Америка ăсчахĕсем чи самăр хĕрарăмсем ăçта пурăннине палăртнă. Çавăн пекех вĕсем планета çинчи кашни виççĕмĕш çын самăр пулнипе аптăранине çирĕплетнĕ.
Çĕр çинчи çынсен 30 проценчĕ самăр-мĕн. Кун пирки те Америка ăсчахĕсем калаççĕ. Ытларах чухне ку «чирпе» çывăх Хĕвелтухăçĕнчи тата Çурçĕр Африкăри халăх аптăрать иккен. Çак çĕршывсенчи арçынсен 60 проценчĕ, хĕрарăмсен 65 проценчĕ мăнтăр-мĕн.
Иккĕмĕш вырăнта – Индипе Китай. Унти çынсен 15 проценчĕ самăр. Виççĕмĕш вырăнта – АПШ.
Индири Зион Чан Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕме пултарнă. Унăн 39 арăм, хăйĕн тăван 94 ачи, арăмĕсен 14 ачи тата 33 мăнук.
Çак пысăк çемье – 181 çын – тăватă хутлă çуртра пурăнать. Унта 100 пÿлĕм. Арăмĕсем общежитири пек çывăраççĕ. Çуртра ачасем валли йăлтах пур. Çав шутра – шкул та.
Зион Чанăн арăмĕсем упăшкипе черетпе çывăрнăшăн пĕрре те мăртăхмаççĕ. Арçын the Sun кăларăмра хăйне «Турă çынни» пек туйнине пĕлтернĕ.
Индири Фатима Мангре упăшкинчен уйрăлнă чи çамрăк арăм пулса тăнă. Ăна ашшĕ 4 çулта 10-ри Аджун Бакридие качча панă. Анчах тăватă çултан, çамрăк упăшка арăмне яла илме килсен, ир тĕвĕленнĕ çемьене аркатма йышăннă.
Çавăн чухне хĕрĕн ашшĕ урăх шухăшне пĕлтернĕ. Вăл тĕпренчĕкне 18 çул тултариччен килте хăварма шутланă-мĕн. «Хĕрсене ирех качча пани тĕрĕс маррине тинех ăнлантăм. Манăн хĕрĕн ачалăхĕ пултăр», - тенĕ вăл.
Нумаях пулмасть килсĕр кушак МИХсен «çăлтăрĕ» пулса тăнă. Вăл кăрлачăн 10-мĕшĕнче пăрахса хăварнă ача пурнăçне çăлнă.
Машка кушак ачана çăлни пирки тĕнчипех пĕлме тытăннă. Калуга облаçĕнче Обнинск хулинче пĕчĕк арçын ачана курупкана чиксе подъездра пăрахса хăварнă. Кушак темиçе сехет ачана ăшăтнă, çулланă. Çав вăхăтрах çынсене чĕнес тесе хыттăн сасă панă.
Подъездра пурăнакансенчен пĕри çапла каланă: «Кушака аçи ватать тесе чупса килтĕм. Пăхатăп – ача макăрать».
100 çула çитнĕ çынсене, паллах, çак ыйтăва памасăр чăтаймастăн: «Епле майпа çак çула çитрĕр? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?» Тĕнчери тĕрлĕ ăсчахсем тунă тĕпчевсемпе, сĕнÿсемпе паллашăр.
1. Виçине пĕлсе çимелле. Кунсерен 2500 килокалорирен ытлашши пулмалла маррине пĕлтереççĕ. Анчах ăна 1500 таран чакарма тăрăшăр. Организм клеткисем калорисене пĕтерсе хăшкăлмĕç, пачах тепĕр май – хастарланĕç. Анчах килокалори виçине ытлашши чакарни те усăллă мар.
Çĕр çинче илемлĕ вырăн нумай. Хăш-пĕр çĕрте юмахри пекех туятăн хăвна. Хăв та ăнланмастăн: тĕлĕк е чăн? Ăçта вĕсем – юмахри евĕр вырăнсем?
Францири Кольмар. Вăл Европăри – чи илемлĕ хула. Унта хăвна кĕнекери юмахран лекнĕн туятăн. Кольмар хĕрлĕ эрех тăвакан тăрăхра вырнаçнă. Кунта иçĕм çырли ăнса пулать. Паллах – хĕвел хĕртет, ăшă. Илемлĕ лапамсене, фонтансене пула ăна «Пĕчĕк Венеци» те теççĕ. Кунта Фредерико Бартольди çуралнă. Вăл – Ирĕклĕх статуин авторĕ.
Çын мĕн тума пултарать? Хăш-пĕр япалана медиксем те, тĕпчевçĕсем те ăнлантарса параймаççĕ. Тĕлĕнмелле япаласем тума пултаракан çынсем пирĕн хушăмăртах пурăнаççĕ. Тĕнчере нумай вĕсем.
Эрешмен çын Джози Рэй Индире пурăнать. Вăл вертикаль сийпе куçса çÿреме пултарать. Джози çакна ача чухнех сиснĕ. Каярах вăл хăйĕн «пултарулăхне» аталантарма тăрăшнă, кунĕпе тренировкăсем ирттернĕ. Вăл скалолаз евĕр мар. Алли-ури ирĕклĕн хускалать.
Ачасем – пуласлăх. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Passion.ru сайт чи ăслă ачасемпе паллаштарать.
Махмуд Ваиль Махмуд 1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки ăна тĕнчери чи ăслă ача тесе йышăннă. Махмуд асра арифметика ĕçĕсене шутлаять. Задачăсем шутлас енĕпе вăл Египетри ăсчахсенчен те ирттернĕ. Ача пуçламăш пĕлĕве темиçе çул каялла илнĕ. Халĕ вăл тĕнчери компьютер компанийĕсем сĕнекен программăсемпе вĕренет.