчӗ. Анчах темшӗн ку хыпара хӑшӗсем кутӑнла йышӑннӑ, ырӑ хыпар айне тем тӗрлӗ комментари хӑвараҫҫӗ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич вӑл тӑрӑхран пулнипе унта ирттереҫҫӗ, унтисем иртӗхеҫҫӗ тесшӗн.

Хам та Шупашкар район ҫынни пулнӑ май унти пурнӑҫа сӑнаса тӑратӑп.

More...

 

Чӑвашла шрифтсене халӑхра камӑн сармалла?

  11.01.2017 14:28 | 5006 views

Тӗнче тетелӗнчи калаҫусене тишкерме килӗштеретӗп. Вӗсене вуласан тепӗр МИХринчен ытларах хыпар пӗлме пулать.

Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Фейсбукра «Чӑвашла калаҫма халӗ питӗ модно!» магнитик тусан мӗнлерех-ши тесе ыйту хускатнӑ. Кам мӗнле пулӗ те, магнитиксене эпӗ питӗ юрататӑп. Ҫӗнех мар манӑн холодильникӑм йӑлт ун пекки айӗнче ларать. Ют хуласене кайсан ывӑлӑма магнит туянса килме ыйтатӑп. Юрӗ, ку вӑл эпӗ тейӗпӗр. Тӗнче тетелӗнчисем Аҫтахар сӗнӗвне тӗрлӗрен йышӑннӑ.

More...

 

Ачапа чӑвашла пуплеме прагматика кансӗрлет...

  11.01.2017 13:47 | 6465 views

Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.

«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ?

More...

 

Пулӑ пуҫранах ҫӗрет-ши?

  18.12.2016 19:07 | 6609 views

Ҫак статьяна ҫырма ҫӑмӑл мар лару-тӑрури «Чӑвашавтотранс» предприятире пуҫлӑха каллех ылмаштарни хистерӗ. Вӑл предприятипе эпӗ пачах та ҫывӑх ҫын мар. Пӗлӗшсем хушшинче водительте е кондукторта ӗҫлекен те, кантурта ларакансем те ҫук. Сӑмахӑм пулӑ пуҫран ҫӗрет каларӑш пирки темелле-ши? Тата пур чухне те вӑл пуҫранах ҫӗрет-ши?

«Чӑвашавтотранса» кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ пуҫлӑх, Сергей Аказеев, ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Ун умӗн ПУПа 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Евгений Мореплавцев тилхепене тытнӑччӗ.

More...

 

Культура министрне кам пулӑшса пырӗ?

  11.12.2016 15:35 | 4812 views

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.

Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.

More...

 

Ухсай вил тӑприпе палӑкне мӗншӗн расна вырнаҫтарнӑ?

  26.11.2016 13:36 | 5695 views

Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ.

«Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта.

Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ.

More...

 

Юратнипе хӗнет...

  25.11.2016 15:05 | 5825 views

Хӗрарӑмсене килте пусмӑрлани, вӗсене хӗнени пирки маларах та калаҫатчӗҫ. Юлашки ҫур ҫулта ку тема тата ҫивӗчленчӗ темелле: РФ Пуҫиле кодексне апла та улшӑну кӗртмелле терӗҫ, капла та. Саккуна ҫыракансем ҫапӑҫакан этеме малтанласа штрафласан та ҫитет тесшӗн те пулчӗҫ.

Малтанласа штрафласан та тени, ман шутпа, питех те айванла пуҫару. Ҫӗршыври е пирӗн республикӑри вӑтам ҫемьене илсен, ӑна пуян тееймӗн. Нумайӑшӗ пӗр ӗҫ укҫинчен теприччен саплаштаркаласа-ҫитеркелесе пырать. Паян чылайӑшӗ ипотекӑпа пурӑннӑран укҫан сумлӑ пайӗ унта тухса каять.

More...

 

Гинеколог патне каякан хӗрсем пирки йӗрке хуралҫисен пӗлесшӗн

  22.11.2016 14:37 | 5701 views

Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш.

Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле.

More...

 

Аптӑра ҫара хӗрсемпе аптӑратмаллипех аптӑратнӑ

  21.11.2016 14:58 | 6863 views

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем.

Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ.

More...

 
Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 13
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat