Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Жизнь - борьба.(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Ad

Blog Updates

тексты песен

  11.09.2008 11:28 | Edit | Delete | 8838 views
Здравствуйте, дорогие!!! Помогите пожалуйста. Мне очень нужны тексты песен ансамбля "Ҫавал" - "Анне юрри" и песни С.Матвеевой - "Хер юрри". Огромное спасибо!!!
 
[Comments (2)]

МОСКВА!!! Г А С Т Р О Л И!!! Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова на сцене театра Содружество акт

  09.09.2008 11:47 | Edit | Delete | 5605 views
УВАЖАЕМЫЕ ЗЕМЛЯКИ И ГОСТИ СТОЛИЦЫ РФ!!!
С 03 по 05 октября 2008 года,
при поддержке Московской Чувашской Национально-культурной Автономии, на сцене театра Содружество актеров Таганки, выступят заслуженные артисты Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В.Иванова.

03 октября 2008 г. в 19:00час.
спектакль "ЯЛТА" (В ДЕРЕВНЕ) Ф.Павлов
музыкальная драма в 2-ч частях

04 октября 2008 г. в 19:00час. А.Н. Островский
спектакль "ШУХӐ ВЫРӐНТА" (НА БОЙКОМ МЕСТЕ)
Комедия в 2-х частях

05 октября 2008 г.

More...

 

Тулашӗ хитре те шалашӗ йӳҫӗ

  01.09.2008 18:02 | 5775 views
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

More...

 
[Comments (7)]

Юбилей

  21.08.2008 23:25 | Edit | Delete | 5199 views
Юпа (октябрь) уйӗхӗн 4-мӗш хисепре (числора) манӑн пичче 60 ҫула тултарать. Вӑл Раськин Иван Максимовичпа Серафима Евдокимовнӑн аслӑ ывӑлӗ - Анатолий, 1966-мӗш ҫулта Нӑрваш-Шӑхаль шкулне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрти в/ч шыв айӗнчи флот морякӗ пулса 3 ҫултан Хусанти патшалӑхӑн финансистсен институтне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малта пыракан финансистсен ушкӑнӗнче ӗҫлесе пычӗ.
Кам ӑна пӗлеть, хисеплеть - 04.10.2008 ҫ. тӑвансемпе пӗрле пухӑнса сире кӗтетпӗр :(г.Чебоксары, бульвар Юности, дом № 6 , квартира № 1 , 40-36-29 килти телефонпа тата 89278489033 хӑвӑрт та ҫӑмӑл куҫакан телефонпа .

More...

 
[Comments (2)]

Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

  21.08.2008 19:49 | 5581 views
Ӗнер ӗҫре хут коропкӑна чиксе хунӑ картриджа шырама тиврӗ. Картриджӗ тӗрлӗ тӗслӗ принтерӑн, мана вара хӗрли кирлӗ. Яланхи пекех вӑл тӗсли ҫиелте мар, шалта выртать. Пӗрине шыраса тупрӑм та ҫиелтисене каялла чикме пуҫларӑм. Ҫак самантра шалти туйӑм мана «Ан хур, каялла кӑларма тивӗ», — тенӗн туйӑнчӗ. Итлемерӗм, пуҫтарса хутӑм. Пустуй ӗненмерӗм, тупнӑ картридж ӗҫлеменни лекнӗ иккен — каллех лешсене кӑларса теприне шырама тиврӗ.
Паян ӗҫе тухас умӗн ҫав шалти туйӑмах паспорта чиксе тухма хистерӗ. Итлес терӗм — чӑнах та, паспорт кирлӗ пулчӗ.
Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

More...

 

Чӑваш эстради.

  17.08.2008 15:00 | Edit | Delete | 6483 views
Хам эпӗ Тутарстанра ҫуралса уснӗ чӑваш. Шупашкарта 7 ҫул пурӑнтӑм,Чӑваш патшалӑх университетӗнче верентӗм.Вӑхӑт пур чухне чӑваш концертесене кайкалатӑмче,анчах эстрада урӑвене пите аял.Тутар эстрадипе танлаштарсан,нумай чӑваш "ҫӑлтӑресем" итлеме кӑна мар ,пӑхмата хурӑша.Ни юрлама пелмеҫ ни ташлама,ни тӑхӑнма. Чи интересле, халӑх пурӑпӗрех концертесене ҫӳрет.Юлашки вӑхӑтра чӑваш эсрада сценисенче ҫӗнӗ лайӑх юрӑвҫасем тухреҫ.Ман шутпа:А.Ульяндина,А.Васильев,пӗр тӑван Малинасем,О Кайкӑр,Ҫавал,Тин,СашаКазакова,А.Шадриков,Сингл,Хусан чӑвашесем рок ушкӑне,Христофоров,А.

More...

 
[Comments (8)]

Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.

  12.08.2008 00:30 | Edit | Delete | 11497 views
Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.Паспортсене пӑхсан мана вырӑс теҫҫӗ,чӑвашла калаҫма пуҫласан,ма санӑн вырӑс фамили тесе ыйтаҫҫӗ.Терес ыйтаҫҫӗ, эпӗ чӑваш мари вара? Раҫҫейре 10 млн Ивановсем,вӑсен хушинче 100 пинь чӑваш,25 ҫултан 90 пинӗ эпӗ вырӑс теҫ.Кам манпа килӗшет?
 
[Comments (11)]

Лето

  04.08.2008 22:39 | Edit | Delete | 4647 views
Приятных летних впечатлений
 

CyberLink PowerCinema

  31.07.2008 15:03 | Edit | Delete | 11424 views
Ӗнер CyberLink PowerCinema программӑпа паллашма тӳр килчӗ. Программӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫарман, акӑлчанла ӑнланма йывӑр та мар. Ҫапах та тӗп менюна (локалӗн 30 процентне чӑвашла куҫартӑм) чӑваш чӗлхи ҫине куҫартӑм та питӗ килӗшмелле. UNICOD та усӑ курма чармасть. менюра вара ҫак пунктсем: ТВ, DVD, видео, юрӑ-кӗвӗ, радио, хыпарсем (RSS пухакан), вӑйӑ, справка, экстраз, ӗнерлев. Программӑпа ӗҫлеме пульт усӑ курма пулать. Навигаци питӗ меллӗ. Музыка кайнӑ чухне кӗвӗ файлне чӑвашла ҫырсан ун ятне пӗр улшӑнусӑр кӑтартать. Ҫутҫанталӑк пайӗнче (интернет кирлӗ)Чебоксары (е урӑх вырӑна)хула ятне кӗртме пулать, ҫанталӑк ҫав вырӑнтине кӑтартать.

More...

 
[Comments (13)]

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

  27.07.2008 19:46 | 5626 views
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ.

More...

 
Pages: 1, ... 326, 327, 328, 329, 330, [331], 332, 333, 334, 335, 336, ... 383
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat