Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -13.7 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.(Ф. Бэкон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ»

Аçтахар Плотников24.04.2013 21:525892 views

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие эп хам та хутшӑнтӑм. Чи малтанах кӑшт шикленӳсем те пурччӗ — хутшӑнас-и, е хутшӑнас мар-ши? Кайран шутларӑм-шутларӑм та — ара мӗн унта иккеленсе тӑрасси пур? Ҫырса пӑхас. Эп хам килте ҫыратӑп-иҫ. Хамӑн ӗҫ хама килӗшмесен ярса памасӑр та пултаратӑп-ҫке!

Наци радиовӗн интернет урлӑ калаҫӑвӗ те тикӗс пулмасси пирки шутланӑччӗ (хӑш чухне те каналӗ хӗсӗккине пула малтан пач татӑлатчӗ те) — пысӑк тав вӗсене, пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ.

Тексчӗ ман шутпа питӗ лайӑх. Кӗскерех пулин те. Пӗрремӗш текст пулнӑран Лидия Кузьмина хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене уҫса пычӗ пулас, анчах ман шутпа вӑл ытлах кирлех те мар. Мӑшӑр сӑмахсене епле ҫырмаллине, Кӑнна Кушки ял ячӗ пулнине ҫыракан пӗлмеллех ӗнтӗ.

Пурӗ 2 300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ тет... Питӗ лайӑх ман шутпа. Пӗрремӗш утӑм япӑх пулмарӗ. Хам миҫе паллӑлӑх ҫырма пултарни кӑсӑклантарать — диктант текеннине тахҫантанпах ҫырманччӗ, шкултан вӗренсе тухнӑранпах. Ырана кӗтме тивет ӗнтӗ...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Игорь Сайман // 1724.42.5551
2013.04.25 15:03
Ку диктанта эп хутшăнман. Ун тĕлĕшпе хамăн хăшпĕр шухăшсене каласшăн. Диктант валли ятарласа çырнă тата/е ятарласа суйланă текстсем çеç юрăхлă. Кашни урлă выртан текстах диктант валли сĕтĕрсе килме юрамасть. Эппин йĕркелÿçĕсем текст хатĕрлеме Юрий Сементер поэта сĕнни çав тери вырăнлă. Тепĕр çул ахăртнех урăх автор пулĕ.
Игорь Сайман // 2761.75.3342
2013.04.26 15:18
автор орфографийĕ тата автор пунктуацийĕ текен ăнлавсем пур. Çакă уйрăм авторсем хăйсен тĕллевĕсене кура официаллă шутланакан правилăсене тепĕр чух пăхăнмасса та пултарнине пĕлтерет. Тĕрлĕрен текстсенче тата ытти çавнашкал нюанссем чылай тупăнĕç.
Таня // 8319.3.5155
2013.04.27 01:16
"Питĕ лайăх" паллă илни хавхалантарать
2013.04.27 09:56
Аçтахар Плотников
Манăн миçе паллă пулни халĕ те паллă мар-ха :(
Agabazar // 1978.46.4399
2013.04.27 16:55
Agabazar
чăвашла диктант çыракансене "минретме" пултаракан сăлтавсем нумай. Вĕсенчен пĕри çакă: чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче факт, стиль, грамматика, орфографи йăнашĕсене пĕр-пĕринчен уçăмлăн уйăрма вĕрентмеççĕ. Тата паллах "ЛШХАЙХИ" уйрăм, пĕрле, дефиспа çырассин ыйтăвĕсем "мыскара" кăтартаççĕ...
Agabazar // 1978.46.4399
2013.04.27 16:58
Agabazar
Паллах, Юрий Сементер поэт ятарласа текст хатĕрленĕ чухне çак самантсене шута илнĕ пуль-ха ĕнтĕ...
Agabazar // 2232.6.4441
2013.04.27 18:38
Agabazar
Таня:"Питĕ лайăх" паллă илни хавхалантарать" "Питĕ лайăх" вырăнне "Шеп" тесен аванрах мар-ши?
Agabazar // 3069.42.9083
2013.05.02 21:26
Agabazar
— Как быть, Каринкке?
— Çапла тăвас, Çаманкка!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters