Чечен Республикин Президенчӗ Раҫҫейре пӗр Президент - Раҫҫей Президенчӗ ҫеҫ пулмалла тенӗ. Вара, ӑна итлесен, пирӗн чӑвашсен хамӑрӑн Президент пулма пултараймасть иккен. Пирӗн чӑвашсен чеченсем кӑларакан саккунсемпе пурӑнмалла мар ӗнтӗ. Эпир хамӑр уйрӑм халӑх, вӗсен пирӗнпе нимӗнле ӗҫ те ҫук.
Ҫапла, эп ҫак «Чунҫӳрев» ятлӑ ҫулҫӳреве кӑҫал та ҫитсе курас терӗм. Килӗшрӗ мана пӗлтӗр. Питӗ килӗшрӗ. Отпуск шутӗнчен пӗр эрне хӑварсах ҫула тухрӑм. «Хавал» лагере темшӗн-ҫке ҫак вӑхӑтрах йӗркеленӗ — унта та ҫитсе курас кӑмӑл пурччӗ те каимарӑм.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫалхи чунҫӳревре самай уйрӑмлӑхсем пур. Ман пӗлӗш филолог ку термин, «чунҫӳрев» ӗнтӗ, ӑнӑҫлӑ мар тесе шутлать — чун ҫывӑрнӑ чухне ҫӳрет тет, ҫапах та ман шутпа термина йышӑнмаллах — тем тесен те ку ҫулҫӳревре чун канать, тата мӗн чухлӗ хӑват илсе таврӑнатӑн! Сӑртсем, тусем те ҫавӑрса пӑрахма хатӗр!
Астӑвасса эп фразеологи словарьне тусаччӗ. Туса пӗтерменччӗ, ҫурри патнелле тунӑччӗ. Паян хайхи малалла тума тытӑнас тесе шырама пуҫларӑм та — тупаймарӑм. Тахӑш каталога персе чикнӗ :( Те ҫӗнӗрен тума тивет ӗнтӗ :(
Ача-пӑча словарьне те нумай тунӑ пек астӑватӑп. Вӑл та пулин тупӑнмарӗ :(
Lenta.ru паян «Остаться в живых» ятлӑ статья пичетлерӗ. Кӗске ӑнлантарӑвӗ — «Английский путешественник заблудился в России».
Усӑмахне сиктерсе хӑварӑпӑр та статья пуҫламӑшне вулар:
Англичанин с простым русским именем Айван (Ivan) катается по миру уже несколько лет. По признанию самого путешественника, за последние годы он объездил на велосипеде 28 разных стран...