Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +10.3 °C
Вор не тот, кто крадет, а тот, кого поймали.(Б. Шоу)
 

Ad

Blog Updates

Телей

  10.02.2011 17:26 | 4797 views
Ӑҫта—ши эсӗ манӑн телейӗм?
 
[Comments (6)]

Культура министерствин сайтӗнче — чӑвашла хыпар

  08.02.2011 00:19 | 4700 views
Чӑвашла хыпар вырнаҫтарнине эп пӗрремӗш хут куратӑп.

Алӑпа хӑйсем ҫырни мар пулин те (хаҫатран илнӗ пулсан та «Публикации» пая лартман...) — ҫавах та пӗрремӗш утӑм пур теме пулать :)
//Лебедев пирки информацине ҫӗнетмен-ши тесе кӗртӗм те... ҫавӑн чухне куртӑм.
 

Кивӗ кӗнекери алфавит

  06.02.2011 23:46 | 4866 views

Вӑт ҫакнашкалччӗ вӑл эпир вӗреннӗ чухне. Ҫӗннине епле тиркенӗччӗ :) Кунта вара ман шутпа пӗтӗмпех килӗшӗллӗ
 
[Comments (1)]

чаваш

  05.02.2011 18:19 | 4013 views
чавашла спектаклсемпе концертсем курас килет
 
[Comments (3)]

Чӑвашла библи

  04.02.2011 15:32 | 5099 views
Библин чӑвашла куҫарнӑ текстне ӑҫта тупма пулать-ши? Кам та пулин пулӑшмӑр-ши?
 
[Comments (5)]

Кунтисем мар...

  02.02.2011 17:42 | 4720 views

— Хамӑр эпир кунтисем мар та... Турӑшӑн та, пулӑшӑр тархасшӑн...
— Ак! Кунтисем мар тет! Ҫырса хур — пирӗн хулана тепӗр икӗ турист килсе кайнӑ, те! Ҫук!.. Туристсен ушкӑнӗ, те! (тӗрӗссипе «Турист ушкӑнӗ» пулмалла пек...)

//Мана ҫак ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем питӗ килӗшеҫҫӗ :)
 

Президентӑмӑрӑн кун кӗнекине сӑнанӑ май

  02.02.2011 17:00 | 4066 views
Тӗнче тетелӗ чӑвашланать. Майӗпен-майӗпен пулин те. Влаҫ та вӑл еннелле туртӑнни вара пушшех те савӑнтарать. Ҫавах та йӑнӑшсем, ҫитменлӗхсем ҫук мар. Эп кунта тиркесе мар, вӗсене майӗпен юсасса шанса кӑтартас тетӗп :)
Президентӑмӑрӑн кун кӗнекинчи чӑвашла пайне пӑрахманни, ӑна тултарсах пыни мана питӗ савӑнтарать, кӑмӑла каять. Орфографи йӑнӑшӗсем ҫуккине те лайӑх (манӑнах вӗсем умлӑ-хыҫлӑ тухаҫҫӗ, япӑх вуланӑ чухне юлаҫҫӗ те...).
Шел те чӑвашла пайне вулама май ҫук. Вырӑслине ӑнланма самай ҫӑмӑлрах. Чӑвашлине вулан-вулан та пӗр вуннӑмӗш хутӗнчен тин тӑна кӗрет.

More...

 

Чӑваш ялӗсен ячӗсем мӗншӗн вырӑсла?

  02.02.2011 14:07 | 13992 views
Чӑваш ялӗсен ячӗсем мӗншӗн вырӑсла?
-урам ячӗсем
-ҫул кӑтартмӑшӗсем
(ялӗсенче,УЙКАСА пӗр вырӑс та ҫук, анчах кама валли Ойкассы тесе ҫыраҫҫӗ?)
ИШЕК - ишаки?
ТЕНИ - тенеево?
ЩӐХАЛЬ - ямбахтино?
урамӗсем тата:
ТӖП урам - ул.Горького?
ЛЕШКАС - заовражная?
ХЫҪАЛТИҪУТ - ул.Южная?....
Мӑшкӑлаҫҫӗ-?
 
[Comments (29)]

ПИТЕР БЕЗ МАТВИЕНКО !

  29.01.2011 02:25 | 3421 views
ПИТЕР БЕЗ МАТВИЕНКО !

http://piter-bez-matvienko.ru/

Количество подписывающих - более 1000 человек в день ! И возрастает с каждым днём ! Присоединяйтесь к банкету, уважаемые !
 
[Comments (1)]

Вӑта Енӗш шыв ҫулне улӑштарнӑ

  25.01.2011 19:32 | 4510 views

Ҫапла, Чӑваш энциклопедине ӗненес пулсан, Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх (выр. Бишево) урлӑ Вӑта Енӗш юхса иртет. Ку йӑнӑш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пӗлтернӗ. Ӳкерчӗкре эп юханшыва пунктирпа палӑртрӑм, хӑй ялне уйӑрса кӑтартрӑм.
Хам та уҫса пӑхрӑм — чӑн та ял витӗр Вӑта Енӗш юхать тенӗ. Ял ятне тен пӑтраштарнӑ пулӗ терӗм те — ҫук. Унта Бишево ятлӑ ял тепре пур — Вӑрмар районӗнчи Энтрияль. Ҫав ял та Вӑта Енӗш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки ҫырнӑ чухне тӗрӗсех каланӑ — юханшыв ялтан 2 ҫухрӑмра юхать тенӗ.

More...

 
[Comments (2)]
Pages: 1, ... 308, 309, 310, 311, 312, [313], 314, 315, 316, 317, 318, ... 385
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat