Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Равнодушие - тяжкая болезнь души.(А. Таквиль)
 

Ad

Малалла утар!

Почтӑпа чӑвашла усӑ курасси

  16.03.2013 09:23 | 5352 views

Нумай пулмасть ман пата пӗри ҫыру ячӗ, адресне вара чӑвашла ҫырнӑ.

Почта уйрӑмӗнче ахаль пӑхсан чӑвашла пӗр-ик сӑмах та ҫук — йӑлт вырӑсла. Ҫавӑнпа пулах пулӗ халӑх та адреса та почта ӗҫченӗсемпе те (уйрӑмах вӗсем ҫамрӑк пулсан) вырӑсла ҫыраҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Эп хам почтӑпа тӑтӑш усӑ куратӑп, анчах адреса яланах вырӑсла ҫыратӑп. Калаҫма — чӑн та чӑвашла тӑрӑшатӑп. Пирӗн Лапсар уйрӑмӗнче малтан кантӑк умӗнче ларакансем пурте чӑвашсемччӗ, хальтерех вара пӗр хӗре йышӑннӑ та унта — вӑл чӑвашла ӑнланать пулин те вӑйпах вырӑсла калаҫтарать. Уйрӑмра та ӑна пула ыттисем ытларах вырӑсла калаҫма пуҫланине куратӑп.

More...

 

Кунӗ лайӑх

  06.03.2013 22:16 | 4636 views
 
[Comments (4)]

Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет (М. Сениэль)

  17.02.2013 18:48 | 4719 views

Таҫтан тухнӑ вӑл — чӑваш халӑхне йӑваш теҫҫӗ. Питӗ йӑнӑшла шухӑш ман шутпа. Ку сӑмаха пирӗн халӑх ҫумне те пӗрешкел илтӗннӗрен ҫыпӑҫтарнӑ — вӗҫне-хӗрне ҫитсе пӗтес ҫук ӗнтӗ халь.

Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.

Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур.

More...

 
[Comments (1)]

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне пӑхса тухни

  17.02.2013 12:40 | 4665 views

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.

Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман.

More...

 
[Comments (8)]

Ӑстампул хули

  26.12.2012 12:41 | 4989 views

Тин кӑна тенӗ пек Турцири Ӑстампултан таврӑнтӑм. Хула мана епле курӑнни пирки каласа парас килет.

Маншӑн Ӑстампул чикӗ леш енчи пӗрремӗш хула пулчӗ. Ыттисене курнӑ пулин те ху курнипе танлаштарма ҫук ӗнтӗ. Ӳкерчӗк вӑл ӳкерчӗкех ӗнтӗ, видео та ҫитмест ху курнине.

Чи малтанах мана унти ҫулсем такӑр пулни илӗртрӗ. Машшинсем ҫул тӑрӑх сикменнипе пӗрех. Пирӗн кунта яка ҫулсем ҫук мар ӗнтӗ, анчах унта та пулин урапа (машшин сӑмаха турккӑсем ҫапла калаҫҫӗ, пирӗн те ӑнах усӑ курмалла тесе шутлатӑп) сиксе илет. Ӑстампулта, эпир ҫӳренӗ ҫулсем ҫинче, саплӑкласа юсанине курмарӑм.

More...

 
[Comments (2)]

«Ҫапла пултӑр!» иккӗмӗш кӑларӑмӗ

  25.12.2012 21:19 | 41861 views

Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)

 
[Comments (109)]

Ҫӑваҫӑ, ҫӑваҫ, чӑваш?

  12.12.2012 21:25 | 13035 views

«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.

Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.

Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ?

More...

 
[Comments (22)]

Вырӑс халӑхӗ ытти халӑхсем умӗнче чӑн та тӑшман пек курӑнасшӑн-и вара?

  03.11.2012 01:48 | 4256 views
Малтан регионаллӑ компонент текен япалана пӗтерчӗҫ, халь вара Раҫҫейри республикӑсенче тӑван чӗлхене «ирӗклӗ майпа» вӗрентесшӗн. Патшалӑх Думинчи национальноҫсен ӗҫӗсен комитетне нумай пулмасть туса хучӗҫ пулас, анчах та вӑл вырӑс мар халӑхсене пулӑшас вырӑнне вӗсене хӗсме шутлать. Урӑхла ӑнлантарса пама май ҫук. Чӑвашсем, тутарсем, пушкӑртсем пирӗн патшалӑха кирлӗ мар иккен, тарҫӑсемпе чурасем кирлӗ. :(
Интереслӗ, «халӑхсен тӑшманӗ» ята илсен вырӑссен чысӗпе хисепӗ пысӑкланӗ-ши? Канлӗрех ҫывӑра пуҫлӗҫ-ши?
Патшалӑх ӗҫченӗсенчен вырӑс чӗлхипе ытти чӗлхесем пӗр тан марри пирки илтни ман шутпа вообще пулмалла мар.

More...

 
[Comments (9)]

Прохоров та республикӑсене пӗтересшӗн...

  27.10.2012 18:16 | 17982 views
Вӑт мӗнпе республикӑсем вырӑссене чӑрмантараҫҫӗ-ха? Мӗн япӑххи? Нивушлӗ шовинизм текенни вӗсен ҫав териех пысӑк?
Сӑмахӑм ман Прохоров каланӑ сӑмахсем пирки. Унӑн шухӑшӗпе республикӑсене пӗтерес пулать — вӗсем, имӗш, экономикӑпа туслӑ мар, эффекливлӑ ӗҫлемеҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсене влаҫ тытӑмне пухаҫҫӗ иккен. Жириновскийрен ун пек сӑмахсем илтме яланах пулать, Прохоров та ҫапла сӑмахлать пулсан — чӑн та влаҫ ҫак еннелле туртӑнать пулас?
Ыйтас килет: мӗн ытти регионсенче апла мар-им? Тӑванӗсемпе пелӗшӗсене влаҫа чӗнмеҫҫӗ-им? Ак Чулхуланах илес — унта та тусӗсем, тӑванӗсем малта.

More...

 
[Comments (29)]

Валентина Яклычева инкеке лекнӗ

  13.10.2012 13:58 | 17701 views
Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ.

More...

 
[Comments (39)]

Фёдор Павлов «Арҫури» ҫырнӑ?

  25.09.2012 14:33 | 11744 views
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Чӑнкасси ял тӑрӑхӗ пур — вырӑсла Кугеево. Унти вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш классикӗсене те пӑтраштарма пуҫланӑ пулас...

Федор Павлович Павлов чувашский поэт, композитор, драматург, дирижер, общественно - политический деятель и организатор в сфере культуры, один из основоположников чувашской драматургии и профессиональной музыки это автор от кого можно брать пример. Его стихи знает каждый ученик школы и каждый выпускник помнит строки из поэмы "Арсури". 120 - летнему юбилею посвящен поэтический час "Прощайте ласковые взоры".

More...

 
[Comments (4)]

Светлана Иванова: Эс мана юрат

  07.09.2012 23:02 | 22141 views


Светлана Иванова юрлать.
Ультиар (Олег) Цыпленков ӳкернӗ.
Монтаж Иьтимерӗн.
Юрӑ авторӗ Ирина Телейпи.
 
[Comments (42)]

Декларация ООН о правах коренных народов

  06.09.2012 22:54 | 18281 views
Ӑна ратификацилесен пирӗн халӑха мен ҫӑмаллӑх лекет?
1-13 статьясем. Раҫҫей саккунӗсемпе тӳр килеҫҫӗ.
14 статья. «1. Коренные народы имеют право создавать и контролировать свои системы образования и учебные заведения, обеспечивающие образование на их родных языках, таким образом, чтобы это соответствовало свойственным их культуре методам преподавания и обучения.» Раҫҫейре федераци стандарчӗпе вӗрентеҫҫӗ... Ку статьяна пурнӑҫлас пулсан пирен республик федераци стандарчӗпе верентмесӗр те пултарать. «3. Государства совместно с коренными народами принимают действенные меры для того, чтобы принадлежащие к коренным народам лица, в особенности дети, в том числе проживающие вне своих общин, имели, когда это возможно, доступ к образованию с учетом их культурных традиций и на их языке.

More...

 
[Comments (47)]

ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

  11.07.2012 23:28 | 52313 views
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман.

More...

 
[Comments (158)]

Ӗҫмес, тӑван, ӗҫместӗп, намӑс курмастӑп

  24.05.2012 11:27 | 6773 views
«Екрем» халӑх ушкӑнӗ юрлакан юрӑсене итленӗ май мана ҫак юрӑри сӑмахсем кӑмӑла кайрӗҫ: Ӗҫмес, тӑван, ӗҫмес тӑван, намӑс курмастӑп.
Чӑн та намӑс пирки халӑх манса пырать пуль. Намӑсланасран хӑрамасть. Ҫакӑ халӑха чи малтан пӗтерет те пулӗ.

Юрӑ сӑввисене кунта тупрӑм: http://www.cap.ru/home/71/knigi/tra ... shike%20yurricem.htm

Тыр-пол хомханать, (3 хут)
Тырри тӑкӑнать.
Ӑна шӑши пуҫтарать
Тотӑ поласшӑн.

Шӗшкӗ авӑнать, (3 хут)
Мӑйӑр тӑкӑнать.

More...

 

Чӑваша чӑннипе мӗн кирлӗ? //Н.Егоров статьине тишкерни

  22.04.2012 00:05 | 9843 views
Н. Егоровӑн «Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене...» статьи ман алла тин кӑна лекрӗ. Чӑннипе, лекессе малтанах лекрӗ-ха вӑл, тӗрӗссипе халь тин вуласа тухрӑм. Ҫавна тишкерсе тухас терӗм-ха. Кунта пуш сӑмах кӑна тенипе килӗшес мар тесе.
Чӑваш чӗлхишӗн чи пысӑк нуша вӑл — ӑна аталантарассишӗн патшалӑх ӗҫлеменни. Механизма илес пулсан — пур пайӗ те тӗрӗс-тӗкел ӗҫленӗ чухне ҫеҫ ӑна юсавлӑ теме пулать. Чӑваш чӗлхи анинче вара, шел те, хӑш-пӗр пайсем ӗҫлемеҫҫӗ.

More...

 
[Comments (19)]

Кӑмӑллӑ

  17.04.2012 22:28 | 3728 views
Ҫуркунне. Ҫӗрпӳ. Ейӳ.
Кӗҫнерникун хӗвелӗ пӗлӗтсем хыҫне пытанчӗ пулин те, хӑйӗн ӑшшипе таврана самай савӑнтарчӗ. Юрӗ те тинех, шӑнкӑр-шӑнкӑр тутарса путӑксемпе те варсемпе, ҫырмасемпе те лупашкасемпе юхса кая пуҫларӗ. Ман ҫул вара вӑл кун Ҫӗрпӳ хулине выртрӗ — пӗрре те пулин ейӗве ӳкерсе илес килчӗ.
Чӑн та, хӗвелӗн ӑшшине туйсах пулӗ, ҫул ҫинче тӗл пулакансем пурте ман кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Тинех ҫак пулӑма фотоаппарат ҫине ӳкерсе илме пултарни те савӑнтармасӑр пултараймарӗ. Унсӑр пуҫне — водителӗ те мана кӑмӑллӑскер лекрӗ, ыйтнӑ вырӑнта антарса хӑварчӗ.

More...

 
[Comments (2)]

Патша, хун тата элтапӑр (Юхма Мишши)

  27.03.2012 08:23 | 4908 views
«Элтепӗр/элтепер» сӑмах пирки калаҫӑва малалла тӑснӑ май куҫ умне Юхма Мишши 1993 ҫулта кӑларнӑ статья тӗл пулчӗ:
----------------------
Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль, Мӗншен тесен, хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӳрк йӑхӗсен пирӗн эрӑчченех ҫак сӑмах пурри паллӑ. Акӑ, Г.П. Снесарев тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Реликты домусульманских верований.

More...

 
[Comments (4)]

Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен юлташлӑх (пӗрлӗх)

  13.03.2012 18:33 | 9696 views
Ман шутпа пирӗн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен организаци (чӑвашла ӑна е «пӗрлӗх» е «юлташлӑх» темелле ӗнтӗ) тумалла (НКО шайӗнче). Чӑн та, шутласа пӑхсан, мӗнле кӑна пӗрлӗх ҫук пулӗ — «Чӗрчунсен прависене хӳтӗлекенсем» те, «Потребительсен союзӗ» те, тата ытти те. Теҫетки-теҫеткипе вӗсем Раҫҫейре. Чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлекенни вара ҫук.
Мӗн тума кирлӗ?
1) чӑваш чӗлхи прависене кашни утӑмра пӑснине пурте куратпӑр. Чылайӑшӗ курмӑш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хӑй ӑшӗнче вӑрҫа илет те лӑпланать. Ара кашнин хӑйӗн ӗҫӗ — влаҫрисем патне кайма вӑхӑт та ҫук.

More...

 
[Comments (15)]

Туслӑх — арканми?

  24.02.2012 19:41 | 20025 views
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать.

More...

 
[Comments (43)]
Pages: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, ... 47
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat