Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Как часто люди пользуются своим умом для совершения глупости.(Ф. Ларошфуко)
 

Ad

Малалла утар!

Туптанӑ эрешсем пирки

  03.06.2011 20:14 | 5279 views
Хулара туптаса тунӑ картасем нумай курӑна пуҫларӗҫ — чӑн та илемлӗ курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Шел те, хитрелӗх хыҫҫӑн кайса пӗр япала пирки вӗсем манса каяҫҫӗ — оригиналлӑх вӗсенче ҫук. Кукӑртса, ҫавӑрса туптаҫҫӗ те — ӗҫӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Анчах та унашкал эрешсем хуть Шупашкарта, хуть Мускавра, хуть Кейӳ хулинче — пур вырӑнта та пӗрешкел.
Чӑваш ерешӗсене усӑ курса тунӑ тимӗр картасем те пур — вӗсем чӑнах та ют хуласенчен килнисемшӗн кӑсӑклӑ (ара, вӗсем патӗнче унашкалли ҫук-ҫке). Ӳкереҫҫӗ, кӑсӑкланаҫҫӗ.
Шупашкара чӑнах та туристсене ытларах йыхӑрас килет пулсан — пирӗн тӑрӑхра ытти хуласенче тӗл пулманни мӗн те пулин пулмалла.

More...

 
[Comments (3)]

Эктор Алос тата Фонт. Чувашский язык, эсперанто и языковые ресурсы в Интернете (pdf)

  28.05.2011 17:15 | 5770 views

http://docme.ru/bC6



В этой статье представлены некоторые результаты в области лексикографии и компьютерной лингвистики на языке эсперанто и их сравнение с тем, что сегодня есть на чувашском языке. Рассматривается положение с лексикографическими ресурсами в Интернете на эсперанто: толковые словари, энциклопедии, двуязычные словари, терминологические словари, лингвистические корпуса и автоматические переводчики. Особенно внимание уделяется Википедии как парадигматическому примеру коллективного создания ресурсов.

More...

 

Туссем, юлташсем — кӗвӗҫер мар!

  26.05.2011 11:11 | 4973 views
Юлташсем, туссем! Мӗн эсир ним ҫукран кӗвӗҫмелли, вӑрҫмалли шыратӑр? Мана яланах пӗр япала тӗлӗнтерет — енчен те кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан пуҫлаҫҫӗ вара ыттисене те ҫав ҫынна хирӗҫ тӑратма. Апла майпа вӗсем хӑйсене вӑйлӑрах туяҫҫӗ-ши (ак кусем те ман майла пулччӑр — лешӗ вӗсене кӳрентернӗ-и, кӳрентермен-и — пӗлтерӗшлӗ мар)? Ӑнланма пултараймастӑп. Ҫавнашкал хӑтланӑшра хӑйсен йӑнӑшла ӗҫленине те ӑнланмаҫҫӗ.
Акӑ тӗслӗх — шкулта вӗреннӗ чухне пирӗн учительсен темиҫе ушкӑн пурччӗ. Пӗр-пӗринпе хирӗҫекен ушкӑнсем. Тем пайламан ӗнтӗ хӑйсем хушшинче ун чухне, вӑл пӗлтерӗшлӗ мар халь.

More...

 
[Comments (3)]

Эктор Алос и Фонт. Индивидуальное и социальное двуязычие (pdf)

  23.05.2011 14:38 | 4823 views

http://docme.ru/Ux6


Резюме:
Индивидуальное двуязычие, или свободно владение разных языков на высоком уровне, - большое богатство не только для самого человека, но и для общества. Это поняли уже в разных странах мира, и создаются программы сохранения своего языкового разнообразия, не только по гуманитарным причинам, но и по экономическим. К сожалению, Чувашия ещё не оценила свой языковой капитал и допускает исчезновение самой ценной, в силу своей уникальности, части её языкового богатства.
 

Шупашкарпа Ҫӗрпӳ районӗсенче

  16.05.2011 21:03 | 4623 views
Ӗнерпе паян ялсем ӳкерсе ҫӳрерӗм. Хальхинче ман ҫул Лапсар — Ҫӗньял — Тренкасси — Шорчекасси — Пӗчӗк Кӗҫтемӗр — Ҫӗрпӳ — Тапанар — Уйри Пушарпуҫ — Шӑнкас — Лапсар мартшрутпа выртрӗ. Ӗнер Ҫӗрпӗве ҫитрӗм, паян — Ҫӗрпӳрен Шупашкара (кӗрсе тухмалли сӑлтав пурччӗ) тата киле, Лапсара. Ку вӑрӑм ҫулҫӳреве ирттерме пулашнӑшӑн Владимир Андреева тав сӑмахӗ калас килет (велосипедпа тӳрех пӗр кунта Ҫӗрпӗве ҫитсе каялла таврӑнма йывӑр пулать тесе хам ҫула икӗ куна пайларӑм).
Мӗн ӳкернине каярах лартӑп. Халь вара ҫул ҫинче курни-илтни пирки каласа парасшӑн.

More...

 
[Comments (1)]

Шурчановпа Аксаков сӑмахӗсене хакланӑ май

  06.05.2011 20:51 | 4442 views
Тӗнче тетелӗнче Михаил Михайловский каланӑ сӑмахсем пирки хӗрӳ калаҫусем пуҫланнӑ тет. Каланӑ пуль. Анчах та хӑш-пӗр политиксем кун пирки шухӑшӗсене пӗлтернӗ чухне хӑйсем ҫав шутра чӗлхе сакунне пӑснине пӗрре те ӑнланмаҫҫӗ, туймаҫҫӗ те.
Шурчанов сӑмахнех илес. Чӑвашлине синхронно вырӑсла куҫарса пымалла тет, анчах та вырӑслине ҫавӑн пекех чӑвашла куҫарса пырасси пирки пӗрре те каласшӑн мар. Чӑвашла куҫарманни — уншӑн нормально, икӗ чӗлхесен хушшинчи танмарлӑха кӑтартмасть имӗш. Малалла.

More...

 
[Comments (1)]

Эктор Алос и Фонт. Чӑваш чӗлхин социаллӑ нормализацийӗ хӑш мелпе пулать? (pdf)

  22.04.2011 08:08 | 4903 views

http://docme.ru/k76



Резюме:
Чӑвашла калаҫакансен шучӗ пӗрмаях чакса пырать. Тӑван чӗлхе ӑруран ӑрӑва куҫса пыма пӑрахнн те (уйрӑмах хуласенче, анчах халӗ унта ҫеҫ мар) Раҫҫей Федеранийӗн ытти регнонӗсемпе танлаштарсан кунта самай пысӑк шайра. Ҫав статьяра Чӑваш Республнкинчи чӑваш чӗлхин социаллӑ нормализацийӗ пирки Хауген моделӗпе киллӗшӳллӗн сӑмах пырать. Патшалӑх органӗсен чӗлхе социаллӑ аталанӑвне пырса тивекен ӗҫӗсене уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫав ӗҫсем чӑваш чӗлхнне шкулта вӗрентессипе чикӗленсе тӑрать.

More...

 
[Comments (2)]

«Тулӑх хӗлхемӗ». Павлова Фаина

  20.04.2011 13:58 | 4659 views
 

«Тулӑх хӗлхемӗ». Матвеева Изабелла + Шатунова Вероника. Мӑн Сӗнтӗр

  20.04.2011 13:54 | 6083 views
 

«Тулӑх хӗлхемӗ». Александрова Галина. Ҫӗмӗрле

  20.04.2011 13:32 | 4446 views
 

«Тулӑх хӗлхемӗ». Мешкова Мария. Ишлей шкулӗ

  16.04.2011 18:48 | 4552 views


 

«Туслӑх хӗлхемӗ». Крюшникова Вера. Ҫӗрпӳ хули

  16.04.2011 16:49 | 4718 views
 

«Туслӑх хӗлхемӗ». Иванова Вера. Калинин шкулӗ

  16.04.2011 16:27 | 4320 views
 

«Туслӑх хӗлхемӗ». Афанасьева Елена. Шупашкарти 17 шкул

  16.04.2011 16:13 | 4719 views
 

«Туслӑх хӗлхемӗ». Иванова Марина. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул

  16.04.2011 15:57 | 4258 views
 

Уникодлӑ шрифтсем

  11.04.2011 23:01 | 4002 views
Халь тепӗр хут Windows 7 ОС-ра усӑ куракан шрифтсене тишкертӗм. Уникодри кирил саспаллийӗсене вӗсенче усӑ курма пулӗ-ши? тесе...

Чӑн та, кунти шрифтсен ӳсӗмӗ пур. Маларах WinXP-ра пӗрре-иккӗ кӑна пулнӑ пулсан, халь весен шуче самай ӳснӗ: Arial, Calibri, Cambria, DejaVu (питӗ кутӑн шрифт), Meiryo, Microsoft Sans Serif, MS Gothic, MS Mincho, Palatino Linotype (ӑна юсанӑ, «ӗ» саспаллие хушнӑ), Segoe, Tahoma, Times New Roman. Ҫав вӑхӑтрах Georgia тата Verdana шрифтсенче кирилл пайенчи чӑваш саспаллийӗсене ӳкермен :(.

Тӗплӗнрех кунта — http://docme.ru/ZO5
 

М.Р. Федотов: «...оставить имя «чуваш» для чувашей...»

  06.04.2011 21:57 | 42813 views
«Одно желание — оставить след на чувашской земле. Одного только хочу — прожить побольше, оставить имя «чуваш» для чувашей»
Из письма М.Р. Федотова от 7 июня 1971 года.
 
[Comments (53)]

Николай Егорович Лукианов каланӑ доклад (ЧАП уявӗнче)

  22.03.2011 19:40 | 6086 views
Ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрӗмрсем.

Чи малтанах сире пурне те Чӑваш аталану партине йӗркелесе яни ҫирӗм ҫул тултарнипе саламлама ирӗк парсамӑр.
Вӑл событи пулса иртнӗренпе пуҫ йӗри тавра шутламалӑх, ӑна анализламалӑх, ҫак вӑхӑтчен пуҫтарӑннӑ опытпа усӑ курса паянхи чӑваш наци аталанӑвӗнче туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалӑх вӑхӑт ҫителӗклех иртрӗ темелле пуль.
Хам тӗп сӑмаххӑма пуҫличчен чи малтанах эп ҫак событипе ҫыхӑннӑ икӗ япалана акцентласах палӑртса хӑварасшӑн.
Пӗрремӗшӗ. Ҫав кун таранччен чӑваш халӑх историйӗнче халӑх, наци интересӗсене хӳтӗлеме хӑйне хӑй политика партийӗ тесе ят парса йӗркеленнӗ организаци пулман пулнӑ.

More...

 
[Comments (10)]

Манифест чувашей Ульяновской области

  18.03.2011 19:42 | 36228 views
Крепка дружба бывает лишь между равными, а равные те, которые не возвеличивают себя, принижая других.


МАНИФЕСТ ЧУВАШЕЙ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ

Бывший президент Чувашской Республики Н.В. Федоров пишет: «Я призываю вас провести разъяснительную работу в своих диаспорах, отстаивать чувство национальной ответственности, гордости, чтобы не потерять себя, свою нацию, свои корни, чтобы не превратиться в манкуртов» (Ман – забыть; Курт – племя, народ).

В целях обращения внимания на данную проблему, и призывая к помощи, чуваши Ульяновской области направляют свое обращение к уполномоченным лицам по адресам:


  • В Правительство РФ;
  • В Государственную Думу РФ (по национальным вопросам);
  • Министру образования и науки РФ;
  • Министру культуры РФ;
  • Губернатору и Правительству Ульяновской области;
  • Законодательному Собранию Ульяновской области;
  • В Городскую Думу г.

More...

 
[Comments (49)]

Ребрендинг?

  18.03.2011 19:22 | 5778 views
Ребрендинг теҫҫӗ, ребрендинг теҫҫӗ...

Чӑваш халӑхне «сувар» ята тавӑрни тем тесен те унбрендингпа (UNbrending) танлаштармалла — киввине тавӑрни.

Ребрендинга тунӑ чухне фирма е тавар ятне улӑштармаҫҫӗ, ытларах чухне ӑна тепӗр май илемлетеҫҫӗ ҫеҫ. Т-х: Билайн, МТС дизайнсене логотипӗсене улӑштарчӗҫ, анчах ячӗ вӗсен ҫавах юлчӗ.

Ребрендинг уссийӗ — компанире ытти пысӑк улшӑнусем ҫук чухне аталану пуррине кӑтартасси. Компанире ҫӗнӗ функционал кӗртсех пынӑ чухне ребрендинг кирлех те мар — улшӑнусем ун аталанӑвне кӑтартаҫҫӗ. Улшӑнусем ҫук чухне вара компани пӗр вырӑнта тӑманнине кӑтартас тесе ҫавнашкал ребрендинг ирттерсе компани патне интерес ҫуратаҫҫӗ.

More...

 
Pages: 1, ... 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, ... 47
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat